Комментари хушас

5 Dec, 2014 | Хула | Ĕçлев

... Шупашкарти «Интертрейд» фирма Ази çыннисене ĕç тупса пама шантарнă. Чикĕ леш енчен килнисене кирлĕ хутсемпе самантрах тивĕçтерни илĕртнĕ. Çын пуçне пĕр пин доллар кăларса хур та - Раççейре ĕçлеме ирĕк паракан документ алăра. Çĕр-çĕр çын çапла майпа пирĕн çĕршыв тăрăх саланнă теççĕ право хуралĕнче тăракансем. Хăшне-пĕрне Хусанта, Мускавра, Питĕрте ярса тытнă: документсем суя! Апла пулсан Шупашкар компанийĕ саккунпа килĕшÿллĕн ĕçлемест. Тĕрĕслевçĕсем тăватă протокол çырса ăна 1 миллион та 600 пин тенкĕлĕх штрафлама йышăннă. Фирма чăвашра хăйĕн ĕçне чарса лартни çинчен пĕлтерчĕç. Кунтан тарнă хыççăн вăл урăх çĕрте ĕçлеме тытăнасси иккĕлентермест.

УФМСăн Чăваш Енри управленийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх - куçса килнисене пулăшмалли патшалăх программине хутшăнакансенчен ытларахăшĕ - 25-30 çулсенчи çамрăксем. Чылайăшĕн професси пĕлĕвĕ пур, производствăра сахалтан та 5-7 çул ĕçленĕ. Вырăсла чиперех калаçаççĕ, Раççей историйĕпе йăли-йĕркине лайăх пĕлеççĕ. Кунашкал специалистсене кирек хăш предприяти те хапăл.

Вячеслав ГРИГОРЬЕВ
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.