Комментари хушас

27 Нарăс, 2026

Хыпар 13 (28428) № 27.02.2026

Пĕр-пĕрне тĕрев парса

Патăрьел округĕнчи Тикешре пурăнакан Федосия Мельникова, икĕ ывăлĕ те ятарлă çар операцине хутшăннăран, тăваттăмĕш çул канлĕх мĕнне пĕлмест. Çĕрле ыйхăран вăранса каять те аллине телефон тытать: ачисенчен хыпар килнине пăхать. Вĕсем сетьре пулсан тӳрех смс çырать. «Пурте лайăх, сывлăхпа тăратăп», — тенине курсанах лăпланать. Амăшĕн чĕри… Хурçăран та çирĕпрех, мамăкран та çемçерех, хĕвелтен те çутăрах. Çавăнпах вăл чăтать те.

Амăшĕн чĕри ачисемшĕн çунать

Сергейпе Андрей Мельниковсем ятарлă çар операцине 2022 çултанпа хутшăнаççĕ. Иккĕшĕ те мобилизаципе кайнă: пĕри — Ульяновскран, тепри — Патăрьел округĕнчен. Иртнĕ çул вара Сергей контракт çырнă. Хальхи вăхăтра вăл — старшина, унăн ушкăнĕнче 60 ытла салтак.

— Мобилизаци пуçлансан Андрея повестка пачĕç, ăна юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче ăсатрăмăр. Шăллĕн Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнмаллине пĕлнĕ хыççăн Сергей хăй ирĕкĕпе повестка кайса илнĕ. Юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче вăл çула тухрĕ, — калаçăва пуçларĕ Федосия Егоровна.

1966 çулта кун çути курнă хĕрарăм упăшкинчен ир тăлăха юлнăран икĕ ывăлне пĕччен тенĕ пек ура çине тăратнă. Малтан Ульяновск тăрăхĕнчи Çĕнĕ хулара пурăннă, строительте, пуйăсра проводницăра ĕçленĕ. Амăшĕ пĕр вĕçĕм: «Феня, эпĕ вилсен ку çурт санăн пулать, ан пăрах», — тенине асра тытса çывăх çынни çут тĕнчерен уйрăлсан яла куçса килнĕ. Хальхи вăхăтра вăл «Батырћ» сысна пусакан цехра ĕçлет. Пушă вăхăт тупăнсанах ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли шăрттан, рулет хатĕрлет. Ăна çак ĕçе пурнăçлама Тăрăнти Зина Краснова, Мария Кузнецова, Зоя Ялукова пулăшаççĕ. — Малтан эпĕ Вăрмарти волонтерсемпе çыхăну тытаттăм. Вĕсем ачасем валли апат-çимĕç, тăхăнмалли япаласем илсе кайса паратчĕç. Иккĕмĕш çул ĕнтĕ «СВОи Батыревский район» ушкăн волонтерĕсемпе килĕштерсе ĕçлетпĕр. Вĕсенчен 6-8 шăрттан та парса яратăп. Халĕ манăн ача нумай: кашни салтакшăн чун ыратать. Андрей Румянцевпа пĕрле каякансене чарăнусенче пĕрер шăрттан парса хăварма ыйтатăп. Килти апата кăштах та пулсан çисе курччăр, эпир вĕсене кĕтнине, пăрахманнине пĕлччĕр тетĕп. Аш-какайпа вара хам вăй хуракан «Батырћ» цех тивĕçтерет. Василий Алексеев ертӳçĕпе унăн çумĕ Павел Яруков ывăлсем отпуска килнине пĕлсенех какай параççĕ, çав вăхăтрах шăрттан валли те. Уншăн вĕсене тав сăмахĕ калас килет. Пурте пĕр шухăшлă пулмасан тăшмана çĕнтерме йывăр, — терĕ Федосия Егоровна икĕ эрнене канма килнĕ ывăлĕ Андрей çине ăшшăн пăхса. Кăрлач уйăхĕнче Сергей отпускра пулнăччĕ. Шел те, пĕртăвансем тĕл пулайман. Вĕсем пĕр-пĕрне курманни çулталăк ытла ĕнтĕ. Телефонпа çеç çыхăнса калаçаççĕ.

Арçын тивĕçĕ Андрей Мельников Запорожьери чăваш полкĕнче неонацистсемпе кĕрешет. 1991 çулта çуралнăскер Ульяновскри Олимп резервĕсен шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Шкулта физкультура урокĕсене те ертсе пыма пултарнă, анчах пурнăçне строительствăпа çыхăнтарнă вăл. Куккăшĕпе пĕрле вăй хунă. Çарта Таджикистанра, Душанбере, пулнă. Çав вăхăтра пурнăçра тепĕр хут салтак атти тăхăнма пултарасси пирки шухăшлама та пултарайман, анчах Украинăри ятарлă çар операцийĕ пуçлансан, мобилизаци йĕркипе повестка парсан хирĕçлесе тăман. Çĕршыва хӳтĕлесси арçыннăн тивĕçĕ иккенне асран кăларман. — Стройка ĕçĕсене тума пĕлни унта та вырăнлă пулчĕ. Блиндажсене хамăрах тăватпăр. Взводран 20-25 çухрăмра çĕр айĕнчемунча турăмăр. Малти линире пулнă хыççăн унта кайса çăвăнса килетпĕр. Тумтире те çуса типĕтмелле. Çавăнпа хамăрăн укçапа автомат машина туянтăмăр. Май пур таран хăтлăх тума тăрăшатпăр. Патшалăх тăхăнмаллине те, çимеллине те парать, анчах ялан пĕр апат йăлăхтарать. Çĕтĕк япаласемпе те çӳрес килмест. Çавăнпа та канфет-печение, сĕт-турăха тылри лавккана кайса илетпĕр, — терĕ Андрей Мельников.

Тĕрĕссипе, ятарлă çар операцине хутшăнакансен шалăвĕн çурри çавăнтах пĕтет. «Пĕрле» фонд тата ытти волонтер илсе пыракан пулăшушăн кашниех савăнать, анчах вăл пĕрех çителĕксĕр. Салтаксен пĕр вырăнтан теприне куçма тивет. Ун пек чухне çĕнĕ блиндаж тумалла. Тăшманран хӳтĕленмелли, пурăнмалли условисем пулччăр тесен тăкакланмах тивет. — Малти линире час-часах пулатпăр. Пĕрисем кĕреççĕ, теприсем тухаççĕ. Унта кайнă чухне хамăра мĕн кирлине, апат-çимĕçе пĕрле илетпĕр. Вăл пĕтсен илсе пырса параççĕ. Позицире пилотсăр вĕçев аппарачĕсене сыхлатпăр. Пирĕн вĕсене ирттерсе ямалла мар. Юлашки вăхăтра тĕрлĕ дрон питĕ нумай вĕçет. Вĕçен кайăк та ун чухлĕ çук пулĕ. Питĕ асăрхануллă пулмалла. Пурте Турă айĕнче çӳретпĕр. Задание кайнă чухне сăхсăхатпăр та малалла утатпăр. Пирĕн блиндажра та турăш пур. Ятарлă çар операцине кайнă чухне анне панă пĕчĕк турăш вара яланах çумра, ăна хамран ниçта та хăварман. Взводра юлташсем те питĕ лайăх, пурте пĕр-пĕрне тĕрев паратпăр. Хамăр округран та нумаййăн. Пире пулăшса апат-çимĕç, тумтир тата ытти япала парса яракансене манăн пурне те тав тăвас килет. Килтен илсе килнĕ кучченеçсемшĕн питĕ савăнатпăр, — терĕ Андрей Владимирович амăшĕ çине ăшшăн пăхса. Вăл Жуков медальне тата «Ятарлă çар операцине хутшăнакан» медале тивĕçнĕ. <...>

Ольга ПАВЛОВА. Патăрьел округĕ.

♦   ♦   ♦


Ÿсен-тăран сывă пултăр тесе тăрăшаççĕ

Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн ĕçченĕсем вырăнти аграрисене ку е вăл ыйтупа пулăшма яланах хатĕр. Вăрлăх пахалăхне тата унăн хăрушсăрлăхне тĕрĕслесси, ӳсен-тăрана чир-чĕртен тата сиенлĕ хурт-кăпшанкăран хӳтĕлесси, экологи енчен таса биопрепаратсемпе ĕçлеме хăнăхтарасси – учрежденин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри.

Çанталăк та витĕм кӳрет Уй-хирте юр выртнă вăхăтра Раççей ял хуçалăх центрĕн специалисчĕсем акмалли вăрлăх пахалăхне тĕрĕслеççĕ, пулас тухăç сывă пултăр тесе тăрăшаççĕ. Материал паха тата хăрушсăр пулни — чи кирли. Паянхи кун тĕлне вăрлăхăн 72% кондициллĕ. Кăтартăва 100% çитерме çӳп-çап пурри чăрмав кӳрет. Сивĕ вăхăтра вăрлăхпа ĕçлеме май килменни те, юр çуса лартнăран управăшсене кулленех çитейменни те витĕм кӳнĕ-тĕр. Çав хушăрах сивĕ те юрлă çанталăк кĕрхисене сиенлемен. Юр хулăн пулнăран çĕр сийĕ 10-20 сантиметр таран çеç шăннă. Калчасем хăйсене аван туйнине уй-хиртен илсе кĕнĕ монолитсем те кăтартаççĕ. Хуçалăхсен тыр-пул тухăçне чир-чĕртен тата сиенлĕ организмсенчен вăхăтра хӳтĕлеме фитомониторинг пулăшать. Акă, калăпăр, иртнĕ çул специалистсем 240-е яхăн тĕрлĕ сиенлĕ организма тупса палăртнă, çав шутра хуçалăх пĕлтерĕшлĕ сăтăрçăсем — 89, чир-чĕр — 35, тĕрлĕ çум курăк — 72. Анлă сарăлнă чирсен йышĕнче — çăнăх сывлăмĕ, хăмăр тутăх тата гельминтоспориоз. Сăтăрçăсенчен — хăнкăла, трипс тата курăк пыйти. Унсăр пуçне шăшисем те ĕрченĕ. Ку пулăм ытларах çут çанталăк условийĕсемпе çыхăннă. Кăшлакан чĕр чунсемпе ял хуçалăх предприятийĕсен вăхăтра кĕрешмелли, илĕртмĕш япала хумалли пирки асăрхаттараççĕ специалистсем. Аграрисем патне регионта ку е вăл сиенлĕ япала аталанас хăрушлăх пурри çинчен систерекен асăрхаттарусем яраççĕ. Çакă кирлĕ йышăнăва вăхăтра тума май парать. Филиал аграрисене пестицидран юлнă савăта пуçтарса утилизацилемелли пирки те асăрхаттарать. Паха лабораторисем Юлашки вăхăтра хуçалăхсем ӳсен-тăрана хӳтĕлеме биологи препарачĕсемпе усă курни куçкĕрет. Иртнĕ çултанпа Чăваш Енре патшалăхăн çĕнĕ пулăшăвĕ вăя кĕнĕ: çĕр ĕçне биологизацилеме субсиди параççĕ. Çĕр пахалăхне тата тухăçне ӳстересси малти вырăнта тăрать. Аграрисене тăкаксен 80% саплаштараççĕ. Раççей ял хуçалăх центрĕнче те микробиологи препарачĕсем, фунгицидсемпе удобренисем кăларакан лаборатори ĕçлет. Пĕлтĕр, сăмахран, пĕтĕмпе 69 тонна микробиологи препаратне тата 60 тоннăна яхăн Гумат Ç7В кăларнă. Халĕ «Баксис Ж», «Азолен» тата «Восток ЭМ-1» препаратсем культурăсене мĕнле витĕм кӳнине тĕпчеççĕ. Центрăн тĕпчев лабораторийĕн ĕçне те палăртмалла. 2022 çулта вăл аккредитаци тухнă. Çакă уççăн ĕçлеме ирĕк парать. Унта вăрлăх пахалăхне палăртакан 53 методикăна çирĕплетнĕ. Иртнĕ çул лаборатори 2564 проба йышăннă, çав шутран 2358-шĕ — вăрлăхăн. 2030 çултан лабораторипе пĕрле аккредитациленĕ инспекци органĕ ĕçлеме пуçлĕ. Вун пĕр çул филиалта çĕр улмине микроклон мелĕпе ĕрчетекен лаборатори ĕçлет. Унта пробиркăсенче микрокалчасем çитĕнтереççĕ. Мĕн тума кирлĕ-ха çакă? Вăхăт иртнĕçемĕн çĕр улми вирус пухать, унăн тухăçлăхĕ самай чакать. Маларах асăннă мел чир-чĕртен таса та сывă материал илме пулăшать. «Наукăпа тĕпчев институтĕнчен пробиркăри ӳсентăрана туянса малалла ĕрчететпĕр. Ун хыççăн куршаксенчи стерилизациленĕ çĕр çине куçарса теплицăра ӳстеретпĕр. Вируссемпе чир-чĕр пуррипе çуккине сăнасах-тĕрĕслесех тăратпăр. Туса илнĕ çĕр улминне те тĕрĕслетпĕр», — теççĕ специалистсем. Çĕр улми чирĕсем вăй ан илччĕр тесен тĕрĕсленĕ вăрлăх туянмалла. Палăртмалла: республикăра паянхи кун тĕлне вăрлăхпа 13 хуçалăх ĕçлет. Иртнĕ çул акă центр специалисчĕсем теплицăра «Инноватор» сорт лартнă: 12 пин микроӳсентăрантан 60 пин ытла микроулма туса илнĕ. Ку пахча çимĕç сорчĕпе ытларах фри тума усă кураççĕ. Кăçал Çĕрпӳри наукăпа тĕпчев институчĕ сĕннипе «Аван» чăваш сортне лартнă. Санкцисен тапхăрĕнче хамăрăн çĕршывра туса кăларнă вăрлăхРаççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн ĕçченĕсем вырăнти аграрисене ку е вăл ыйтупа пулăшма яланах хатĕр. Вăрлăх пахалăхне тата унăн хăрушсăрлăхне тĕрĕслесси, ӳсен-тăрана чир-чĕртен тата сиенлĕ хурт-кăпшанкăран хӳтĕлесси, экологи енчен таса биопрепаратсемпе ĕçлеме хăнăхтарасси – учрежденин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. па усă курни вырăнлăрах. Çакна та палăртмалла: ял хуçалăх предприятийĕсем пахалăхлă продукци туса илни экспорт шайне ӳстерме пулăшать. Пурнăç таппипе тан утаççĕ 2000 çултанпа Раççей ял хуçалăх центрĕ «АгроЭксперт» пĕрлехи цифра платформинче ĕçлеме тытăннă. Сергей Павлов ертӳçĕ пĕлтернĕ тăрăх, инновациллĕ технологи вырăнти лару-тăрăва тишкерме, çивĕч ыйтăва татса пама, хӳтĕлев ĕçне йĕркелеме май парать. Ку — ведомствăн ĕç инструменчĕ. Унпа ытларах центрта вăй хуракансем усă кураççĕ. Кашни ĕçченĕн аллинче — смартфон. Геопăнчă специалист çак самантра ăçта тата хăш уй-хирте пулнине кăтартать. Уя тишкернĕ май вăл тĕрлĕ информацие тĕрĕслет: чир-чĕр тата сăтăрçă пуррине сăн ӳкерчĕкпе çирĕплетет. Кăтартусем Шупашкарти тĕп офиса çитеççĕ, архивра упранаççĕ. Раççей ял хуçалăх министерстви те вырăнти лару-тăрăва хаклама пултарать. Чăн та, цифра платформи специалистсен ĕçне самай çăмăллатать. Çавăн пекех 2024 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Раççей Ял хуçалăх министерстви «Вăрлăхпа ĕçлесси» патшалăх информаци тытăмне хута янă. Тытăм вăрлăх производствине, суту-илĕве тата ăна ăçта куçарнине сăнама май парать. Вăрлăх партине тытăма кĕртменни ăна саккунсăр майпа сутнине пĕлтерет. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

♦   ♦   


Ĕç пурри савăнтарать

Чăваш Енре 78 пин ытла сусăр пурăнать. Ку — цифра, статистика, çав хушăрах — вун-вун çын пурнăçĕ, шăпи. Вĕсемшĕн ĕç вырăнĕ — укçа илесси кăна мар, чи малтан — хутшăну, хăйсене ыттисемпе тан туйма май пурри. Республикăра сусăрсене ĕçпе тивĕçтерессине мĕнле йĕркеленĕ? Сывлăх енчен хавшак çынсем мĕнле йывăрлăхпа тĕл пулаççĕ? Предприятисемпе организацисем вĕсене мĕнле вакансисем сĕнеççĕ? Сусăрсене ĕçпе тивĕçтерекенсене патшалăх мĕнле çăмăллăх кӳрет? Çак ыйтусене уçăмлатăпăр паян.

Шанăçа çухатман

Шупашкар округĕнчи пĕрремĕш ушкăн инваличĕн Еленăн ачаранпах сывлăх енчен йывăрлăх пулнă. Унăн куçĕ япăх курать. Хăй вăхăтĕнче вăл повар профессине те алла илнĕ, анчах хăйне юрăхлă ĕç тупайман. Иртнĕ çул хĕрарăмаВăрмарти тус-юлташĕ хăнана чĕннĕ. Пĕлĕшĕ ăна куляннине кура «Раççейри ĕç» кадрсен центрне кайса пăхма сĕннĕ. Унта пропискăна пăхмасăр пурне те йышăнаççĕ. Вăрмарти центрта унпа консультант калаçу ирттернĕ, юрăхлă ваканси шыраса тупма пулăшнă. Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче Канашри пĕр предприятире сетка çыхакан кирли пирки информаци тухнă. Ĕçе инçет мелĕпе пурнăçламалла, ун валли ятарлă квалификаци те кирлĕ мар. ÇаплаЕлена официаллăмайпа ĕçе вырнаçнă. Эппин, ыттисен те пуç усма кирлĕ мар. Сывлăх енчен хавшак çынсем паян ыттисемпе танах ĕçлеме, аталанма пултараççĕ. Паянхи кун кашни ĕç шыракан «Раççейри ĕç» платформăра «Инвалидсене ĕçе вырнаçтарасси» ятарлă пайра мĕнле вакансисем пуррипе паллашма пултарать. Унта предприятисемпе организацисем сусăрсем валли квота шучĕпе уйăракан вырăнсем пирки информаци вырнаçтарнă. Кунта ĕç йĕрки, шалу, ертӳлĕхпе çыхăнмалли контактсем пур. Кирек хăш отрасле суйласа илме пулать: промышленноç производстви, медицина, общество апатланăвĕ, суту-илӳ тата ытти те. Сывлăх енчен хавшакрах çынсене ытларах хуралçă, упаковщик, комплектовщик, сутуçă, рабочие пулăшакан, котельнăй операторĕ, слесарь вакансийĕсене сĕнеççĕ. Кадрсен центрĕсем урлă вырăн тупнисен хушшинче ĕç производителĕ, менеджер, инженер, водитель, бухгалтер тата сборщик пур. Паллах, çынсене профессие, пĕлӳ шайне, опытне, ĕç условийĕсене тата графикне шута илсе ĕç сĕнеççĕ. Ятарлă условисем йĕркелемелле Чăваш Енре сусăрсем валли ĕç вырăнĕсене квотăламалли саккун пур. 100 çын ытла вăй хуракан организацисемшĕн ку квота 3% танлашать. 36-100 çын тăрăшакан предприятисемшĕн — 2%. Çак квотăна пурнăçламаншăн административлăмайпаявап тыттарма, штраф тӳлеттерме пултараççĕ: должноçри çынсене — 20 пинрен пуçласа 30 пин тенкĕ таран, уйрăм предпринимательсене — 30 пинрен пуçласа 50 пин тенкĕ таран, юридици сăпачĕсене — 50 пинрен пуçласа 100 пин тенкĕ таран. Квота пурри аван. Сусăра ĕçлеме кирлĕ условисем туса парасси — тĕп тĕллев. «Кадрсем» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн сывлăх енчен хавшак çынсем, çав шутрах ятарлă çар операцийĕнче пулнă салтаксем валли те, ĕç вырăнĕсем йĕркеленипе пулакан тăкаксен пĕр пайне субсиди парса саплаштараççĕ, пĕр вырăншăн — 200 пин тенкĕ таран. Граждансен уйрăм категорийĕсене, çав шутрах инвалидсене, ĕçе илмешкĕн хавхалантаракан субсиди виçине 6 МРОТ таран ӳстернĕ. Калăпăр, 6 уйăх ĕçленĕ пĕр сусăршăн паракан субсиди виçи — 211 пин те 650 тенкĕ. Унсăр пуçне республика бюджетĕнче инвалидсене наставникпа тивĕçтерме те укçа пăхса хăварнă. Субсиди виçи пĕр уйăхшăн — 1 МРОТ. Наставничество тапхăрĕ виçĕ уйăх пырать. Сăмахран, сусăрпа 3 уйăх ĕçленĕшĕн наставник 105 пин те 825 тенкĕ илеет. «Раççейри ĕç» кадрсен центрĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, сусăр çынсемпе ятарласа çирĕплетнĕ специалист ĕçлет. Вăл ăна ĕç шыраса тупма, организаци-предприяти ертӳçисемпе калаçу йĕркелеме, профориентаци тухма, психологи пулăшăвĕ илме, вакансисен ярмăрккине хутшăнма пулăшать. Акă, сăмахран, центр пулăшнипе Шăмăршăри фермер СВО ветеранĕ валли ĕç вырăнĕ йĕркелеме 200 пин тенкĕ илнĕ. Хресченфермер хуçалăхĕн ертӳçине ферма хуралçин ĕç вырăнне хальхи вăхăтри сăнав тытăмĕпе тивĕçтернипе пулнă тăкаксене тавăрса панă. «Раççейри ĕç» порталта сусăр валли ферма хуралçин вакансийĕ пуррине курсан фермерпа çыхăнтăмăр та патшалăх программипе усă курма сĕнтĕмĕр. Ун валли пирĕн тивĕçлĕ кандидат пурччĕ», — пĕлтерчĕ Шăмăршăри центр ертӳçи Сергей Кузьмин. Валерий Диомидов СВОра аманнă, 2-мĕш ушкăн инваличĕ. «Ялта кунтан лайăх ĕç тупайăттăм-ши? Центрта пĕр уйăх шутра тăнă хыççăнах собеседовани тухрăм, ĕç вырăнĕллĕ пултăм. Ĕçпе кăмăллă эпĕ. Программăпа усă курса урама тухмасăрах, мониторурлă, фермăривыльăх-чĕрлĕхетата çынсенĕçнетимлемепулать», – пĕлтерчĕВалерий. Ĕçпе тивĕçтерекен центр СВО ветеранĕсене тата вĕсен çемйисене пулăшас енĕпе питĕ хастар пулнине палăртмалла: кашнинех психологи пулăшăвĕ параççĕ, вĕсемпе профтестировани ирттереççĕ тата хушма пĕлӳ илме сĕнеççĕ. Куславкка тăрăхĕнче те кун пек ырă тĕслĕх тупрăмăр. Унти агрофирмăна сусăр валли ĕç вырăнĕ йĕркеленĕшĕн 100 пин тенкĕ ытла тата наставничество программине хутшăннăшăн 87 пин тенкĕ панă. Куславккари «Раççейри ĕç» центр пуçлăхĕ Любовь Осипова каланă тăрăх, кăçалпредприяти ертӳçисемсусăра ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕшĕн 200 пин тенкĕ таран каялла тавăрмапултараççĕ. Çак тĕллевпепорталтаваканси пирки информаци вырнаçтармалла, ĕçпе тивĕçтернĕ хыççăн тăкаксене тавăрма заявлени çырмалла, мĕн чухлĕ укçа тăкакланине документсемпе çирĕплетмелле. Çамрăк программист Сергей Морсков агрофирмăра ваканси пуррине пĕлнĕ. «Программировани енĕпе пĕлӳ илнĕ, анчах ĕçлесе курман. Официаллă ĕç пиркиилтсен савăнтăм. Центрта специалистпа тĕл пулса реабилитаци программине сӳтсе яврăмăр, вакансисене пăхса тухрăмăр», – каласа парать сусăр. Реабилитаци программипе килĕшӳллĕн агрофирмăра Сергей валли ятарлă вырăн хатĕрленĕ: хăпаракан механизмпа ĕçлекен компьютер сĕтелĕ, ятарлă кресло, ноутбук тата принтер. Учреждени 104 пин тенкĕлĕх тăкакланнă. Ку укçана агрофирма Социаллă фонда тăратнăмĕн пур документ тĕрĕслев тухнă хыççăн 15 кунран илет. Малтанхи виçĕ уйăхра Сергейпаюнашар наставник пулать. Куншăн хушма 87 пин те 650 тенкĕ килет. Канаш хулинчи «Раççейри ĕç» кадрсен центрĕ пулăшнипе пысăк промышленноç предприятийĕ квотăпа уйăрнă вакансие хупма тата патшалăхран 90 пин ытла тенкĕ илме пултарнă. Сергей Максимов инсульт пулнă хыççăн чылай вăхăт ĕç тупайман. Реабилитаци тухнă хыççăн инженер-конструктор профессийĕпех вăй хума шухăшланă. Çак тĕллевпе иртнĕ çулхи çуркунне кадрсен центрне пулăшу ыйтма пынă. Унпа ĕçлекен Оксана Фахрутдинова консультант ăна нумай пулăшнă. Ĕç тупасси çăмăл килмен. Çур çулта арçын темиçе ваканси ярмăрккинче пулнă: анкета çырнă, заявлени хăварнă. Оксана яланах унпа çыхăнура пулнă. Телее, юпа уйăхĕнче Канашри пысăк предприятире инженер-конструктор вырăнĕ тупăннă. Сергей куншăн хытах савăннă. «Манăн ĕç опычĕ ыттисемшĕн тĕслĕх пултăр. Йывăрлăхсене çĕнтерме шанăç пулăшрĕ ахăртнех», – тет вăл. Сăмахмай, Канашри кадрсен центрĕ урлă 2025 çулта 47 сусăр ĕç тупнă. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.