Комментари хушас

24 Пуш, 2026

Хыпар 19 (28434) № 24.03.2026

Пĕр шкулта 1-мĕш 16 класс пулĕ!

Кăçал республикăра шкулсене пĕрремĕш класа 13 пин ытла ача кайĕ. Çакăн çинчен Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров пĕлтерчĕ.

Канашлура регионăн кăçалхи кăрлач-нарăс уйăхĕсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç. Экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Елена Куданова пĕлтернĕ тăрăх, промышленноç производствин икĕ уйăхри индексĕ 104% танлашнă. Система йĕркелекеннисен йышĕнчи 24 предприяти производствăна иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен ӳстерме пултарнă. Елена Сергеевна уйрăмах лайăх ĕçленисене ятран асăнчĕ те — самай вăрăм список пулчĕ: «Хĕвел», «Вавилон», Етĕрнери спирт завочĕ, «Букет Чувашии», ыттисем... Çапах, шел те, асăннă кăтартăва иртнĕ çулхинчен чакарнисем те чылай. Ку чи малтанах транспорт хатĕрĕсем, машинăсемпе оборудовани, сĕтел-пукан, хими хутăшĕсем туса кăларакан предприятисене, металлургие пырса тивет. Промышленноç предприятийĕсем çулталăкăн малтанхи икĕ уйăхĕнче пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 7% нумайрах продукци тиесе ăсатнă. 38 предприяти кăтартăвĕсем хушăннă. Кăмăллă пулăм: продукцин 87% — тирпейлекен производствăсен тӳпи. Ял хуçалăхĕ те ӳсĕмлĕ ĕçлет — производство индексĕ 110,1% танлашнă. 28,8 пин тонна аш-какай туса илнĕ — çулталăк каяллахи çак тапхăртинчен 13,8% нумайрах. Сĕт те 12% хушăннă — 78,3 пин тонна. Туса илнĕ çăмарта 82,3 миллион штука çитнĕ те — ку ӳсĕм пушшех пысăк. Производствăна уйрăмах нумай ӳстернисен шутĕнче Елена Сергеевна республикипех паллă «Таябинка», «Новый путь»» хуçалăхсене, «Мега Юрма» компание асăнчĕ. Строительство ĕçĕсене 5,9 миллиард тенкĕлĕх пурнăçланă. Çак тапхăрта 112,1 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă — япăх мар кăтарту. Çав шутран 59,9 пинĕ — уйрăм çынсем тунă çурт-йĕр. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх суб±екчĕсен çарĕ пысăклансах пырать — йыш 155,1 пине çитнĕ. Çак ретре — 38,4 пин предприниматель тата хăйсем тĕллĕн ĕçлекен 103,8 пин çын. Çапла вара пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх сферинче ĕçлекен çынсен пĕтĕмĕшле шучĕ паян 263 пин çын патнеллех кармашать. Ĕç укçин уйăхри вăтам виçи 66,8 пин тенке çитнĕ. Официаллă майпа регистрациленĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ — 0,5%. Сăмах май, çулталăк каялла ку кăтарту кăшт кăна пĕчĕкрех, 0,4%, пулнă. Вăрмар, Муркаш, Вăрнар, Сĕнтĕрвăрри округĕсенче, Çĕнĕ Шупашкарта ĕçсĕрлĕх республикăри вăтам шайран палăрмаллах пĕчĕкрех, Пăрачкав, Хĕрлĕ Чутай, Улатăр округĕсенче вара — пысăкрах. Ĕç паракансем пĕлтернĕ вакансисен шучĕ çав-çавах пысăк. Вĕсене йышăнас шухăшлă çынсене чи малтан, паллах, ĕç укçи интереслентерет. Вакансисемпе çыхăннă вăтам шалу виçи 42,8 пин тенкĕпе танлашать. Пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков иртнĕ икĕ уйăха бюджета мĕнле пурнăçланине тĕпе хурса хакларĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, бюджет тупăш енĕпе те, расхутсемпе те иртнĕ çулхинчен лайăхрах кăтартусемпе пурнăçланать. Республикăн пĕрлехи бюджетне кĕнĕ тупăш çулталăк каяллахинчен 1,5 хут пысăкрах. Хамăрăн тупăш калăпăшĕ пушшех савăнтарать — 1,7 хут пысăкланнă. Тĕп налуксенчен кĕрекен укçа аван хушăнни палăрать. Хамăрăн тупăшсен ӳсĕмĕн хăвăртлăхĕпе республика федерацин Атăлçи округĕнче малти вырăнта-мĕн. Пирĕн ӳсĕм 171,2% шайĕнче, округри вăтам кăтарту вара 21,5% çеç. Налуксем тата налук мар тӳлевсем тĕлĕшпе те ӳкерчĕк çакнашкалах. Мускав каялла тавăрса памалла мар майпа паракан укçа та ӳсĕмлĕ. Тĕллевлĕ уйăрнă укçа виçи 5,9 миллиард тенке çитнĕ. Çийĕнчен пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче тата 3,5 миллиард тенкĕ илнĕ. Тăкаксем çинчен каланă май Михаил Геннадьевич вĕрентӳ, культура, социаллă сфера, экономика валли янă расхутсем палăрмаллах ӳснине çирĕплетрĕ. Спорт тăкакĕсем кăна пĕчĕкленнĕ. Анчах çакă та ăслă спорт площадкисем тумалли программа валли укçа тăкаклама пуçламаннипе кăна çыхăннă. Патшалăх парăмĕпе çыхăннă лару-тăру та аван. Министр каланă тăрăх, çакăнта парăмсен пысăк виçине «списать» тунин витĕмĕ курăмлă. Республика укçипе усă курмалли контрактсене алă пусасси пĕлтĕрхинчен чылай хăвăртрах пырать — лайăх пулăм. Çав вăхăтрах Михаил Ноздряков федераци укçине пырса тивекен контрактацие хăвăртлатма чĕнсе каларĕ — пуш уйăхĕн вĕçĕччен кăтартăва лайăхлатмалли çинчен асăрхаттарчĕ. Темăна пĕтĕмлетнĕ май Олег Николаев икĕ уйăх кăтартăвĕсем тĕпрен илсен позитивлă пулнине палăртрĕ, анчах такăнасран упранмашкăн палăртнă ĕçсене туллин тата вăхăтра пурнăçлани пысăк пĕлтерĕшлĕ — çакна тĕпе хурса ĕçлемелле. Канашлу вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров республикăри шкулсем ачасене кăçал пĕрремĕш класа йышăнма хатĕрри çинчен пĕлтернипе вĕçленчĕ. Йышăну кампанине çĕршыв шайĕнче ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен кая юлмасăр пуçлаççĕ. Республикăра ашшĕ-амăшĕшĕн меллĕ пултăр тесе кану кунне, пуш уйăхĕн 28-мĕшне, суйласа илнĕ. Ачасене пĕрремĕш класа икĕ тапхăрпа йышăнĕç: пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнчен тытăнса çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕччен тата утă уйăхĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа авăн уйăхĕн 5-мĕшĕччен. Ачана шкула йышăнмашкăн ыйтса çыракан заявленисене темиçе мелпе йышăнассине йĕркеленĕ — шкула пырса та, Патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен порталĕ урлă та пама пулать. Министр пĕлтернĕ тăрăх, кăçал авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче пуçласа шкула килекенсен шучĕ 13 пин ачаран та иртĕ. Çав шутра Шупашкарти шкулсем 6 пин ачана йышăнĕç. Хăш-пĕр шкулта пĕрремĕшсен йышĕ уйрăмах пысăк пулĕ. Çĕнĕ микрорайонсенче — пушшех. Тĕп хулари Сад микрорайонĕнчи 64-мĕш шкулта, сăмахран, 1-мĕш 16 класс йĕркелĕç — 400 ача валли. Çĕнĕ хулари 65-мĕш шкулта та 300 ача пуçласа парта хушшине ларĕ. <...>

Николай НИКОДИМОВ.

♦   ♦   ♦


Шыв-шур ан кÿтĕр хĕн-хур

Çурхи ейӳ инкек кӳмĕ-и? Тивĕçлĕ тытăмсем шыв-шур сиен кӳресрен сыхланас енĕпе мĕнле мерăсем йышăнаççĕ? Çак тата ытти ыйтăва тӳрĕ линире граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен министр Сергей Павлов тата республикăн шыравпа çăлав службин пуçлăхĕ Николай Глухов хуравларĕç.

Сергей Павлов çурхи ейӳ тапхăрĕ çулленех çивĕчлĕх кӳнине палăртрĕ. Анчах кăçалхи тапхăр уйрăларах тăрать.

— Ку кăрлач-нарăс уйăхĕсенче юр питĕ нумай çунипе çыхăннă, — терĕ вăл. — Çавна май ЦГМС прогнозĕсем юр ирĕлнĕ май ейӳ те пысăк пулма пултарассине палăртаççĕ. Юр хулăнăшĕ республикипех нормăран 2-3 хут пысăкрах. Шыв-шур тапхăрĕ ака уйăхĕн пĕрремĕш вунă кунлăхĕнче пулатьтĕр — юхан шывсенчи пăр çав тапхăрта каймалла. Шыв шайĕ вăтам виçерен пысăкрах пулмалла — 1-1,5 метр таран çĕкленĕ. Пуш уйăхĕнче çанталăк тăруках ăшăтса яманнине кура шыв шайĕ куллен 1-2 сантиметр çеç хушăнса пычĕ. Çак кунсемшĕн ку норма шайĕнче.

Республикăра шыв илме пултаракан зонăсене палăртнă. Унта 15 муниципалитет округĕнчи аллă ытла ял-хула территорийĕ кĕрет. Çав вырăнсенче 3,5 пин çын пурăнать. Çак шутра — Улатăр, Патăрьел, Комсомольски, Куславкка, Çĕмĕрле, Вăрнар, Тăвай, Елчĕк, Çĕрпӳ округĕсем. Ытти çĕрте те вырăн-вырăнпа шыв илме пултаракан лаптăксем пулма пултараççĕ. Çавăнпа маларахах хатĕрленни вырăнлă. Кашни муниципалитетрах çурхи ейӳрен сыхланас енĕпе ĕçлекен комиссисем йĕркеленĕ. Николай Глухов палăртнă тăрăх, республикăра шыв шайĕ хăпарнине тимлĕ сăнаса тăраççĕ — куллен виçеççĕ. Çак ĕçе Сăр, Атăл, Аслă Çавал çинче йĕркеленĕ пилĕк гидропост пурнăçлать. Хальлĕхе шыв çыранран тухнине палăртман-ха. Унашкаллине асăрхасан граждансене пĕр тăхтамасăр 112 номерпе шăнкăравласа пĕлтерме сĕнеççĕ. Çавăн пекех 101 номер те ĕçлет. Юхан шывсем çинче пăр купаланса шыв çулне пӳлесрен сыхланмалли мерăсем палăртнă, гидротехника сооруженийĕсем тĕлĕшпе тимлĕ пулмалла. Сыхлăх мерисен шутĕнче Николай Иванович пăр капланма пултаракан вырăнсенче ăна маларахах касса хумаллине палăртрĕ. Çавăн пекех пăра, юра хуратни вырăнлă. Хура тĕс хĕвел çинче хăвăртрах ăшăннине кура юрпа пăра ирĕлтерет. Çак тĕллевпе шлакпа, кĕлпе, торфпа усă курни тухăçлă.

Вăл çавăн пекех шыв юххисене юрпа пăртан, çӳп-çапран тасатмалли çинчен асăрхаттарчĕ. Бензин, солярка, çавнашкал ытти шĕвек тултарнă савăтсене айлăм вырăнсенчен çӳлерех çĕклесе хуни вырăнлă — унсăрăн территорие кĕтмен çĕртен шыв илсен вĕсем юхса тухса тавралăха варалама пултараççĕ. Граждансем çавăн пекех сиенленнĕ пурлăхшăн саплаштару тӳлесси пирки час-часах ыйтаççĕ-мĕн. «Пурлăха страхлани — çухатăва саплаштармалли шанчăклă пĕртен-пĕр мел», — иккĕленмест Николай Иванович.

Территорисене шыв илни юлашки çулсенче республикăра пĕрре кăна мар пулнă. 2012-2013 çулсенче Улатăр районĕнче уйрăм çынсен çурчĕсем, çуртсен çумĕнчи территорисем, пахчасем шыв айне пулнă. 2018, 2022, 2023 çулсенче çавнашкал тĕслĕхсене Улатăр, Елчĕк, Тăвай, Комсомольски, Улатăр округĕсенче шута илнĕ. Паллах, халăха сыхă пулмалли çинчен асăрхаттарсах тăни те вырăнлă. Сергей Геннадьевич нарăс варринче Пĕрлехи информаци кунне шăпах çак темăна халалланине аса илтерчĕ. Нарăсăн 26-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ ертсе пынипе тивĕçлĕ комисси ларăвне ирттернĕ — влаç органĕсем ейӳ тапхăрне хатĕррине хакланă. Пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче вара çурхи ейӳрен сыхланас енĕпе ĕçлекен комисси ларăвĕнче гидротехника сооруженийĕсене шыв-шур тапхăрне хатĕрленине тишкернĕ.

Министр çынсене хăрушлăх çинчен асăрхаттармалли система ĕçлени çинчен каларĕ. Вĕсене куçарма тивес тĕк — эвакуаци пункчĕсем хатĕр. Çак тапхăрта граждансем яваплăха туйни пушшех пысăк пĕлтерĕшлĕ. Николай Глухов пулăçсем çăмăлттай пулнине палăртрĕ. Пăр çӳхелсе пырать — пурпĕр пулла каяççĕ, пăр шăтарса пулă тытаççĕ. Çак тапхăрта, паллах, пăр çине тухни хăрушлăхпа тӳррĕнех çыхăннă.

Инкеке лексен вара çухалса каймалла мар. Николай Иванович сĕнӳ пачĕ: пăр катăлнипе шыва анса кайсан малтанах пăр хĕрринчен тытмалла, туртăнса-тĕртĕнсе пăр çине тухса выртмалла. Ура çине тăмасăр вак патĕнчен айккинелле шуса каймалла.

Урăх çын шыва кайнине асăрхасан та ăна çăлма пăр тăрăх чупма ан васкăр. Ун патне пырасси çинчен кăшкăрса пĕлтерĕр те шуса çывхарăр. Шыври çынна алă тăсса пани вырăнсăр — вăл хăвăра шыва туртса антарасси те часах. Шарф, пиçиххи, патак тăсса памалла — вĕçертсе яма май пултăр. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   


Пулас ăрушăн çуннă вĕрентÿçĕ

Енчен те республика çитĕнĕвĕсен кĕнеки пулнă тăк Шупашкарти шкулсенче, педколледжра, педуниверситетра, ЧПУра чăваш чĕлхипе литературине 40 çула яхăн вĕрентнĕ Галина Абрамова унта темиçе номинаципе те кĕретчĕ-тĕр. Вырăс чĕлхиллĕ шкулсенче, Раççейри чăвашсем йышлă пурăнакан регионсенче Яковлевпа Çеçпĕл чĕлхине вĕрентессипе педагог чăннипех те пысăк ĕç тунă: 1-9-мĕш классем валли вĕрентӳпе меслет комплектне хатĕрлесе çитернĕ 46 кĕнеке], чăваш чĕлхин иккĕмĕш чĕрĕлĕвĕнче вăл тапхăр 1995-2018 çулсем тĕлне килет] шкулсенчи чăваш чĕлхипе литература кабинечĕн модельне пуçласа йĕркеленĕ, чăваш чĕлхине анлăрах вĕрентес тĕллевпе 1-9-мĕш классем валли электрон пособисем хатĕрлесе çитернĕ, чĕлхе ыйтăвĕсемпе 56 кĕнеке кăларнă… Ахальтен мар Галина Васильевна РФ Президенчĕн учительсене паракан грантне виçĕ хут тивĕçнĕ татах — Чăваш Енре чи малтан]. Шел, чĕлхешĕн çуннă учителĕн чĕри çав тери вăхăтсăр тапма чарăннă. Хăй пуçарнă чылай ĕçе вĕçне çитереймен Галина Васильевна.

Атте пехилĕ

Çĕнĕ Шуртан ялĕ виçĕ район – Канаш, Йĕпреç, Вăрнар округĕсем — чикĕленнĕ вырăнти сăртра вăрман хĕрринче вырнаçнă. Кунтан тавралăх ал тупанĕ çинчи пекех лайăх курăнать. Çурçĕр енче аэродром уйĕ. Вăрçă çулĕсенче кунта Сталиногорск хулинчен куçса килнĕ летчиксен шкулĕ пулнă. Кăнтăр енче – Сăр вăрманĕсемпех пĕрлешсе каякан хырлăх. Кăнтăр хĕвел анăçĕнче – Йĕпреç округне кĕрекен, Кушлавăш уйне илемлетекен Упакассипе Çиçĕмкасси ялĕсем, ХХ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче СССРĕпех кĕрленĕ Кульцав ялĕпе Вăрнар поселокĕ. Çак ялта çитĕнсе çемье чăмăртанă Василипе Иустина Андреевсем ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕçе, тăван чĕлхене юратма, аслисене хисеплеме вĕрентнĕ. Василий вăрçă йывăрлăхĕсене пула 4 класран ытла вĕренеймен. Анчах хăйĕнче лирик хăвачĕ пулнине яланах туйса тăнă. Акă унăн йĕркисем: «Ват йăмраллă Шуртан, Эсĕ хаклă тăван! Чуну санăн пуян – Çакна ху та туян». Вырăс Ваçукĕн /вăрçă çулĕсенче Çĕпĕрте пулнăран ăна ялта çапла чĕннĕ/ ялти чи хитре пикене, чунтан савакан Чĕкеçе /Иустинăн ялти ячĕ/ сăвăланă йĕркесемпе саламлас килнĕ, анчах та ритмпа рифма вĕçĕмсĕрех такăнасшăн пулнă. Çавăн чухне Василий çирĕп тĕллев лартнă та: ачасем лайăх пĕлӳ илччĕр, сăвă çырма та вĕренччĕр! 8 ача çитĕнтернĕ вĕсем – 4 ывăлпа 4 хĕр. Пуçламăш класс йăвинчен вĕçсе тухнă Андреевсем 5 çухрăмри Вăтакас Татмăш шкулне лекнĕ. Кунта сăмах вăйне, илемне туякан ачасене «Хунав» литература кружокĕ хăйĕн ытамне илнĕ. Ача-пăча психологине лайăх туякан Александр Архипов вĕрентекен вара кашнин пултарулăхĕ патне уйрăм сукмак хывма пултарнă. Çĕнĕ Шуртантан килнĕ Валера Андреев сăмах тĕшшине тĕшмĕртнине курнă вăл, унăн шăллĕне Сашăна поэзи илĕртнине туйнă. Каярахпа «Хунав» алăкне Борис, Лиза, Галя, Гена Андреевсем пырса уçнă. Александр Архиповăн пултарулăх лабораторийĕ пысăк çул çинчи пирвайхи утăм пулнă вĕсемшĕн. Тăван чĕлхе туртăмĕпе вăйĕ пĕртăван Андреевсене Чăваш патшалăх университетĕнчи пĕр факультетах, пĕр уйрăмах илсе çитернĕ: 1975, 1976, 1979, 1980 çулсенче Валерий, Александр, Елизавета тата Галина историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмĕн студенчĕсем пулса тăнă. Шкултах паха сăвă-калав хайлама хăнăхнăскерсене «Çилçунат» литература пĕрлешĕвĕ йыхравланă. Чылай çул «Çилçуната» ертсе пынă, Чăваш наци конгресĕн вицепрезиденчĕ пулнă Виталий Станьял ăшшăн аса илет: «Андреевсен квартечĕ халĕ те асрах: питĕ талантлă Саша Асамат /Александр Андреевĕн хушма ячĕ/ лирикинче Константин Ивановпа Çеçпĕлĕн кĕввисем илтĕнетчĕç – шел, çав тери ир пирĕнтен уйрăлса кайрĕ; кĕрнеклĕ, кăтра çӳçлĕ Валера Андреев сăвă вулани хĕрсен чĕрине ирĕлтеретчĕ, яштака пӳллĕ Гальăпа Лиза «Вутчуль» хаçат валли хитре хайлавсем шăрçалатчĕç. Андреевсен поэзийĕпе прозине «Пионер сасси» хаçатпа «Хатĕр пул», «Ялав» журналсем хапăлласах пичетлетчĕç». Валериан Прокопьевпа Петр Сымкин хатĕрленĕ «Канаш районĕ: энциклопеди» справочника Андреевсен çемйинчен 3 çын кĕме пултарнă – пултаруллă сăвăç тата художник Александр Асамат, чăваш чĕлхе пĕлĕвĕпе 19 кĕнеке кăларнă ЧПУ доценчĕ Валерий Андреев, республикăра вĕренӳпе методика комплектне хатĕрлекен пĕртен-пĕр практик-вĕрентекен Галина Абрамова /Андреева/. ЧПУ доценчĕ Валерий Андреев педагогсен «Андреевсем-Абрамовсем-Дмитриевсем» династине йĕркеленĕ. Унта — 23 ят: чăваш тата вырăс чĕлхисен, ют чĕлхе, музыка, историпе географи, физикăпа математика вĕрентекенĕсем... Пĕтĕмĕшле стаж — 400 çула яхăн. Сăмах май, 2009 çулта Галинăпа Анатолий Абрамовсем тата Виталий Дмитриев Мускавра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри династисен форумĕнчен ылтăн медальсемпе таврăннă. Ăна «Раççей çемйи» организаци ирттернĕ.

Журналист пулатăпах

Пуçламăш классене Галя Андреева «пиллĕк» паллăпа çеç вĕçленĕ. Татмăшри вăтам шкулта та пĕлĕвĕпе палăрнă, пултаруллă хĕрачана тӳрех асăрханă – пионер отрячĕн председателĕ пулма суйланă, аслă классенче – комсорг. Ялти «Чайка-262» Тимур командине ертсе пынă, районти «Коммунизмшăн» тата республикăри «Пионер сасси» хаçатсем «вăрттăн пулăшуçăсем» çинчен материалсем пичетлесех тăраççĕ: «Галина Андреева комсомолка ертсе пыракан отряд ачисем ялти пĕве хĕррине тата Янклат çырмине тирек, çăка, йăмра йывăçĕсене лартнă. Йывăçсем вăй илсе чĕрĕличчен вĕсене шăварнă, выльăх-чĕрлĕхрен сыхланă. Пĕччен пурăнакан ватăсене пулăшасси – тимуровецсен тĕп тĕллевĕ». Вăтам шкул хыççăн хĕр умĕнче пурнăç сукмакĕсем юпленнĕ: пĕр сукмакĕ пединститутăн ют чĕлхе факультетне илĕртнĕ, иккĕмĕшĕ – пиччĕшĕсемпе аппăшĕ вĕренекен И.Н.Ульянов ячĕллĕ университета. Журналист пулас ĕмĕт канăç паман хĕре. Унăн телекăларăмсем ертсе пырас килнĕ. Экзаменсене ăнăçлă тытса Шуртан хĕрĕ 1980 çулта ЧПУ студентки пулса тăнă. Студент тапхăрĕ — чи илĕртӳллĕ вăхăт: вĕренӳ, ĕç, юрату. Галина Андреева диплом ĕçне те журналистикăпах çыхăнтарнă. 1917 çулта Ян Грасис большевик редакциленĕ «Чебоксарская правда» хаçат историне тĕпченĕ, интереслĕ чылай факт тупса палăртнă, кăларăм жанрĕсемпе тематикине тишкернĕ. Малашлăхра пичет, радио е телекурав редакцийĕсенче ĕçлемелле пек те… Шăпа вара Галина Абрамовăна вĕренӳпе меслет комплекчĕ линейкин авторĕ туса хурать.

Чăваш Енри Жанна д'Арк

2003 çулхи чӳк уйăхĕнче республика парламенчĕ «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» саккунне йышăнни наци чĕлхине вырăс чĕлхиллĕ шкулсене те илсе çитернĕ. Халăхăмăршăн çав тери пĕлтерĕшлĕ пулăм! Хула шкулĕсенче «Чăваш чĕлхи» предмета эрнере 3 сехетлĕ программăпа вĕрентме тытăнчĕç: Революциллĕ пулăм — чăваш чĕлхин чĕрĕлĕвĕ, унăн аталанăвĕн çĕнĕ тапхăрĕ! Тĕллевĕ пархатарлă, анчах инструментарийĕ – кĕнекесемпе дидактика материалĕсем – çук, чăваш чĕлхине ют чĕлхе пек вĕрентме меслет никĕсне хатĕрлемен. Маларах Г.В.Лукоянов, С.П.Юшков, М.К.Волков, З.С.Антонова, В.И.Игнатьева, Н.Н.Чернова, И.А.Андреев хатĕрленĕ пособисем кивелнĕ, авторĕсем вырăс чĕлхиллĕ шкулсенче титул чĕлхине вĕрентсе курманран кĕнекери материалпа урок ирттерме çук! Çакăн пек пăтрашуллă тапхăрта яланах пĕрпĕр лидер – пуçаруллă çын – тупăнать. Чăваш чĕлхишĕн çунакан педагогсем Галина Абрамова тавра пуçтарăнма тытăнаççĕ. Елизавета Иванова, Раиса Голанцева, Альбина Краснова, Ангелина Медведева, Валентина Лисицина унăн идейисене шкулсенче сарма тăрăшаççĕ, автор ĕçĕсене рецензилеççĕ, пухусемпе канашлусенче, ларусенче хута кĕрсе калаçаççĕ, ырă сĕнӳсем параççĕ. Çак ырă ĕçре уйрăмах Елена Енькка педагог-художник пуçаруллă пулнине палăртмалла. 2004 çулта пуçаруллă педагог ĕçтешĕсене программăллă «Ускоренный курс современного чувашского языка» кĕнеке сĕнет. Республикăри Учительсен пĕлĕвне ӳстерекен институтра, ЧПУпа ЧППУри чăваш факультечĕсенче, Шупашкар хула администрацийĕнче пулса хăйĕн тĕллевĕсене пĕлтерет, хула шкулĕсем валли çĕнĕ учебниксем, методика кăтартăвĕсем, дидактика материалĕсем кирлине калать. Мĕн тетĕр? Чиновниксемпе наука докторĕсем сиввĕн кĕтсе илеççĕ ăна. Чиновниксемшĕн çĕнĕ кĕнеке кăлармашкăн укçа-тенкĕ шел, профессорсем, ахăртнех, хăйсен чапĕпе компетенцине сыхласа хăварасшăн... Çак тапхăр пирки В.П.Станьял Г.В.Абрамова пултарулăхне тишкерсе çырнă «Дарить себя детям» кĕнекере лайăх каланă. Вăл Галина Васильевна пирки «чăваш хĕрарăмĕсен хушшинчи пĕртен-пĕр Жанна д'Арк» тенĕ — «вăл баррикада çине тухнă, чиновниксемпе академиксене ачасене хăйĕн тухайман кĕнекисем тăрăх вĕрентме сĕннĕ». Паллах, пурнăç ялан хура тĕспе сăрланмасть: 2005 çулта Вĕрентӳпе çамрăксен политикин министерстви вырăс чĕлхиллĕ чăваш шкулĕсем валли учебниксем хатĕрлессипе конкурс ирттерет — Галина Абрамова çĕнтерет. Çанă тавăрсах ĕçе пикенет тăрăшуллă вĕрентекен: меслет тĕлĕшĕнчен пĕлӳ çитменрен педагогика университетĕнчи ют чĕлхе факультетĕнче пĕлӳ илет; çĕрле, ачисем çывăрса кайсан, нимĕç, акăлчан, француз /яппунпа корея чĕлхисем таранах!/ чĕлхисене вĕретмелли вăрттăнлăхсемпе паллашать. Кĕске хушăрах 1-6-мĕш классен учебникĕсен, ĕç тетрачĕсен ал çырăвĕсене кĕнеке издательствине тăратать; электронлă пособисем, кашни урок валли презентацисем хатĕрлет. 2009 çулта Пĕтĕм Раççейри конкурсра чăваш учителĕ çырса хатĕрленĕ вĕрентӳпе меслет комплекчĕ çĕршыври 190 наципе халăх хушшинче «Чи лайăх УМК» ята çĕнсе илет. Кану, отпуск таврашне манса ĕçлени хăйĕн çимĕçне кӳнех ĕнтĕ. Вĕрентӳ министерствин сĕнĕвĕпе чăваш чĕлхине вырăс чĕлхиллĕ шкулсенче вĕрентмелли программăсем çырать, 7-9- мĕш классем валли вĕренӳ комплекчĕсене хатĕрлесе пĕтерет, «Чăваш чĕлхин ӳкерчĕклĕ словарĕ», «Урокри телекоммуникаци технологийĕ» кĕнекесем, «И.Я.Яковлев – чăваш халăхне çутта кăлараканĕ» видеопрезентаци учительсем патне çитеççĕ... Ăна чăваш çырулăхĕнчи орфографи ыйтăвĕ те пăшăрхантарать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче Иван Андреев профессорпа Юрий Виноградов доцент пуçарса янă чĕлхери ахăр самана /хăйсем орфографи реформи теççĕ-ха/ вырăс чĕлхиллĕ ачасене чăвашла вĕренме, кĕнекесемпе пособисене тĕрĕс çырма çав тери кансĕрлет. Сăмахсене нормăламанни /чăвашсен пĕр сăмахах пĕрле те, уйрăм та çырма юрать иккен. Ытти чĕлхере кун пекки пуррине илтмен/ вĕрентекенсемшĕн çеç мар, çыравçăсен, журналистсен, ăслăлăх ĕçченĕсен умне те пысăк йывăрлăх кăларса тăратать. <...>

Светлана РАЗУМОВА, вĕрентекен, «Чăваш чĕлхи» вĕренӳ комплекчĕсен çум авторĕ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.