«Çулталăк вĕрентекенĕ — 2020» лауреачĕсем тупăшрĕç

15 Çу, 2020

Йăлана кĕнĕ «Чăваш Енри çулталăк вĕрентекенĕ» конкурса кăçал вĕренÿ çулĕ вĕçлениччен пĕтĕмлетме май килмерĕ.

Апла пулин те çак кунсенче ăмăртăвăн республика тапхăрĕсем иртрĕç. Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче пĕрремĕш тура онлайн форматпа йĕркеленĕ — конкурса пирĕн тăрăхра ирттерме тытăннăранпа пуçласа çакнашкал меслет хута кайнă. Районсемпе хула муниципалитечĕсенче мала тухнă вĕрентекенсем ятарлă ZOOM интернет-платформăра урок ирттернĕ. Тÿресем çак ĕçе хакласа малаллахи тапхăра хутшăнакансене суйласа илнĕ.

Паян, çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче 7 лауреат куçăн иртекен турта тĕл пулчĕ. Вĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев онлайн трансляципе ăнăçу сунчĕ. Педагог ĕç-хĕлне суйласа илнĕ çамрăк учительсем хăйсен практикинче усă куракан вĕрентÿ технологийĕсемпе, методикăпа паллаштарчĕç. Уçă дискуссире вара йĕркелÿçĕсем конкурсантсемпе вĕрентÿ тытăмне аталантарассин çивĕч темисем тавра калаçу пуçарчĕç. Сумлă жюри членĕсем ыйтусем парса ку е вăл вĕрентекенĕн професси ăсталăхне тĕплĕн хаклама тăрăшрĕç.

Ăмăртăвăн паянхи тапхăрĕнче мала тухнă пилĕк вĕрентекене палăртрĕç. Çĕнтерÿçĕ ятне вара лару-тăрăва кура часах мар, вĕрентекенсен çурла уйăхĕнче иртекен канашлăвĕнче, пĕлĕпĕр.

www.hypar.ru

Ирина ИВАНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас