Халăха шывпа тивĕçтернĕ

27 Кăрлач, 2016

Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн /ОНФ/ Чăваш регион уйрăмĕн представителĕсем Элĕк салине кайса килнĕ хыççăн унти шыв пăрăхĕ, виçĕ уйăх ытла ĕçлеменскер, халăха шывпа тепĕр хут тивĕçтерме пуçланă.

Çак водопровода 2013 çулта федерацин "Ялăн социаллă аталанăвĕ" программипе килĕшÿллĕн тунă. Вăл Элĕк салинчи тата унпа юнашар Асамат ялĕнчи 80 çурта шывпа тивĕçтернĕ. Малтанлăха шыв хушăран çеç пулман, 2015 çулхи чÿк уйăхĕн пуçламăшĕнче вара пачах пĕтсе ларнă.

ОНФ чиновниксем патне янă ыйтăва хуравланă май район администрацийĕ çак йывăрлăх çинчен раштав уйăхĕн çурринче çеç пĕлнине, юсавсăр насуса /шыв пĕтнин сăлтавĕ шăпах унпа çыхăннă/ кăрлач уйăхĕн 18-мĕшĕнче улăштарассине пĕлтернĕ. Çав кун Халăх фрончĕн представителĕсем яла çитнĕ. Тепĕр кунне, кăрлачăн 19-мĕшĕнче, шыв тепĕр хут пама пуçланă.

"Кăлтăксен сăлтавне тĕплĕн тĕпчемелле, - тет ОНФ регион штабĕн представителĕ Светлана Лясина. - Ахăртнех, вăл техника пахалăхсăр пулнипе е гидрогеологи шыравĕсен кăтартăвĕсем кивелнипе çыхăннă. Федерацин тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн пурнăçлакан ĕçсен пахалăхĕ япăх пулмалла мар".

Кăçал ОНФ регион уйрăмĕ "Ялăн социаллă аталанăвĕ" программăпа килĕшÿллĕн тунă об<ектсен хальхи тăрăмĕн мониторингне ирттерме палăртать.

И.НИКОЛАЕВА.

Рубрика: