Комментари хушас

6 Чÿк, 2014

Великановсем - 75 çул пĕрле

Чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ-сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова Çĕнĕ Шупашкарти Великановсен çемйине 75 çул пĕрле пурăннă ятпа саламланă. Темиçе кун маларах вара Великановсем çемье пуçĕ - Иван Иванович - 100 çул тултарнине палăртнă.

Вице-премьер юбилярсемпе тата вĕсен тăванĕсемпе, юлташĕсемпе пĕрле уяв кĕрекине те ларнă. Алла Владимировна телейлĕ мăшăра çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр суннă. Министрпа пĕрле ветерансене Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Олег Бирюков, Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн социаллă хÿтĕлев пайĕн пуçлăхĕ Василий Кочетов, хула Пухăвĕн депутачĕсем саламланă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Иван Великанов Мари Республикинчи Покровское салинче çуралнă. Иван Иванович Мускав, Тула хулисене хÿтĕленĕ, виçĕ хутчен аманнă, нумай орден-медале тивĕçнĕ. Вăрçă хыççăн Иван Иванович вăрман промышленноçĕнче вăй хунă. Ĕç ветеранĕ вăл. Клавдия Павловна та ĕç ветеранĕ, чылай çул бухгалтерта, счетоводра, паспортисткăра тăрăшнă. Великановсем пурнăç çулĕпе чылайранпа пĕрле утаççĕ, вĕсем 3 ывăл пăхса ÿстернĕ. 7 мăнукпа 7 кĕçĕн мăнук хĕпĕртев кÿрет вĕсене.

А.ГРОМОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.