Инвестици ытларах килтĕр

18 Чÿк, 2014

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин тунтикун Йошкар-Олара федерацин Атăлçи округĕнче инвестици климатне лайăхлатас, административлă чăрмавсене чакарас, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарас енĕпе ĕçлекен комиссин Михаил Бабич полпред ертсе пынипе иртнĕ ларăвне хутшăннă.

Комисси ĕçне çавăн пекех РФ Президенчĕ çумĕнчи предпринимательсен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй Борис Титов, Çĕнĕ проектсене пурнăçламалли стратеги пуçарăвĕсен агентствин гендиректорĕ Андрей Никитин, Патшалăх Думин Экономика политики енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Игорь Руденский, регионсенчи предпринимательсен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăйсем, бизнес-пĕрлĕх представителĕсем, ыттисем хутшăннă.

Кун йĕркинче РФ Президенчĕн Раççей субъекчĕсен инвестици илĕртÿлĕхне çĕклемелли, бизнес валли лайăх условисем йĕркелемелли хушăвĕсене пурнăçлассипе, регионсен инвестици климачĕн наци рейтингне хатĕрлессипе, округри регионсем ăнăçлă практикăсен пуххипе пилот мелĕпе усă курассипе çыхăннă ыйтусем пулнă. Ларăва хутшăннисем çавăн пекех округри инвестици уполномоченнăйĕн 2014 çулхи ĕçĕ çинчен калакан отчета итленĕ.

Н.ЯКОВЛЕВ.

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.