ХĂМЛА ПУЧАХĔ ХĂВАТЛĂ

15 Нарăс, 2017

Хăмла пучахĕпе пӳре, шăк хăмпи шыçсан, шыв чирĕнчен, гастритран, ват хăмпипе пĕвер чирĕсенчен, ыйхă вĕçнинчен сипленеççĕ, çăпан, пӳрлĕ шыçă, кĕсен çине компресс хураççĕ.

  • Тромбофлебит, ӳпке, ӳт туберкулезĕ, сивчир, шĕвĕрĕлчен. 2 апат кашăкĕ хăмла пучахне тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, 2 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 4 хут апат умĕн çуршар стакан ĕçмелле.
  • Сыпă ыратсан. 1 апат кашăкĕ хăмлана тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. Таса пир пусмана çак шĕвекре йĕпетсе чирлĕ сыпă çине хумалла.
  • Подагра, ревматизм. Çăнăх пуличчен вĕтетнĕ 1 апат кашăкĕ хăмла пучахне 1 апат кашăкĕ тăварлă мар сысна салипе е услам çупа хутăштармалла. Маçпа ыратакан вырăнсене сăтăрмалла.
  • Экзема. 1 чей кашăкĕ хăмла пучахĕпе 1 чей кашăкĕ шăши кикенекне /череда/ тин вĕренĕ 150 миллилитр шыва ямалла. Савăта чĕркесе шĕвек сивĕниччен лартмалла, сăрăхтармалла. Вĕрискерне апат умĕн пĕр сăтăрккăпа ĕçсе ямалла. Çĕрлене хирĕç ĕçсен уйрăмах лайăх. Çак шĕвекре йĕпетнĕ марльăпа экзема сиенленĕ ӳте сăтăрмалла.
  • Ыйхă вĕçсен. Пĕр виçепе илнĕ хăмла пучахне, пĕтнĕке /мята перечная/, кушак курăкĕн /валериана/ тымарне хутăштармалла. 2 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла. 2 сехетрен сăрăхтармалла. Апатчен çуршар стакан ĕçмелле.
  • Невроз. Вĕтетнĕ 1 пай хăмла пучахне 4 пай спирта ямалла. Пĕр эрнерен вĕтĕ ала витĕр сăрăхтармалла. Ирхи тата каçхи апат умĕн 1-ер апат кашăкĕ шыва 3-шер тумлам настойка ярса ĕçмелле.
  • Лăпкăлăх чейĕ. Тӳпелесе тултарнă 1 чей кашăкĕ хăмла пучахне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. 15-20 минутран сăрăхтармалла. Кунне 2 хут 70-100-шер миллилитр тата тепре каçхине çывăрма выртас умĕн ĕçмелле. Минтер айне пĕр ывăç хăмла хума е хăмла минтерĕ çинче çывăрма юрать.
  • Çапăнса ыраттарсан, ӳт кăвакарсан, ӳте шăйăрттарсан, тимререн. 1 апат кашăкĕ хăмла пучахне 1 стакан шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче шĕвек çурри таран хухиччен пĕçермелле. Унтан 1 апат кашăкĕ хăмла шĕвекне 4 апат кашăкĕ вазелинпа хутăштармалла. Маçпа сиенленнĕ ӳте сăтăрмалла.
  • Пӳре, пӳре лахханĕн чирĕсем. 1 апат кашăкĕ хăмла пучахне тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла, шыв мунчине лартса 15 минут вĕрилентермелле. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат умĕн чĕрĕкшер стакан шĕвеке вĕренĕ шывпа сыпса ĕçмелле.
  • Холецистит, ват хăмпипе пĕверĕн ытти чирĕ. 3 апат кашăкĕ хăмла пучахне 100 грамм спирта ямалла, ăшă вырăнта 8-10 кун лартмалла, вăхăт-вăхăтпа силлесе илмелле. Унтан кунне 3 хут 40 тумлам настойкăна 50 миллилитр шыва ярса ĕçмелле.
  • Юн пусăмĕ ӳсни, атеросклероз. Вĕтĕ вакланă 1 килограмм хăмла пучахне 3-4 литр сивĕ шыва ямалла, 5-10 минут лартмалла, унтан 5 минут вĕретмелле. Çулăм çинчен илнĕ хыççăн 10 минутран ваннăри 36-38 градус ăшă шыва ямалла. Çак ваннăна эрнере пĕрре каçхи апат хыççăн 2 сехетрен тата çывăрас умĕн 1-1,5 сехет маларах кĕмелле, унта 20-30 минут выртмалла. Тухсан ӳте шăлса типĕтмелле мар. Унсăр пуçне сиплĕ шĕвек ĕçмелле. 1 литр шыва 30 грамм хăмла пучахĕ ямалла, 3 минут вĕретмелле. Кунне 4-6 хут 150-шар миллилитр ĕçмелле.

Шута илме! Хăмла препарачĕсем питĕ хăватлă, виçерен иртсе ĕçсен наркăмăшланма пулать. Ун пек чухне хăвăра япăх туйма пуçлатăр, пуç ыратать, ăш пăтранать, сывлăш пӳлĕнет. Хăшĕсен аллерги реакцийĕ палăрать. Хăмла препарачĕсемпе тухтăрпа канашласа кăна сипленмелле. Тата вĕсем ача кĕтекен хĕрарăмсене, депрессипе аптракансене юрамаççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.