Комментари хушас

18 Пуш, 2026

Красноармейски округĕнче паян Пĕрлехи информаци кунĕн мероприятийĕсем иртрĕç

Тăхăр информаци ушкăнĕ кашни ял тăрăхне çитрĕ, халăхпа тата ĕç коллективĕсемпе тĕл пулчĕ, граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнчĕ.

Красноармейски округĕн пуçлăхĕ Павел Семенов тата Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн министрĕн çумĕ Сергей Федоров ушкăнĕ Кĕçĕн Шетмĕ тăрăхĕнче пурăнакансемпе тĕл пулчĕ. Паянхи Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп ыйтăвĕсем «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Халăх программине пĕтĕмлетни тата Пĕтĕм Раççейри «Ĕçпе хӳтĕлеве хатĕр» физкультурăпа спорт комплексне ĕçе кĕртнине хак пани пулчĕç.

www.hypar.ru