«Çук» теме пĕлменнипе пĕр ĕçе те тиркемен

7 Чÿк, 2019

Портфель çакнă пĕчĕк Луиза пĕр урамри ачасемпе пĕрле çĕкленÿллĕ кăмăлпа кÿршĕ ялти шкула утнă. Ара, пиллĕкмĕш класа каять вĕт. Ял вĕçне çитнĕ кăна — бригадир пырса тăнă. «Хĕрĕм, шкула ан кай, — тенĕ вăл хĕрачана. — Аçуна салтака илсе каяççĕ». Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Луиза Ивановăн ашшĕ тăшманпа кĕрешме фронта тухса кайнă.

«Оброк параканни»
«Эпир виçĕ хĕр — Октябрина, Луиза, Зоя — çитĕнтĕмĕр. Кĕçĕнни ывăл пурччĕ. Шăллăм шăнса чирленĕ хыççăн 4 çултах пурнăçран уйрăлчĕ. Асли, ăна Окçук тетчĕç, пĕлтĕр 92 çула кайса вилчĕ. Эпĕ вара кăçал 90 çул тултартăм», — пуçларĕ калаçăвне Етĕрне районĕнчи Тукассинче пурăнакан Луиза Иванова.
Унăн ашшĕпе амăшĕ колхозра ĕçленĕ. Çемье пуçĕ бригадир пулнă. Арçын виçĕ вăрçа хутшăннă. Тă-ван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне вăл 43-ре пулнă. Пилĕк çултан тин киле çаврăнса çитнĕ. Час-часах çыру вĕçтернĕ çемйи патне. «Çынсем çимелли çуккипе йĕтем çинчен пăрçа вăрлаççĕ иккен. Эсир ан тытăр», — çапла çырнă вăл пĕррехинче. Халăха, чăн та, йывăр килнĕ. Укçа та, апат-çимĕç те, çи-пуç та çук. Çавăнпа Луизăн шкулта вĕренме пăрахма тивнĕ: «Кÿршĕ Хучаша çанталăк шăнтиччен çÿрерĕм. Çăпата хăвăрт çĕтĕлетчĕ. Петр Данилович ятлă старик юсаса паратчĕ. Шкула кайма вăхăт çитнĕ, анне: «Кантрине явса çитереймен», — тесе çав арçын патне чупатчĕ. Шкула 6 çухрăм утмаллаччĕ. Çанталăк сивĕтсех пычĕ. Кĕнчеле арламалла тесе килтех юлтăм».
Кÿршĕ ялта, Лапракассинче, çĕнĕ шкул уçăлнă. Çавăнта 7 класс вĕренсе тухнă Луиза. Етĕрнери педучилищĕне вĕренме кĕрес тесе юлташ хĕрĕпе документсем пама кайнă. Часах экзамен çывхарнă. Етĕрнене утнă вăхăтра хĕрачасем пĕр класра вĕреннĕ арçын ачасене курнă. Хайхискерсем экзамен тытайман. «Вĕсем пултарайманнине эпир те тытаймастпăр», — тесе Луизăпа тантăшĕ каялла çаврăнса килне утнă. Малалла вĕренме шутламан Луиза колхоз ĕçне кÿлĕннĕ.
Ашшĕ килне таврăннă. «Шкула каймаллах пулнă», — çапла каланă вăл хĕрне. Луиза вара райисполкомра ĕçлеме тытăннă. Ялти пĕр каччă, секретарьте ĕçленĕ Никандр Кузьмин, ăна тирпейлÿçе вырнаçтарнă. Хĕр хут ĕçĕсене те пурнăçланă, ăна час-часах документсене кирлĕ вырăна çитермешкĕн шаннă. Пушă вăхăтра вăл собеса тантăшĕсем патне çÿренĕ. Кунта та ĕç тупăннă ун валли: ача пособийĕсем çырса памалла. Çавăн чухне аппăшĕ Октябрина çемье çавăрнă. Луиза ĕçе пăрахса килне таврăннă, ялти шкула вырнаçнă. Пĕр вăхăт пионер вожатăйĕ пулнăскер тирпейлÿçĕре чылай çул тăрăшнă.
Халăхăн патшалăха налук тÿлеме тивнĕ: 40 кило аш, 100 çăмарта, 9 кило çу. Шкулта ĕçлеме тытăннă Луизăна çак ĕçе явăçтарма шутланă. «7 класс кăна пĕтернĕ- çке. Пултараймастăп», — тенĕ вăл. Çав-çавах ÿкĕте кĕртнĕ ăна. Хĕлле — çу, çулла сĕт пуçтарса çÿреме тытăннă хĕр. Çак ĕçе пилĕк çул пурнăçланă. Сĕтпе çăвне кÿршĕ Хучаша лашапа леçнĕ. Лав çине 3-4 фляга лартнă. Тепĕр чухне Советски ялне хăйма леçме те кайкаланă. Сĕт пуçтарнă хыççăн ăна алăпа уçласа, вĕретсе, тутлă хăймине пуçтарса илнĕ. Хушнă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн Луизăна председатель те мухтанă. «Чи çамрăкки чи лайăх отчет тăвать. Эсир мĕншĕн ун пек ĕçлеместĕр?» — тесе ыттисене тĕслĕх илме сĕннĕ. Сĕт-çу пуçтаракан хĕре ачасем: «Оброк параканни», — тесе чĕннĕ.
Кашни кун тулли лавпа çÿренĕ Луиза вăй епле çитернĕ-ши? Сĕт-çу пуçтарма ăна ялан урăх лаша панă. Айван, вăйсăр утсене итлеттерме тивнĕ унăн. Пĕри шутсăр хăраканни пулнă. Хирĕç велосипед килсен те чĕтрене ернĕ. Хĕр инçетрен икĕ кустăрмаллă транспорт килнине курсанах лав çинчен вăшăл-вашăл сиксе аннă, ут патне пырса тăрса велосипед иртсе кайичченех чĕр чунăн куçне хупса тăнă. Пĕр çулхине вара лаша вити çуннă, урхамахсем те çăлăнайман.
Ашшĕн сăмахĕнчен иртеймен
Тукассипе Лапракасси шкулĕсене пĕрлештерсен Луиза Тарасовнăна завхоза лартнă. Учительсем валли вутă та турттарнă вăл. Пĕр вăхăт лавккасен ревизи комиссийĕн йышĕнче ĕçленĕ, депутата та суйланнă. «Уйрăмах суйлав умĕн йывăрччĕ. Ялта — 700 çынччĕ. Почерк лайăх тесе кашнин ятне-хушаматне списока кĕртме ыйтатчĕç. Алăпа çыраттăм. Пĕр экземплярне стена çине çакаттăмăр, тепри сĕтел çинче выртатчĕ», — сÿтĕлчĕ калаçу çăмхи.
Шкулта ĕçленĕ вăхăтра ачасене апат антарса паркаланă вăл. Кÿршĕри пĕр арçын ача яшка çисе янă хыççăн: «Кÿршĕ пек пулса тепĕр çăпала ярса пар», — тесе ыйтнă. Ырă кăмăллă Луиза аппа пурне те шелленĕ. Вова ятлă арçын ача вара апатне çисе янă хыççăн çапла каланă: «Ÿссен, Шупашкара вĕренме кайсан, пысăк батон илсе килсе парнелĕп». Каланине пурнăçланă: батон, пĕр кило канфет тыттарнă. Кайран Луиза аппана туйне те йыхравланă. «Пĕр ача карта çумне кукленсе ларнăччĕ. Ăна сĕт ĕçтертĕм. Нумай ачаллă çемьеренччĕ вăл, тăраниччен çиеймен те пуль», — аса илчĕ кинемей. Халĕ те курмассерен çав арçын ăна пĕр ывăç канфет тыттарать. «Çавăн чухне сĕт ĕçтермен пулсан вилеттĕмччĕ пуль», — тет тав туса.
«Çынна «çук» теме пĕлменнипех хушнă пĕр ĕçе те тиркемерĕм, çавăнпа çемье çавăрма вăхăт пулман», — терĕ Луиза аппа. Ун патне евчĕ чылай янă. Анчах «Килтен хăвалакан никам та çук» тесе шухăшланипе хĕр качча кайман. Аслипе кĕçĕнни çемье çавăрнă, тĕп килте никам та юлман. Ашшĕ те хытах каланă: «Ниçта та каймастăн». Пĕр каччăпа çÿрекеленĕ-ха вăл. Çапах икĕ çамрăкăн çулĕ пĕрлешмен. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ирина КОШКИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.