Комментари хушас

29 Чÿк, 2014

Ача саккăр та сахал теççĕ

Пирĕн вулакансем Шупашкарти Ленин районĕнче пурăнакан 9 ачаллă Егоровсене астума тивĕç. Çĕнĕ çул умĕн Лакрей вăрманне уçăлма тухнăскерсемпе тĕлпулнăччĕ вĕсемпе. Тĕрлĕ чĕрчуна çаврăннă ачасене шăпах çавăнта сăнÿкернĕччĕ. Кăçал пысăк çак йыш "Çулталăк çемйи" республика конкурсĕнче мала тухрĕ. Чăнах, ача-пăча кулли, вĕсен çитĕнĕвĕпе ăнтăлăвĕ - пурнăçра чи кирли, хакли, пĕлтерĕшли. Алексей Леонидовичпа Марина Анатольевна Коми Республикинче паллашнă. Юратакансем 3 çултан тăванĕсене туй кĕрекине пуçтарнă. Унтан çамрăк çынсем кил хуçин тăван тăрăхĕнче - Шупашкарта - тĕпленнĕ. "Малтанах 9 пепке таран çуратма хал çитересси пирки шухăшламан. Çапах туслă та пысăк çемье чăмăртама ĕмĕтленнĕ. Савăнăçлă ачасен çумĕнче хĕрарăм чăннипех телейлĕ", - чунне уçать кил ăшшине упракан. Егоровсем пушă вăхăтпа тĕллевлĕ усă курма хăнăхнă: йĕлтĕрпе, конькипе, велосипедпа ярăнаççĕ, темĕн тĕрлĕ кĕнеке вулаççĕ, шашкăлла выляççĕ, çи-пуç çĕлеççĕ, тĕнче курса çÿреççĕ. Хваттерти пур пÿлĕме те хăйсен аллипе хăтлăлатнă. "Пирĕн аттепе анне пуринчен те ырă кăмăллă та ĕçчен", - çирĕплетеççĕ ывăлĕсемпе хĕрĕсем.

Амăшĕн кунне халалланă çак уява кашни районтанах тĕслĕх илмелли çемьесем хутшăнчĕç. Тĕрлĕ номинацире çĕнтернисене хаклă парнесемпе чысларĕç. "Социаллă яваплă çемье" ята, тĕслĕхрен, Улатăр районĕнчи Володинсем çĕнсе илчĕç. Вĕсем тăван тĕпренчĕкĕсене пурнăç çулĕ çине кăларнă хыççăн 10 /!/ ача усрава илнĕ. "Спорт çемйи" ята тивĕçнĕ Прокопьевсем Комсомольски тăрăхĕнче футбол турнирĕ йĕркелеççĕ. "Пултаруллă çемье" номинацире ĕçтешсем - Шупашкарти Ивановсем - палăрчĕç. Чăвашлăха упраса хăварассишĕн тăрăшать çак йыш. Тăвайри Михайловсем "Ĕçчен çемье" ята тивĕçрĕç. Ашшĕ-амăшĕ ачисене пĕчĕклех çĕр ĕçне юратма вĕрентет.

Уява килнисене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, унăн мăшăрĕ Лариса Игнатьева, ЧР сывлăх сыхлав министрĕ Алла Самойлова, Хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Ольга Зайцева тата ыттисем саламларĕç.

 

Марина ТУМАЛАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.