Комментари хушас

2 Ака, 2026

Çамрăксен хаçачĕ 12 (6611) № 02.04.2026

«Кашни çынра юрату шыратăп»

ТĔЛĔНМЕЛЛЕ ХĂЙНЕ ЕВĔРЛĔ ЮРĂÇ ВĂЛ — ИРИНА ШИНЖАЕВА. МАТТУР! ЧĂВАШ ЭСТРАДИНЧЕ ХĂЙĔН ВЫРĂННЕ ТУПРĔ. ИТЛЕКЕНЕ ТАТА КУРАКАНА ХĂЙĔН ÇĔНĔ ЮРРИСЕМПЕ САВĂНТАРАТЬ. ВĔСЕН ТЕМАТИКИ ТĔРЛĔРЕН: ТĂВАН ÇĔРШЫВ, АННЕ, АТТЕ, ÇЕМЬЕ, ТУСЛĂХ, ЮРАТУ.

Имиджне улăштарма шикленмест. Паян вăл сцена çине çурма уçă тумпа тухать, ыран — вăрăм кĕпепе. Пĕрисем мухтаççĕ, теприсем сивлеççĕ, виççĕмĕшĕсем сĕнӳ-канаш параççĕ… Апла-и, капла-и — Ирина Шинжаевăна çынсем йышăннă. Паян вăл — пирĕн тĕпел хăни.

Уйăхпи

— Ирина, санран темиçе çул каялла интервью илнĕччĕ, халь ак хамăрăн тĕпеле чĕнес кăмăл тепĕр хут çуралчĕ. Тӳрех калам: эсĕ юлашки çулсенче, уйрăмах анне пулса тăрсан, пурнăçра та, сцена çинче те хăвна лăпкăрах, сăпайлăрах, яваплăрах тытатăн… Паянхи калаçу ытларах хĕрарăм шăпи пирки пулĕ. Анне пулма çăмăл-и е йывăр-и?

— Эпĕ яланах анне пулма ĕмĕтленнĕ. Пурнăçа кĕтмен çĕртен мана ăнланакан, юратакан çын кĕчĕ. Унран ача çуратрăм. Пытармастăп: чăн-чăн телей хакне, хĕрарăм туйăмлăхне анне пулсан тин туллин туйса илтĕм. Хамăн пурнăçа ача кĕрсен эпĕ пулăмсем çине çеç мар, çынсем çине те урăхла пăхма пуçларăм. Тавралăха та юратрăм. Тăван аннене тата та ытларах хаклама тытăнтăм. Вăл мана пурнăç панă вĕт. Аттепе анне калани, вĕрентни усăллă пулчĕ. Эпĕ çак тĕнчене таса чунпа, черчен чĕрепе йышăнма пуçларăм. Тата тепĕр чăнлăха ăнкарса илтĕм: манăн пуласлăх — ачара. Чи пĕлтерĕшли — ман хыççăн тĕнчере йĕр юлать, йăх тăсăлать. Хĕрача пулассине пĕлсен малтанласа еплерех ят хурасси пирки шухăша путрăм. Хĕрĕм ман тĕттĕм «патшалăхра» çутă шевле пулса тăтăрччĕ тесе ăна Луна ят патăм.

— Питĕ илемлĕ ят. Чăвашла Уйăхпи…

— Маншăн вăл çутăлăхпа, ачашлăхпа, ырăлăхпа, черченлĕхпе çыхăннă.

— Уйăх хĕвел çутипе тулса каçсерен çак тĕнчене тĕттĕмлĕхрен сирет...

— Уйăх ялан улшăнса тăрать. Пире вăл хăçан çутăпа лăпкăлăх, хăçан çуйкăнлăхпа сирпĕнӳ парнелет.

— Эсĕ хăвăн кун-çулна сцена çинчи пултарулăхпа чылай çул çыхăнтартăн. Анне пулма васкамарăн. Хăшĕ-пĕри сана ача çуратманшăн шеллерĕ. Миçе çулта анне ятне илтрĕн?

— 33 çулта. Ачасене Турă парать. Унран иртеймĕн. Эпир çут çанталăк саккунĕсене пăхăнса пурăнатпăр. Пепкесем пирĕн пата çак пурнăçа юратмашкăн вĕрентме килеççĕ. Эпир ачасене çĕр çывăрми ӳстеретпĕр, ура çине тăрататпăр, ăс паратпăр, шкултан вĕрентсе кăларатпăр, унтан анлă çул çине кăларса яратпăр.

— Çынсен хутшăнăвĕсем тĕрлĕрен. Пĕр-пĕрне ырлаççĕ, мухтаççĕ, хурлаççĕ, сивлеççĕ… Хăвна тиркекенсене епле йышăнатăн?

— Çынна тиркесе эпир хамăр тата ачасем çине хура вăя туртса илетпĕр. Тепринне мар, хамăр кун-çула йывăрлатса улăштаратпăр. Ялан тиркекенрен чылайăшĕ пăрăнать. Ун пеккисем йăлăхтарса, ывăнтарса çитереççĕ. Саманана, çынсене тиркесе лариччен кĕнеке вуламалла, вăрманта уçăлса çӳремелле, пахчара ĕçлемелле, тӳпепе киленмелле, туссемпе тĕл пулса чей ĕçмелле, юратнă çынсене ыталамалла…

Пысăк çухату

— Пирĕн пурнăçăн тĕп никĕсĕ — юрату. Эсĕ Лунăна юратнă арçынран çуратнă.

— Шел те, эпĕ ăна текех ыталаймастăп. Вăл кĕтмен çĕртен çак çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕ. Эпир пĕр-пĕрне епле вăйлă юратнине пĕлесчĕ сирĕн. Ку чăн-чăн юрату пулчĕ. Эпĕ унсăр питĕ тунсăхлатăп. Савнисĕр тăрса юлнине чылайăшĕ пĕлет. Тĕрлĕ чатра арçынсем паллашма сĕнсе çыраççĕ. Мĕн калам? Эпĕ тепĕр арçынпа тĕл пулма хатĕр мар-ха. Халь çемьен тĕп никĕсĕ пур – хĕрĕм. Арçынсемпе курнăçас тесе çунмастăп. Ыттисене мĕн калас килет-ха: юрату хутшăнăвĕсене хаклăр. Савни алăка хупса теприн патне тухса кайиччен чунсен хушшинчи çыхăнăва пĕр-пĕринпе калаçса уçăмлатăр. Мĕн çитмест-ха ăна? Мĕншĕн теприн патне каясшăн вăл? Мĕнле хутшăнусем шырать? Пĕр-пĕрне ăнланмалла, пусармалла мар. Ирсерен куçа уçсан çумри савнине чи кирлĕ сăмахсене каламалла: «Эсĕ — манăн çутă, эсĕ — ку пурнăçра чи лайăххи. Эсĕ — манăн кун-çулта мĕн пурри». Атте-анне килĕнчен тухса кайнă хыççăн эпир хамăр атте-анне пулса тăратпăр, хамăр пурнăçа тăватпăр. Амăшĕсем çумне çыхăнса ларнă арçынсене çапларах калас килет: «Аннĕрсенчен хăпсамăр. Унăн хăйĕн пурнăçĕ пулнă, аçăрпа хăй пек хутшăннă. Сирĕн — пачах урăхла шăпа, тавра курăм, çемье. Арăмăрсене ан кӳрентерĕр. Вăл сире хăйĕн вăйĕпе çупăрлать, çемье пурнăçне тикĕслесе пырать. Сирĕн аннĕрпе мар, мăшăрпа пурăнмалла». Пире, хĕрарăмсене, ыталамалла çеç… Тата юратмалла. Эпир сирĕншĕн тем тума та хатĕр. Уйрăмах ача çуратнă хыççăн.

— Пурнăçри чи пысăк инкексенчен пĕри — юратнă çынна çухатни…

— Чун асапĕнчен хама хам туртса кăлартăм. Тепĕр çын темле лăплантарма тăрăшсан та, вун-вун ăшă сăмах каласан та чунри канăçлăх хăй килмест. Мĕн пулса иртнине чăтас тесе чунупа хăвăн калаçма тивет. Унпа юнашар пулнă кашни çутă саманта аса илетĕп. Эпĕ ун çумĕнче телейлĕ пулнă. Максимпа венчете тăма тĕв тытнăччĕ. Тĕрĕссипе, савни мана пĕрре мар ЗАГСа кайма хистерĕ. Эп хам çак куна тăсрăм. Çулла çырăнма шухăш тытрăмăр. Шел, аслашшĕпе асламăшĕ ман ачана кӳрентерсе ăна йышăнасшăн пулмарĕç. Мана вĕсенчен нимĕн те кирлĕ мар. Вĕсене хам пĕлнĕ пек юрататăп. Максима пурнăç панăшăн тав тăватăп. — Вăхăт сиплет теççĕ… — Çук çав. Вилĕмпе çыхăннă туйăмсен серепи хăйĕнчен часах вĕçертмест. Кусем — манăн туйăмсем. Вĕсем ыттисене нихăш енчен те пырса тивмеççĕ. Чи пысăк тăшмана та хам мĕн чăтса ирттернине сунмастăп. Чунри ыратăва пусарма тăрăшатăп. Малалла пурăнмалла-çке! Эпĕ ĕç ăшне путатăп. Ĕçлеме пăрахсанах Максим — шухăшсенче, ĕмĕтре…

— Эх, чăн-чăн юратăва вăхăт та парăнтараймасть çав…

— Манас тесен те манаймастăн. Куç умĕнче хĕрĕм. Ӳснĕçемĕн вăл ашшĕ сăнлă пулса пырать.

— Ачана пĕччен ӳстерме çăмăл мар-тăр?

— Эпĕ ытти аннерен нимĕнпе те уйрăлса тăмастăп. Ачана çитеретĕп, çăватăп, çывăрма вырттаратăп, вылятпăр, кашни кун ашшĕн сăн ӳкерчĕкне кăтартатăп, асламăшпе аслашшĕн ятне калатăп, çывăх тăванĕсем кам иккенне пĕлтĕр. Аттепе анне ачапа хутшăнаççĕ. «Атте», — тет ашшĕн сăн ӳкерчĕкне курсан Луна. Никама та тарăхмастăп. Ӳпкелеместĕп. Ылханмастăп. Ман пурнăçа Максимăн тăванĕсем ăнсăртран – икĕ çын юратăвне пула — кĕнĕ… Вĕсем пулнă, пур, пулĕç те. Пире ăраскал çыхăнтарнă. Максимăн çывăх çыннисене мĕнле пур çапла йышăнатăп. Пурне те юрататăп. Хĕрĕме ашшĕ пирки каярах тĕплĕнрех каласа парăп. — Ирина, эсĕ çамрăк, хитре, пултаруллă хĕрарăм. Ачу ашшĕ хыççăн леш тĕнчене каяймăн. Сан пурнăçунта урăх арçын та, çемье те, ачасем те пулаççех…

— Нихăçан та урăх качча тухмăп теместĕп. Тен, тепĕр арçын пулатех. Хамăра çĕре чиксе хумалла мар. Çынна çын кирлех. Пĕччен пурăнма пачах та çăмăл мар.

— Анне пулса тăрсан амăшĕ – кукамăшĕ – хĕр хушшинчи илемлĕ çыхăнăва туйса илтĕн-и? Аннӳ те, хăвăн ачу пекех, хаклă-çке!

— Аннепе хĕрĕм пĕр-пĕринпе питĕ килĕштереççĕ. Выляççĕ, калаçаççĕ. Пӳртре вĕсем вылянă май тытса пăхман япала та юлмарĕ пуль. Манăн килте оранжерея пур. Унта тĕрлĕ чечек ӳсет. Чӳлмексенчи тăпрана та урая пĕрре мар сапаларĕ хĕрĕм. Аттен аппăшĕ патне час-часах яла хăнана çӳретпĕр. Унта Луна эпир иксĕмĕр чăвашла калаçнине тимлĕ итлет. Ачасене пĕчĕкрен тăван чĕлхене юратма, унпа калаçма вĕрентмеллех. Хĕрĕм чăвашла калаçса çитĕнетех.

— Эсĕ чăвашла илемлĕ калаçнинче аçун тивĕçĕ пысăк пек туйăнать…

— Кукамайăн тивĕçĕ пуль тетĕп. Аннен амăшĕ мана ачаран питĕ юрататчĕ. Шел, çĕре кĕчĕ. Мана çуллахи каникулсенче аттепе анне Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Туканаш ялне тăтăшах илсе çӳретчĕç. Тĕрĕссипе, эпĕ пилĕк çулта чухне чăвашла калаçсах кайман. Пĕррехинче кукамайпа лавккана апат-çимĕç туянма кайрăмăр. «Кукам, мана психол илсе пар-ха», — терĕм. Лимонад туянса пачĕ. Çав самантран эпĕ чăвашла калаçса кайрăм.

— Аçу Иван Шинжаев ыйтнипе Луна çинчен сăвă та çыртăм. Вăл юрă туса хатĕрлерĕ...

— Атте эпĕ ача кĕтнĕ чухне манран та телейлĕрехчĕ пуль. Кашни кун шăнкăравлатчĕ. Ман кăмăлпа, сывлăхпа кăсăкланатчĕ. Мăнукĕ кун çути курсан савăнăç куççулĕпех çăвăнчĕ. Ача çураттаракан çурта Максимпа пĕрле килчĕç. Савние ман тăвансем тӳрех йышăнчĕç. Атте унпа пĕр чĕлхе тупрĕ. Паян та Лунăна хăйĕн çумĕнчен ямасть. Хĕрĕм çитĕнсен атте ăна пĕрле концертсене илсе çӳреме пуçлать пулĕ.

Репертуар çĕнелнĕ

— Пултарулăхра телейлĕ эсĕ. Сана пысăк сцена çине тухма аçу пулăшрĕ...

— Хăçан та пулсан ăнмалла вĕт-ха. Паллах, аттене ман умра сцена алăкне уçнăшăн тав тăватăп. Ача чухне вăл юрланине юратса итлеттĕм. Кашни концерт аншлагчĕ. Пӳрт илемлĕ чечек çыххисемпе тулса ларатчĕ. Малтанласа вăл мана сцена çине кăларасшăн марччĕ. Каярах эпĕ хам юрăсем çыртăм. Атте асăрхарĕ, тĕллевсене хакларĕ, сцена çине тухма пулăшрĕ. Ĕçшĕн тӳлетчĕ те. Паян мана Евгений Кузнецов продюсер пур енлĕн тĕрев парать. Концертсене чĕнет, çунатлантарать.

— Сана сцена çине уçă тумпа тухнăшăн чылайăшĕ тиркет. Çакна еплерех йышăнатăн тата хăвна хитре тесе шухăшлатăн-и?

— Эпĕ хитре анчах мар, ырă, яштака пӳллĕ, уçă кăмăллă. Нихçан та суймастăп, мĕн шухăшланине куçран калатăп. Эпĕ пурнăçра пачах та вылямастăп — чăн-чăнниех. Сцена çине уçă тумпа тухасси — хам çеç шутласа тупни мар. Ун чухне, 90-мĕш çулсенче, 13 çулти хĕрачаччĕ. Çап-çамрăк. Раççей артисчĕсем хăйсене çцена çинче еплерех тытнине сăнаттăм. Вĕсем пек пулма тăрăшаттăм. Паян çамрăк чухне ӳкернĕ кăларăмсене тепĕр хут пăхатăп та сцена çине уçă тумпа тухмалла пулманнине ăнкаратăп. 2000 çулсенче самани çапла пулнă. Эстрадăра ирĕклĕччĕ. Ун чухне çак пулăмсене пурте йĕркеллĕ йышăннă. Сивлемен. Унтанпа 20 çул иртрĕ. Мана куракан тиркесе çĕр тĕпне антарса лартас вырăнне сисмесĕрех çӳле çĕклерĕ, пĕчĕк çăлтăр туса хучĕ. Тепĕр чух антиреклама та хăйĕн уссине парать, чапа кăларать. Паян эпĕ урăх çын. Апла пулсан та халĕ те илĕртӳллĕ, манăн кĕлетке йăрăс та яштака. Эпĕ питĕ «тутлăскер». Арçынсене вăйлă энергипе хам паталла туртатăп. Мана юратасшăн. Манпа хутшăнасшăн. Хупă кĕпепе сцена çине тухатăп пулсан та манпа паллашасшăн, тĕл пулма чĕнеççĕ. Сцена çине хаклă кĕпе тăхăнса, илемлĕ бижутери çакса тухатăп.

— Сан малтанхи репертуарунта ытларах юрату юррисемччĕ. Юлашки вăхăтра тăван çĕршывпа, атте-аннепе, çемьепе çыхăнни нумайланчĕ…

— «Сар ача» юрăпа тухрăм сцена çине. Унтан «Джимми» юрра килĕштертĕм. Атте юрласшăнччĕ ăна, халь Джимми вăл – эпĕ. Паян репертуарта — 30 ытла юрă. — Сцена çинчен çухалнă саманта аса илер-ха… — Пĕр хушă Мускавра пурăнтăм. Ун чухне эпĕ Якут бриллианчĕсене халăхра сарас енĕпе вăй хутăм. Каярах мана шăпа Чăваш Ене каялла тавăрчĕ. Эпĕ Шупашкара пачах килесшĕн марччĕ. Максим эпĕ ача кĕтнине пĕлсен çине тăрсах тĕп хуларан хăй çумнерех илсе килчĕ. Манăн юрату аннерен пуçланса, аттене куçса, унтан савние парăнса, ача çуратса чăваш çĕршывне мĕн пур чунтан юратас шайне çити ӳсрĕ. Эпĕ паян — çĕнĕ Ирина Шинжаева. Ман тумсемпе юрăсем, тĕнче курăмĕ пач урăхла. Пысăк суту-илӳ çуртĕнче куçлăхсен лавкки тытса тăратăп. Ман пултарулăхра сирĕн тата Константин Рязановăн тӳпи вышкайсăр пысăк. Эпĕ халĕ ытларах Константин хайланă юрăсене шăрантаратăп. Данила Ленский шоуменпа та чылай çул туслă эпĕ. Ку хутшăнăва та хаклатăп. Пире иксĕмĕре те сцена çыхăнтарчĕ. Анна Шарм юрăçпа пĕрле чылай хайлав çыртăмăр. Ăна питĕ юрататăп. Ливанта пурăнать. Чăваш Ене таврăнсан яланах ман пата хăнана килет. <...>

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

♦   ♦   


«Хура пурçăн тутăр хур кăтартрĕ»

«Нумай ачаллă çемьере ӳсрĕм. Эпĕ — чи асли. Манран кĕçĕннисем пиллĕкĕнччĕ. Атте, вăрçăран аманса таврăннăскер, 60-мĕш çулсенче çĕре кĕчĕ. Эпĕ ун чухне çиччĕмĕш класран вĕренсе тухнăччĕ. Çемьене пулăшас тесе Шупашкарти пир-авăр комбинатне вырнаçрăм. Укçи нумаях та марччĕ, çапах тумланмалăх паратчĕç. Пĕррехинче яла килсен пĕрле вĕреннĕ хĕрсем Ульяновск облаçĕнчи колхозра доярка кирли çинчен пĕлтерчĕç, мана та пĕрле чĕнчĕç. Килĕшрĕм. Унта икĕ çул вăй хутăм. Аннене кĕçĕннисене пăхма йывăр тесе яла таврăнтăм, сысна ферминче ĕçлеме пуçларăм», — çапла аса илчĕ ачалăхне Патăрьел тăрăхĕнче пурăнакан Елизавета Нягина.

Ывăлĕпе мăнукĕ

— СВОра Лиза аппан шăпи амăшĕнни пек килсе тухнă. 19 çулти хĕре чипер пулнăран ял çыннисем хушăран Нарспи тесе чĕннĕ. «Вăл вăхăтра ялта авланман, çулланнă каччă чылайччĕ. Эпир, хĕрсем, вĕсем çине пăхман та. Пĕри хамăр касрах пурăнатчĕ. Эпĕ ăна тете тесе чĕнеттĕм. Пĕр кун анне мана çапла каларĕ: «Хĕрĕм, эсĕ киле пĕрмай ан çӳре, фермăрах вырт. Çулĕ çывăхах та мар, ир тăрса каймалла». Эпĕ, чăнах та, пĕр каç фермăрах çывăрма юлтăм. Хĕрсем саланса пĕтсен вите патне виçĕ велосипед çитсе чарăнчĕ. Хамăр кас ачисемех. Кăштах хĕрĕнкĕрех. «Сана пичче валли илме килтĕмĕр, ху пыма килĕшмесен ирĕксĕр лартса каятпăр», — теççĕ хайхи кĕтмен хăнасем. Кусем шӳтлеменнине ăнланса ферма пӳртĕнчен тухса тарма хăтлантăм. Алăк умĕнче лаша кӳлнĕ урапа тăрать. Ман çине виççĕн сиксе ӳкрĕç те урапа çине çавăрса хучĕç, Анат Туçана илсе кайрĕç. Унта тăвансем пурăнатчĕç. «Мĕншĕн çап-çамрăккине лартса килтĕр, кăларса ярăр», — вăрçрĕ кил хуçин арăмĕ. Кусем лашана тепĕр май çавăрчĕç те тепĕр Туçана çил пек вĕçтерчĕç. Эпĕ халь кăшкăрма та пăрахрăм, мĕнле хăтăласси çинчен çеç шухăшлатăп. Çул çинче майĕпен пăтасене кăлартăм та, урапи тĕнĕлĕнчен тухса ӳкрĕ. Çаксем пăта шыранă вăхăтра сиксе антăм та Туçа ялĕ еннелле чупрăм. Яла çитсен иккĕмĕш кил хапхинчен шаккарăм. Шăп çав вăхăтра мана хирĕç пĕр арçын тухрĕ. Вăл эпĕ такамран тарнине тӳрех ăнланчĕ. «Атя, пирĕн патра пытан», — терĕ. Сиссе те ĕлкĕреймерĕм — ман хыççăн каччăсем кĕрсе тăчĕç. «Хăех кĕчĕ вĕт», — кулчĕç пурте. Вĕсен мана вăрламалли иккĕмĕш мел çакă пулнă иккен. Çапла капкăна лекрĕм. Каярах пĕлтĕм: аннепе килĕшсех вăрттăн хăтланнă вĕсем. Ирхине аннепе тăван кĕрсе тăчĕç. Мĕнлерех савăнмарăм-ши вĕсем килсен. Мана пĕрле илсе каяççех тесе шухăшларăм. Ăçта унта, мана ӳкĕте кĕртме килнĕ иккен. «Ачи аван, укçи пур, трактористра ĕçлет, выçă вилместĕр», — терĕ тăван. Анне те унпа пĕр шухăшлă. Качча тухма тиврĕ вара. Лайăххи те, начарри те пулчĕ. 50 çул пĕрле пурăнтăмăр. Икĕ ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтертĕмĕр. Упăшка темиçе çул каялла çĕре кĕчĕ. Ывăлсем çар ретне тăма юрăхлă пулчĕç. Кĕçĕннин ачи Даниэль салтакра чухне ятарлă çар операцийĕ пуçланчĕ. Вăл унта лекет тесе пуçра та пулман. Ырă кăмăллă ачаччĕ. Çав çулах контракт çырса СВОна тухса кайнă. Çимесĕр, шыв ĕçеймесĕр нуша курчĕ пулĕ çамрăк салтак. Даниэль 2023 çулта паттăрла вилнине пĕлтерчĕç. Мăнукăма яла илсе килсе пытарчĕç. Ун хыççăн аслă ывăлăм Петр Даниэльшĕн тавăратăп тесе вăрçа тухса кайрĕ. Шел те, вăл та хыпарсăр çухалчĕ. Анне нушине куратăп тесе ĕмĕрне те шухăшламан», — хуйхăрчĕ Лиза аппа. Окоп чавнă, вăрман каснă Мĕншĕн унăн шăпи амăшĕнни пек килсе тухнă-ха? Анюк аппа Патăрьел тăрăхĕнчи Çĕнĕ Ахпӳрт ялĕнче 1919 çулта çуралнă. «Аннен тетĕшĕ Илюк ятлă. Анюк хĕрсенчен чи асли пулнă, ун хыççăн — Униçпе Улюк. Пĕр çуллахи кун амăшĕ хĕрĕсене тырă вырмашкăн кайма хушать. Тетĕшне ăсатсан хире пырăп текенскере кĕтсе илеймеççĕ. Киле таврăнсан амăшĕ сарăмсăр вилнине пĕлеççĕ. Ашшĕ арманта ĕçленĕ, вăл киле те таврăнман. Амăшне тирпейлесе пытарнă хыççăн пĕртăвансем Илюка авлантарма шухăшлаççĕ, ялти çулланнă хĕре Кулюка киле кĕртеççĕ. Анчах малтанхи кунсенчех кил-çуртра килĕшӳ пулас çуккине сиснĕ. Ашшĕ пĕр хӳмене сӳтсе ял вĕçне пĕчĕк çурт лартать, алкумне хупран ăсталать. Хĕрĕсене тетĕшĕпе пĕрле хăварать. Илюкăн пĕрремĕш ачи çуралсан виçĕ тăлăхшăн йывăр пурнăç пуçланать. Апат-çимĕç çитсе пымасть, тăхăнмалли те çук. «Чи кĕçĕннине Улюка атте патне яраттăмăр. Унăн пĕремĕк те пур тесе улталаттăмăр, — тетчĕ анне. — Атте тепре авланчĕ. Утмăл çултискер 20-ри хĕре качча илчĕ. Вĕсем пирĕн пекех питĕ чухăн пурăнатчĕç. Улюк ыттисем патĕнче ĕçлесе çӳретчĕ. Атте шеллесе хăйĕн патне кĕртрĕ. Вăрçă пуçлансан Илюк çар ретне тăчĕ. Килте çимелли кăна мар, пӳрте хутса ăшăтма вутă та пулман. Уйра ĕне каяшĕ пуçтарса çӳреттĕмĕр. Каçсерен чĕп куç çутса салтаксем валли алсиш-нуски çыхаттăмăр. Нимĕçсем Мускав патнех çитнĕ тесе окоп чавма илсе кайма пуçларĕç. Унта хĕлĕпе нушалантăмăр. Таврăнтăмăр кăна, вăрман касма тухса кайрăмăр. Питĕ тертлĕччĕ. Урара çăпатапа чăлха кăначчĕ. Юр ашса йывăç касаттăмăр. Салтаксем валли йĕлтĕр тума кирлĕ-мĕн. Кунта та çăмăл мар та, салтаксем епле чăтаççĕ-ши теттĕмĕр. Илюкăн юлашки çырăвĕ те асрах. «Тăшмана Мускава кĕртместпĕр. Вăрçă «Хура пурçăн тутăр хур кăтартрĕ» П\рте хутса ăшăтма вутă та пулман? Уйра .не каяш. пуçтарса ç\ретт.м.р? Каçсерен ч.п куç çутса салтаксем валли алсиш-нуски çыхаттăмăр? часах чарăнать теççĕ. Кулюк, ачасене лайăх пăх, йăмăксене ан кӳрентер. Эпир çĕнтеретпĕр, пĕр утăм та каялла чакмастпăр. Халĕ çапăçăва кĕретпĕр», — тенĕ арçын. Нумай та иртмерĕ — вилнине çирĕплетекен хут килчĕ. Пирĕншĕн тата та нушаллă тапхăр пуçланчĕ. Пĕр татăк çăкăр алла лекетчĕ. Яла аманнă салтак килсенех ун патне пуçтарăнаттăмăр. «Аттене е ывăла фронтра курмарăн-и? Вăрçă хăçан вĕçленет?» — çакнашкал ыйтусемпе канăç- сăрлантаратчĕç. Вăрçă пуçланнăранпа виççĕмĕш çулччĕ. Пукрав праçникĕ çывхарса килет. Юлташ хĕр Манюç мана Туçа чиркĕвне чĕнчĕ. «Урана тăхăнма çĕтĕк калушсăр пуçне урăх нимĕн те çук», — тетĕп. «Манăнне тăхăнса кай», — сĕнчĕ Кулюк инке. Çапла Манюçпа кӳршĕ яла кайрăмăр. «Малтан пирĕн тăвансем патне кĕрсе тухар», — терĕ хайхи. Хапха умĕнче пирĕн ял лаши тăрать. Пӳртре сĕтел хатĕрленĕ. Унта темĕн те пур: кукăль та, çăкăр та, çăмарта та, какай та пур. «Вăрçă вăхăтĕнче чаплă пурăнакансем те пур иккен», — тĕлĕнтĕм. Сĕтел хушшине ларсан пирĕн ял каччисем кĕрсе тăчĕç. Тӳрех ман пата пычĕç. «Анюк, сана паян илсе каятпăр. Инкӳпе калаçса татăлнă», — пĕлтерчĕç. Каччи тăлăхчĕ, манран кĕçĕнрехчĕ, аппăшĕпе пурăнатчĕç. Эпĕ тӳрех Манюçа вăрçма пикентĕм. Вăл йăлтах пĕлнĕ-çке-ха. «Сан валли каччă тупсан инкӳ хура варăллă пурçăн тутăр парнелеме шантарчĕ», — терĕ Манюç. Çапла мана тутăрпа улăштарчĕç. Упăшка 17 çулта пулнипе ял канашĕнче çырăнтармарĕç, чиркӳре венчете тăтăмăр. Çулталăкран хĕр çуралчĕ. Анчах пĕр эрнерен вилчĕ. Унтан упăшкана вăрçа илсе кайрĕç. Ултă уйăхран вилнĕ хучĕ килчĕ. Ăçта каймалла? «Эсĕ качча кайнă, кĕртместĕп», — татса хучĕ инке. Йăмăксемпе пĕрле Пăлюк аппа патне кайрăмăр. Пурнăçĕ çав тери йывăрччĕ. Униç чирлерĕ те леш тĕнчене ăсанчĕ. Пĕрре кӳршĕ ялта тĕпленнĕ тăвансем мана хăнана чĕнчĕç. Çитрĕм те — вĕсен пускилĕ вăрçăран аманса таврăннă иккен. Арăмĕ вилнĕ. Тăван-пĕтенĕ çук. Ăна качча тухма сĕнчĕç. Хамран вун виçĕ çул аслăрахчĕ те — килĕшрĕм. Сывалсан Ваçук фронта тухса кайрĕ. Каллех пĕччен тăрса юлтăм. Аçу вăрçăран ыр-сывах таврăнчĕ. Анчах суранĕсем аса илтерсех тăратчĕç. Ултă ача çуратрăм. Кĕçĕн ывăл çулталăкра чухне Ваçук япăхлансах çитрĕ. Патăрьелти больницăна вырттартăмăр. Пӳрте хутса ăшăтма вут та çук, ачасем пĕчĕк. Ялти бригадир патне утрăм. «Вăрман касма кай, вара вутă паратăп», — терĕ. Ачасене йăмăкпа Улюкпа пăрахса хăварса ĕçлеме тухса кайрăм. Кашни кун çул еннелле пăхаттăм. Ваçук пирки хыпар çук-ши теттĕм. Икĕ эрнерен упăшка патне больницăна кĕтĕм. «Анюк, виличчен киле илсе кай», — тархасларĕ вăл. Ыран лашапа килĕп тесе тухса кайрăм. Каçхине çывăрмасăр пур япалана çуса тасатрăм, ирхине Ваçук вилни çинчен пĕлтерчĕç. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.