Хыпар 87 (28404) № 21.11.2025
Пĕр ветеран та тимлĕхсĕр ан юлтăр
Иртнĕ эрнере Правительство çуртĕнче ятарлă çар операцине хутшăннисене тата хутшăнакансене пулăшу кӳмелли мерăсене сӳтсе яврĕç.
«Пирĕн тĕп тĕллев — çапăçусенче пулнă ентешĕмĕрсене тăнăç пурнăçа май килнĕ таран кĕске хушăра кĕртсе пырасси. Çак ĕçĕн пĕлтерĕшлĕ енĕсем — киле таврăннисене диспансеризаци кăларасси, аманнисене медицинăпа психологи пулăшăвĕ кӳресси тата ĕçе вырнаçма пулăшасси. Çар тĕллевĕсене пурнăçланă чухне аманса инвалида тухнисене пушшех пысăк тимлĕх уйăрмалла», — терĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Лариса Тарасова палăртнă тăрăх, ятарлă операцие хутшăннисен пулăшу черетсĕр илмелли ирĕк пур. Çапла тумашкăн медучрежденисен регистратурине удостоверени кăтартса çапăçусене хутшăннисен статусĕ пуррине çирĕплетни те çителĕклĕ. Кашни медорганизацире вĕсене медпулăшу панă чухне пăхма ятарлă специалист уйăрнă. Çулталăк пуçланнăранпа операцирен таврăннă 560 салтакпа офицера диспансеризациленĕ тата медицина профилактики витĕр кăларнă, 74-ăн медреабилитаци тухнă. Сиплеве вĕсен килĕсене çитсе те йĕркелеççĕ. Операцие хутшăннисем тата вĕсен çемйисем валли 6 медорганизаци уçă алăк кунĕсем ирттернĕ. Çак категори сывлăхне Республика онкодиспансерĕнче те тĕрĕслеççĕ — усал шыçă пуласран асăрханас тĕлĕшпе ку питĕ вырăнлă. Вăрçă ветеранĕсен клиника госпиталĕн врачĕсем мĕн пур чире тупса палăртассишĕн тăрăшаççĕ. Врач-стоматологсем медпулăшу панă чухне терапин, пародонтологин, хирургин сиплев майĕсемпе усă кураççĕ, пациентăн янахĕпе шăлĕсене рентгенпа туллин ӳкереççĕ. Стоматолог-ортопед кашнине сĕнӳсем парать. «Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисем» фондăн медицинăпа психологи пулăшăвĕ паракан кабинечĕ ĕçлет. Çапăçу ветеранĕсемпе вĕсен çемйисем унта çитсе пулăшу илме пултараççĕ. «Психологи пулăшăвĕ кӳрекен кризис линийĕ» çĕрĕн-кунĕн ĕçлет. Олег Николаев республикăн Сывлăх сыхлавĕн министерствине операцие хутшăннисене шăл протезĕ лартассипе çыхăннă ыйтăва мĕнле йĕркепе татса пама май пуррине тишкермешкĕн хушрĕ. «Пирĕн хăйне ăнăçлă кăтартса панă активлă принцип — сертификатсем — урлă пулăшмалли практика çирĕпленчĕ ĕнтĕ. Бюджет укçине тӳррĕн пирĕн республикăн е хулан стоматологи больницисене куçарса паратпăр. Çак майпа ентешĕмĕрсене çеç пулăшмастпăр, хамăрăн патшалăх учрежденийĕсене те тĕревлетпĕр. Çак меслет бюрократин нумай ыйтăвне татса пама май парать, мĕншĕн тесен медпулăшу ăçта, мĕнле тата мĕн чухлĕ кӳнине кайран шутламалла пулмĕ», — терĕ Олег Алексеевич. Ларура ятарлă çар операцийĕн инваличĕсем вăл е ку çурт-йĕрте тата таврари территорисенче куçса çӳренĕ чухне тухса тăракан чăрмава пĕтерессипе çыхăннă ыйтусене те сӳтсе яврĕç. Вĕсене татса парассишĕн мĕнле мерăсем йышăнни çинчен строительство министрĕ Владимир Максимов каласа пачĕ. Ку енĕпе нумай хваттерлĕ çуртсенче те, уйрăм çынсен çурт-йĕрĕн фондĕнче те ĕç пырать. Республика Пуçлăхĕ хушнине пурнăçласа инвалидсене пĕр вырăнтан тепĕрне куçса çӳреме çăмăлрах пултăр тесе пурăнакан вырăнĕсене лайăхлатмалли регламент туса хатĕрленĕ. Вăл муниципалитетсен администрацийĕсемпе «Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисем» фонда çав ыйтусене татса парассишĕн пĕр-пĕринпе епле хутшăнса ĕçлемелли ятарлă çар операци йĕркене çирĕплетет. Муниципалитетсен операци инваличĕсен пурăнмалли вырăнне тишкерекен комиссийĕсене халĕ фонд представителĕсене те кĕртеççĕ. Пăхса тухассине ансатлатма ăна тĕпчеме ыйтса çырнă заявленин электрон вариантне Патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен порталĕ урлă тăратма юрать. Ларура операци ветеранĕсемшĕн пĕлтерĕшлĕ тепĕр ыйтăва та — республикăна таврăннă инвалидсене ĕçе вырнаçтарассине — сӳтсе яврĕç. «Кунта пĕр-пĕринпе çыхăннă тĕллевсен ушкăнне пурнăçламалла. Малтан вĕсем хăш профессисене суйласа илме кăмăл тунине палăртмалла, çавăн хыççăн çĕнĕ специальноçсене вĕрентмелли программăсем хатĕрлемелле, хăш-пĕр енĕпе пуçламăш пĕлӳ парассине те йĕркелемелле. Кунсăр пуçне пурне те, çав шутра тĕрлĕ енĕпе бизнес пуçласа ярас текенсене, пулăшмалла», — палăртрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова пĕлтернĕ тăрăх, ĕçпе тивĕçтерекен службăсем «Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисем» фондпа пĕрле операци ветеранĕсемпе вĕсен çывăх çыннисене ĕçе вырнаçтарассипе çыхăннă кашни ыйтăва хăш профессие вĕреннине, малтанхи ĕçри пухнă опыта, сывлăха шута илсе уйрăммăн пăхса тухаççĕ. Чӳк уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне ĕçпе тивĕçтерекен службăна пынă ветерансен 60% ĕçе вырнаçтарнă, вĕсен 9,8% вăл е ку профессие вĕренсе алла илнĕ, 16,2% социаллă контракт çирĕплетнĕ, 4,7% хăйсен ĕçне пуçарма пулăшу укçи илнĕ. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Суд приставĕсем тăлăхсене те пулăшаççĕ
Федерацин Суд приставĕсен службин регионсен пĕрлехи Тĕп ӳятарлăӲ управленийĕн Чăваш Республикинчи суд приставĕсен ятарлă уйрăмне 2023 çулхи чӳк уйăхĕнче йĕркеленĕ. Унăн тĕллевĕсем еплерех? Çак уйрăмра тăрăшакансем мĕнле ыйтусене татса параççĕ? Çакăн пирки уйрăм ертӳçи Юлия Дмитриева каласа кăтартма килĕшрĕ.
— Эпир суд йышăнăвĕсене пурнăçламалли уйрăм производствăсемпе ĕçлетпĕр. Тĕслĕхрен, коррупципе çыхăннă преступленисем тунăран пулнă уголовлă штрафсемпе сиене шыраса илес тĕлĕшпе. Кунта сăмах администрацисен пуçлăхĕсем, право хуралĕн органĕсен тата пысăк предприятисен ĕçченĕсем пулнă çынсем — должноçри полномочийĕсемпе тупăш илес тĕллевпе усă курнисем — пирки пырать. Çакнашкал ĕçсене пăхса тухнă чухне тăванĕсем, мăшăрĕ çине çыртарнă пурлăха тупса палăртни пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн уйрăма йĕркеленĕренпе кунти суд приставĕсем тăрăшнипе бюджет 26 миллион тенке яхăн пуянланчĕ — ку правăна хирĕçле тăвакан ĕçсене чарса лартассипе çыхăннă мерăсен витĕмĕ пысăк пулнине кăтартать.
— Сирĕн уйрăмăн пысăк тепĕр тĕллевĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ ĕçсемпе çыхăннă терĕр. Ун пирки тĕплĕнрех каласа кăтартаймастăр-и?
— Çапла, эпир суд йышăнăвĕсене пурнăçламалли социаллă пĕлтерĕшлĕ производствăсемпе те ĕçлетпĕр. Кунта сăмах çынсене, çав шутрах тăлăх ачасене те, пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси пирки пырать. 2024-2025 çулсенче суд приставĕсем тăрăшнипе 164 гражданин çĕнĕ хваттере куçнă, çав шутра — 107 тăлăх. Ашшĕ-амăшĕн хӳтлĕхĕсĕр юлнисем пирки калас тăк, пурăнмалли кĕтеслĕ пулнисен 90% — Шупашкар хулинчен, 10% — республикăри округсенчен.
— Çынсене эмелпе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусемпе те ĕçленине палăртрăр. Ку енĕпе мĕнле йывăрлăхсем сиксе тухаççĕ?
— Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерстви эмел туянмашкăн пысăк укçа уйăрать. Çынсене çак препаратсемпе вăхăтра тивĕçтерессине суд приставĕсем тĕрĕслесе тăраççĕ. Пирĕн уйрăмăн сотрудникĕсем пĕлсе тата оперативлă ĕçленĕрен 30 çынна пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ эмел препарачĕсем панă, çав шутрах — çул çитмен 14 ачана та. Пĕр тĕслĕх пирки каласа кăтартас килет. Ӳпке чирĕсемпе аптăракан çынсене сиплемелли эмел препаратне кирлĕ чухлĕ туянассипе çыхăннă ыйтусене вăхăтра татса паманни 2020 çулта çуралнă ачан пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратнă. Преступлени пирки пĕлтернисене шута илекен кĕнекере должноçри çынна уголовлă майпа явап тыттарма /Раççей Федерацийĕн Уголовлă кодексĕн 315 статйипе килĕшӳллĕн/ ыйтса çырнă заявление регистрацилесен тин парăмçă пĕчĕк пациента пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ препаратпа тивĕçтерме май тупнă.
— Юлия Валерьевна, налук тӳлевĕсене шыраса илессишĕн те сирĕн уйрăм яваплă-и?
— Çапла, пирĕн уйрăм. Ăна туса хунăранпа уйрăм предпринимательсемпе юридици сăпачĕсенчен налук тӳлевĕсене çур миллиард тенкĕлĕх шыраса илнĕ, çак укçа пĕрлештернĕ бюджета пуянлатнă. Федераци бюджетне тупăш шучĕпе 47 миллион тенкĕ ытла куçарса панă. Суд приставĕсем налук парăмĕсене ирĕксĕрлесе шыраса ан илччĕр тесен укçа-тенкĕпе çыхăннă тивĕçсене вăхăтра пурнăçлама сĕнетпĕр. Парăм пуррипе çуккине килтен тухмасăрах пĕлме тата ăна онлайн мелпе татма майсем пур. Тĕслĕхрен, федерацин Суд приставĕсен службин интернет сайтĕнче «Суд йышăнăвĕсене пурнăçламалли производствăсен кăтартăвĕсен банкĕ» электронлă сервис ĕçлет. Ун урлă парăм пуррине пĕлме тата тӳлеме май килет. Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнчи «Суд йышăнăвĕсене пурнăçламалли производство енĕн харпăр уйрăм кабинечĕ» урлă парăмçăсем тата ăна шыраса илекенсем суд приставĕсен службине электронлă мелпе заявлени, ăнлантарса çырни, çăхав яма пултараççĕ. <...>
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.
♦ ♦ ♦
Паттăрсем манăçмаççĕ
Ятарлă çар операцийĕнче паттăрлăх кăтартнисенчен пĕри — Вăрнарта 1999 çулта çуралнă Михаил Самаров.
Вăл поселокри 2-мĕш вăтам шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухнă хыççăн Новосибирскри аслă çар команда училищинче ятарлă пĕлӳ илнĕ. Ăна 2021 çулта Наро-Фоминск хулинчи 13-мĕш танк полкĕн разведка взвочĕн командирĕ пулма шаннă. Çамрăк лейтенант çапăçăва ятарлă çар операцийĕн пĕрремĕш кунĕсенче кĕнĕ. Вĕренсе тухнăранпа çулталăк иртсен вăл — аслă лейтенант, 2024 çулхи кăрлач уйăхĕнчен — капитан. 2022 çулхи пуш уйăхĕнче М.Самаров ертсе кайнă колонна засадăна лекнĕ. Пулемет вырнаçтарнă машининчен вăл вут-çулăм пĕрĕхтерсе бандеровецсен темиçе точкине пăчлантарнă. Каярахпа колоннăна «хуранран» тухма хушнă, хамăрăннисем патне ăна çухатусăр илсе çитернĕ. Михаил Валерьевич Луганск Халăх Республикинче тăшманпа çапăçса 2024 çулхи юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче пуç хунă, ăна Вăрнар масарĕнче пытарнă. Унпа пĕр класра вĕреннĕ Дмитрий Семенов çапла аса илет: «Вăл çивĕч ăслăччĕ, ачасемпе хутшăнма кăмăллатчĕ, вĕсем патне пĕрремĕш çитсе сăмахпа та, ĕçпе те пулăшма тăрăшатчĕ. Унăн спортпа пиçĕхнĕ çамрăк кăмăлĕ палăрсах тăратчĕ, хăйĕн ырă тĕслĕхĕпе ыттисене çавăрса ертсе кайма пултаратчĕ, çуран тата йĕлтĕрпе чупма пушшех юрататчĕ. Спорт ăмăртăвĕсене хутшăнатчĕ. Вăл маншăн яланах ырă тĕслĕхчĕ…» «Ăна учительсем те, вĕрентекенсем те юрататчĕç. Пур ĕçе те туса ĕлкĕретчĕ, питĕ лайăх вĕреннипе пĕрлех ачасемпе хутшăнма вăхăт тупатчĕ, калаçма çăмăлччĕ. Унран пулăшу ыйтма шикленместĕмччĕ — хирĕçлеместчĕ. Тепĕр чухне халĕ тĕлĕкре ачасене, çав шутра ăна та, куратăп. Вăл куç умне виççĕмĕш ретри парта хушшинче тухса тăрать, вĕрентекене итлет. Акă тăхтавра ахăлтатса кулнине куратăп», — каласа парать Михаилпа пĕр класра вăтам пĕлӳ илнĕ Анна Никитина. Амăшĕ Миша хăйне хуçалăхра пĕрмай пулăшнине, пĕррехинче килте темле ĕçе пĕтерейменрен вăл ӳнер шкулне кая юлса çитнине аса илет. Класс ертӳçи Марина Ильина Михаил çинчен çырнă характеристикăран: «…Вăл тулли çемьере çитĕнчĕ. Ашшĕ-амăшĕ ăна ăнланма тăрăшнă, юратса пăхнă. Алина Георгиевна тата Валерий Вениаминович унăн сывлăхне çирĕплетессишĕн нумай вăй хучĕç. Амăшĕ класс ертӳçипе яланах çыхăну тытрĕ, шкула пыратчĕ. Уроксенче, тăхтавра Миша хăйне яланах алăра тытатчĕ. Шкулта, класра йĕркене пăхăнатчĕ. Вăл тивĕçлĕ сăлтавсăр урокран юлни пулман. Унра киревсĕр йăла çукчĕ, шкул секцийĕсене, клуба, кружоксене çӳретчĕ…» Училищĕре Миша спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă, парашютпа самолетран 10 хут ытла сикнĕ, 2018 çулхи авăн уйăхĕнче Эльбрус тăвĕн хĕвел анăç енчи 5642 метр çӳллĕш хысакне хăпарса парăнтарнă, 2019 çулта Пĕтĕм тĕнчери шыв ай спорчĕн федерацийĕн шкулĕнче вĕренсе дайвер тата водолаз удостоверенийĕсене илнĕ. Ятарлă операцире Мишăпа пĕр ушкăнра çапăçнă Алексей аса илнинчен: «…Эпир пĕр-пĕрне ятран чĕнмен. Мишăна Самар теттĕмĕр, вăл каптерччĕ. Пĕррехинче тĕрĕслевпе пропуск пунктне наряда кĕрес умĕн тумтире тăхăнма хатĕрлерĕм. Кителе якатнă чухне пирĕн пĕрлехи юлташпа нумай калаçса утюгпа ĕнтсех илтĕм, çапах кун çинчен никам та пĕлеймерĕ — çарта хамăрăннисене сутмаççĕ. Пире ун пек чухне Миша каптер çăлса хăваратчĕ. Хăйĕн ачалăхĕ çинчен нумай каласа паратчĕ — утă çулни, çĕр улми кăларни таранах. Вăл чăн-чăн ял çынниччĕ, хам та ялта çуралса ӳснĕ, çавă пире çыхăнтаратчĕ…» Михаил Самарова сума суса округра çуллен спорт ăмăртăвĕ ирттереççĕ. Ман шухăшпа, Геройсем вилмеççĕ, вĕсем яланах — пирĕн чĕрере. <...>
Максим КАПИРОВ.
♦ ♦ ♦
«Тĕрлесен пурнăç та хитререх»
«Шухăшпа алă пĕрле ĕçлемесен тĕрĕçĕ пулаймастăн», — тет вăл. Çав вăхăтрах кашни тĕрĕ ача пекех туйăннине пытармасть. Сăмахăм Çĕмĕрле тăрăхĕнчи Турхан ялĕнче пурăнакан Валентина Сергеева çинчен. Чăваш тĕррин кунĕ çывхарнă май Валентина Геннадьевнăпа тĕл пултăмăр, унăн ĕçĕсемпе килентĕмĕр.
Ытларах — чечексем: хĕрлисем, шуррисем, саррисем… Унăн килĕнче, чăн та, картина галерейинчи пекех. Тĕррисене рамăсене вырнаçтарса стенаран çакнă. Пĕри кăчăк туртать, тепри… Илем тени кăмăла çĕклет. Валентина Сергеева /хĕр чухнехи хушамачĕ Верендеева. — Авт./ Çĕмĕрле тăрăхĕнчи Уйпуç Ялтăра ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ӳснĕ. Вĕсем 7 пĕртăван — 4 хĕрпе 3 ывăл — пулнă. Валентина — асли. Ашшĕпе амăшĕ Геннадий Филипповичпа Перасковья Николаевна вырăнти колхозра ĕçленĕ. Ирхине тухса кайнă та каç кӳлĕм кăна таврăннă. «Эпĕ йăмăкăмсемпе шăллăмсене пăхнă. Телее, мамак /асламăшне çапла каланă. — Авт./ пулнă. Вăл пире ĕçлеме, тирпейлĕ пулма вĕрентнĕ… Шел, çывăх çыннăмсем пурнăçран уйрăлчĕç ĕнтĕ. Атте 2008 çулта вилчĕ, анне 2020 çулта куçне яланлăхах хупрĕ. Çав çулхине кулянмалли чылай пулчĕ: кĕрӳ, унтан мăшăр пирĕнтен уйрăлса кайрĕç. Хуйха пусарас тесе ал ĕçĕ тытрăм. Тĕрĕссипе, ача чухне тĕрлесе ларма вăхăт пулман. Ун чухне канва та, çипсем те çукрахчĕ. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра ĕç урокĕсенче кăштах тĕрлеттернĕ-ха. Хăш-пĕр хĕрача тултарса тĕрлетчĕ те вĕсене питĕ ăмсанаттăмччĕ. «Хăçан çапла пултарăп-ши?» — тесе ĕмĕтленеттĕмччĕ. Ун чухне шăллăмсемпе йăмăксене пăхмашкăн пулăшмаллаччĕ. Вĕсем валли алсиш, чăлха çыхнă. Аттепе анне уйра ĕçленĕ вăхăтра эпĕ килте апат пĕçернĕ, выльăх-чĕрлĕхе пăхнă», — çапла пуçларĕ калаçăва хăйĕн çинчен каласа пама ыйтсан Валентина Геннадьевна. Хĕр пĕве кĕрсен тĕрĕ тытма пуçланă. Тантăшĕсем пек тултарса та, хĕресле те тĕрлесе пăхнă. Çапах та хĕресле меслете ытларах килĕштернĕ… Кайран пĕр хушă ал ĕçĕпе аппаланма май килмен. Çулсем иртсен, çемьеленсен, шăпа ăна тĕрĕ патне тепĕр хут илсе çитернĕ. «Валентина» журнал туянаттăмччĕ. Унта хĕресле тĕрлемелли картинăсем пичетлетчĕç. Çавсене пăхса ал ĕçĕпе аппаланма пуçларăм. Çав вăхăталла хĕрĕмĕре Еленăна ĕçтешĕсем тĕрлемелли пухă парнеленĕччĕ. Ăна вăл яла илсе килнĕччĕ. Хĕр тĕрлеме пуçланăччĕ, анчах темшĕн ман пата пăрахса хăварнăччĕ. «Ахăртнех, çак ĕçе тума чунĕ туртмасть унăн», — шухăшларăм эпĕ. Çавăнтан тĕрĕпе интересленме тытăнтăм. Мĕнле тĕрĕ кураттăм — çавна тĕрлеттĕм. Ĕç пĕтереттĕм те часрах алла йĕппе çип тытаттăм. Хĕллехи вăхăтра кăна мар, çулла та лараттăмччĕ. Халĕ ытларах хĕресле тĕрлетĕп. Вĕтĕ шăрçапа та аппаланатăп. Шупашкарта хĕрĕм патĕнче пĕр вăхăт ача пăхса пурăнтăм. Ларексенче вĕтĕ шăрçапа тĕрлемеллисем сутатчĕç, çавсене туянаттăмччĕ. Капăрлăхсем те туса пăхнăччĕ», — калаçăва сыпăнтарчĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. Вăл нумай чухне ĕç хыççăн, канмалли кунсенче тĕрлет. Унăн ĕçĕсенче ытларах — чечексем: хĕрлисем, саррисем, шуррисем, кĕреннисем… Пахчара, вăрманта, улăх-çаранта ӳсекеннисем… Çут çанталăк, чĕр чунсем /кушак, пăлан, лаша/… Çын та пур. Валентина Сергеева чечексене кăмăлланине пытармасть. Вĕсене пахчара та, пӳртре те ӳстерет. Онлайн-курав йĕркеленĕ «Мĕншĕн тĕрлетĕп тетĕр-и? Маншăн вăл – чун хавалĕ. Алă ĕçĕ туни чуна лăплантарать. Пуçа ырă шухăшсем кĕреççĕ. Пĕлтĕр Хĕрарăмсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ тĕлне Турхан библиотекин ĕçченĕсем манăн тĕрĕсен онлайн-куравне йĕркеленĕччĕ. Кăçал та Амăшĕн кунĕ тĕлне уçасшăн. «Пире те тĕрлеме вĕрент-ха, туса кăтарт-ха», — теççĕ ялти хĕрарăмсем. Халĕ клуба ятарлă çар операцийĕнчи ентешсем валли маскировка тетелĕ çыхма çӳретпĕр. Пĕтĕмпе 13 хĕрарăм ĕçлетпĕр. Пире ертсе пыраканни — Людмила Лазерева. Турхансем питĕ маттур ĕçлеççĕ», — пытармарĕ ăста. Валентина Сергеева тĕрлемелли ӳкерчĕксене паян интернет уçлăхĕнчен илет. Нумаях пулмасть вăл турăш умне çакмалли пит шăлли тĕрлесе пĕтернĕ. Çипписене Çĕмĕрлере, Шупашкарта туянать. Тĕрлесси уншăн — чун йăпатмăшĕ. Пирĕн калаçу хĕрарăм шăпи-ăраскалĕ патне те çитрĕ. Людмила Геннадьевна 1981 çулта Юманай шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Унтан Вăрнарти 8-мĕш училищĕне çул тытнă. Пахчаçă специальноçне алла илнĕ. Мускавра теплицăра ĕçленĕ. Пулас мăшăрĕпе Валерий Сергеевпа ялта паллашнă. Каччă юнашар ялтан пулнă. Вĕсем 1984 çулта нарăс уйăхĕнче çемье чăмăртанă. Валерий Яковлевич электрикра тăрăшнă. «Качча килсен совхозра ĕçлерĕм. Кайран Турханта садик туса пĕтерчĕç те унта вырнаçрăм. Каярахпа повара куçрăм. 1990 çулта Шупашкарти кулинари училищинчи икĕ уйăхлăх курсра ăсталăха ӳстертĕм. Ачасене вĕрентнĕ вăхăтра укçа-тенкĕ кирлĕччĕ, Мускава ĕçлеме çӳрерĕм. Икĕ ача — Елена тата Михаил — пăхса ӳстертĕмĕр. Елена психолога вĕренсе тухрĕ. Михаил Шупашкарти машиностроени техникумĕнче пĕлӳ илчĕ. Иккĕшĕ те çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Тăватă мăнукпа савăнатăп. Ачасем тăтăшах килеççĕ, пулăшаççĕ. Яла пурăнма юлнăшăн кулянмастăп. Мăшăрлансан хуняма патĕнче тăватă çул çурă пурăнтăмăр. Унпа килĕштереттĕмĕрччĕ. Анне мана чылай ĕç тума вĕрентнĕ. Хуняма та ĕç вăрттăнлăхĕсене уçнă. 1988 çулта пире «Комбинат» совхозран хваттер пачĕç. Валерка ĕмĕр тăршшĕпех электрикра тăрăшрĕ. Кайран, совхоз салансан, садикра вăй хучĕ, газовика вĕренсе тухса унта ĕçлерĕ. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе 36 çул пурăнтăмăр. Халĕ эпĕ — тивĕçлĕ канура, çапах Турхан территори уйрăмĕн администрацийĕн çуртĕнче тирпейлӳçĕре тăрăшатăп. Пирĕн ялта тĕрĕ тĕрлекен питех çук. Кӳршĕ ялти, Пĕренешри, Надежда Чернова тĕрлеме ăста. Надежда Николаевнăпа эпир пĕрле ĕçленĕччĕ: вăл — шкул поварĕччĕ, эпĕ садикра ачасем валли пĕçереттĕмччĕ. Эпир пĕр-пĕринчен ӳкерчĕксем илсе тĕрлеттĕмĕрччĕ, журналсене улăштараттăмăрччĕ. Халĕ тата вĕтĕ шăрçапа кăна мар, алмаз тĕррипе те тăрăшаççĕ. Унпа та аппаланса пăхрăм, вăл та килĕшрĕ. Хăюпа тĕрлекенсем те пур. Паллах, пурне те туса пĕтерейместĕн. Вĕтĕ шăрçапа ĕç хăвăрт пулать, анчах майне пĕлмелле. Шупашкарти рамăсен галерейине çӳретĕп. Унта мана тĕрĕсене рамăна вырнаçтарсах параççĕ. Пĕр тĕрлеме пуçласан алă пĕрмай ун патнелле туртăнать: часрах вĕçлес, вăл мĕнлерех пулнине курас килет. «Мана çакна тĕрлесе пар-ха», — теççĕ хĕрарăмсем чылай чухне. Манăн вара пĕр ĕçе тепре тытса тăвас килмест. Тĕррĕмсене сутмастăп. Вĕсем маншăн пурте ача пекех. Хăш-пĕр тĕрĕпе çур çул аппаланатăп. Пĕчĕк пĕр йăнăш кайрĕ тĕк — йăлтах сӳтетĕп. Тепĕр чухне çиппе çип, тĕспе тĕс вырнаçмаççĕ. Каллех сӳтме тивет. Тепринпе тĕрлесе пăхатăп та — вырнаçать. Тĕспе тĕсе лартма хĕн. Шăрçасен те майĕ пур. Пĕр пек ларса пымарĕ тĕк кукăр пулать. Капăрлăхсемпе ĕçлеме пуçлас кăмăлăм та пур. Хальлĕхе илсе хунă тĕрĕсене вĕçлемелле», — ăнлантарчĕ Валентина Геннадьевна. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
«Фольклор – юрă-кĕвĕ пуçламăшĕ»
Пирĕн патра паян хăнара — Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищин преподавателĕ Григорий Салюков. Пултаруллă, хастар çамрăкпа вулакансене çывăхрах паллаштарăпăр.
Асламăшĕнчен куçнă пултарулăх
— Григорий Валерьевич, эсĕ асăннă училищĕре вĕрентнисĕр пуçне Шупашкарти «Çĕньял» фольклор ушкăнне ертсе пыратăн, Чăваш патшалăх культура институтĕнче, Шупашкарти 3-мĕш музыка шкулĕнче ĕçлетĕн. Пур çĕре те епле ĕлкĕретĕн?
— Расписанипе ĕçлетĕп. Çапла, пур çĕре те ĕлкĕрмелле, кĕтеççĕ.
— Çамрăксем ытларах эстрадăна кăмăлланăн туйăнать, эсĕ вара фольклор суйласа илнĕ. Мĕнпе илĕртрĕ-ха вăл сана?
— Эпĕ Шăмăршă районĕнчи Çĕнĕ Шăмăршă ялĕнче çуралса ӳснĕ. Атте-анне мана садика яман, асаннепе хăварнă. Эпĕ яланах унпа юнашар пулнă. Вăл питĕ юрлама юрататчĕ. Ун патне тантăшĕсем килетчĕç. Вĕсем пухăнса калаçса ларатчĕç, юрлатчĕç. Астăватăп: кинемейсем чăвашла тăхăнатчĕç. Çакă мана илĕртетчĕ. Асанне çăм арлатчĕ, ыттисем те ал ĕç тăватчĕç. Эпĕ вĕсене сăнама юрататтăм. Чи пĕрремĕш юрра эпĕ хам ĕнĕрлесе вĕрентĕм. Пĕррехинче асанне патне пĕртăванĕсем пуçтарăнчĕç, вĕсем тĕрлĕ тăрăхран килнĕччĕ. Вăл вĕсене юрла-юрла сăраэрех ĕçтернине астăватăп. Çав юрра вĕренес тесе эпĕ урама тухрăм. Меллĕ вырнаçса лартăм та ĕнĕрлеме тытăнтăм. Маншăн çакă пĕрремĕш юрă пулчĕ, «Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать» ятлăскер. Асанне чăвашла тăхăнни те питĕ килĕшетчĕ: икĕ аркăллă кĕпи çийĕн хура саппун çакатчĕ. Ачасемпе пĕрле урама тухсан вĕсем кăнтăрла апат çиме килĕсене каятчĕç. «Пӳрте кĕрсен — кăлармаççĕ», — тесе шикленеттĕм эпĕ. Çавăнпа апат çиме каймастăм. Урамра ларакан кинемейсен хушшине кĕрсе вырнаçаттăм та вĕсен калаçăвне итлеттĕм. Аллисенче яланах ĕçчĕ: пĕри çип пĕтĕретчĕ, тепри арлатчĕ, виççĕмĕшĕ нуски çыхатчĕ. Вĕсене кура хамăн та алла йĕке тытас килетчĕ. Кӳршĕре пурăнакан ăста ман валли кĕнчеле йывăççи туса пачĕ. Çапла эпĕ те çăм арлама вĕрентĕм.
— Эппин, эсĕ чăваш юрри-кĕввине ачаранах юратнă, пĕчĕклех юрлама вĕреннĕ.
— Атте-анне питех юрламан, асанне вара ăстаччĕ. Эпĕ Шăмăршăри вăтам шкула çӳренĕ. Чăваш чĕлхи вĕрентекен Тамара Миронова мана хавхалантарса пыратчĕ, класс умне кăларса юрлаттаратчĕ. Микрофон вырăнне алла ручка тыттаратчĕ. Сцена çине тухмашкăн çапла хатĕрлетчĕ. Унтан тĕрлĕ конкурса, спектакле явăçтарма тытăнчĕç. Пĕррехинче ял уявĕнче Герман Ларшников тавра пĕлӳçĕ мана сăнанă иккен. Атте-аннене мана музыка училищине яма сĕннĕ вăл. Шкул хыççăн аннепе Шупашкара килтĕмĕр. Ăçта вĕренме каясси пирки эпĕ хамăн шухăша пĕлтертĕм. Анчах аппа хирĕçлесе: «Арçынна арçын профессийĕ кирлĕ. Юрланипе çемьене епле тăрантармалла?» — терĕ çирĕппĕн. Çавна май строительство техникумне çул тытрăмăр. Шăпах музыка училищи умĕнчен иртсе кайрăмăр. Строительство техникумĕнче тĕрлĕ профессие вĕрентеççĕ. Анчах пур çĕрте те черчени кирлĕ. Эпир ку предмета вара шкулта йĕркеллĕ вĕренмен. Аннене алăран çавăтрăм та техникумран тухрăмăр, музыка училищине çул тытрăмăр. Шăпах çав вăхăтра унта пултарулăха тĕрĕслес енĕпе экзаменсем пыратчĕç. Пире Людмила Петухова преподаватель патне ячĕç. Людмила Валерьевна сасса итлесе пăхрĕ, экзаменсене малалла тытмашкăн ирĕк пачĕ. Мана Турă хăй ертсе çӳренĕн туйăнчĕ. Училищĕрен вĕренсе тухнă хыççăн Людмила Валерьевна Саратоври Л.В.Собинов ячĕллĕ патшалăх консерваторине кайма сĕнчĕ. Эпĕ унта этномузыкологи тата халăх юрри-кĕвви кафедринче вĕрентĕм, аслă пĕлӳ илтĕм. Çамрăксем консерваторие çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пуçтарăннăччĕ. Эпир ушкăнра вуннăн вĕрентĕмĕр, вĕсен шутĕнче икĕ чăваш: эпĕ тата Александр Сорокин юрăç. Аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн Шупашкара килтĕмĕр, мана Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищине ĕçе илчĕç. 2017 çултанпа кунта вăй хуратăп. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Чулхулара та чăвашла калаçаççĕ, юрлаççĕ
Чулхулари чăвашсен вырăнти наци-культура автономине 2013 çулта йĕркелесе янă. Унăн председателĕ — Петр Иванов. Облаçре хальхи вăхăтра вунă пине яхăн чăваш пурăнать. Вĕсенчен пĕрре виççĕмĕш пайĕ Чулхулара тĕпленнĕ. «Хыпар» хаçатра паян инçетри йăхташсем чăваш чĕлхипе культурине, йăлийĕркине упрас тата аталантарас енĕпе мĕнле ĕçсем туса ирттерни пирки каласа кăтартас килет.
Туслăха çирĕплетесшĕн «Чулхулари чăвашсен автономийĕ Раççейри халăхсен тата тĕрлĕ тĕн хушшинчи туслăха çирĕплетессине, пĕр-пĕрне ăнланса тата килĕштерсе пурăнассине тĕпе хурса ĕçлет. Хулара Акатуйсем, чăваш чĕлхин тата культурин кунĕсене ирттерет. «Раççей халăх ассамблейин» регионти уйрăмĕ йĕркелекен наци уявĕсене те тăтăш хутшăнать. Ытти халăхпа туслă пурăнать. Вĕсене чăваш уявĕсене йыхравлать. Шел, паянхи кун автономин хăйĕн вырăнĕ, кĕтесĕ çук. Паллах, ку кулянтарать. Пĕчĕк пĕр пӳлĕм пулсанах эпир ăна илемлетсе ярăттăмăр, вăл чăваш культурин центрĕ пулса тăрĕччĕ. Унтах ачасемпе çамрăксем валли тĕрлĕ экспонат пухса музей йĕркелесшĕн, пулас ăрăва чăваш культурипе паллаштарасшăн. «Чăваш чĕлхине вĕренме май пур-и?» – тесе ыйтакансем те тупăнаççĕ. Пуçра чăваш шкулне уçас шухăш тахçанах тĕвĕленнĕ», — хăйĕн ĕмĕтне уçса пачĕ Чулхулари чăвашсен вырăнти наципе культура автономийĕн председателĕ Петр Иванов. Йăла-йĕрке управçисем Калаçуран «Чулхула чăвашĕсем» фольклор ансамблĕ Петр Ивановăн чĕринче уйрăмах ăшă туйăмсем çуратнине туйрăм. Пултарулăх коллективĕ чăваш культурине упрас тата аталантарас енĕпе нумай тăрăшать. Сăмах май, çак ушкăн — хула, район-облаç фестивалĕсен призерĕ. «Чулхула чăвашĕсем» ытти региона та çитеççĕ, хăйсен пултарулăхĕпе çынсене савăнтараççĕ. Вĕсене яланах хапăл туса кĕтсе илеççĕ. Инçетри тăвансем çитсе курнишĕн епле хĕпĕртемĕн-ха? Кăçал акă Воротынец районĕнчи «Питрав пуххи» уявра юрласа ташланă, Шупашкарти «Акатуйра» пулнă. Халăха фольклор юрриташшипе савăнтараççĕ кăна мар, чăвашла хусканусем тума та вĕрентеççĕ. «Ансамбле эпир 2013 çулта йĕркелерĕмĕр. Малтан вăл «Чулхула пикисем» ятлăччĕ. Унăн ертӳçи Алина Артемьеваччĕ. Каярахпа ятне улăштартăмăр. «Чулхула чăвашĕсем» ят патăмăр. Халĕ ăна эпĕ ертсе пыратăп. Унтах юрлатăп, купăс калатăп. Репертуарта ытларах — чăваш юрри-ташши, халăхăн манăçа тухма пуçланă йăли-йĕркипе те паллаштаратпăр, аваллăха манмастпăр. Пĕр вырăнта та тăмастпăр. Тăтăшах çĕнĕ юрăсем, ташăсем вĕренетпĕр. Ансамбле 19 çын çӳрет. Манăн маттур пĕр мăшăр пирки каласа хăварас килет: Нина Мешкова юрлама ăста, Юрий Долгов вара купăс калать, юрлать. Çак дуэтăн пĕлмен, илтмен юрă çук та пуль. Пĕрмай «Янра, хут купăс» уява хутшăнаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ. Сăмах май, вĕсене Андрей Малаховăн программине те йыхравланăччĕ, анчах чирленĕрен телекурава çитеймерĕç. Ансамбле çӳрекенсен хушшинче чăвашсем кăна мар, вырăссем те пур. Вĕсем те чăваш юррисене хапăл туса юрлаççĕ, пирĕн халăх культурипе кăсăкланаççĕ. Шел, пирĕн ансамбльте çамрăк нумаях мар. Çавна май хаçат урлă Чулхулара пурăнакан чăвашсене пирĕнпе çыхăнма йыхравлас килет. Пире социаллă сетьсенче çăмăллăнах шыраса тупма пулать. Ансамбле çӳрекенсен кашнин авалхи анатри тата тури чăваш çи-пуçĕ пур. Вĕсене амăшĕсем парнелесе хăварнă. «Паха тĕрĕре» çĕлеттернĕ тум та чылай. Пирĕн хушăра ал ĕç ăстисем те пур. Сăмахран, Зинаида Ресметовăна илер. Вăл хăй тĕллĕнех вĕтĕ шăрçаран тухья ăсталама вĕреннĕ, чăваш тĕррине тĕрлет, тумтир çĕлет. Мĕн пĕлнине ыттисене вĕрентме тăрăшать», — каласа кăтартрĕ Петр Иванов. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...











