Ĕçчен те тăрăшуллă

5 Пуш, 2018

Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьелĕнчи культура çуртĕнче яланах пултаруллă, тăрăшуллă, професси енĕпе кирлĕ пĕлÿ илнĕ çынсем ĕçленĕ. Урăхла мĕнле пултăр-ха чăваш музыкин паллă деятелĕ, композиторĕ Ф.Павлов тата паллă ăсчах Г.Комиссаров çуралса ÿснĕ ялта!
Халĕ те кунта ăста специалистсем тăрăшаççĕ. Ертÿçи — Лиана Яковлева. Красноармейски районĕнчи Чатукасси ялĕнче йышлă çемьере 1973 çулта çуралнă вăл. Ултă ача: виçĕ хĕрпе виçĕ ывăл — çитĕннĕ çемьере. Халĕ ĕнтĕ пурте çемьеллĕ, юратнă ĕçĕсенче тăрăшаççĕ. Ашшĕ Александр Никандрович чылай çул «Герой» колхозра уй-хир бригадирĕнче тимленĕ. Амăшĕ Зоя Ивановна бухгалтерта тăрăшнă. Иккĕшĕ те ялта хисеплĕ çынсем шутланнă, орден-медале тивĕçнĕ. Çав шутра — «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята та.
Лиана ялти вăтам шкулта вĕреннĕ хыççăн Çĕрпÿри çут ĕç училищине çул тытать. «Конкурс пысăкчĕ. Шкулта чăвашла тата вырăсла сочиненисене лайăх çырни, музыкăпа интересленни пулăшрĕ ахăр», — аса илет вăл халĕ.
Ку сăмахсене каласшăнах марччĕ-ха сăпайлă хĕрарăм. Эпĕ çине тăрсах тĕпченипе хирĕçлеймерĕ. Хам та шкулта ĕçленĕрен Ункăçум шкулĕнче 8 класс вĕреннисем Чатукассинче епле ăс пухнине унти вĕрентекенсем урлă тăтăшах кăсăкланнă.
Çĕрпĕве тĕрлĕ районтан пухăннă студентсем çынсем патĕнче хваттерте пурăннă. Пĕр- пĕринпе туслă пулнă çамрăксем. Çаксене халĕ те асра тытать Лиана. Нумайăшĕнпе çыхăну татăлман. Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашасси те йăларан тухман.
Училищĕрен вĕренсе тухсан хĕр тăван ялĕнчи культура çуртĕнче методистра тăрăшма пикенет. Драма тата ташă кружокĕсене йĕркелесе пырать. Çамрăк специалист аслисене те сăнать, вĕсенчен вĕренсе пырать.
1996 çулта Актай каччипе Геннадий Михайловичпа çемье çавăрнă хыççăн Лиана Александровна Патăрьелти культура çуртĕнче ĕçлеме пуçлать. Хăйĕн тивĕçне юратса пурнăçлать вăл. «Тевет» фольклорпа хĕрарăмсен вокал ушкăнĕсем, ачасен пултарулăх йышĕ çĕнĕрен вăй илеççĕ. Халăха час-часах савăнтараççĕ вĕсем. Аслă ăрурисем патне килне те çитет коллектив.
Лилия Егорова 2016 çултанпа — культура çурчĕн директорĕ. Ку ĕç тата яваплăрах пулин те ялан çĕннине шырать вăл. Хаçат-журнал, кĕнеке вулать. Сăмахран, вĕсен çемйи «Хыпар» издательство çурчĕ кăларакан пур хаçата та çырăнать.
«Тевет» фольклор ушкăнĕ Çĕрпÿре ирттерекен ярмăрккăна та кашни çулах хутшăнать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.