Халăх йăли-йĕркине упраса хăварма - проект

23 Çу, 2014

Çĕртмен 18-28-мĕшĕсенче Самар облаçĕнче федерцин Атăлçи округĕнчи «iВолга – 2014» форумĕ иртет. Унăн тĕллевĕ - регионсенчи çамрăксене аталанма условисем туса парасси, проектсем йĕркелеме вĕрентесси, çĕнĕ шухăшсене пурнăçлама майсем хатĕрлесси, пултаруллă хастарсене тупса палăртасси. Кăçалхи форума икĕ пине яхăн яш-хĕре пухма палăртнă. 2014 çулхи çĕнĕлĕх - Китайран 200 яхăн çамрăк килĕ. Форума хутшăнакансем хăйсен проекчĕсене экспертсене кăтартса лайăхлатма, 300 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илме пултараççĕ. Кашниех хăйне килĕшнĕ юхăма суйлама пултарать: «АРТ Тăваткал», «Ман хыççăн чуп», «Инновацисемпе техника ăсталăхĕ», «Информациллĕ юхăм», «Политика», «Ырă кăмăллăх технологийĕ», «Эсĕ - предприниматель»...

Чăваш Республикинче кăçал 225 çын проект тăратнă. Ытларахăшĕн ĕçĕ «Инновацисемпе техника ăсталăхĕ» тата «Ырă кăмăллăх технологийĕ» юхăмсемпе çыхăннă. Эксперт комиссийĕ республикăри чи пултаруллă 90 çамрăкăн ăнăçлă проектне суйласа илĕç. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.