Комментари хушас

12 Нарăс, 2026

Çамрăксен хаçачĕ 5 (6604) № 12.02.2026

Наукăра кичем мар

ЕЛЕНА ЯТРУШЕВА — ЯЛ ХУÇАЛĂХ НАУКИСЕН КАНДИДАЧĔ. ВĂЛ ТĔРЛĔ КОНКУРС-КОНФЕРЕНЦИЕ ХУТШĂНСА ПĔРРЕ МАР ÇИТĔНӲ ТУНĂ. КĂÇАЛ «ЧИ ЛАЙĂХ ÇАМРĂК УЧЕНĂЙ» ЯТА ТИВĔÇНĔ.

Ушкăнпа çитĕнӳ тăватăн

— Елена Сергеевна, ăслăлăхпа мĕнле кăсăкланма пуçларăр эсир?

— Шкулта пĕр вырăнта ларма пĕлмен эпĕ, ялан хастар пулнă. Пур çĕре те хутшăннă, пĕрремĕш пулма тăрăшнă. Халĕ те мĕн те пулин шухăшласа кăларас килет. Наукăна юратма аслă шкулти преподавательсем хăнăхтарчĕç. Эпир вĕреннĕ вăхăтра ял хуçалăх продукцине тирпейлекен технологи кафедри тĕп факультет шутланнă. Геннадий Ларионов профессор мана наукăна ертсе кĕчĕ. Вăл халĕ те университетра вĕрентет.

— Наукăпа аппаланма ытларах мĕн хистет? Сирĕн ĕç мĕнпе интереслĕ?

— Апат-çимĕç промышленноçĕ ытларах тимлĕх ыйтать. Çăкăр пирĕн пурнăçра пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Манăн ĕç наукăра уйрăм кăтартусем тăвассипе çеç мар, ушкăнпа пĕрле вăй хурассипе çыхăннă. Халĕ эпĕ ял хуçалăх продукцине тирпейлес енĕпе ăслăлăх ĕçĕ хатĕрлетĕп. Студентсемпе сăнавсем ирттеретпĕр. Хушма тутлăлăх ярса пĕçернĕ çăкăр-булка, кондитер тата сĕт изделийĕсем тăватпăр. Юлашки икĕ çул вĕренекенсемпе «Студентсен стартапне» хутшăнатпăр. 2024 çулта Петр Волков «Пысăк белоклă йогурт» проектпа конкурсра çĕнтерчĕ. Çимĕçе спирулин хушрăмăр. Çапла майпа белок шайне ӳстертĕмĕр. Спирулин питĕ лайăх та усăллă çимĕç шутланать. Пĕлтĕр Анастасия Васильевăпа пăрăçлă сыр хатĕрлерĕмĕр. 1 млн тенкĕлĕх гранта тивĕçрĕмĕр. Халĕ проекта пурнăçа кĕртетпĕр. Ушкăнпа кăна çитĕнӳ тума пулать. «Ку пирĕн пĕрлехи ĕç», — хамăн студентсене яланах çапла калатăп. Çулсерен вĕренекенсем наукăпа практика конференцийĕсенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Çакă ĕçлеме хавхалантарать тата пысăк конкурссене хутшăнма хистет.

— Сирĕн йăхра ученăйсем пулнă-и?

— Çук. Шăпине вĕрентӳ ĕçне халалланăскерсем пур. Асанне Любовь Павлова пуçламăш классене вĕрентнĕ. Аттен йăмăкĕ Татьяна Павлова — воспитатель, 25 çул ытла çак ĕçре тăрăшать.

— Ачалăх та асрах ĕнтĕ. Шкулта мĕнпе кăсăкланнă?

— Ачалăх Етĕрне районĕнчи Кĕçĕн Тӳмерле ялĕнче иртрĕ. Кĕçĕн Тӳмерле тата Пушкăрт шкулĕсенче вĕрентекенсене тав тăвас килет. Вĕсем пире лайăх пĕлӳ панă. Мĕн ачаран вулама юрататтăм. Кĕçĕн Тӳмерле вулавăшĕнче Зоя Шашкова библиотекарь ĕçлетчĕ. Вăл ачасене кăсăклантарма пĕлетчĕ. Библиотекăри мĕн пур кĕнекене вуласа тухнă ахăртнех. Зоя Александровнăна тĕрлĕ мероприяти ирттерме пулăшаттăмăр. Пĕтĕм уява хутшăнаттăмăр. Кĕçĕн классенче пĕлӳ илнĕ çулсем асрах. Пĕр-пĕринпе туслă пурăнаттăмăр. Пурте вĕренес туртăмлăччĕ. Шкулта ача сахалччĕ. 1-мĕшпе 3-мĕш классем пĕр пӳлĕмрех ларатчĕç. Учитель 3-мĕш классене ăнлантарнине тăнласа ăса хываттăмăр. Ташлама юрататтăм, анчах уроксем хыççăн кружоксене çӳреме меллĕ марччĕ. Пĕррехинче автобусран тăрса юлнăччĕ. Хĕллеччĕ. Киле çуран утрăмăр. Яла çитме вăрманпа пĕве урлă каçмаллаччĕ. Унта кашкăрсем çӳреççĕ тетчĕç. Эпир юлташ хĕрпе çур çула утса тухрăмăр. Ăнсăртран темскер ӳлесе ячĕ. Юр çинче йĕрсем асăрхарăмăр. Хăранипе каялла кайрăмăр. Автомобиль çулĕпе утса киле çитрĕмĕр. Пире атте-анне çухатнă. Ун чухне телефонсем те пулман, шăнкăравласа та пĕлтереймен. Унтанпа урăх ташлама çӳремерĕм. Атте-анне колхозра ĕçлетчĕ. Анне дояркăччĕ. Шăллăмпа фермăна ăна пулăшма çӳреттĕмĕр. 4-мĕш класра утă пуçтарма кайнăччĕ. Çавăн чухне хамăн пĕрремĕш шалăва илнĕччĕ.

— Шкулта мĕнле предметсене килĕштереттĕр?

— Биологипе хими урокĕсене савăнса çӳреттĕм. Ирина Салтыкова вĕрентетчĕ. Вăлах пирĕн класс ертӳçиччĕ. Ирина Вениаминовна ăнланмалла та кăсăклăн каласа кăтартатчĕ. Аслă классенче, каярах академире математикăна пĕлни пурнăçра кирлĕ пулнине ăнлантăм. Çын шухăшлать тĕк тăн-пуç ĕçлет. Шутлама питĕ юрататтăм.

«Нихăçан та выçă пулмăн»

— Ача чухне мĕнле професси пирки ĕмĕтленнĕ?

— Чылай çамрăк пекех шкул хыççăн ăçта вĕренме кĕрессине пĕлместĕм. Мăнакка технолога кайма сĕнчĕ. «Нихăçан та выçă пулмăн, ку професси яланах кирлĕ», — хытарса каларĕ вăл. Çапла 2008 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине çул тытрăм. Пилĕк çул ăс пухнă хыççăн аспирантурăра 3 çул пĕлĕве тарăнлатрăм.

— Студент çулĕсене мĕнле аса илетĕр?

— Çав тапхăр тухăçлă та интереслĕ иртрĕ. Пĕрле вĕреннĕ тантăшсемпе паян та çыхăну тытатпăр. Пирĕн специальноç продукцие тирпейлессипе кăна мар, производствăпа та çыхăннă. Çав вăхăтри чи асра юлнă самант — вĕрентӳ хуçалăхĕнче ĕçлени. Хăмла ӳстереттĕмĕр, шăвараттăмăр, çум курăкран тасататтăмăр, ĕне сăваттăмăр. Ялта çитĕннĕрен ĕçрен ютшăнман. Ачаранах пиçĕхсе çитĕннĕ. Атте-анне карта тулли выльăх-чĕрлĕх усратчĕ. Ĕне, сурăхсем, кроликсем, хурсем пурччĕ.

— Преподаватель ĕçне хăçан кӳлĕнтĕр?

— 2013 çулта Шупашкарти экономикăпа технологи колледжне вĕрентме чĕнчĕç. Студентсемпе ĕçлеме килĕшрĕ. Çавăн чухне хамăн пурнăç çулне палăртрăм — манăн преподаватель пулмаллах.

— «Наука вăл — кичем», «Ученăйсем пĕчĕк шалу илеççĕ» — çапла калаççĕ ăсчахсем пирки. Килĕшетĕр-и ку шухăшсемпе?

— Наукăра кичем мар, интереслĕ. Халĕ ăслăлăхра ĕçлемелли май чылай. Тĕслĕхрен, наука анине сухалакан вĕренекенсем стипенди илсе тăраççĕ, грантсене тивĕçеççĕ. Паянхи наука чухăн мар. Малтан çапла пулнă-тăр, халĕ урăхла самана.

— Наука карьеринче мĕнле çитĕнӳсем пĕлтерĕшлĕрех тесе шухăшлатăр?

— Ăслăлăхра маншăн çитĕнӳ тăвасси мар, сăнавсем ирттерсе кирлине шыраса тупасси ытларах пĕлтерĕшлĕ. Студентсемпе пĕрле тĕрлĕ тĕпчев тăватпăр. Сăнавсем пур чухне те ăнăçлă вĕçленмеççĕ. Пурпĕрех алă усмастпăр, малалла талпăнатпăр.

— Хальхи вăхăтра мĕнле ыйтупа ĕçлетĕр?

— Эпĕ — университетра çăкăр пĕçерес енĕпе ĕçлекен вĕрентӳпе производство лабораторийĕн заведующийĕ. Хушма тутлăлăх ярса пĕçернĕ çăкăр-булка, кондитер изделийĕсем, глютенсăр çимĕçсем тăватпăр. Сывлăхшăн усăллă çимĕçсем кăларасси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пĕртен-пĕр çитменлĕх — ку таранччен эпир хамăр ĕçсене патентламан. <...>

Юлия ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


«Тăшман вăрттăн тапăнатчĕ»

Тĕрлĕ хирĕç тăру çынна пур енлĕн тĕрĕслет, кăмăл-туйăма çирĕплетет. Вăрçă вутĕнче çуннисем çынлăхпа чыслăха çухатманни пĕлтерĕшлĕ. Тăнăçлă вăхăтра çав йывăр та асаплă çулсем нихăçан та асран тухмаççĕ. Владимир Мулюков та Афган вăрçин саманчĕсем тĕлĕке килнине пĕлтерчĕ.

Владимир Викторович Патăрьел районĕнчи Туçа ялĕнче çуралса ӳснĕ. «Кинофильмсенче шахтерсем çинчен час-час кăтартатчĕç. Тĕнче курас килнипех темиçе ачапа пĕрле Украинăна тухса кайрăмăр. Унта шахтер ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене ăса хыврăмăр, анчах 18 çул тултарманнипе шахтăна антармарĕç», — аса илчĕ 59-ти арçын. Салтака кайиччен ДОСААФра водителе вĕреннĕ, Патăрьелти «Ял хуçалăх химийĕ» предприятире темиçе уйăх ĕçленĕ. 1984 çулта Туçа каччи çар ретне тăнă. «Узбекистанри Иолотаньре палаткăсенче виçĕ уйăх пурăнтăмăр, присяга хыççăн Кушкăна куçарчĕç. Унтан Афганистана илсе кайрĕç. 6 чăваш ачи /Николай Кудряшов, Анатолий Никитин, Михаил Никитин, Геннадий Кальметов, Петр Лампасов — пурте Патăрьел тăрăхĕнчен/ интернационаллă ротăна лекрĕмĕр. Унта тĕрлĕ наци çынниччĕ. Афганистанра йĕри-тавра сăртту. Çулла шăрăх çанталăк тăратчĕ — 60-70 градус. Тусем çинче сивĕрехчĕ. Джелалабадра упăтесем чупатчĕç, апельсин, дыня тата ытти çитĕнетчĕ, анчах вĕсене çиме юрамастчĕ. Пахча çимĕç ӳсекен вырăнсене пыма чаратчĕç — мина çине пырса кĕрес хăрушлăх пур. Материалпа тивĕçтерекен батальонра служба иртрĕ. Вертолетсем валли машинăпа краççын турттараттăмăр. Çумра — бронежилет, автомат, граната. Тăшман вăрттăн /айккинчен, хыçалтан е тусем çинчен/ тапăнатчĕ. Вырăнти çынсем кăнтăрла санпа алă тытаççĕ, каçхине персе пăрахма пултараççĕ. Афганецсем вырăсла лайăх калаçатчĕç. Пирĕн машинăсене час-час сирпĕтетчĕç. Çапăçу вăхăтĕнче 10 машина таран çунса каятчĕ. Ялан асăрханса çӳремеллеччĕ. Тапăнсан тӳрех машина айне е хӳтĕ вырăна пытанаттăмăр. Афганистанра чăваш салтакĕ нумайччĕ. Чăвашлах калаçаттăмăр, юрлаттăмăр. «Шăнкăрав курăкĕ» янăратчĕ. Çĕнĕ çула кĕтсе илеттĕмĕр, уявсене паллă тăваттăмăр. Пĕр-пĕрне пулăшаттăмăр, туслă пурăнаттăмăр. Тĕслĕхрен, киле кайма укçа çитмест — пуçтарса паратчĕç. Вăрçăра чухне атте вилнĕччĕ, ăна пытарма яла килсе кайнăччĕ. Тăван ене телеграмма, çыру çӳрететтĕмĕр. Хамăр çĕршывран илсе килнĕ çимĕçсемпе апатланаттăмăр. Вырăнти скважинăран шыв илеттĕмĕр, анчах вăл таса марччĕ. Салтаксем малярипе, тифпа, гепатитпа чирлетчĕç. Шыва хлорка яратчĕç», — иртнĕ вăхăта куç умне кăларчĕ Владимир Мулюков. 1986 çулхи ака уйăхĕнче унăн машини мина çине пырса кĕнĕ. Сывлăш хумĕ ăна кабинăран кăларса ывăтнă. Икĕ урине те вăйлă амантнă, тухтăрсем сусăрланнăскерсене «пуçтарнă». Больницăра тăна кĕнĕ. Кабулти госпитальте виçĕ уйăх сипленнĕ. «Кайран та темиçе операци турĕç. Çур çул ура çине тăраймарăм. Çĕнĕрен утма вĕрентĕм: костыльпе те, кӳмепе те çӳрерĕм… Утма пуçласан хама епле телейлĕ туйрăм!» — куççульне шăлчĕ арçын. Вăл тăван ене килсен те чылай сипленнĕ. Ури сурнипе темиçе çул каялла татах операци тунă. Инçе çула патакпа тухать. Ятарлă пушмак тăхăнать. Тĕрлĕ хулари санаторисене кайма ăна темиçе хут та путевкăпа тивĕçтернĕ. Тĕслĕхрен, пĕрле службăра тăнисемпе 30 çултан Крымра тĕл пулнă. Çар служби вĕçленсен Владимир Мулюков Шупашкарта сехет юсакан специалиста вĕреннĕ, темиçе уйăх мастерскойра вăй хунă. Анчах куç хуралса килнипе ĕçрен кайма тивнĕ. Чулхулари автотранспорт техникумĕнче автомеханик пĕлĕвĕ илнĕ хыççăн пĕр тапхăр Çĕпĕрте ĕçленĕ. Шупашкара таврăнсан медучрежденисенче водительте нумай çул тăрăшнă. Пĕр вăхăт автомеханик тивĕçĕсене те пурнăçланă. Хальхи вăхăтра интернационалист салтак тивĕçлĕ канура пулин те ахаль лармасть. Ăна Шупашкарти шкулсене час-час чĕнеççĕ, вăл çитĕнекен ăрăва Афган вăрçи çинчен каласа кăтартать. Мăшăрĕпе пĕр ача çитĕнтернĕ, халĕ икĕ мăнук савăнăç кӳрет. Владимир Викторовича Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, «Çапăçури хастарлăхшăн» тата ытти медальпе чысланă. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Ташă урлă халăх культурипе паллаштараççĕ

Раççейри Эрменсен союзĕн Чăваш Енри уйрăмĕ çумĕнчи «Адана» хореографи ансамблĕ халăх культурине аталантарас тĕллевпе нумай ĕç тăвать. Коллективăн пултарулăхĕпе Шупашкарти Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче иртекен чылай мероприятире паллашма пулать, вĕсем тĕрлĕ ташăпа уявсене илем кӳреççĕ.

Ачаран — сцена çинче

Ансамбль 4 çул каялла йĕркеленнĕ. Вăл тĕрлĕ ӳсĕмри çирĕм ытла çынна пĕрлештерет. «Эпир хусканусен илемне кăна мар, кашни ташăн пĕлтерĕшне, унăн историйĕпе паллине кăтартма тăрăшатпăр», — терĕ ансамблĕн тĕп хореографĕ Арпине Агавелян. — Пирĕн коллектив çынсене эрмен халăхĕн чунлăхĕпе тараватлăхне туйса илме пулăшать». Ташă кружокĕ йĕркелес шухăш çамрăкранах пулнă унăн, ĕмĕтне пурнăçа кĕртиччен вăрăм çулпа утса тухма тивнĕ. Арменире çуралса ӳснĕскер шкулта 12 çул вĕреннĕ. Пĕчĕкренех тĕрлĕ чĕлхене ăса хывакан хĕре амăшĕ куçаруçă специальноçне алла илме сĕннĕ. Анчах хĕрачан чунне ташă çывăх пулнă. Кашни мероприятирех вăл сцена çине тухнă. Каярах ташă студине çӳреме тытăннă. Унта тĕп хореограф хĕрĕн пултарулăхне асăрханă. «Вăл мана тĕрĕс çул çине тăратрĕ. Хам пĕлнине ыттисене вĕрентни, ырă туни пĕлтерĕшлĕ пулнине кăтартрĕ, — калаçăва малалла тăсрĕ Арпине Артуровна. — Колледжра ташăçă ăсталăхне туптарăм. «Оровел» ансамбле çӳрерĕм, каярах кунтах ĕçлеме тӳр килчĕ. Пĕрремĕш шалу илсессĕн питĕ тĕлĕнтĕм. «Хамшăн ташлатăп та, уншăн укçа илетĕп. Ку, чăнах та, манăн професси пулĕ», — шухăшларăм. Диплом илсен ача садĕнче, шкулта вĕрентрĕм. Ереванри театр институтне ăс пухма кĕтĕм, анчах çур çултан Чăваш Ене куçса килме тиврĕ. Асанне Шупашкарта пурăннăран кашни çулах çуллахи кунсене кунта ирттернĕ, çавăнпа хăнăхма йывăр пулмарĕ. Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче вĕрентĕм. Çемьеленсен те ташă коллективĕ йĕркелес шухăш пуçран каймарĕ, анчах мĕнрен пуçламаллине пĕлмерĕм. Шăпах çав вăхăтра Эрменсен союзĕнчен шăнкăрав килчĕ. Общество организацийĕн председателĕн çумĕ Марине Геворгян Эрменсен культура кунне ташă хатĕрлеме ыйтрĕ. Паллах, килĕшрĕм. 2022 çулта пысăк мероприяти ирттертĕмĕр. Çынсем эпĕ лартнă ташша кăмăллани хавхалантарчĕ. Çакăн хыççăн коллектив чăмăртарăмăр. Чăваш Енре эрменсем нумаййи тĕлĕнтерчĕ». «Хамăр чатра эрменсен шкулне уçма хатĕрленни, çамрăксене пухни пирки пĕлтертĕмĕр, — калаçăва хутшăнчĕ Марине Масиковна. — Наци ташшипе интересленекен чылай пулчĕ — 45 çын. Коллектив йĕркеленĕ хыççăн çур çултанах ачасемпе тата ашшĕамăшĕпе пĕрле Мускаври фестивале кайма тӳр килчĕ. Ку пире хавхалантарчĕ. Кунашкал мероприятисем пирĕн ĕç, чăнах та, кирлĕ пулнине палăртаççĕ. Вĕсем асра юлаççĕ. Ташă коллективĕсĕр пуçне вырсарни шкулĕ йĕркелерĕмĕр. Çитĕнекен ăрăва эрмен чĕлхине, литературине вĕрентеççĕ. Ачасен шухăшлавне аталантарас тĕллевпе шахмат класĕ уçрăмăр. Пурăна киле пирĕн çинчен республика тулашĕнче пĕлме тытăнчĕç, мероприятисене чĕнме пуçларĕç». Ачасем ăна Марине аппа тесе çепĕççĕн чĕнеççĕ. Вăл яланах пурне те тарават, чей ĕçтерет, пылак çимĕçпе сăйлать. Паян ансамбльте — 24 çамрăк. Коллектив кĕçĕн, вăтам тата аслă ушкăнсенчен тăрать. 4-5-ри ачасем те, çитĕннисем те пур. «Ашшĕ-амăшĕн ушкăнне те йĕркелерĕмĕр. Малтан наци ташшисене çеç лартаттăмăр. Унта хусканусем виçĕ пайран çеç тăраççĕ, вĕренме çăмăл. Фестивальсемпе конкурссене хутшăнма тытăнсассăн ташăсене профессионал шайĕнче хатĕрлеме пуçларăмăр. Малтанхисем илемшĕн çеç пулнă тăк, хальхисенче сюжет пур. Куракана мĕн пĕлтерес тенине уçăмлăн кăтартмалла. Чылай ташă арçынпа хĕрарăм хутшăнăвне, хĕр сăпайлăхне сăнлать, каччăн хĕр чĕрине Ташă урлă халăх культурипе паллаштараççĕ пĕтĕмпех тивĕçтерет, тăкаксене саплаштарать, ачасене тӳлевсĕр вĕренме май тупать», — пĕлтерчĕ Арпине. Вырсарни шкулне ытларах хĕрсем çӳреççĕ. Арçын ачасене ашшĕсем спорта яраççĕ. Çавăнпа хĕр ташши ытларах. Ташă умĕн ал-урана «хĕртмелле», тĕртĕмсене çирĕплетмелле, пилĕке тӳрĕ тытма вĕренмелле. Хусканусем лăпкă пулмалла. Йывăр костюмсем тăхăнсан ташлама çăмăлах мар. «Çамрăксене тăван культурăна, йăлайĕркене вĕрентес килет. Çак пĕлĕве йăлтах ташă, кĕвĕ урлă пама пулать. Тăван çĕршывран аякра чухне те халăха çывăх пулмалла. Маншăн «Адана» — пĕчĕк Армени», — терĕ Арпине. Ташлакан хĕрсем те коллектив çемье пек пулнине палăртаççĕ. «Канмалли кунсенче ялан пухăнатпăр, репетици ирттеретпĕр», — теççĕ вĕсем. «Эрмен культурин кунĕнче йăмăкăмпа иксĕмĕр ташлакансем çине куç илмесĕр пăхса лартăмăр. Чунра ăшă туйăм çуралчĕ. Арпине Агавелян. Пĕлме интереслĕ: tАдана — Арменири пĕчĕк хула. tАрхеологсем çирĕплетнĕ тăрăх, 2011 çулта Арменире эрех тумалли чи авалхи хатĕр тупнă. tЭрмен Христос тĕнне йышăннă пĕрремĕш халăх шутланать. tАрмение чиркӳсен çĕршывĕ теççĕ, унта темиçе ĕмĕр каялла тунă мăнастирсем лараççĕ. tЭрменсенчен чылайăшĕ тăван республикин тулашĕнче пурăнать. 1915 çулхи пулăмсем миллион çынна Турцирен чикĕ леш енне куçма хистенĕ. tЕреван — чи авалхи хуласенчен пĕри. Ăна Римран 29 çул маларах тунă. Хулара кивĕ çурт питĕ нумай. tАрмени кайăк-кĕшĕкĕн 345 тĕсĕн тăван вырăнĕ шутланать, çав шутра — кăйкăр, акăш, ăмăрт кайăк. tАрмени Кавказри чи пысăк та илемлĕ Севан кӳллипе мăнаçланать. tЭрменсен сĕтелĕ лавашран нихăçан та татăлмасть. Çак çимĕçе 2014 çулта ЮНЕСКО еткерлĕх списокне кĕртнĕ. çĕнсе илмеллине палăртать. Нумай нациллĕ çĕршывра пурăннăран репертуара ытти халăх ташшисене те кĕртетпĕр», — каласа пачĕ Арпине Агавелян. Вăл çавăн пекех Çĕнĕ Шупашкарти ӳнер шкулĕнче вăй хурать. Хĕрсем çитĕнсе ăсталăх пухнă май ансамбле анлăлатма ĕмĕтленет. «Адана» — пĕчĕк Армени Арпине Артуровна каланă тăрăх, кашни ташăн хăйĕн кĕпи, эрешĕ пур. Арçынсен те, хĕрсен те тирпейлĕ тумланмалла, кашни япала вырăнлă пулмалла. Сцена çине тухас умĕн хĕрсен тутисене хĕретмелле, куллен тăхăнакан хăлха çаккисене, çĕрĕсене хывмалла, икĕ çивĕт тумалла. «Хатĕр костюмсем тупма йывăртарах, çавăнпа Арменирен пир-авăр саккас паратпăр. Малтанах тум çĕлекен тупма йывăрччĕ, мĕншĕн тесен унта пысăк ăсталăх кирлĕ. Хамăн тĕпчеме, вăрттăнлăхсене вĕренме тиврĕ. Костюмсен эскизĕсене ӳкереттĕм, çĕвĕç хушнă ĕçе пурнăçлатчĕ. Халĕ тум нумай. Кашнин – уйрăм. Эрменсен союзĕ Каярах пĕлĕшсем урлă эрмен шкулне уçнине пĕлтĕм, малтан пĕччен кайрăм, унтан йăмăка чĕнтĕм. Пĕчĕкренех ташă-юрăпа туслăскерсем ансамбле кĕнĕшĕн хĕпĕртерĕмĕр. Малтанлăха хумхануллă та шиклĕччĕ, йăнăш тăвассăн туйăнатчĕ, кайран хăнăхрăмăр. ЧПУн ют чĕлхесен факультетне вĕренме кĕме хатĕрленетĕп. Ташă коллективне пăрахас килмест, ун валли вăхăт тупасса шанатăп», — шухăш-кăмăлне пытармарĕ Карина Гукасян ташăçă. Алина Тамаразяншăн ташă чун киленĕçĕ пулса тăнă: «Пĕр кун чирлерĕм те 2 эрне ташлаймарăм, аннене кашни кун Туслăх çуртне яма ӳкĕтлерĕм. Хĕрсемшĕн, Арпине Артуровнăшăн питĕ тунсăхларăм. Вăл пирĕншĕн иккĕмĕш анне пекех. Пĕрле пулнăшăн пысăк тав тăватăп ăна. Кунта эпир пурте юлташсем, пĕр-пĕрне çуралнă кунсене чĕнетпĕр, урамра уçăлса çӳретпĕр. Шкул хыççăн ЧПУна медицина факультетне вĕренме кĕрес, лайăх тухтăр пулас килет». «Ача чухне спорт ташшипе туслăччĕ, анчах ăна пăрахма тиврĕ. Эрменсен культура кунне хатĕрленнĕ чухне сцена çине таврăнма вăхăт çитнине ăнлантăм. Йăлайĕркене пăхăнса пурăнакан çемьере ӳснĕрен эрменле ташлама йывăр мар. Колледжра ăс пухатăп пулин те вĕренӳпе ташша шайлаштарса пыма тăрăшатăп. Хамăр пултарулăха ытларах çынна кăтартас килет. Пирĕн пысăк тĕллев пур — Арменири сцена çине тухасси. Раççейре пурăнатпăр, ăна чунтан юрататпăр, çапах хамăр йăх-тымара манмастпăр, малалла тăсатпăр», — калаçăва хутшăнчĕ Марианна Мелоян. Паянхи кун Чăваш Енре 3000 ытла эрмен пурăнать. «Эпĕ кунта 2000 çултах куçса килтĕм, Чăваш Ен — манăн иккĕмĕш кил. Кунта пурăнакан эрменсене пĕрлештерес тесе нумай ĕç тăватпăр. Пирĕн общество организацийĕн председателĕ Александр Ахвердян тăрăшнипех вырсарни шкулĕ уçрăмăр. Вăл кашни ыйтăва татса парать, кирлипе тивĕçтерет, ачасене аталанмалли тĕрлĕ майсем шырать. Эпир — туслă халăх. Кашнине пулăшма хатĕр. Тепĕр чухне ыттисене ку шиклентерет те, вĕсем палламан çын мĕншĕн сасартăк ырă пулнине ăнланмаççĕ», — терĕ Марине Масиковна. <...>

Ирина ПЕТРОВА.

♦   ♦   


Арçын ĕçĕнчен те ютшăнман

— Хăш-пĕрне çемье çавăрса йыш хушма, теприсене ĕмĕре пĕччен ирттерме шăпа пӳрнĕ. Эпĕ турăш умне тăрса мана мăшăрсăр кун кунлама пиллеме Турăран тархасласа ыйтнăччĕ, — калаçăва пуçларĕ Патăрьел тăрăхĕнчи Тури Туçа ялĕнче пурăнакан Елизавета Бельдекова.

«Ирĕксĕрлесе качча пачĕç»

Çук, пĕччен пурăнмасть-ха вăл, пĕртăванĕсемпе пĕрле, анчах мăшăрсăр. Халĕ унпа юнашар аппăшĕ — Кулюк. Нумаях пулмасть йăмăкне Вальăна тирпейлесе пытарчĕç. Кирпĕчрен купаланă тăн-тăн çуртра пурăнаççĕ вĕсем. Никам та ку киле арçын алли тĕкĕнмен тесе калаймĕ. Иккĕшĕ те вăрçă ачисем. Акулина Александровна 1940 çулта çуралнă, Елизавета Александровна — 1943 çулта. — Пирĕн атте вăрçă пуçлансанах шăллĕпе Петьăпа вăрçа тухса кайнă. 1942 çулта йывăр аманса госпитальте выртнă хыççăн пĕр уйăхлăха яла отпуска килнĕ. Çемьере эпĕ иккĕмĕш ача пулнă. Атте вăрçăран чĕрех таврăнчĕ. Петя тете çапăçу хирĕнчех выртса юлнă. Вăрçă хыççăн пирĕн çемье йышланчĕ: Галя, Надя, Валя, Петя çуралчĕç. Атте 43 çултах çĕре кĕчĕ. Вăрçă суранĕсем асаплантарнă пулинех. Анне 83 çула çитиччен пурăнчĕ. Аттене ял çинче Элекуç /Александр/ тесе чĕнетчĕç. Кӳршĕре те ун пек ятлă тепĕр арçын пурăнатчĕ. Вĕсен те Лиза хĕр пурччĕ. Пăтраштаратчĕç вара пире. Кӳршĕри Лизăна пула мана та патак лекетчĕ. Анне Çĕнĕ Ахпӳрт хĕрĕ пулнă. Тăлăх ӳснĕрен ачаранах ĕçе хăнăхнă. Вăл тума пĕлмен ĕç çукчĕ те, анчах çемçе кăмăллăччĕ. Çынна хирĕç тăрса усал сăмах та каласа курман вăл. Асанне вара çирĕп хĕрарăмччĕ. Хăть ăçта кайсан та пирĕншĕн хута кĕрсе калаçатчĕ. Вăл та тăлăх арăм пулнă. Асатте Граждан вăрçи вăхăтĕнче Йăлăм патĕнчи çапăçура аманса таврăннă хыççăн нумай пурăнайман. Виçĕ ачине пĕчченех ӳстернĕ асанне. Çапах хуçăлса ӳкмен, арçын вырăнне тăрса пур ĕçе те хăй тунă. 98 çула çитиччен пурăнчĕ. Анне те çамрăклах ултă ачапа тăрса юлчĕ. Асаннен çирĕп кăмăлĕ пулăшса пынă ĕнтĕ ăна. Пĕрре кӳршĕсем патне аякри тăванĕ килнĕ, хĕрĕнкĕрехскере лешсем киле кĕртмен. Вăл пирĕн лупас тăррине хăпарса выртнă та чĕлĕм туртса янă. Ăна пула тĕпĕ-йĕрĕпе çунса кайрăмăр. Икĕ хĕрарăма çĕнĕрен çуртйĕр çавăрма çăмăлах пулмарĕ. Анне вăрмантан вут тиесе килме правление машина-трактор ыйтма утатчĕ, анчах памастчĕç. Асанне каятчĕ те тупса килетчĕ. Пирĕн çемьере хĕрарăмсене пĕчченех çурт-йĕр тума шăпа пӳрнĕ ахăртнех. Кулюк аппа качча тухрĕ, анчах упăшки питĕ юрăхсăрччĕ. Унтан мана вăрласа кайрĕç. Пулас мăшăр хамран çамрăкрахчĕ. Ирĕксĕрлесе тенĕ пек туй турĕç. Хĕр енчи çăнăхта вăхăтĕнчех тухса тарасшăнччĕ. Аппасем хистенипе çак утăма тумарăм. Пурпĕрех пĕрле пурăнаймарăм. Çур çултан пăрахса килтĕм. Турăш умне тăрса: «Эй Турă, мана урăх нихçан та мăшăрлă пурнăç ан пар», — тесе йăлăнтăм. Мĕн ыйтрăм, çавна пачĕ, — сăмах çăмхине сӳтрĕ Лиза аппа. Ăçта кăна ĕçлемен вăл. Пучах пуçтарнă, пăрçа çулнă, йĕтем çинче вăй хунă... Ытларах стройкăра тăрăшнă. Колхозра вите-хуралтă тума хастар хутшăннă. — Ял çыннисем çурт-йĕр купаланă чухне строительсене ялан чĕнетчĕç. Эпĕ те вĕсенчен юлман. Хамăр пӳрт тунă чухне те нумай пулăшрĕç. Анчах ачаран йывăр ĕçлени сывлăха хавшатрĕ. Мухтав Турра! 82 çула çитрĕм. Малалла та пурăнас килет. Юрать, çумра Кулюк аппа пур, — терĕ Елизавета Александровна. Мускавра ача пăхнă Акулина Александровнăн шăпи çинчен кĕнеке çырма пулать. «Хăрушă вăрçă пире хуç- са хăварчĕ. Асли пулнă май шкулта вĕренме пăрахсах ĕçлеме каяс килетчĕ. 4 класс хыççăн çавăн пек самант пулчĕ. Вера аппан хĕрĕ Мускав облаçĕнчи Люберцы хулинче пурăнатчĕ. Унăн ачине пăхма мана чĕнчĕç. Мускава Канашран пуйăспа чиперех çитрĕм. Килетĕп тесе маларах телеграмма та ятăм, анчах вокзалта никам та кĕтсе илмерĕ. Кунĕпе вокзалта йĕрсе çӳрерĕм. Юлашкинчен мана милицие ăсатрĕç. Юрать, хут çинче адрес çырса панă. Йĕрке хуралçисем унта мĕнле çитмеллине кăтартса ячĕç. Анчах та эпĕ вырăсла чухламанскер никамран та ыйтма пĕлмен. Пĕр киоск çумне тăтăм та каллех йĕме пуçларăм. Çынсем мана пăха-пăха иртсе каяççĕ. Юлашкинчен пĕр хĕрпе каччă чарăнчĕç. Эпĕ вырăсла пĕлменни çинчен каларăм. Ак тата, каччи чăваш пулчĕ. Çапла çавсем мана палăртнă вырăна леçсе ячĕç. Мускаврисем телеграмма илмен те иккен. Эпĕ вĕсем патне епле çитме пултарнинчен питĕ тĕлĕнчĕç. Общежитири пĕр пӳлĕмре пурăнатчĕç. Хальччен кунашкаллине курманскер пĕрре иккĕмĕш хутран ӳкнĕччĕ. Юрать, инкек-синкексĕр. Мускавра хĕл каçрăм. Вырăсла чухлакан пултăм. Тепĕр çул урăх çын патне ача пăхма куçрăм. Килĕшетчĕ унта. Анчах хуçасене курайман çынсем çăхав çырнипе тĕрĕслеме килчĕç. Ман çумра нимĕнле документ та çукчĕ. Ирĕксĕрех яла пăрахса килтĕм. Унтанпа колхозра ĕçлерĕм. Бригадир мĕн хушнă, çавна тăваттăм. Аслă Пăла Тимеш каччипе туслă çӳреттĕмĕр. 1960 çулта пĕрлешрĕмĕр. Ун чухне ялти çамрăксем çемйипех Çĕпĕре ĕçлеме тухса каятчĕç. Эпир те унта çитме шухăшларăмăр, анчах пирĕн пурнăç ăнмарĕ. Çĕпĕртен хĕрĕмпе Таньăпа яла анне патне таврăнтăмăр. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.