"Хыпар" издательство çуртĕнче ÿкерчĕксен конкурсне пĕтĕмлетрĕç

31 Çу, 2019

Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун умĕн "Хыпар" издательство çуртĕнче "Эпир миршĕн" ÿкерчĕксен конкурсĕ иртрĕ. Унта наци медиахолдингĕнче ĕçлекенсен пĕчĕк-ывăл хĕрĕ хутшăнчĕ. 

Ачасем ĕçсене тăрăшсах хатĕрленĕ. Вĕсен тăрăшулăхне ятарлă комисси (унăн председателĕ - "Хыпар" хаçатăн социаллă пурнăç, культура тата спорт пайĕн редакторĕ Надежда Смирнова) хак пачĕ. "Хыпар" издательство çурчĕн ĕç сыхлавĕн  инженерĕ Галина Хрисанова пĕлтернĕ тăрăх, конкурса хутшăннă пĕр ачана та кÿрентермен, пурне те парнепе хавхалантарма йышăннă.

www.hypar.ru

Вера ЭВЕРККИ. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас