«Çынсем валли çыратăп: ырăлăхшăн юрлатăп»
Шупашкарти 2-мĕш пушарпа çăлав чаçĕн ĕçченĕ Евгений Назаров шалти службăн аслă прапорщикĕ пушă вăхăтра сăвă çырать тата юрлать. Вăл — Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн «Служу Отечеству» ансамблĕн солисчĕ те. Юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче Наци библиотекинче унăн «Пишу людям, пою во имя добра» кĕнекин презентацийĕ иртрĕ.
— Евгений, чи малтанах сире çĕнĕ кĕнеке тухнă ятпа саламлатпăр! Ку — çав тери пысăк пулăм. Литературăри малтанхи утăмсем мĕнрен пуçланчĕç-ха? Сăвă çырма çеç мар, уйрăм кĕнеке те кăларма мĕн хистерĕ-ха сире?
— Пĕрремĕш сăвва салтака кайиччен çырнăччĕ. 2000 çулхи çĕртме уйăхĕнче повестка илтĕм. Пĕр эрне маларах, çĕртмен 13-мĕшĕнче, ирхине вăрантăм, лартăм та сăвă шăрçаларăм. Çывăх çынсемпе сыв пуллашас умĕн кулянни те пурччĕ, çавна хут çине кăларас килнĕ ĕнтĕ. Ун чухне чунра капланни пĕтĕмпех манăн пĕрремĕш сăввăмра сăнланнă, «Лебединая стая» ятлă вăл. Хайлавăмсем çӳлĕк çинчи тетрадьре паянхи кун та выртĕччĕç-и тен… Анчах çывăх çыннăмсем, юлташсем манăн пултарулăха килĕштернĕрен кĕнеке кăларма хистерĕç, хавхалантарчĕç, çакă пурнăçланасса питĕ шанчĕç. Уншăн вĕсене тав тăватăп.
— Сирĕн кĕнекере мĕнле тема ытларах палăрать? Çăлавçă ĕçĕ е тĕрлĕ ыйту тавра шухăша путни?
— «Пишу людям, пою во имя добра» сăвăсен пуххи тĕрлĕ енлĕ. Хамăн хайлавсене эпĕ аннене, мăшăрăма, ачамсене, пĕртăвансене халалланă. Пушар хуралĕ çинчен, паллах, уйрăм ярăмра. Лирика сăввисем те пур. Сăмахран, çул çинче пыратăп та мĕн курнине çыратăп. Паттăррăн пуç хунă юлташсене халалланисем те пур.
— Çырма пуçланăранпа 25 çул çитнĕ. Çак вăхăтра сирĕн 60 ытла хайлав çуралнă. Кĕнекепе мĕнлерех, хăш вăхăтра ĕçлерĕр? Службăран тата репетицисенчен каннă чухне-и?
— Тĕрлĕрен пулать! Пĕррехинче 41-мĕш пушар чаçĕнче дежурствăра чухне çĕрле тăрук тăрса лартăм та сăвă çырса хутăм. Тӳрех! Унччен эпĕ хут, хаçат çине е ăçта лекет, çавăнта çыраттăм. Халĕ вара телефон пулăшать — заметкăсене уçатăн та çырса хуратăн. Хăш кун пулнине, вăхăта тата вырăна палăртассине йăлана кĕртрĕм ĕнтĕ. Юрăсемпе сăвăсем ытларах чухне çул çинче çуралаççĕ.
— Евгений, 2011 çулхи ака уйăхĕнче эсир Раççей МЧСĕн Чăваш Енри пушарпа кĕрешекен патшалăх службине ĕçлеме килнĕ. 2012 çулта вара сире ведомство çумĕнче йĕркеленнĕ «Служу Отечеству» ансамблĕн йышне илнĕ. Ансамбль чун киленĕçĕ çеç мар. Сирĕн шухăшпа, мĕнле тĕллеве пурнăçлать-ши вăл?
— Ансамблĕн тĕп тĕллевĕ — хальхи çамрăксенче патриотлăх туйăмне аталантарасси. Вĕсене тĕрĕс çулпа ямалла. Эпир ĕçтешсемпе ача сачĕсенче, шкулсенче, аслă шкулсенче час-часах пулатпăр, ӳсекен ăру умĕнче юрлатпăр. Эпĕ ачасемпе ĕçлеме юрататăп, хăрушсăрлăх пирки калаçусем, Паттăрлăх урокĕсем ирттеретĕп.
— Юрă кĕввипе текстне хăвăрах çыратăр-и? Пултарулăх валли хавхалану ăçтан тупатăр?
— Кĕввине час-часах хамах хайлатăп. Вăл пуçра сăвăпа пĕрлех çуралать. Малтан çакна музыка пĕлĕвĕсĕрех тăваттăм. Гитара калама вара кӳршĕ вĕрентрĕ. Халĕ И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче ӳнерпе музыка пĕлĕвĕн факультетĕнче вĕренетĕп. Хавхалану вара ĕçре те, чунри пăшăрханусенче те тупăнать.
— Раççей МЧСĕнче ĕçлесси кăткăс та яваплă. Кун пек çĕрте пултарулăх мĕнле витĕм кӳрет?
— Ку ыйтăва хуравланă чухне пурте пĕлекен юрăри сăмахсем аса килеççĕ: «Нам песня строить и жить помогает». Манăн та çаплах. Дежурство хыççăн хăш чухне чунра лăпкă мар, мĕншĕн тесен тĕрлĕ лару-тăрупа тĕл пулатăн. Гитара тытса аккордсене аса илсенех лăпланатăн, вăй кĕрет.
— Сирĕн «Память в граните» юрă чĕрене пырса тивет. Унăн историйĕпе паллаштарсамăр.
— Эпĕ мир кӳрекен бригада йышĕнче контрактпа службăра тăнă чухне Грузипе Абхази хирĕç тăрăвĕ иртекен вырăнта командировкăра /2007 çулхи раштав уйăхĕнчен пуçласа 2008 çулхи юпа уйăхĕччен/ пулнăччĕ. Унта эпир мирлĕ пурнăç йĕркелеме тата вырăнти халăха гуманитари пулăшăвĕпе тивĕçтерме хутшăнтăмăр. Пирĕн тĕллевсенчен пĕри — Абхазири вырăнсене минăран тасатассиччĕ тата боеприпассене пĕтерессиччĕ. Пĕррехинче юхан шыв хĕрринче чарăнас килчĕ. Ун çывăхĕнче пĕчĕк сăрт пурччĕ. Унта çулçăпа турат нумайччĕ. Çавна йăлтах тасатрăм та тĕлĕнсех кайрăм! Ман умра — гранит плита, ун çине вара çапла çырнă: «Кунта 1942 çулта 96-мĕш полкăн стрелоксен 394-мĕш дивизийĕн салтакĕсем вилĕмрен хăрамасăр çапăçнă». Çав самантра эпĕ кукаçине аса илтĕм, вăл ман çумра тăнăнах туйăнчĕ. Машина патне кайрăм та типĕ паек илтĕм, çавăнтах ларса кукаçине ырă сăмахпа аса илтĕм. Вăл çут тĕнчерен кайнă чухне эпĕ пилĕк çулти ачаччĕ, ун пирки питĕ сахал пĕлеттĕм. Командировкăран таврăнсан вăраха тăсас темерĕм, архивсенчи хутсене шырама тытăнтăм. Çапла манăн кукаçи Сергей Гурьянов 56-мĕш уйрăм çыхăну полкĕнче тăнине, ротăн радиотелеграфисчĕ пулнине пĕлтĕм. Çавăн пекех кабель надсмотрщикĕ те пулнă вăл. Кукаçине «Çарти ĕçсемшĕн» медальпе чысланă. Унăн çар çулĕ Кавказ урлă иртнине пĕлсен тата ытларах тĕлĕнтĕм. Темиçе теçетке çултан эпĕ кукаçин çулĕпе кайнă вĕт! Çакăн хыççăн «Память о граните» юрă çуралчĕ. Ăна кукаçине тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене пурне те халалларăм. Çак юрă хыççăн патриотла сăвăсен ярăмĕ те çырăнчĕ.
— «Парад в 41-м» сăвă историйĕ те кăсăклă. Ун çинчен каласа кăтартăр-ха тархасшăн.
— Манăн хĕрĕм Ксения 6-мĕш класра вĕреннĕ чухне вĕсене шкулта ӳкерчĕк тăрăх сочинени çырма киле ĕç панăччĕ. Хĕрĕм «1941 çулхи парад» ӳкерчĕке суйларĕ, пулăшма ыйтрĕ. Манăн тӳрех сăвă çуралчĕ — «Парад в 41-м». Ксения шкулта çак сăвва каласа «5» паллă илнĕ. Ун хыççăн эпир тата тĕрлĕ конкурса хутшăнтăмăр. Презентаци валли Шупашкарти Çĕнтерӳ паркĕнче видео ӳкертĕмĕр. Кайран кадрсене пăхнă чухне çакна асăрхарăмăр: эпир ӳкерсе пĕтерсенех вăйлă çумăр çуса янă! — Çăлавçă ĕçтешĕрсем сирĕн пултарулăха мĕнле йышăнаççĕ? Пушарнăйсем сире час-часах итлеççĕ пулĕ?
— Лайăхах йышăнаççĕ, хавхалантараççĕ! Час-часах ансамбльпе тĕрлĕ тытăм, пушар хуралĕн ветеранĕсен умĕнче юрлатпăр. Хапăлласа йышăннине курма питĕ кăмăллă, хăш-пĕр юрра тепĕр хут шăрантарма та ыйтаççĕ. Пире пулăшса пынăшăн, ансамбле конкурссене, фестивальсене хутшăнма май туса панăшăн ертӳлĕхе тав тăватăп. — Сирĕн кĕнеке тата юрăсем çăлавçă пурнăçне шалтан сăнлаççĕ тесен те юрать. Ку профессирен аякра тăракан çынсем патне мĕнле шухăш çитерес килет? — Хамăн хайлавсенче Раççей МЧСĕн ĕçченĕсен кулленхи тăрăшулăхне кăтартатăп: çынсене çăлни, пушар сӳнтерни, авари хыççăнхи хăрушлăха пĕтерни. Сăмахран, «пушарнăйсем шывсăр килнĕ» теççĕ. Ун пек пулаймасть! Çавăнпа та çамрăксемпе тĕл пулсан е шкул ачисемпе уроксем ирттернĕ вăхăтра пушар хуралĕ пирки çӳрекен йăнăш шухăшсене тӳрлететĕп. Шыв мĕн чухлĕ каясси цистерна калăпăшĕнчен тата палăртнă вăхăтра кĕпçере шыв мĕнле çӳренинчен килет. Кирек хăш пушар чаçне кĕрсе пăхăр — çулăмпа кĕрешекенсем ятарлă машинăна расчета шывсăр, пĕр-пĕр хатĕрсĕр лартма пултараймаççĕ. Шывсăр хăçан килме пултараççĕ вĕсем? Пĕр пушара сӳнтернĕ хыççăн вут-çулăм тухнă тепĕр вырăна васкавлăн çитсе çынсене çăлмалла чухне.
— Сирĕн кумир пур-и? Кам вăл?
— Вăл — шалти службăн отставкăри полковникĕ Андрей Барабанов, «Служу Отечеству» ансамбль ертӳçи. Шкулта вĕреннĕ чухне унăн концертне лекес тесе хăш чухне урокран та тараттăм. Темиçе теçетке çултан шăпа пире тĕл пултарчĕ. Ăна та, пирĕн ансамбльте юрлакансене пурне те Турă сывлăх патăрччĕ. Кашниех маншăн çав тери хаклă. — Евгений, çамрăк çыравçăсене мĕн сунатăр? — Кĕскен калатăп — мĕн пур йывăрлăха парăнмасăр вĕçне çитиччен кайăр.
— Чуна тивекен сăвăсемпе юрăсемшĕн тавах сире, Евгений. Вулакансене вара мĕн суннă пулăттăр?
— Хаклă вулакансем! Страницăна уçиччен çакна ăнлансамăр: эпĕ Пушкин та, Лермонтов та, Высоцкий те мар. Анчах манăн кĕнекери кашни йĕркене чун витĕр кăларса çырнă.
СĂМАХ МАЙ
Евгений Назаровăн «Пишу людям, пою во имя добра» кĕнекине пахалама тăванĕсем, пĕрле ĕçлекенсем, пĕр класра вĕреннисем тата авторăн шкулти учителĕсем, Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн представителĕсем, ятарлă çар операцине хутшăнакансем, пушар хуралĕн ветеранĕсем, журналистсем, Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕн студенчĕсем хутшăнчĕç. Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, шалти служба полковникĕ Алексей Струженков çĕнĕ кĕнеке тухни авторшăн та, унпа пĕрле ĕçлекен юлташĕсемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм тесе пĕлтерчĕ. Вăл Евгений Назаров Раççейĕн чăн-чăн патриочĕ, пушарпа кĕрешес ĕçĕн тăрăшуллă специалисчĕ, ыттисене яланах пулăшма хатĕр çын пулнине палăртрĕ.










