Грипп парăнать

10 Пуш, 2017

Унăн эпидемийĕ Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта нумайрах сарăлнă. Çапах чирлисен йышĕ кунсерен чакать. Ытларах 17 çула çитменнисем (69%) аптраççĕ.

Чирпе кĕрешме республикăра пурăнакансен 42,3% кĕркунне грипран хÿтĕлекен вакцина туни пулăшать. ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Светлана Ананьева шухăшĕпе — В ушкăнри вирус ересрен 65 çулран иртнисемпе чир шала кайнă ачасен уйрăмах сыхланмалла. Медицина организацийĕсен вируспа кĕрешмелли препаратсем çителĕклĕ. Аптекăсенче бактери куçасран сыхлакан препаратсен ассортименчĕ пуян.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас