«Давай поженимся» кăларăма хутшăннă

Чăваш Енре пурăнакан Екатерина Бухтояровăна «Давай поженимся» кăларăма йыхравланă. «Пĕрремĕш каналти» çак шоуна Çĕнĕ çул умĕн кăтартĕç.
Екатерина ку кăларăма пĕр çулталăк каялла хутшăннă. Ун чухне вăл савни шыранă. Ентешĕмĕр куракансене хăйне евĕр профессийĕпе тĕлĕнтернĕ. Вăл ритуал службинче церемониймейстер пулса ĕçлет, çынна юлашки çула ăсатнă чухне сăмах калать, сценари хатĕрлет. Екатерина кăларăмра суйланă каччăпа пĕр вăхăт калаçнă, анчах çулĕсем уйрăлнă. Халĕ унăн — урăх савни. Арçын çамрăк хĕрарăма телевизорта курнă хыççăн шыраса тупнă. Екатеринăна Çĕнĕ çулхи кăларăма мĕншĕн чĕннĕ-ха? Унăн хăйне евĕр роль выляма тивнĕ. Ритуал службинче ĕçленĕ май ăна 2018 çула ăсатмашкăн сăмах калама ыйтнă.

www.hypar.ru

Ирина КОШКИНА хатĕрленĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.