Чăваш Ен çĕршыври аграрисене илĕртекен вырăн пулса тăчĕ

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш Енри уйрăмĕн секретарĕ Леонид Черкесов паян Регионсен хушшинчи «Çĕр улми-2026» куравăн ĕçне пуçласа ячĕ. Кунта 18 регионтан 78 компани хăйĕн продукцине илсе килнĕ.
Пирĕн республика çĕр улми туса илессипе паллă. 100 гектарти тухăçпа Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕнче – 1-мĕш, Раççейре 6-мĕш вырăн йышăнать. «Ку – отрасль куравĕ çеç мар, çĕр ĕçне хаклакан кашни çыншăн чăн-чăн уяв. Шăпах çак куравран çурхи ĕçсен тапхăрĕ пуçланать. Республикăра патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтермелли ярăм пурри пĕлтерĕшлĕ: вăрлăхран пуçласа продукцие вырнаçтарасси таранах», - терĕ Леонид Ильич.
Мероприяти «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Раççей ялĕ» проекчĕпе килĕшÿллĕн иртет.
Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...










