Хĕрсем те яшсемпе танах тупăшрĕç

14 Раштав, 2013

Раштавăн 7-8-мĕшĕсенче “Хыпар” хаçат тимĕр вăййипе туслисене Пĕтĕм Раççейри XXX турнира йыхравларĕ. Ку хутĕнче ăмăрту Кÿкеçри «Улăп» физкультурăпа спорт керменĕнче иртрĕ

Ăмăрту савăнăçлă парадран пуçланчĕ. Спортсменсемпе тренерсене ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Олег Мешков, Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕ Георгий Егоров, ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн çумĕ Сергей Шелтуков, “Хыпар” хаçатăн тĕп редакторĕн çумĕ Михаил Арланов, республикăри кире пуканĕ спорчĕн федерацийĕн ертÿçи Юрий Карпов, тĕнче категориллĕ судья Сергей Бронников /Киров облаçĕ/, СССР спорт мастерĕ Касим Гилязетдинов /Чĕмпĕр облаçĕ/, Вагиз Сунгатов /Тутарстан/ профессор саламларĕç.

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Олег Мешков спорт уявне пушă алăпа пыман, вăл Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчи пур шкула та кире пуканĕн комплектне парнелессине пĕлтерчĕ.

Ăмăртăва çĕр-шывăн сакăр регионĕнчен 300 ытла спортсмен хутшăнчĕ. Ку - рекорд! Елчĕк, Канаш, Патăрьел, Шупашкар, Улатăр, Йĕпреç, Вăрнар, Куславкка, Çĕрпÿ, Тăвай тăрăхĕнчи паттăрсемпе вăй виçме помост çине Чĕмпĕр, Чул хула, Киров облаçĕсенчен, Тутар, Коми, Мордва тата Мари республикисенчен килнĕ чи вăйлă атлетсем тухрĕç. Турнирăн пĕрремĕш кунĕнче хĕрсемпе хĕрарăмсем, яшсемпе арçынсем тупăшрĕç, тепĕр кун ветерансем ăмăртрĕç тата командăсен эстафети иртрĕ.

Чи çăмăл виçере Елчĕкри Марина Михайлова çĕнтерчĕ. Çак ушкăнра иккĕмĕш вырăн йышăннă 11-ти Снежана Кириллова /Йĕпреç районĕ, тренерĕ Михаил Петров/ ăмăртăва хутшăннă «Чи çамрăк спортсмен» ята тивĕçрĕ. Йĕркелÿçĕсем хĕр ачана ятарлă кубокпа чысларĕç.

Хĕрарăмсен йышĕнче абсолютлă çĕнтерÿçĕ ятне Елчĕк пики, хальхи вăхăтра Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче ăс пухакан Вера Николаева тивĕçрĕ.

63 килограмчченхи виçере тăватă ача амăшĕ Алевтина Евграфова /1969/ савăнтарчĕ. Канашри 5-мĕш шкул вĕрентекенĕ 141 очко пухса пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарчĕ. Турнира пĕрре кăна мар хутшăнакан хĕрарăм тăван киле кашни ăмăртуран парнесемпе таврăннă.

Ăмăртура Чĕмпĕр облаçĕнчен килнĕ атлетсем те палăрчĕç. 68 килограмлă виçере пĕрремĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Екатерина Бариновăпа Анна Юрлина йышăнчĕç. Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕренекен Марина Никитина /тренерĕ Олег Федоров/ тата Катя Иванова /тренерĕ Иван Смоленцев/ кăçал та кĕмĕл медаль çĕнсе илчĕç.

Çамрăкрах спорт ветеранĕсен ушкăнĕсенче Тутарстанри Сабы поселокĕнчи СССР спорт мастерĕ Фариль Миннемуллин, Мари Элти пĕрремĕш спорт мастерĕ Михаил Пекпаев, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн доценчĕ Владимир Симень, Вăрнар районĕнчи Николай Данилов тата Елчĕк ен пăхаттирĕ Юрий Карпов çĕнтерчĕç. 60 тата 70 çулсенчен аслăрах ветерансен хушшинче Улатăр хулин хисеплĕ гражданинĕ Валерий Притуленко тата Канашри «Локомотив» ФСК тренер-преподавателĕ, Раççей спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Владимир Понихидкин палăрчĕç. Юбилейлă турнирта ветерансем республикăн вун тăватă рекордне çĕнетрĕç.

Уява пынисене районти ÿнер шкулĕн çамрăк артисчĕсемпе «Улăп» спорт комплексĕн хастарĕсем, Кÿкеçри «Телей» фольклор халăх ансамблĕ илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕç. РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Арсений Яйцов та тĕрлĕ халăх кĕвви-çеммипе тыткăнларĕ.

Петр СИДОРОВ,

Андрей МИХАЙЛОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.