Комментари хушас

27 Чÿк, 2014

«Капкăн» журналăн çĕнĕ кăларăмĕ! 22 №.

«Капкăн» журналăн кăçалхи çирĕм иккĕмĕш номерĕ кун çути курчĕ. Вăл Сергей Мягковăн «Ĕçпе хÿтлĕх - хамăрта» ÿкерчĕкĕпе уçăлать. Иккĕмĕш страницăра «Çул-йĕр правилине пăсрăн - явап тыт!» ÿкерчĕк вырнаçтарнă.

«Саккун пире хÿтĕлет» рубрикăра «Вăрман куçлă», «Çăмăл укçа пуçа хыçтарать» корреспонденцисем пичетленнĕ.

Пирĕн вулакансем журналпа тачă çыхăну тытаççĕ, редакцие çырусем, кăсăклă материалсем тăтăшах ярса тăраççĕ. Ку кăларăмра пирĕн хастар авторсен Валентин Константиновăн «Ултавçă» кулăшĕ, Светлана Асаматăн «Чăн пулман-ши/» калавĕ çапăннă.

Çавăн пекех журналта А. Вишневскин «Юбкăпа илĕтрÿллĕрех» корреспонденцине, В. Кузьминăн калавĕсене вулама пулать.

Кăларăмра «Пулать вĕт», «Çÿпçипе хупăлчи», «Ах, анчах», «Пурнăç ÿкерчĕкĕсем» рубрикăсенчи кăсăклă хайлавĕсемпе паллашма пулать. Кроссворд тата илемлĕ ÿкерчĕксем пур.

PDF - верси

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.