Хресченшĕн хĕлле те канăç çук

30 Кăрлач, 2015

Уй-хир хулăн юр айĕнче çурхи кунсем çывхарнине туймасăр канлĕн тĕлĕрет, анчах хресчен хĕлле те йывăр шухăш тыткăнĕнчен хăтăлаймасть: çуракине епле ирттересси канăç памасть ăна. Паха вăрлăх, çунтармалли-сĕрмелли материал çителĕклĕ-и, техника юсавлă-и, пĕрчĕллĕ удобрение, сăтăрçăсемпе, чир-чĕрпе тата çумкурăкпа кĕрешмелли имçама епле хатĕрлемелле? Вун-вун ыйтăва татса памалла.

Ÿсĕм хал хушать

Ферма ĕçченĕсем выльăха ăнăçлă хĕл каçарассишĕн, çав вăхăтрах тухăçлăха ÿстерессишĕн кĕрешеççĕ. Елчĕк районĕнчи Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнче ялхуçалăхĕн 4 предприятийĕ тата пĕр ХФХ выльăх ĕрчетеççĕ. Районта пĕлтĕр кашни ĕнерен вăтамран 5426 кг сĕт сунă, ку ял тăрăхĕнче вара - 6017 кг. Икĕ хуçалăх - «Победа» ООО тата «Комбайн» ЯХПК районта 1-мĕшпе 2-мĕш вырăнсене йышăнаççĕ. Апла пулин те тунă çитĕнÿсемпе лăпланмаççĕ ферма ĕçченĕсем, 2015 çулта кăтартăва татах лайăхлатасшăн. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.