Ĕмĕрсен чиккинчи улшăнусем
Кăçалхи çулталăк мĕнпе паллă тесе ыйтсан аслăрах çултисем «çĕнетÿ тапхăрĕ пуçланнăранпа 30 çул çитрĕ» тесе хуравлĕç. Çапла, тĕрĕс. Историк куçĕпе пăхса хакласан ку тапхăр, хуть мĕн каласан та, çав тери пĕчĕк, анчах çак хушăра пурнăçра питĕ пысăк улшăнусем пулса иртрĕç. Геннадий Дегтярев чĕлхеçĕ хăйĕн «Ĕмĕрсен чиккинчи чăваш чĕлхи» кĕнекинче çак тапхăрта тăван чĕлхере пулса иртнĕ тĕп çĕнĕлĕхсене тишкернĕ.
«Чĕлхе - выртан каска мар» тенĕччĕ пĕр ăсчах. «Хăшпĕр» йышши сăмахсем пурнăçран йăлт çухалаççĕ, теприсем чĕрĕлсе тăраççĕ, виççĕмĕшĕсем вара каялла таврăнаççĕ. Ку вăл самана таппинчен килет. Калăпăр, «кăлава», «тÿре-шара», «венчет», «миравай», «прихут», «мишавай» сăмахсем çут тĕнчене тепĕр хут килчĕç.
90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче компьютер самани пуçланчĕ. Çавна май компьютер терминологийĕ йĕркеленме тытăнчĕ. Каярахпа Чăваш сайчĕ уçăлчĕ. Çакна шута илсе Геннадий Дегтярев интернетпа компьютер терминологине тĕплĕ тишкернĕ, çак сăмахсене /вырăсла, акăлчанла тата чăвашла/ кĕнекене кĕртнĕ.
Пайăр ятсемпе усă курнă чухне хаçат-журнал, радиохыпарлавпа телекурав ĕçченĕсем чылай йывăрлăхпа тĕл пулаççĕ. Сăмахран, Ярославль урамĕ темелле ĕнтĕ, анчах кĕтмен çĕртен Ярославский е Ярославски урамĕсем «сиксе тухаççĕ». Республика тулашĕнчи ял-хула, юханшыв ячĕсене çырнă е каланă чухне темĕн чухлĕ йăнăш: час-часах Чистополь, Аялти Кама, Анат Чаллă, Аксубаево, Толпаза, Кайбицы /Чистай, Анат Кама, Чаллă, Аксу, Авăркас, Кайпăç вырăнне/ тĕл пулаççĕ.
Шупашкарти транспорт чарăнăвĕсен ячĕсене çырас е калас тесен мĕн чухлĕ йывăрлăх сиксе тухатчĕ. Ку тĕлĕшпе Геннадий Дегтярев пысăк ĕç тунă - çак ятсене тишкернĕ, вĕсене вырăсла-чăвашла пичетленĕ. Çавăн пекех кĕнекене тĕп хулари урам, тÿрем е поселок ячĕсене кĕртнĕ.
Чăваш çыравçисен ячĕ-шывĕ тĕлĕшпе те ыйту сахал мар. Çирĕп йĕрке пултăр тесе автор кĕнекере пирĕн çыравçăсен ячĕсемпе хушамачĕсен чăвашла тата вырăсла варианчĕсене илсе кăтартнă. Малашне православи тĕнĕн терминĕсен, унпа çыхăннă уявсем тĕлĕшпе аташу, йăнăш пулмалла мар пек туйăнать - тĕпчевçĕ çак сăмахсен словарьне те кăларăма кĕртнĕ.
Сăмах май, словарь тăвас ĕç калама çук яваплă та сăваплă. Çыраканшăн мар, вулаканшăн ăнланмалла пултăр тесе тăрăшмалла. Хăшĕ-пĕри вара пачах урăхла шухăшлать - вăрттăн-хĕрттĕн тенĕ пек словарь ăсталаса халăха чăвашлăхран пистерет. «Йĕке хÿре», «çут çанталăк», «çĕр-шыв», «хĕр ача», «ар çын» т.ыт.те çырма сĕннине мĕнле ăнланмалла тата? Г.Дегтярев хăйĕн кăларăмĕнче çакнашкал авторсен ĕçĕсене татăклăн сивленĕ.
Кĕнеке вĕçĕнче Тутарстанри ял-хула ячĕсен вырăсла-чăвашла варианчĕсене илсе кăтартнă. Кĕнекере пичетленнĕ материалсенче Геннадий Дегтярев çивĕч ыйтусене хускатнă, калаçупа çыру чĕлхинчи тÿнтерле туртăмсем пуласран асăрхаттарнă, çĕнĕ нормăсем сĕннĕ.
Ман шутпа, «Ĕмĕрсен чиккинчи чăваш чĕлхи» кĕнеке хаçат-журнал, радиохыпарлавпа телекурав ĕçченĕсене уйрăмах кирлĕ.
Г.ФЕДОТОВ










