Комментари хушас

29 Раштав, 2025

Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем патне - ыр кăмăллăх посылки

Шăпах пĕр çулталăк каялла, Çĕнĕ çул уявĕ умĕн, Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотекин «Культура волонтерĕсем» Добро.Центрĕ, тин кăна йĕркеленнĕскер, Чăваш Республикин прокуратура ветеранĕсен Канашĕпе пĕрле «Хамăрăннисем валли — Çĕнĕ çул посылки» акци пуçарнăччĕ.

Ыр кăмăллăх акцине ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли гуманитари пулăшăвĕ леçес тĕллевпе йĕркеленĕ. Пуçарăва тӳрех чылаййăн хутшăнма тытăнчĕç. Унтанпа акци темиçе хутчен иртрĕ. «Культура волонтерĕсем» Добро.Центр хальхинче те çар çыннисем валли Çĕнĕ çул посылки хатĕрлерĕ. Акцие Шупашкарти 75-мĕш ача сачĕ, 17-мĕш, 20-мĕш, 47-мĕш, 49-мĕш шкулсенче, 4-мĕш гимназире вĕренекенсемпе учительсем, Куславкка огругĕнчи Тĕрлемесри библиотека ĕçченĕсемпе вулаканĕсем, Чăваш Республикин прокуратура ветеранĕсем, Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотекин ĕçченĕсем, Чăваш Енри хĕрарăмсен Союзĕн Шупашкарти Ленин районĕнчи хĕрарăмсен уйрăмĕ тата ыттисем хастар хутшăнчĕç. Салтаксене куллен кирлĕ япаласемпе тата печени-канфетпа тултарнă вун-вун курупкана ăсатма шкул ачисем библиотекăна пуçтарăнчĕç. Сумлă хăнасен йышĕнче ЧР прокуратура ветеранĕсен председателĕ Анатолий Иванов, ЧР прокуратура ветеранĕсем Фаина Крыловăпа Николай Муллин, Чечня вăрçин тата СВО ветеранĕ Сергей Родионов пулчĕç.

Шупашкарти Ленин районĕн Хĕрарăмсен Канашĕн председателĕ, библиотека директорĕ Татьяна Вашуркина акцие хутшăннисене — ЧР прокуратура Канашне, шкул ачисемпе вĕсен ертӳçисене, ача сачĕн ĕçченĕсемпе унта çӳрекенсене, вĕсен ашшĕ-амăшне, ĕçтешсене, волонтерсене — пурне те тав тунă май Çĕнĕ çул парни çар çыннисене савăнăç кӳрессе, вĕсем тăван тăрăха сывă таврăнасса шаннине пĕлтерчĕ.

Ятарлă çар операцийĕнче аманнă Сергей Родионов çамрăксене йывăрлăхсене мĕнле парăнтарнине каласа кăтартрĕ. Тăшман амантсан вăл тăхăр кун асапланса хамăрăннисем патне çитме тапаçланнă. Юлашки патронпа пĕр дрона персе антарнă-ха. Халтан кайсан неонацистсем аркатнă пĕр сарайра дронсенчен пытанса хăмасемпе хупланса выртнă. Темиçе кун ăша пĕр сыпкăм шыв яман. Пур пĕрех куçран пăхакан вилĕмпе кĕрешнĕ, пĕр банка тупса унпа усă курнă… /Вулакан ăнланчĕ пуль сăмах мĕн çинчен пынине/. Тăххăрмĕш кунне ăна хамăрăннисем тупса çăлнă.

«Тăван тăрăхран килекен посылкăсем салтаксемшĕн çав тери хаклă. Ачасен çырăвĕсем те пире савăнăç кӳретчĕç. Госпитальте урана малтан чĕркуççи таран татрĕç. Унтан тата çӳлерех. Тепĕр ура лаппине те суранлатнăччĕ. Нумай вăхăт сипленме тиврĕ унта. Çав вăхăтра ачасен гуманитари пулăшăвĕпе пĕрле чиксе янă çырăвĕсене вуласа, ӳкерчĕкĕсене пăхса йăпанаттăм», — ăшă кулăпа аса илчĕ Сергей Николаевич.

Шкул ачисен йышĕнче ăна ыйту паракансем те пулчĕç: йывăрлăхсене мĕнле чăтса ирттернĕ тата ытти те. Çывăх çыннисене, Тăван çĕршыва, пурнăçа юратни ăна çăлăнсатухма пулăшнине пĕлтерчĕ Сергей Родионов. Вăл çамрăксене лайăх вĕренме, пĕр-пĕрне хисеплеме, Тăван çĕршыва юратса ӳсме чĕнсе каларĕ.

Прокуратура ветеранĕ Фаина Крылова пухăннисен умĕнче хăйĕн йывăр ачалăхне аса илнĕ май пур пĕрех яланах тăрăшса вĕренни çинчен пĕлтерчĕ, шкул ачисене те çавнах сунчĕ.

Гуманитари пулăшăвне салтаксем патне леçес ĕçе яланхипекех Николай Муллин хăйĕн çине илчĕ. Сăмах май, Сергей Николаевичпа Николай Анатольевич акцие чи хастар хутшăннă шкул ачисен Софйăпа Арсенийăн кăкăрĕ çине медальсем çакрĕç.

www.hypar.ru Автор сăн ӳкерчĕкĕ.

Елена ЛУКИНА,

Республикăриачасемпе çамрăксен библиотеки.