Сумкăри телефонран пушар тухнă
Ĕнер Чăваш патшалăх университетĕнчи медицина факультетĕнче пĕр вăхăт занятисене татма тивнĕ. Сăлтавĕ – сумкăра выртакан юсавсăр гаджет хыпса илнинче. Вăл пĕрремĕш хутра хывăнса тăхăнмалли пÿлĕмре выртнă. Çулăм алхасма тытăнсанах тумтир çине сиксе ÿкнĕ. Кĕçех пушар тухнине систерекен асăрхаттару сигналĕ янăраса кайнă, тĕтĕм сарăлакан çуртран 335 çынна илсе тухнă. Аслă шкулта ĕçлекенсем çулăма огнетушительпе сÿнтернĕ.
Раççей МЧСĕ аса илтерет:
- телефон юсавлăхне тĕрĕслесех тăрăр
- вăл вăйлă хĕрет пулсан унпа усă курма пăрахăр
- электроприбора хĕвел çинче ан хăварăр – аккумуляторпа ĕçлекен батарея пысăк температура тĕлĕшĕнчен сисĕмлĕ, хăвăртах хыпса илме пултарать.










