Çамрăксен хаçачĕ 47 (6598) № 18.12.2025

18 Раштав, 2025

«Ĕçтешсен хăюлăхĕнчен тĕлĕнеттĕм»

Андрей МИХАЙЛОВ, «Çамрăксен хаçачĕн» редакторĕ:

— Ача чухне эпир «Тантăш» хаçат, «Çилçунат» журнал вуласа ӳсрĕмĕр. Яш çулне çитсен «Çамрăксен хаçатне» алла тытнă. Анне темиçе кăларăм çырăнса илетчĕ. Вăл хăй те вулама юрататчĕ. «Çамрăксен хаçачĕ» пирĕн киле 1998 çултанпах килсе тăратчĕ. Эпĕ, сăвăкалав çырассипе интересленекенскер, хаçатра пичетленекен хайлавсене каса-каса илеттĕм, вĕсене халĕ те упратăп. «Парнас кĕрекинче» тухакан çамрăксен хайлавĕсемпе савăнсах паллашаттăм. Çыравçăсем çинчен тухнă статьясем те папкăра нумай пухăннăччĕ. Александр Гринăн «Кĕрен парăс» романĕ пичетленсе пынăччĕ, ăна та касса илсе кĕнеке пек тунăччĕ. Хаçата тытсанах эпĕ яланах варринче кун çути курнă статьясене шĕкĕлчеттĕм, мĕншĕн тесен вĕсем чи интереслисемччĕ. Хăш-пĕр статйине вуласан куççульленеттĕм. Епле чуна пырса тиветчĕç вĕсем. Чăваш «çăлтăрĕсенчен» илнĕ интервьюсене кăсăклансах вулаттăм. Журналистсен хăюлăхĕ те тĕлĕнтеретчĕ: вăрттăн туйăмсем çинчен те вăтанмасăр çырнă, преступлени тунă çынсем пирки те статьясем тухатчĕç. «Юратупа наркăмăшри» чуна çунтаракан çырусем те тыткăнлатчĕç. Чан Тарукĕн путишĕсем кăмăл-туйăма уйрăмах çĕклетчĕç. Хаçат редакцийĕ тĕрлĕ конкурс ирттеретчĕ. 2011 çулта манăн хайлавсем литература конкурсĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннăччĕ. Сăввисем хаçатра та кун çути курнăччĕ. Диплома ун чухнехи редактор Дмитрий Моисеев алла тыттарнăччĕ. Çав çулах «Çамрăксене ĕçпе тивĕçтермелле» статья та вулакан патне çитнĕччĕ. 2012 çулта «Хыпар» Издательство çуртне ĕçлеме вырнаçрăм. «Çамрăксен хаçачĕн» редакцийĕн пӳлĕмĕ юнашарахчĕ. Çавăн чухне паллашнă та ĕнтĕ пултаруллă журналистсемпе. Астăватăп: вĕсем статья валли материал пухма каçхи клуба кайнă тетчĕç. Ах, маттурсем! Пĕррехинче хама та çаклатса кайрĕç, ман телее, ĕçлеме мар, ташласа савăнма. Епле интереслĕ пурăннă пирĕн çамрăк журналистсем! Чăваш эстрада артисчĕсемпе пĕрле концерт ирттерме районсене тухса çӳретчĕç, хаçат кунĕсем ирттеретчĕç. Хаçатăн 90 çулхи юбилейĕнче /2015 çулта/ хăнасен йышне лекнĕччĕ. Хаçата яланах васкаса алла тытаттăм: мĕнпе тĕлĕнтереççĕ-ши паян? Елена Трофимова «Писатель ялĕнче — хăнара» рубрика тытса пыратчĕ. Унран тĕслĕх илсе хамăр тăрăхри çыравçăсен ялĕсене çитсе килес шухăш та пурччĕ. Литература хĕлхемĕ чунра хĕмленетчĕ. Ольга Калитова «Журналист профессие улăштарать» рубрика валли хайлакан статьясем килĕшетчĕç. Хама та ытти ĕçре тĕрĕслесе пăхас килетчĕ, анчах çын çăкăрне туртса илмерĕм. Вĕсен хастарлăхĕ мана çĕнĕ темăсем шырама хавхалантарнă. Дмитрий Моисеев мана «Çамрăксен хаçачĕн» редакцине куçма сĕннĕччĕ. Ун чухне эпĕ, «Хыпар» хаçатăн корреспонденчĕ, спорт темипе нумай çыраттăм: хăнăхнă ĕçрен уйрăлас килмерĕ — куçмарăм. Каярах «Çамрăксен хаçачĕн» хĕрĕсем мана «çураçма» татах килчĕç. Ун чухне те çак утăма тумарăм. Турă калашле виççĕ теççĕ: виççĕмĕш хутĕнче килĕшрĕм. Çак тапхăрта хаçат ĕçченĕсем 30 çул каялла пуçарнă ырă йăласене тытса пыни, хăюллă темăсене хускатма шикленменни, эстрада çăлтăрĕсемпе килĕштерсе ĕçлени пичет кăларăмĕн аталанăвне пысăк витĕм кӳнĕ. «Çамрăксен хаçачĕн» редакцийĕнче кашни хăйĕн тивĕçне пурнăçлать. Валентина Яковлевăн статйисенче тĕслĕхлĕ çемьесем, ял çыннисем, специалисчĕсем тĕп вырăн йышăнаççĕ. Юлия Иванова СВО салтакĕсемпе, ыр кăмăллăх ĕçне чунпа парăннисемпе çыхăну йĕркеленĕ. Ирина Петрова вĕренӳре, ĕçре, пултарулăхра, наукăра çитĕнӳсем тунă çамрăксем çинчен çырать. Яланхи пекех уйрăм авторсен хайлавĕсем, çырусем килни савăнтарать. Вĕсен шучĕ, паллах, унчченхипе танлаштарсан нумаях мар, çапах вĕсем хаçата пуянлатаççĕ.


«Студент çулĕсем редакцирех иртрĕç»

Виктория ВЫШИНСКАЯ, «Хыпар» издательство çурчĕн директорĕ — тĕп редакторĕ

— Эпĕ журналистикăри ĕçе-хĕле «Çамрăксен хаçатĕнче» 2003 çулта пуçланă. Ун чухне редактор Николай Коноваловччĕ. Каярах Надежда Яковлева пирĕн ĕçе-хĕле ертсе пычĕ. 2004 çулта çакăнта палăрсах Президент стипендиачĕ пулса тăтăм. Командировкăсене – йышпа та, пĕчченшерĕн те – тухса çӳреме юрататтăмăр. Ытларах чухне автобуспа çула тухнă. Материалсене диктофонпа çыртарса, «мыльницăпа» ӳкерттерсе пухнă. Чи кăсăкли ĕçе таврăнсан пуçланатчĕ. Сăн ӳкерчĕксене Вадим Галкин фотографăн тĕттĕм пӳлĕмĕнче кăларттараттăмăр. Вăл пирĕн, журналистсен, кашни утăмне ӳкеретчĕ. Çавăнпа та манăн çамрăк çулсенчи архив питĕ пуян. «Çамрăксен хаçачĕн» ун чухнехи йышĕ те хастарччĕ, регион шайĕнчи тата ун тулашĕнчи мероприятисене хушасса кĕтмесĕрех тăтăшах тухса çӳренĕ. Чĕмпĕрте иртнĕ Пĕтĕм Раççейри журналистсен спартакиадине кайса килнине аса илетĕп. Эльза Степанова, Александр Кириллов, Александр Яковлев /питĕ шел, вăхăтсăр çĕре кĕчĕ/ тата эпĕ тĕрлĕ енĕпе ăмăртса çĕнтерӳпе таврăннăччĕ. «Хыпар» ялавне кӳршĕсем патĕнче çӳлте вĕлкĕштерсе килнĕшĕн пире ун чухнехи ертӳçĕ Алексей Леонтьев планеркăра мухтаса укçан премипе те хавхалантарнăччĕ. Кашни ĕçтеш – Зоя Михайловна тирпейлӳçĕрен, Ефросиния Семеновна ĕç йĕркелӳçинчен пуçласа тĕп редактор тата унăн çумĕсем таранах — манăн пурнăçра пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнчĕ. Вĕсенчен вĕреннĕ, юлас мар тесе ăнтăлнă. Опыт çулпа хушăнать. 2003 çулта, Республика кунĕ умĕн, Раççей Геройĕн Евгений Борисовăн хĕр çуралчĕ. Тĕп хулари ЗАГСра çакна халалласа йĕркеленĕ церемонире республикăри паллă журналистсен йышĕнче манăн та пулма тӳр килнĕччĕ. Çакăн пек ăшă тĕл пулусем ырă аса илӳсем хăварчĕç. Çĕршыв хăрушсăрлăхĕпе тăнăçлăхĕшĕн тунă çирĕп утăмсемпе палăрнă ентешсене халалласа «Çамрăксен хаçатĕнче» сахал мар статья, очерк, интервью пичетленчĕ. Вĕсен геройĕсем паян та хамăр хушăрах. Тĕрлĕ мероприятире курсан пĕр-пĕрне палласа кăмăллăн йăл кулса илетпĕр. Аслă Çĕнтерĕве тата патриотлăха халалланă çулталăкра «Хыпар» издательство çурчĕ историе упраса хăварас, çитĕнекен ăрăва Тăван çĕршыва юратма вĕрентес тĕллевпе чылай мероприяти ирттерчĕ. Маншăн çакă каялла çаврăнса хыçа юлнă çулсене пĕтĕмлетнипе те паха пулчĕ. Студент çулĕсем редакцире иртрĕç тесен те йăнăшмăп. Пĕрремĕш курсранах Алексей Петрович ертсе пыракан пултарулăх студине çӳрерĕм, виççĕмĕшĕнче çур ставкăпа ĕçе вырнаçрăм. Диплом ĕçне те редакци стенисен хушшинчех çыртăм ĕнтĕ. Унăн пĕр пайне хамăн тетен, Раççей Геройĕн Леонид Константиновăн, кун-çулне халалланăччĕ. Çĕршывшăн çăмăл вăхăтсем пулмарĕç. Çурçĕр Кавказри хирĕç тăрусенче паттăррăн пуç хунă ентешсем яланах чĕрере. Юлашки çула ăсатма та кайнă, чуна çӳçентерекен, çав вăхăтрах хăюллă паттăрсен мăнаçлăх туйăмĕ çуратакан историсем çапла çуралнă. Çĕршывра çав çулсенче террор акчĕсен шучĕ сасартăках йышланни республика ШĔМне васкавлă çирĕп йышăнусем тума хистенĕ. Çак темăна халалланă интервьюна эпĕ 2008 çулхи чӳк уйăхĕнче каварлашса тăвакан преступленисемпе кĕрешекен управлени /УБОП/ çумĕнче йĕркеленнĕ терроризмпа, экстремизмпа кĕрешекен штаб ертӳçинчен Алексей Метелкинран илнĕччĕ. Пĕлтĕр, вун ултă çул иртсен, эпир унпа каллех «çавра сĕтел» хушшине лартăмăр – ку хутĕнче вара ĕç прависене хӳтĕлес ыйтусемпе. Халĕ Алексей Игоревич республикăра ĕç инспекцине ертсе пырать. Манăн ĕç кĕнекинче икĕ ĕç вырăнĕ кăна: вăл «Хыпар» издательство çуртĕнче пуçланнă, унтах тăсăлать. Икĕ теçетке çул ытла хушăра вăл мана пурнăç çулĕ çинче тĕлĕнмелле пултаруллă, пуян ăсхакăл мулĕллĕ чăвашăн пархатарлă ывăлĕ-хĕрĕпе курнăçтарчĕ. Кашнин шанчăклă туслăхне, тимлĕхне, канашне хаклатăп тата мала хуратăп. Шăпа умĕнче эпĕ парăмра.


«Тĕнче курса çÿрерĕм»

Дмитрий МОИСЕЕВ, «Çамрăксен хаçачĕн» редакторĕнче 2009-2015 çулсенче ĕçленĕ:

— «Çамрăксен хаçатĕнче» ĕçленĕ вăхăт асăмран нихăçан та тухас çук. Унта эпĕ тăхăр çул вăй хутăм, вĕсенчен çиччĕшне – редакторта. 2016 çулта «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕн çумĕнче ĕçлеме куçсан, «Çамрăксен хаçачĕн» кураторĕ пултăм. Пичет кăларăмне вăйлă коллективпа аталантарма, çĕклеме май килчĕ. Мĕн çинчен кăна çырман, ăçта кăна çитмен? Вулакансен йышне ӳстерес тĕллевпе кашни номертех чуна пăлхатакан статьясем, тĕпчевсем çыраттăмăр, эстрада çăлтăрĕсемпе концертсем йĕркелеттĕмĕр... Ольга Дюкина, Ольга Калитова, Ирина Алексеева, Регина Кубайкина, Любовь Петрова, Алина Ильина /Изман/, Ирина Кошкина, Елена Лукина, Нина Царыгина, Татьяна Вышинская, Марина Тумаланова, Оксана Табаева, Елена Трофимова, Алена Алтухова тата ыттисем тĕрлĕ çулта ĕçлесе ăмăртмалла статьясем çырчĕç. Мĕн чухлĕ çĕнĕ рубрика пуçартăмăр. «Паттăр çуралнă тăрăхра», «Вĕсем те çамрăк пулнă», «Çыравçă ялĕнче — хăнара», «Пĕр çын шăпи», «Арăмсăр», «Мĕнле пурăнатăн, хусах?», «Вутра çуннă çамрăклăх», «Клубсăр ял»... Пурне асăнса та пĕтереймĕн. Хама илес пулсан, Патăрьел тăрăхĕнчи Хурама Тăвара икĕ ачине пушарта çухатнă мăшăр çинчен çырма кайнăччĕ. Муркаш тăрăхĕнчи Кĕрекаç ялĕнче 21-ри хĕр усал шыçăпа чирлесе пурнăçран уйрăлнăччĕ. Унăн амăшĕпе калаçса статья хатĕрленине аса илсен паянхи кун та чун çӳçенет. 13 çулти Кирилл Александров, икĕ алăсăр çуралнă ишевçĕ спортсмен, паян Раççей шайĕнче пысăк çитĕнӳсем тăвать, «Несломленный пловец» телеграм-канал тытса пырать. Вăл çут тĕнчене килсен эпĕ «Çамрăксен хаçатĕнче» статья çырнăччĕ. Халĕ Кирилăн пурнăçне сăнаса тăратăп та вăл хуçăлманшăн савăнатăп… Хаçат çĕр-çĕр çынпа туслаштарчĕ, хутшăнусем йĕркелеме пулăшрĕ… Чылай хаçатăн вулакансен йышĕ чакнă вăхăтра «Çамрăксен хаçачĕн» тиражĕ çултан-çул ӳссе пычĕ. 2015 çулта Раççейри мĕн пур хаçат-журнал йышĕнче тиражне чи нумай ӳстернĕ 10 кăларăм шутне кĕтĕмĕр. Çакна ĕнентерекен дипломпа чыслама Мускава йыхравларĕç. Тиражпа пăхсан тутарсен, пушкăртсен çамрăксен хаçачĕсенчен иртсе кайрăмăр. «Çамрăксен хаçачĕн» редакторĕнче тăрăшнă вăхăтрах тĕнче курса çӳреме тытăнтăм. Мускавра, Калуга облаçĕнче, Чулхулара, Хусанта, Азербайджанра, Турцире, Кăркăсстанра иртнĕ çамрăксен фестивалĕсемпе форумĕсене хутшăнтăм. Ытти регионти ĕçтешсемпе калаçаттăм та, «çавра сĕтелсенче» çĕннине пĕлеттĕм те командировкăран таврăнсан редакци ĕçне улшăнусем кĕртме тăрăшаттăм. Çав мероприятисенче тупнă юлташсемпе паянхи кун та çыхăну тытатăп. «Çамрăксен хаçачĕн» 90 çулхи юбилейне театрта паллă туни те – куç умĕнчех. Уяв каçне 30 ытла юрăç, ансамбльсем, ташă ушкăнĕсем хутшăнчĕç, вулакансем тĕрлĕ районтан килчĕç. Унта Чăваш халăх çыравçисем Юрий Сементер, Раиса Сарпи, Ĕпхӳрен Айгиз Баймухаметов çитрĕç. «Çамрăксен хаçачĕн» 100 çулхи юбилейĕ ячĕпе унта тĕрлĕ вăхăтра ĕçленисене, вулакансене салам яратăп. Паянхи коллектива вара тиража упраса хăварма ăнăçу, хавхалану сунатăп.


Вĕсем патне хаçат вулама пыраççĕ

— Хаçат вуламасăр пĕр кун та иртмест. Çамрăк чухне те ĕçсене вĕçленĕ хыççăн алла хаçат тытаттăм. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче киле темиçе хаçат-журнал килетчĕ. 1996 çулта «Çамрăксен хаçачĕ» тухма тытăнчĕ. Вăл вăхăтра укçа-тенкĕ енчен йывăр пулсан та эпир ăна çырăнса илме пуçларăмăр. Пирĕн çемьен чи юратнă хаçачĕ пулса тăчĕ. Ăна паянхи кун та алла тытатăп, — терĕ Патăрьел тăрăхĕнчи Тури Туçа ялĕнче пурăнакан Лидия Кипяткова.

Фермăра — 40 çул

Унăн мăшăрĕ Коля тете тирпейлĕн çыхса хунă хаçатсен тĕркине йăтса кĕчĕ. Кунта тĕрлĕ çулти кăларăмсем. 1996 çулта тухнисем те пур. «Хăш-пĕр номерĕ çухалнă. Кăсăклă статьясене вулама кӳршĕ-арша панăччĕ. Халĕ те тăрсан-тăрсан тахçан тухнă хаçат алла лексен çĕнĕрен паллашатăп. Кĕçнерникуна мăшăрăмпа иксĕмĕр савăнса кĕтетпĕр. Паллакан çынсем çинчен пичетленнĕ статьясене ыттисене те вуласа пама тăрăшатăп. «Çамрăксен хаçачĕ» пек интереслĕ хаçат çук, çырăнса илмесĕр мĕн чухлĕ çухататăр» тесе калатăп. Хаçат пуррине пĕлекенсем ыйтма килеççĕ. Пирĕнтен тĕслĕх илсе кӳршĕ-аршă та çырăнма тытăнчĕ», — терĕ Лидия аппа. Кипятковсем 80 çул тултарчĕç. Вĕсем çемье çавăрнăранпа 55 çул çитрĕ. Çак вăхăтра савăнăçĕ те, хуйхи-суйхи те чылай пулнă. Çапах Коля тетепе Лидия аппа ыррине кăна асра тытаççĕ. Лидия Ивановна 1945 çулта Тури Туçа ялĕнче Иванпа Ульяна Марковсен çемйинче кун çути курнă. Иван, çамрăклах тăлăха юлнăскер, Тури Туçа ялне усрав ача пулса килнĕ. Ӳссе çитсен çемье ăна хăйĕнчен чылай аслă тăлăх арăм патне киле кĕртнĕ. Кунта çемье йыш хушнă. Часах вăрçă пуçланнă. Ивана фронта илсе кайнă. 1944 çулта йывăр аманнăскер киле таврăннă. Анчах арăмĕ вилсе кайнă. Ачасем пĕринчен тепри пĕчĕккĕ. Кӳршĕре икĕ ачапа тăрса юлнă арăм пурăннă. Икĕ тăлăх пĕрлешет. Çапла 1945 çулта хĕрĕ Лидия çуралать, ун хыççăн — хĕрпе ывăл. Çапла темиçе ача пĕрле çитĕннĕ Марковсен çемйинче. — Эпĕ вăрçă хыççăнхи йывăрлăха нумай куртăм. Çимелли те çитсе пымастчĕ. Аслă аппасем крахмал пухма каятчĕç. Вĕсем хиртен таврăнасса куç пек кĕтеттĕмĕр. Крахмалне сивĕ шывпа çăваттăмăр, алăсем шăнса кӳтетчĕç. Кайран ала витĕр кăлараттăмăр та пӳрт карнисĕ çине типме хураттăмăр. Шӳрпе тăрă пулатчĕ. Яшкана çăратма анне хĕрлĕ чĕкĕнтĕр çулçи яратчĕ. Çав çулçа какай тесе çиеттĕмĕр. Уншăн та савăннă. Ун чухне аш курманпа пĕрех эпир. Кĕçĕн шăллăм сывах çуралчĕ, больницăран чирлесе тухрĕ. Вăл ĕмĕрĕпех пуç чирĕпе нушаланчĕ. Манăн та унпа пĕрле больницăра выртма тиветчĕ. Çавна пулах шкултан юлаттăм. Пĕртăван мар ачасем çитĕннĕрен пурнăç çав тери йывăрччĕ. Сакăр класс хыççăн малалла вĕренеймерĕм, тӳрех фермăна ĕçлеме кайрăм. Аслă аппасем Марчепе Елюк унта ĕне сăватчĕç. Мана та пĕрле илсе кайрĕç. Тĕрĕссипе, вĕсене пулăшма малтан та çӳренĕ. Ун чухне алăпа сумаллаччĕ. Пĕррехинче ферма заведующийĕ ман çине пăхса тăчĕ те: «Тепĕр доярка çитĕнет, тирпейлĕ сăвать», — терĕ. Фермăра ĕçлеме тытăнсан пурнăç çăмăлланчĕ. Тыррине аван илме тытăнтăмăр. Çапла 40 çул фермăра ĕне сурăм. Мĕнле чăтнă-ши? Виçĕ сехетре ĕçе тăрса каяттăмăр. 15-шер ĕне сумаллаччĕ. Флягăна 30 литр сĕт кĕретчĕ. Йывăр савăта вăшт! кăна хулпуççи çине çавăрса хураттăмăр та витен тепĕр вĕçне кайса лартаттăмăр. Каярах фермăна ĕне сумалли хатĕрсем илсе килчĕç. Ах, мĕнле йышăнасшăн марччĕ ăна. Сĕтне пĕтĕмпех сумасть тетчĕç. Камăн сăвăма чакарас килтĕр? Аран хăнăхрăмăр. Çамрăксен савăнас та килнĕ. Клуба тухаттăмăр. Мана килĕшекен каччă пурччĕ, сайра хутра тĕл пулкалаттăмăр. Яла Коля Кипятков 6 çул салтакра пулнă хыççăн таврăннă теççĕ. Офицера та вĕреннĕ-мĕн, анчах хĕсметре тăма май килмен. Ялта Коля авланасшăн, сана качча илесшĕн теççĕ. Калаçма килсен эпĕ хирĕç пултăм. «Эс каймасан хам качча тухатăп, сана намăс пултăр», — терĕ йăмăкăм. Килтисем ӳкĕте кĕртрĕç. Çапла Коля Кипятков арăмĕ пулса тăтăм. Пĕрре те ӳкĕнместĕп çак утăма тунăшăн. Виçĕ кинемее пăхрăмăр. Хамăр урамри ватă хĕрарăм пирĕн патра 12 çул пурăнчĕ. Мăшăрпа иксĕмĕр виçĕ ача, икĕ ывăлпа пĕр хĕр, çитĕнтертĕмĕр. Шел, Валерий йывăр чирлесе ир çĕре кĕчĕ. Атте-анне тăприне ачисен таптамалла та. Вăл пирĕн çуната хуçрĕ. Юрать, унăн хĕрĕ Ольга пур. Вăл та çемьеллĕ ĕнтĕ. Çамрăксем килĕшӳре пурăнччăр ĕнтĕ. Вĕсемшĕн кĕлĕ тăватăп, — калаçăва малалла тăсрĕ Лидия аппа. «Офицер» Икĕ ватă пĕр-пĕрне ăнланса пурăнать. Коля тете «Çамрăксен хаçатне» юратса вуланине пĕлтерчĕ. — Хăвăртрах ӳссе пысăк çын пуласшăнччĕ. Çав тĕллевпе 8 класс хыççăн ялти Валерий Салминпа Перме тухса кайрăмăр. Пире, вун саккăр тултарман ачасене, тĕрмере ларакансемпе пĕрле вăрман касма ячĕç. Хĕлле йывăç тавра юр уçса çӳреттĕмĕр. Вырăн-вырăнпа пĕр метр çурă юр выртатчĕ. Çур çултан яла таврăнтăмăр. Мана учитель тӳрех шкула çавăтса кайрĕ. Аван вĕренеттĕм. Шкулĕ хамăртан инçе марччĕ. Аякрах мар Пăла шывĕ юхса выртатчĕ. Çуркунне ейӳ сарăлса каятчĕ те шкул патне пыма та май çукчĕ. Çапла пĕр çулхине икĕ хĕрача шыва кайнăччĕ. Унта чупса пырса пĕрне туртса кăлартăм. Теприне ашшĕ çăлчĕ. Çав хĕрсем нумай çул мана тав туса пурăнчĕç. Салтак çулĕ çитсен офицера вĕренме ячĕç. Ултă çултан яла таврăнтăм. «Офицер» хушма ятпах ĕмĕрлерĕм. Колхозри фермăра скотникра нумай çул ĕçлерĕм. Атте Архип Алексеев эпĕ çар çынни пуласса шанчĕ. Вăл 1938 çулта финн вăрçине хутшăннă, кайран нимĕçсемпе çапăçнă... 1942 çулта йывăр аманнă. Тăлăх ӳснĕскер пире çав тери лайăх пăхатчĕ. Атте Каçал тăрăхĕнчен пулнă. Иккĕн пĕртăван ӳснĕ. Ашшĕпе амăшĕ çамрăклах вилсен аслă ывăлне Кивĕ Ахпӳрте илсе кайнă. Шăпах асаттепе асанне вĕсем патне хăнана кайнă. «Ача усрава илтĕмĕр. Шăллĕ те пурччĕ. Йĕрсе юлчĕ», — тенĕ çаксем. Асаттепе асанне тепĕр кунах çула тухнă. Ку шăпах ман атте Эрхип пулнă. Эпир те виççĕн пĕртăван ӳсрĕмĕр. Икĕ ывăл та пĕр хĕр. Шăллăм 21 çулта аçа çапнипе вилчĕ. Лидяпа иксĕмĕр нумай нуша куртăмăр. Аттепе анне ватăличченех пурăнчĕç. Ăнпа-тăнпа, ачисене пехил памасăр çак çут тĕнчерен уйрăлмарĕç. Пирĕн те мăшăрпа çапла пурăнса ирттересчĕ. Хальлĕхе çӳретпĕр-ха. Валерин арăмĕ пирĕнпе пĕрле пурăнать, пире аван пăхать. Хамăр та вăй çитнĕ таран кил-çуртра кăштăртататпăр. Сыснасем те усратпăр-ха. Ывăл Ваня та çемйипе ялта пурăнать. Вĕсене те пулăшма тăрăшатпăр. Аттепе анне пехилĕсем çитрĕç. Пирĕн пилĕк мăнукпа ултă кĕçĕн мăнук, – сăмах çăмхине сӳтрĕ Коля тете. Кипятковсем килĕнче хăтлă та ăшă, пурне те тарават вĕсем. Малашне те пĕр-пĕрне тĕрев парса сывлăхлă пурăнма ăнăçу сунса ватăсенчен уйрăлтăм.

Валентина ЯКОВЛЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.