Çамрăксен хаçачĕ 45 (6596) № 04.12.2025

4 Раштав, 2025

Культура вучахне хĕмлентерет

ЧĂВАШ ЭСТРАДИНЕ ВĂЛ «САРĂ ХĔРАЧА», «МА-ШИ, МА-ШИ?» ЮРĂСЕМПЕ ВИРХĔНСЕ КĔЧĔ. ХАЛЬХИ ВĂХĂТРА УНĂН РЕПЕРТУАРĔНЧЕ 30 ЯХĂН ЮРĂ. СЦЕНА ÇИНЧЕ КУРАКАНСЕНЕ КĔВĔ-ÇЕМĔПЕ САВĂНТАРНИСĔР ПУÇНЕ ВĂЛ КУЛЬТУРА ТЫТĂМĔНЧЕ ТĂРĂШАТЬ.

Хулари пĕр-пĕр чаплă та пысăк керменте те мар, ялти кану центрĕнче. Сăмах — Сергей Петров юрăç çинчен. Вăл мĕншĕн хула пурнăçне ялпа улăштарнă-ха? Çынсем уява пухăнаççĕ «2021 çултанпа Красноармейски округĕнчи Упи ялĕнчи кану çуртĕнче ĕçлетĕп. Ун чухне пандемиччĕ, çавăнпа яла куçма шухăшларăм. Ку ĕç патне чун туртрĕ, кунтах юлтăм. Тĕрлĕ мероприяти ирттерсе çынсен канăвне йĕркелетĕп. Упи ялĕ социаллă обћектсемпе пуян: чиркӳ, лавкка, психоневрологи интерначĕ, шкул, ФАП, садик… Кану çуртĕнче библиотека, этнографи музейĕ пур. 60-мĕш çулсенче хута янă кермене Культура министерстви пулăшнипе 2023 çулта юсаса çĕнетрĕç. Ĕçлеме килсенех Николай Степанов пулăшнипе ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисене пуçтарса ыр кăмăллăх концерчĕ ирттертĕмĕр. Кайран та салтаксемпе, вĕсен амăшĕсемпе, мăшăрĕсемпе пĕрре мар тĕл пултăмăр. Малтанхи вăхăтра эпир йĕркелекен мероприятисене çын сахал çӳретчĕ, çавăнпа халăха пĕрлештересси тĕп тĕллев пулчĕ. Майĕпен куракансен йышĕ ӳсрĕ, халĕ уява 80-100 çын пуçтарăнать. Кӳршĕ ялсенчен те килеççĕ. Çĕрпӳри, Муркашри халăх театрĕсем спектакльсем кăтартрĕç. Цирк артисчĕсем те ял халăхĕн кăмăлне çĕклерĕç. Çулла «Çамрăксем спортшăн тата миршĕн» проект пуçартăмăр: спортсменсене чĕнтĕмĕр, боксерсемпе каратистсем ăсталăх класĕсем йĕркелерĕç. Волейбол, мини-футбол, теннис турнирĕсем иртрĕç. Вырăнти артистсемпе пултарулăх коллективĕсем юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕç. Пирĕн тăрăхра спорта юратакан сахал мар. Интернат ертӳçи Юрий Васильев /вăл унччен шкулта физкультура вĕрентнĕ/, Упири футбол командин тренерĕ Владимир Николаев ку ĕçе йĕркелеççĕ. Кăçал Упи ялĕ никĕсленнĕренпе 725 çул çитнине паллă турăмăр. Упи паттăрăн тумне хатĕрлерĕмĕр, унăн кун-çулĕ çинчен каласа патăмăр. Кăçалах район юбилейне /90 çул/ Упире уявларăмăр. Кăçал Упи ялĕ «Красноармейски округĕнчи чи лайăх ял» конкурсра виççĕмĕш вырăн йышăнса 650 пин тенке тивĕçрĕ. Çав укçапа купель тăваççĕ. «Пинер» ТОС хастарĕсем пуçарнипе ялта маскировка тетелĕ çыхаççĕ, окоп çуртисем тăваççĕ. «Пуçаруллă бюджет» программа пулăшнипе тĕрлĕ проект пурнăçланать. Акă Упи паттăр крепоçне тума пуçланă. Ялти стадиона çĕнетесшĕн, унăн проектне хатĕрленĕ. Округ администрацийĕ пулăшнипе урамри сценăна çĕнетрĕç, клубра кинофильм курмалли пысăк экран лартса пачĕç. Сасă çырмалли студи те пур пирĕн. Термопресс парнелесен «Упи парни» сувенирсен мастерскойĕ уçрăмăр. Унта курка, футболка тата ытти тăватпăр. Кану центрĕнче эпир Людмила Клементьевăпа пĕрле вăй хуратпăр. Тĕрлĕ 9 кружок /алă ĕçĕн ăстисен, юрă, театр…/ ĕçлет. «Упи ен» фольклор ушкăнĕ чăмăртаннă. Йышра — тивĕçлĕ канăва тухнисем. Репертуарта — чăваш, вырăс, хальхи эстрада юррисем. Вĕсене округри, ялти концертсенче, уявсенче час-час курма пулать. Анчах купăсçă çук. Ялсенче музыка инструменчĕ калакан питĕ сахал. Хальхи вăхăтра культура енĕпе вĕренме каякан та нумаях мар. Тусайри культура çуртĕнчи /ертӳçи — Наталья Федорова/ «Кăмăл» пултарулăх ушкăнĕпе килĕштерсе ĕçлетпĕр. Сăмах май, 2024 çулта Тусай ялĕ никĕсленнĕренпе 610 çул çитнине паллă турăмăр. Тусайра пурăннă май ялти кану çуртĕнче этнографи кĕтесĕ йĕркелерĕмĕр. Ĕлĕкхи япаласене пуçтартăмăр, ял историйĕпе, паллă çынсемпе паллаштаракан стендсем турăмăр. Тусайри клуба та çывăх çулсенче юсама палăртнă. Кӳршĕ ялсенчи культура çурчĕсен шăпи те шухăшлаттарать. Акă Пайсупинринче ĕçлекен çук, Янмурçинтинче те çăра çакăнса тăрать. Янмурçинта 2 çул каялла политика деятельне Леонид Прокопьева халалласа асăну каçĕ ирттернĕччĕ, кăçал унăн палăкне уçрăмăр. Ялта пурăнма интереслĕ. Соцучреждени нумай пулнăран ĕç вырăнĕсем те пур. Çамрăк çемьесем ялта çĕнĕ çурт лартни савăнтарать. Шел те, ачисем сахал. 15 çул каялла шкулта 250 ытла ача вĕренетчĕ, халĕ 100 яхăн кăна. Ял пуласлăхĕ, паллах, унта пурăнакансенчен нумай килет. Упири библиотекăра ĕçленĕ Оксана Клементьева культура керменĕ умне хитрелетессипе нумай тăрăшатчĕ, тавралăха хăтлăлатас енĕпе ирттернĕ конкурсра та мала тухнăччĕ», — ял пурнăçĕпе паллаштарчĕ Сергей Петров. Тĕрлĕ проект авторĕ Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче Сергей Германовича Красноармейски округĕнчи культура ĕçченĕсен профсоюзĕн председательне суйланă. Çĕнĕ ертӳçĕ культура ĕçченĕсен канăвне, ăс-хакăлне пуянлатма тăрăшать. Вĕсем «Ясна», «Чăваш керемĕ» этнокомплекссене кайса килнĕ. Шашка-шахматла выляссине йăлана кĕртнĕ. Культура ĕç- ченĕсем валли семинар йĕркеленĕ. Сергей Петров пуçарнипе кăçал «Округри чи лайăх культура ĕçченĕ» конкурса чĕртсе тăратнă. Унта Карайри Лидия Иванова мала тухнă. Вăл Трак ен чысне республикăра хӳтĕлет. Сăмах май, Сергей Германович хăй те «Красноармейски округĕнчи чи лайăх çамрăк специалист» конкурсра çĕнтернĕ, 2024 çулта республикăри «Ялти культура çурчĕн чи лайăх ĕçченĕ» конкурсра палăрнă. 2020 çулта Чăваш эстрадин артисчĕсен союзĕпе пĕрле «Юрă-кĕвĕллĕ Чăваш Ен» конкурс пуçарса янă. Проект авторĕ — Сергей Петров. Кăçал ăна Патриотлăх тата Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин çулталăкĕсене халалланă. Тĕрлĕ ӳсĕмрисем /шкул ачисем, учительсем ытларах/ вырăсла тата чăвашла юрăсем шăрантараççĕ. Сергей Германович каланă тăрăх, Раççейĕн çамрăксемпе ĕçлекен агентстви, Президент гранчĕсен фончĕ тĕрлĕ проекта пурнăçа кĕртмешкĕн грантпа хавхалантараççĕ, анчах ăнăçлă проект хатĕрлемешкĕн команда кирлĕ. Тĕслĕхрен, вăл 2021 çулта Сăр хӳтĕлев чиккине тума хутшăннисене халалласа вокалпа литература конкурсĕн проектне çырса Чăваш Ен Пуçлăхĕн грантне илме тăратнă, анчах çĕнтерӳçĕсен йышне кĕреймен. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


Ачалăхри ĕмĕт çути

«Манăн юрăç пулас, Трактор тăвакансен культура керменĕнче юрлас килет», — тенĕ Светлана аппăшĕ унăн пуласлăхри ĕмĕчĕсем пирки кăсăклансан…

«Ун чухне пуçламăш классенче кăна вĕренеттĕм, — калаçăва пуçларĕ Светлана Иванова. — Пахчара аппапа Людăпа йăрансене çумран тасататпăр. «Санăн ӳссен кам пулас килет?» — ыйтрĕ вăл. Эпĕ Шупашкарта ытти культура çурчĕ пуррине пĕлмен ĕнтĕ. Чăнах та, пурăнсан-пурăнсан Трактор тăвакансен культура керменĕн сцени çине тухрăм…» Анчах та çак çул кĕске пулман. Çак тапхăрта Светланăн хури-шурине чылай курма тивнĕ. Патăрьел районĕнчи Чăваш Ишекĕнче йышлă çемьере çитĕннĕ вăл. Пиллĕкмĕш класра вĕреннĕ чухне çурма тăлăха юлнă: амăшĕ çут тĕнчерен уйрăлнă. «Аттепе тата пиччепе Сашăпа тăрса юлтăмăр. Тепĕр пичче салтакра, Чечняра службăра тăнă. Вăл анне вилнине те пĕлмен. Икĕ аппапа тепĕр пичче килтен тухса кайнăччĕ, — аса илчĕ пĕлĕшĕм. — Шкулта вĕреннĕ чухнех тĕрлĕ мероприятие хутшăнаттăм. Пĕррехинче Тĕрĕньелĕнче район шайĕнчи «Тĕлĕнтермĕш шкул ачи» конкурс иртрĕ. Унта эпĕ анне çинчен юрларăм. Ял çыннисем «ашшĕпе кăна пурăнать» тенине илтнĕ ĕнтĕ. Çавăн чухне хам пата пырсах чылайăшĕ шеллесе калаçнăччĕ». …Пĕр çулхине Светлана больницăна лекнĕ. Унта хĕрача чирлисене хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарма пуçланă. Чӳрече янахĕ çине хăпарса тăнă та… Пĕрин хыççăн теприне юрă шăрантарнă. «Ку самантсем манăн пуçран тухса ӳкнĕ. Пĕр палатăра выртнă хĕрача чылай çул иртсен аса илтерчĕ. «Чӳрече янахĕ сцена пулать. Эсир кравать çине ларăр», — тесе каланă пулать эпĕ. Çапла пĕр палатăран теприне концерт кăтартса çӳренĕ, — каласа кăтартрĕ Светлана. — Юрлас ăсталăх манăн — аттепе аннерен куçнă пултарулăх. Кӳршĕ-аршă хăна-вĕрле пухсан вĕсене яланах юрлама чĕнетчĕç. Атте: «Эс чĕтретĕн-и, шăнкăрав курăкĕ?» — тесе юрлатчĕ. Анне «Кăви-кăви кăвакарчăн» юрра юрататчĕ. Иккĕшĕн сасси халĕ те хăлхара янăрать». Аслă классенче вĕреннĕ чухне Светлана пулас мăшăрĕпе Константинпа паллашнă. Хĕр аттестат илсен çамрăксем мăшăрланнă. «Питĕ лайăх киле лекрĕм, — терĕ Светлана. — Хуняма вĕреннĕ çын пулнă. Ăна институт хыççăн Патăрьел тăрăхĕнчи шкула ĕçлеме янă. Упăшка та Мускаври аслă шкулта вĕреннĕ, спорт шкулĕнче тренерта ĕçлетчĕ. Ача çуратнă хыççăн тепĕр çулталăкран вĕсем мана И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме кайма сĕнчĕç. Диплом илсен Нăрваш Шăхальти клубра директорта ĕçлеме пуçларăм. Çакăнта качча килмен пулсан паян кам пулăттăм-ши? Вĕсем манран çын турĕç». Сахал кинрен хуняма пирки çакăн пек ăшă сăмахсем каланине илтме пулать. Светланăн калаçăвĕнче мăшăрĕн амăшĕ тĕп вырăнта тăрать. «Тăван килте çисе курманран-ши — аннен кукăлĕсем питĕ тутлăччĕ. «Çак кукăльсене килĕштернĕренех качча килтĕм пулĕ», — теттĕм час-часах. «Эпир сана тата мĕнле хытă юрататпăр. Сана качча илессишĕн виçĕ туй турăмăр вĕт», — хуравлатчĕ вăл. Чăнах та, паллашма килсен те, хĕр килĕшнĕ чухне те сĕтел тулли апат-çимĕç хатĕрленĕччĕ. Туй кĕреки те питĕ пуянччĕ. Йывăр çын чухне манăн питĕ çывăрас килетчĕ. Анне шкултан килет — эпĕ вырăн çинчен те тăман-ха. «Çывăр, çывăр, кин, — тетчĕ вăл. — Сана юрать». Питĕ аванмарланаттăмччĕ ĕнтĕ… — каласа кăтартрĕ Светлана. — Манăн та кинсемшĕн хуняма пек лайăх пуласчĕ. Асли 24 çула çитрĕ. Кĕçĕнни 5-мĕш класра вĕренет». …Иккĕмĕш ывăлне çуратнă хыççăн Светлана Петровна налук органĕсен тытăмĕнче ĕçлеме пуçланă. Çак вăхăтра чун тĕпĕнчи ĕмĕт — сцена çинче юрласси — тепĕр хут хăйĕн пирки аса илтернĕ. Пурнăç хăй еккипе пĕр тикĕс шунă вăхăтра инкек çине инкек сиксе тухнă. Малтан хунямăшĕ, унтан мăшăрĕ çĕре кĕнĕ. «Костя 2022 çулхи раштав уйăхĕнче чирлесе вилчĕ. Çак вăхăт маншăн питĕ йывăр тапхăр пулчĕ, — терĕ Светлана. — Налук органне Комсомольскине куçарчĕç. Ĕçе общество транспорчĕпе çӳрерĕм. Алăра — кĕлĕ кĕнеки. Çул тăршшĕпе ăна вуласа пыратăп. Пĕррехинче пуçлăх Татьяна Сергеевна психологи кĕнеки пачĕ. Ăна вулама пуçларăм. Çапла майĕпен пурнăç патне таврăнтăм, — аса илчĕ пĕлĕшĕм. — Авăн уйăхĕнче парикмахерские кайрăм. Çӳç кассан кун-çул улшăнать тенине илтнĕччĕ. Манăн та пурнăç лайăхлантăр-ха тесе çĕнĕ прическа тутартăм. Юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче Иван Шинжаевпа калаçрăм. Вăл мана юрлама сĕнчĕ. Çав вăхăтра эпĕ пекарньăра ĕçлеттĕм. Икĕ кун — канмалли. Çав кунсенче Патăрьел тăрăхĕнчи ялсенче концерт кăтартса çӳрерĕмĕр». Çак тапхăртан Светлана Ивановăн юрăç кун-çулĕ пуçланнă. Кĕçех ачалăхри ĕмĕтне те вăл пурнăçа кĕртнĕ: 2024 çулхи кăрлачăн 24-мĕшĕнче Влад Апаш сăввипе хайланă «Телей» юрăпа Трактор тăвакансен культура керменĕн сцени çине пĕрремĕш хут тухнă. «Кайран Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕпе Виктор Петровпа, Виталий Иванов, ытти юрăçпа туслашрăм. Вĕсемпе пĕрле тĕрлĕ концерта хутшăнма пуçларăм, — пĕлтерчĕ Светлана. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


Çамрăксене çитĕнӳ тумалли майсем кирлĕ

Çамрăксем тăван тăрăхра юлччăр тата ура çинче çирĕп тăччăр тесен мĕн тумалла? Çак ыйту «Чăваш Енри çамрăксем: юлатăп, аталанатăп, йĕркелетĕп» стратеги сессийĕнче тĕп вырăнта пулчĕ. Мероприяти Шупашкарти электромеханика колледжĕнче иртрĕ.

Муниципалитет округĕсен пуçлăхĕсен канашçисем, социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсен авторĕсем, çамрăксен организацийĕсен ертӳçисемпе хастарĕсем регионти çамрăксен политикинчи çивĕч ыйтусене /ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхĕсенчен, карьера ӳсĕмĕнчен, сывă пурнăç йĕркинчен пуçласа предпринимательлĕхпе общество хастарлăхĕ таран/ пăхса тухрĕç, вăйлă тата япăх енсене палăртрĕç тата ăна лайăхлатмалли майсене сӳтсе яврĕç. Сесси вăхăтĕнче хускатнă мĕн пур сĕнӳ малалла ĕçлемешкĕн никĕс пулĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республика малашлăхĕнче çамрăксем тĕп вырăн йышăннине палăртрĕ. «Пирĕн çамрăксен пултарулăхĕнче, вĕсен хăюллă шухăшĕсемпе вăй-халĕнче Чăваш Ен аталанăвĕн уççийĕ. Правительствăн стратегиллĕ тĕллевĕ — кашни çамрăка тăван тăрăхра çитĕнӳ тума майсем йĕркелесси, республикăпа пĕтĕм çĕршывăн аталанăвне тӳпе хывасси. Эпир çĕнĕ шухăшсене пулăшма хатĕр», — терĕ регион ертӳçи. Çамрăксен политикин управленийĕн ертӳçи Алексей Иванов 2025 çулхи тĕп кăтартусемпе тата çитес çулхи тĕллевсемпе паллаштарчĕ. «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕ, «Çĕнĕ маршрут. Регионсем» проект, Раççей Президенчĕн «Çамрăксем валли регион» программинчи çĕнĕлĕхсем çинче чарăнса тăчĕ, çавăн пекех «Çамрăксен политикин шкулĕ» программа ĕçлесе кайни çинчен пĕлтерчĕ. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа ялти предпринимательлĕхе аталантарма тĕллев лартнă «Ăçта çуралнă — çавăнта кирлĕ пулнă» проекта хатĕрлемешкĕн хутшăнма йыхравларĕ. Пуçарăва Ял хуçалăх министерстви Чăваш патшалăх аграри университечĕпе, Общество палатипе тата республикăри бизнес-инкубаторпа пĕрле пурнăçлать. Татьяна Изосимова шкул çулĕсенчех хастар пулнă. Университета вĕренме кĕрсен те хĕр пĕлӳ пухнипе çеç çырлахса ларман. Вăл пур енĕпе те пултарулăхне аталантарма, интереслĕ мероприятисене хутшăнма, таçта та çитме вăхăт тупнă. Алла диплом илсен Татьяна хăйĕн ĕçне çамрăксемпе çыхăнтарнă. Халĕ хĕр Шупашкарти «Пĕрремĕшсен юхăмĕ» уйрăмĕн ĕçне йĕркелекен специалистра вăй хурать. Вăл çамрăксене аталанмашкăн мĕнле майсем пурри пирки каласа пачĕ. «Эпир çамрăксене мĕнле хавхалантармалли çинчен калаçрăмăр. «Пĕрремĕшсен юхăмĕ» ку енĕпе пысăк тӳпе хывать. Эпир яш-кĕрĕме, шкул ачисене, студентсене пулăшатпăр. Тĕрлĕ проекта хутшăнса, ытти регион опычĕпе паллашса пирĕн çамрăксем Чăваш Ен ят-сумне çӳлелле çĕклеççĕ. Хăйсем те аталанаççĕ», — терĕ Татьяна Алексеевна. Елена Антонова Шупашкар округĕн пуçлăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен канашçинче тăрăшать. Вăл яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа яла илĕртме «Земство учителĕ» тата «Земство тухтăрĕ» программăсем аван ĕçленине пĕлтерчĕ. «Пирĕн округра çак программăсемпе килĕшӳллĕн 3 вĕрентекенпе 13 тухтăр вăй хурать. Вĕсем валли тĕрлĕ çăмăллăх палăртнă. Çитес çул «Земство культура ĕçченĕ» программа хута яма палăртнă. Кун пек проектсем кирлĕ, вĕсем çамрăксене яла илĕртме пулăшаççĕ. Чи çивĕч ыйту — ĕçлеме килекен çамрăксене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси. Çитес çул çак ыйтăва татса парасса шанас килет», — чун ыратăвне пĕлтерчĕ Елена Николаевна. Çамрăксене патриот воспитанийĕ парасси — пĕрремĕш вырăнта. Вĕсем — çĕршыва аталантаракансем, уншăн вăй хуракансем. Сессире ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе «Хамăрăннисен вăхăчĕ» программа хастарĕсем те пулчĕç. <...>

Юлия ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


Вĕсен кашни кунĕ интереслĕ иртет

Чăваш Енри çамрăксем Ростислав Титовпа Дарья Прокофьева Запорожье облаçĕнче доброволецсен юхăмне аталантарас енĕпе ĕçлеççĕ. Ростислав — Пĕтĕм Раççейри çăлавçă-студентсен корпусĕн регионти уйрăмĕн проекчĕсемпе программăсен пайĕн ертӳçи. Дарья — унăн çумĕ. Ростиславпа Дарья Бердянск округĕнчи çынсен хăрушсăрлăх культурине ӳстереççĕ. Вĕсем икĕ уйăх каялла ĕçе пикеннĕ.

Ростислав И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ăс пухнă. «Техносфера хăрушсăрлăхĕ» специальноçа алла илнĕ. Дарья И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче ăс пухнă, вăл — ИЗО учителĕ. Ростислав ача сачĕсенче, шкулсенче ăсталăх класĕсем ирттерет. Практикăпа теори занятийĕсенче çамрăксем пĕрремĕш пулăшу пама вĕренеççĕ, пушар хăрушсăрлăхĕн хăнăхăвĕсене алла илеççĕ, ăмăртусене хатĕрленеççĕ. Çăлавçă-студентсен корпусĕн регионти уйрăмĕн хастарĕсем пулăшнипе Бердянскри 3-мĕш шкулти студотряд команди пĕрремĕш пулăшу парас енĕпе иртнĕ чемпионатăн регионти тапхăрĕнче 1-мĕш вырăн йышăннă, Саранска Пĕтĕм Раççейри ăмăртусене кайнă. Дарья кашни мероприятие социаллă сетьсенче çутатса тăрать. Вăл сăн ӳкерчĕксемпе видеороликсен пахалăхĕшĕн яваплă. Бердянска кайиччен Ростиславпа Даша Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнче ĕçленĕ. Вĕрентӳ учрежденийĕнче Пĕтĕм Раççейри çăлавçă-студентсен корпусĕн регионти уйрăмĕ пур. — Тĕп управленирен Мускава ĕçлеме чĕнчĕç. Унтан пире Запорожье облаçне пулăшма ячĕç. Хамăрăн ĕç пире килĕшет. Кашни кун интереслĕ те тухăçлă иртет. Ачасемпе хутшăнма кăмăллă. Шкулсенче çăлавçăсен отрядне йĕркелетпĕр. Запорожье облаçĕнче паянхи кун тĕлне шкулти 5 тата студентсен 3 çăлав отрячĕсене чăмăртарăмăр. Кашнинче — 25 доброволец. Отряд командирĕ тата кураторĕ пур. Кĕçех Ресурс центрĕнче вĕрентӳ полигонĕ хута каять. Раштавăн 15-20-мĕшĕсенче отряд командирĕсемпе преподавательсене хатĕрлес енĕпе ĕçлеме тытăнатпăр. Пур теори пĕлĕвне те практикăра çирĕплететпĕр. Кашни хутшăнакан хăйĕн вăйне шаннине туйтăр. Ачасенне кăна мар, аслисен хăрушсăрлăх культурине те ӳстеретпĕр. Халĕ шăпах шкулти преподавательсене пĕрремĕш медпулăшу памалли хăнăхусене вĕрентетпĕр. Мероприятисене Запорожье облаçĕнчи Çамрăксен политикин министерствипе пĕрле йĕркелетпĕр. Халăх пĕрлĕхĕн, çĕнĕ регионсем Раççейпе пĕрлешнĕ кунсене паллă турăмăр. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Управленийĕн Çамрăксен политикин управленийĕпе те çыхăну тытатпăр, — ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ Ростислав. Доброволецсем харпăр хăрушсăрлăх пĕлĕвĕн шайне ӳстернисĕр пуçне ватăсене, йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынсене пулăшаççĕ. Çав шутра ятарлă çар операцине хутшăнакансем патне гуманитари пулăшăвĕ кайса параççĕ. Нумаях пулмасть хастарсем Запорожье облаçĕнчи Радоловка ялĕнче Çветтуй Троица чиркĕвне юсама хутшăннă. Ăна 1914 çулта хăпартнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пынă вăхăтра кунта госпиталь вырнаçнă. Тăшман чиркӳ куполне çĕмĕрнĕ. 80 çул иртсен унăн çĕнĕрен чĕрĕлес шанчăк çуралнă: Запорожьери казаксем çăлавçă-студентсен корпусĕн доброволецĕсемпе пĕрле ăна юсама тытăннă. — Регионăн кăнтăр енче пурăнакан казаксем пирĕнтен пулăшу ыйтрĕç. Вĕсем хăйсем тĕллĕнех ĕçе пуçăннă. Чиркӳ тул енчен чиперех. Шалти ĕçсене пурнăçларăмăр, тăррине витрĕмĕр, стенасене çирĕплетрĕмĕр. Юсав ĕçне хутшăнакансене апат пĕçерсе çитертĕмĕр, — аса илчĕ Ростислав. Ростиславпа Дарьйăн пушă вăхăт çукпа пĕрех. Апла пулин те пурнăçпа киленме те манмаççĕ çамрăксем. Азов тинĕс хĕрринче канаççĕ, сывă пурнăç йĕркине пăхăнаççĕ: чупаççĕ, турникран туртăнаççĕ. <...>

Юлия ИВАНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.