Ялхуçалăх

30 Юпа, 2015

Çăкăр çитерекене мухтав!

Ял хуçалăхĕ республикăшăн питĕ пысăк пĕлтерĕшли каламасăрах паллă. Тĕрĕссипе, эпир пурте ялтан тухнă. Хула та ялсăр пурăнаймасть. Кашнин сĕтелĕ çинчи çăкăр - ял çыннин ырми-канми ĕçĕпе пулнăскер. Çавна май Чăваш Ен Ялхуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне çуллен сумлă паллă туни чăннипех вырăнлă.

21 Юпа, 2015

Тирпейлĕ хресченĕн техники те тирпейлĕ, шанчăклă

Комсомольски районĕнчи «Çĕрулмине мухтав» агрофирмăра иртнĕ семинар-канашлура ялхуçалăх техникине лайăх хĕл каçарас ыйту тĕпре пулчĕ.

Pages