Комментари хушас

3 Нарăс, 2015

Витĕр куракан Варнава митрополит

/Тихон Шевкунов архимандритăн «Несвятые святые» кĕнекери Иоанн Крестьянкин çинчен çырнă "Отец Иоанн" сыпăкран/

Иккĕмĕш Алексий Патриархăн менелникĕ 2007 çулта Аслă типĕ вăхăтĕнчи пĕрремĕш вырсарникунпа, Чăн тĕн Мухтавĕн кунĕпе, тÿр килчĕ. Сретени мăнастырĕн манахĕсемпе эпир эрнипех Аслă типĕн малтанхи çичĕ кунĕн нихçан манăçми хăватлă кĕллисене вуларăмăр. Шăматкун /литурги хыççăн/ хăнасем Патриарх менелникне пуçтарăнма пуçларĕç. Каçхи кĕлĕ умĕнхи тата ун хыççăнхи вăхăт священниксемпе архиерейсене мăнастире вырнаçтарсах иртсе кайрĕ. Тÿсме çук çывăрас килнипе пĕтĕм хал пĕтнĕччĕ те - Христосăн таса ÿчĕпе юнне ăша илес умĕнхи кĕлĕсен йĕркине ирхине вулама шутларăм. Анчах та, ытла та намăс-çке - эпĕ çывăрса юлнă... Мĕн тăвас тетĕн, Çăлакан Христос чиркĕвĕнче иртекен литургие ирĕ.

Священник тивĕçĕсене пурнăçлама тÿр килнĕ çирĕм çул хушшинче манăн икĕ е виçĕ хутчен пач хатĕрленмесĕр кĕлĕ ирттермелле пулса тухнăччĕ. Кашнинчех, хама тÿрре кăлармалли пĕр сăлтав та тупаймасăр - ывăнса çитнине нихăçан та шута илмен эпĕ, çав тери намăсланса пĕтĕм чун-чĕререн ÿкĕнеттĕм. Ку хутĕнче вара хама йăпатмалли сăлтав тупрăм-тупрăмах: вуламалли кĕлĕсен йĕркине пурнăçлаймарăм пулсан та эпĕ эрнипех ир те каç нумайшар сехет чиркÿре пулнă-çке. Çитменнине юнкун, эрнекун тата шăматкун - юлашки хутĕнче ак ĕнер кăна - Христосăн таса ÿчĕпе юнне ăша илнĕ, ун умĕнхи тата тав тумалли кĕлĕсене пурне те вуланă.

Ятарлă тум тăхăнса Çăлакан Христос чиркĕвĕн тĕн çыннисемпе тулса ларнă алтарьне кĕнĕ май эпĕ çакна та аса илтĕм - Турă сăмахне вĕрентекен хальхи хăш-пĕр паллă çынсем те Христосăн таса ÿчĕпе юнне ăша илес умĕнхи кĕлĕ йĕрки çав тери кирлех те мар тесе çирĕплетеççĕ... Кĕскен, эпĕ хама намăслантаракан шалти сасăпа калаçса татăлнăччĕ ĕнтĕ - ман пата Чăваш митрополичĕ Варнава пырса тăчĕ. Çак ватă, пурте сума сăвакан архипастыре эпĕ Патриарх кĕлĕ ирттернĕ чух темиçе те курнă, анчах та хăйĕнпе пĕрре те калаçман. Кунта вара митрополит хăй ман пата пычĕ те - пиллерĕ. Тата çапла хушса хучĕ:

- Турă çăлтăр сана, Тихон атте, Печора мăнастырĕ çинчен ÿкернĕ фильмшăн. Вăл мана питĕ килĕшрĕ. Эпĕ Иоанн аттене аллă çул пĕлнĕ вĕт-ха, ун патне Печорăна та çÿренĕ.

Сăмах кунта эпĕ тахçан Псковпа Печора мăнастырĕ çинчен ÿкернĕ документлă фильм çинчен пычĕ, унта Иоанн аттене сăнлакан хроника кадрĕсем чылайччĕ.

- Пĕлетĕн-и, халĕ мĕн манăн асăма килет? - шухăшне малалла тăсрĕ Владыка. - Эсĕ, тен, Иоанн атте аллăмĕш çулсенче ялти пĕр приходра службăра тăнине, пĕррехинче каçхи кĕлĕ хыççăн унăн килне вăрă-хурахсем вирхĕнсе кĕрсе çыхса пăрахсах хĕнесе тăкнине, кайран çаплипех вилме пăрахса хăварнине илтнĕ пуль. Эсĕ çакăн çинчен пĕлетĕн-и?

- Çапла, Владыка, эпĕ ку историе пĕлетĕп. Чиркĕве çÿрекенсем ирхине литурги умĕн Иоанн аттене тупнă та вĕренсене салтса янă.

- Çапла, çапла, чăннипех те çапла пулнă! Иоанн атте тăна кĕнĕ те тÿссе ирттерме пÿрнĕ асапĕшĕн тата çăлнишĕн Турра тав туса литурги ирттерме кайнă. Пĕлетĕн-и, кайран мĕн терĕ вăл мана? Çакă унăн пурнăçĕнче пĕртен-пĕр хут пулнă иккен - малтанхи кĕлĕсене вуламасăр, ятарласа хатĕрленмесĕр ирттернĕ литурги. Çапла пулнă тет... Ну, юрĕ, Турăпа кай!

Манпа юнашар Дионисий /Шишигин/ архимандрит тăратчĕ. Эпĕ ун патне пытăм та мĕн пулса иртнине йăлтах каласа патăм: тивĕçĕмсене пурнăçласа çитерейменнине те, Варнава Владыкăпа мĕн калаçнине те. Дионисий атте умĕнче çылăх каçарттарнă хыççăн эпир унпа кĕлĕ пуçланасса кĕтсе Турă пире мĕн тери хĕрхенсе юратни тата Вăл этеме мĕнле çул-йĕрпе ертсе каясса нихăçан та ăнкарса илес çукки çинчен калаçрăмăр.

Чăннипе, çак самантра мĕн пулса иртнине татăклăн кам калĕ? Е ку Иоанн атте леш тĕнчерен Владыка урлă "ăса кĕмен пепкисенчен пĕрне" - хăйĕн çырăвĕнче вăл мана пĕрре çапла та чĕннĕччĕ - тăна кĕртсе илни пулчĕ. Е эпир çавăн чухне Христос хывса хăварнă Православи Чиркĕвĕн тĕнче пĕтиччен те иксĕлес çук чăн-чăн Турă чурисенчен пĕринпе, Чăн тĕншĕн чунне пама хатĕр таса çынпа, тĕл пултăмăр.

 

Римма ПРОКОПЬЕВА куçарнă

 

ксĕрех кĕлĕ йĕркине вуламасăрах çул тытма тиврĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.