Ĕçлев службинче учета тăма кирлĕ документсем

6 Раштав, 2014

Инвалидăн ĕçпе тивĕçтерекен центрта учета тăмашкăн мĕнле документсем кирлĕ.

Е.ИВАНОВА

Çĕнĕ Шупашкар хули.

Ĕçлеме пултараслăх кăтартăвĕ пур кирек хăш инвалидăн та юрăхлă вырăн шыраса хăй пурăнакан çĕрти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра пыма май пур. Кун пек чухне унăн çак документсем - паспорт, ĕçлев центрĕнчен пулăшу ыйтиччен ĕçленĕ тĕк - ĕç кĕнеки тата хăй вăй хунă çĕрте юлашки виçĕ уйăхра тÿленĕ вăтам шалу виçине ĕнентерекен справка, илнĕ специальноç тăрăх ĕç суйламашкăн вĕреннине çирĕплетекен документ тата инвалидăн харпăр хăй реабилитацийĕн программи - çумра пулмалла.

Харпăр хăйĕн реабилитаци программинче инвалида ĕçлеме юранине палăртса çырни пĕлтерĕшлĕ.

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.