Çуллахи сезона Питраврах вĕçлес марччĕ

11 Утă, 2014

Нумаях пулмасть кăна ĕçчен чăваш хресченĕ акана тухрĕ пек, чупма юратакансем вара Мăн кун эрнинче Канаш хулинчи паркра спортăн çуллахи сезонне уçрĕç. Çу уйăхĕн вĕçĕнче республикăри малта пыракан хуçалăхсенче, кăшт каярахпа районсенче те ĕçпе юрă тата спорт уявĕ - Акатуй - ирттерме пуçларĕç. Праçниксем хаваслă та йĕркеллĕ вĕçленчĕç, вĕсенче асра юлмалли самантсем пайтах пулчĕç. Умра вырма пуçланиччен çĕр-шыври православи халăхĕ авалтан ирттерекен савăнăçлă тепĕр уяв - Петĕрпе Павăл кунĕ, е, кĕскен каласан, Питрав. Эппин, часах хĕрÿ ĕççи пуçланать.

Çав вăхăтрах нумай çыншăн çулталăкăн чи илемлĕ те хаваслă вăхăчĕ халĕ. Чылайăшĕ отпускра, шкул ачисемпе студентсем - каникулта. Анчах пирĕн урăхларах ăнлава та асра тытмалла: спортра каникул çук. Ара, 2014 çул тĕлне пирĕн Чăваш Енре физкультурăпа тата спортпа кăсăкланакансен шучĕ 30 процентран иртрĕ. Республикăри физкультурăпа спорт министерствин отчечĕсене ĕненес тĕк, паян кашни виççĕмĕш çын физкультурăпа спорт мероприятийĕсене хутшăнать. Чăннипех те çапла-ши? Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.