Комментари хушас

13 Пуш, 2026

Терроризм – хăрушă вăй

Пĕтĕм тĕнче умĕнче тăракан пысăк хăрушлăх – экстремизм тата терроризм – кашни çынна сисчĕвлентерет. +авăнпа пур вăя пĕрлештерни пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе терроризмпа кĕрешессипе ĕçлекен комисси ларăвĕнче çамрăксен хушшинче терроризмпа неонацизм идеологийĕсене сарассине хирĕç тăрассипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухрĕç. 

«Ачасен хăрушсăрлăхĕ тĕп вырăнта. Кашни вĕрентÿ учрежденине терроризма сирме хатĕрлесси, информаци хăрушсăрлăхне тивĕçтересси – пирĕн тĕллев. Уйрăмах ачасене интернет уçлăхĕнче сарăлакан сиенлĕ хыпарсенчен хÿтĕлемелле», – палăртрĕ Олег Николаев.

Чăваш Енре информаци уçлăхĕнчи терроризмпа экстремизм юхăмĕсенчен хÿтĕлес, нацисен хушшинчи килĕшÿпе тăнăçлăха упрас тата çамрăксене воспитани парас енĕпе нумай ĕç тăваççĕ. 2025 çулта республикăри аслă шкулсемпе колледж-техникум студенчĕсемпе профилактика мероприятийĕсем 145 хут йĕркеленĕ. Вĕсене 8,5 пине яхăн вĕренекенпе 3,7 пин ытла ашшĕ-амăшĕ хутшăннă. Калаçусенче çамрăксене терроризм преступленийĕсене явăçнăшăн тата халăх хушшинче хирĕç-тăру «чĕртнĕшĕн» мĕнле яваплăх кĕтнине ăнлантарнă.

Чăваш Республикинчи терроризмпа кĕрешессипе ĕçлекен комисси аппарачĕн ертÿçи Евгений Терешин çул çитмен ачасемпе ирттерекен профилактика ĕçĕн тĕп çул-йĕрĕ çинче чарăнса тăчĕ. Вăл критикăлла шухăшлава аталантарма, идеологи пусăмне хирĕç тăрассине ÿстерме тата йăлана кĕнĕ йĕркесене малалла тăсма тĕллев лартнă видеоматериалсем хатĕрлессине палăртрĕ. Иртнĕ ларура Чăваш Ен Пуçлăхĕ çак ĕçе çивĕчлетме хушнă. Çавăн хыççăн çул çитменнисен хушшинче сиенлĕ контентпа кăсăкланасси палăрмаллах чакнă.

Тĕрлĕ мелпе кăтартнă видео социаллă сетьсенче, мессенджерсенче тата ятарлă онлайн ресурссенче сарăлать. Çапла майпа çамрăксем унпа ытларах паллашаççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа муниципалитетсен вĕрентÿ платформисенче çакнашкал видеороликсене 52 пин ытла çын пăхнă.

Профилактика ĕçĕ кăçал та тăсăлĕ. Дистанци мелĕпе вĕренекен çул çитмен ачасене патриотлăх тата культура мероприятийĕсене хутшăнтарассине уйрăмах тимлĕх уйăрĕç. Профилактика мероприятийĕсене йĕркелеме республикăри общество лидерĕсене, çавăн пекех ятарлă çар операцине хутшăнакансене явăçтарма палăртаççĕ.

Ларура пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисенчи хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене уйрăммăн пăхса тухрĕç. Яваплă çынсене палăртнă, хĕç-пăшал сассине илтсессĕн, бомба сирпĕтсессĕн е пилотсăр вĕçекен апаратсем тапăнсассан мĕн тумалли йĕркене çирĕплетнĕ. Вĕренекенсемпе тата вĕрентекенсемпе тăтăшах инструктажсемпе практика занятийĕсем ирттереççĕ.

Терроризмпа кĕрешмелли хăрушсăрлăх мероприятийĕсене вăйлатас тĕлĕшпе Наци гвардийĕн Чăваш Енри управленийĕ шкулсенчи хуралçăсен хатĕрлĕхне тĕрĕслĕ. Муниципалитетсем тата Вĕрентÿ министерстви хушма инструктажсем тата вĕренÿсем ирттерĕç, вĕсен ăсталăхне ÿстерĕç.

www.hypar.ru