Çамрăксен хаçачĕ 8 (6607) № 05.03.2026

5 Пуш, 2026

Сцена çинче — Пинерпи, Хĕркке...

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ТАВА ТИВĔÇЛĔ АРТИСЧĔН ТАТЬЯНА ЗАЙЦЕВА-ИЛЬИНАН ĔÇНЕ ТАРАСА ÇИНЕ ХУРСА ВИÇСЕН ХĂШ ЧАШĂКĔ АЯЛАРАХ ПУСĂРĂНАТЬ-ШИ? ХĂЙНЕ ВĂЛ ДРАМА АРТИСЧĔ Е КИНОАКТРИСА ПЕК, Е ЮРĂÇ, КЛИПМЕЙКЕР, ШОУМЕН ПЕК ТУЯТЬ.

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче 30 çул тĕрлĕ роль калăпланă сцена ăстипе тĕл пулса калаçрăм.

— Тĕрлĕ халăх хăйĕн йăх-несĕлне усал вăйсенчен упрамашкăн кайăк-кĕшĕк, чĕр чун ятне панă. Халăх сăмахлăхĕнчен аван пĕлетпĕр: тилĕ — чее, кашкăр — хаяр, упара — вăй! Татьяна Алексеевнăн мулкачĕ ăçтан тупăннă? Уçар-ха тăванлăх арчине.

— Тӳрех калам: пирĕн Зайцевсем хăравçăсен йăхĕ мар. Атте каласа панă тăрăх, асаттен аслашшĕ Егор Федорович паллă сунарçă пулнă. Пакшана пĕрре персех лектернĕ. Иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче Раççейри халăхсене вырăслатнă ят-хушамат пама тытăнсан Шелттемри Хĕветĕр Якурĕ, сунар тапхăрĕнче мулкач тытаканскер, Егор Зайцев пулса тăнă. Çавăнтан пуçланса кайнă та пирĕн хушамат. Унăн ывăлĕ Иван Егорович, вăл манăн асатте пулать ĕнтĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăр салтакĕ, Ржев патĕнче пуç хунă. Асаттене аса илсен яланах Александр Твардовскин "Я убит подо Ржевом" реквиемĕ ăса килет. Аннем Галина Кузьминична, строительство техникумĕнче вĕреннĕскер, Канаш районĕнчи "За коммунизм" колхозра тăрăшнă: бригада ертӳçи, сурăх пăхакан, уй-хир бригадин хастарĕ пулнă.

— "Шелттĕм, Шелттĕм" тесе юрлать Костя Евруков. Сарафанлă радио пĕлтернĕ тăрăх вăл санăн тăван, юррине те сана халалланă имĕш. Чупар-ха Кивĕ Шелттем урамĕпе çара уран. Ачалăхри туссене, пĕлӳ тĕнчине туртнă вĕрентекенсене аса илер, атте-анне умĕнче пуç таяр.

— Çапла, Константин Евруковпа эпир пĕр ялтан. Вăл — ман кĕрӳ, кĕçĕн йăмăкăн мăшăрĕ. Тата ывăлăмăн Максимилианăн хреснашшĕ те. Костя "Шелттĕм" юрра те ман çинчен, те хĕр-тантăш çинчен юрлать, ыйтса пĕлмелле-ха. Ача чухнехи тусăмсем юрă сăмахне юрăхлă. Наташа Васильевăпа тата Наташа Яковлевăпа ăçта кăна пулман эпир, ăçта кăна çитмен. Виçсĕмĕр те хастар спортсменсемччĕ, ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине çӳреттĕмĕр, хĕлле йĕлтĕр йĕрĕ çинчен анман, "Зарница", "Орленок" çар вăййисенче, ăнлантăр ĕнтĕ, икĕ Наташа тата Таня малтаччĕ. Çуллахи каникул вăхăтĕнче колхоз хирне чупнă: кăшман, çĕр улми пайĕсене пилĕк татăличченех матикпе кăпкалатнă, сайратнă, çумланă. Хама яланах шкулти учительсен умĕнче парăмлă пек туятăп. Вĕсен тăрăшулăхне кура-çке эпир вулама-çырма вĕренетпĕр, хурине шурринчен уйăрма хăнăхатпăр. Пуçламăш классенче Валентина Алексеева пирĕншĕн иккĕмĕш анне те, аппа та пулнă. Унăн ырă сăнĕпе кăмăлĕнчен халĕ те тĕлĕнме пăрахаймастăп. Вăтам классенче истори учителĕ Маркел Ерицов — пирĕн "бригантина" капитанĕччĕ. Пионер кăвайчĕсем, хитре юрăсем...

Эпĕ арçын ачалларахчĕ

— Чăваш Енри "Пеппи-вăрăм чăлха". Ӳкерӳ, физкультура, алгебра урокĕсем ытларах килĕшетчĕç. Чăваш чĕлхипе литературине те юратнă.

— Аçу пирки аса илер-ха.

— Ӳсерехпе пурнăç капитанĕ аттем пулса тăчĕ. Театр тата искусство çулĕ çине тăрасси те аттерен Алексей Ивановичран килчĕ. Вăл журналист, поэт, драматург пулнă. Канаш районĕнчи Шелттемре ял канашĕн председателĕнче нумай çул ĕçлерĕ. Комсомольски районĕн "Каçал ен" хаçатĕнче журналистран тĕп редактора çити çĕкленнĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех атте çырнă пĕчĕк пьесăсемпе спектакльсем хатĕрлесе ял çыннисене кăтартаттăмăр. Куракан алă çупсан мĕнлерех савăнаттăмăр тата.

— Татьянăна амăшĕ парикмахера вĕренме кайма сĕннĕ, вăл вара Ленинградри театр, музыка тата кинематографи институчĕн студентки пулса тăнă. Студент çулĕсем иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче иртнĕ. Чăмар-ха çав тапхăра. Ун чухнехи туссем камсем?

— Йывăр пулсан та интереслĕ самант нумайччĕ. Выçă пулнипе ал усса ларман. "Старикова дочка" вĕренӳ спектаклĕ пурччĕ. Ăна пĕрле вĕренекенсемпе ача сачĕсемпе шкулсенче кăтартаттăмăр. Çапла майпа пурăнмалăх укçа-тенкĕ ĕçлесе илеттĕмĕр. Организацисемпе манăн мăшăр Вячеслав Ильин калаçса татăлатчĕ. Студент сулĕсенче пурте ăçта та пулин вăй хуратчĕ: пĕри урам шăлнă, тепри урай çунă, виççĕмĕшĕ больницăра санитарта тăрăшнă... Студентлăх — хăватлă вăхăт: ирпе 9 сехетрен пуçласа каçхи 9-ччен занятисенче, ун хыççăн — ĕçе! Романтика! Колхоз хирĕнче çĕр улми, кишĕр пуçтарма, купăста касма çӳреттĕмĕр. Çамрăксен вăй-хал пулнă. Студент вăхачĕ кашни çыншăнах кăсăклă, савăнăçлă иртнĕ ахăртнех. Кулăшла самант та нумайччĕ. Пире, чăваш ушкăнĕнче вĕренекен 5 студента, Польшăри фестивале ячĕç. Çӳретпĕр çапла Вроцлав хулипе. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче Раççей лавккисен сентрисем пуш-пушăччĕ, тинĕс купăсти çеç сутатчĕç. Вроцлав универмагĕнче вара тем те пур! Куç алчăраса каятчĕ. Чукун çул вокзалне çитмеллеччĕ пирĕн, анчах полякла та, нимĕçле те, акăлчанла та пĕлместпĕр. Иртен-çӳрене алăсемпе сула-сула /пуйăс чашлатнине кăтартас тенĕ/ хаш-хаш! тетпĕр. Арçынсем пирĕнтен тараççĕ. Каярах пĕлтĕмĕр: вĕсем пире "хĕрлĕ хунарти" çăмăлттай хĕрсем вырăнне йышăннă иккен.

— Эсĕ пукане театрĕн артисчĕ пулма вĕреннĕ, анчах Çамрăксен театрĕнче ĕçлетĕн. Яшлăхпа романтика туйăмĕ çак ĕçе илсе çитерчĕç-и?

— 1991 çулта пире Ленинград хулине вĕренме ячĕç, диплом илсен пурин те Чăваш патшалăх пукане театрĕнче ĕçлемеллеччĕ. 1995 çулта çĕнĕ хыпар пĕлтĕмĕр: Культура министерствин шухăшĕ улшăннă, пирĕн Çĕнĕ Шупашкар хулинче уçăлакан сăнав театрне каймалла. Шăпах çавăнта пуçланчĕ те манăн артист çулĕ. Унта çулталăк ĕçленĕ хыççăн Çамрăксен театрĕн ертӳлĕхĕ, манăн ĕçсемпе кăсăкланнăскер, хăйсем патне йыхравларĕ. Эпĕ килĕшрĕм. Мăшăрăм Вячеслав пукане театрне çул тытрĕ — администраторта, директор çумĕнче тăрăшрĕ. <...>

Анатолий АБРАМОВ калаçнă.

♦   ♦   ♦


Тĕлĕкре те теттесем ăсталать

Евгения Егорова икĕ расна чун туртăмне пĕрлештерсе тăрать: мамăкран илемлĕ теттесем ăсталать тата темиçе пăтлă штанга йăтать. Пултарулăхпа вăй хастарлăхĕ килĕшӳлĕхре пулмаллине палăртать вăл.

Ӳнерçĕ мар — çĕвĕç

«Спортра та, тетте тăвассинче те пысăк тимлĕх тата чăтăмлăх кирлĕ. Тĕрлĕ ĕçпе кăсăкланни пĕлтерĕшлĕ. Ĕç хыççăн киле таврăнатăп та алла мамăк тытатăп, хăш чухне кĕнеке вулатăп», — каласа пачĕ пултаруллă хĕрарăм. Евгения Шупашкарта 1990 çулта çуралнă. «Ачалăх çинчен каласа пама çăмăл мар. 90-мĕш çулсем пирĕн çемьере пысăк йĕр хăварчĕç. Йывăрлăхсем тата ĕçри пăтăрмах - сем аннен сывлăхне хавшатрĕç, 1999 çулта вăл çĕре кĕчĕ. Шкула çӳрени, юлташсемпе выляни хуйха «çемçететчĕ». Кунĕн-çĕрĕн урамра йăмра патаккипе чупса çӳреттĕм, ăна хĕç вырăнне хураттăм. «Эпĕ мушкетер» теттĕм. Ун чухне нимрен те хăраман. Юлташсемпе стройка пыра - кан çуртсен тăррине пурă илме хăпарнă, асфальта йăлтах шурăпа сăрланă, кашни утăмра пирĕн ӳкерчĕкчĕ. Наклейкăсем, фишкăсем пуçтараттăмăр, вĕсене пĕр-пĕринпе ылмаштараттăмăр. 38-мĕш шкулта вĕреннĕ чухне ишев секцине çӳреттĕм. Ан - чах чуна тивĕçтерместчĕ, çитĕнӳсем тума та ăнтăлман. Çав вăхăтра спорт ман валли мар тесе ĕнентернĕччĕ. Халĕ ку шухăш кулăшла пек туйăнать. Пурăна киле 35-мĕш шкула куçма тиврĕ, тӳрех 1-мĕш ӳнер шкулне çӳреме тытăнтăм. Çав тапхăр чи лайăххисенчен пĕри пулчĕ. Татьяна Гриш - ковская педагога яланах ăшăпа аса илетĕп. Вăл пире искусствăна юратма вĕрентнĕ, пултарулăха аталантарма май панă. Ӳнер шкулĕнчен хĕрлĕ аттестатпа вĕренсе тухнă пулсан та ӳкерӳшĕн «4» паллă тăрать. Тĕрĕссипе, ун чухне шкулпа хăвăртрах сыв пуллашма ăнтăлнă. Халĕ çав тапхăра час-часах тĕлĕкре куратăп. Пĕрле вĕрен - нисемпе туслă çыхăну тытатпăр. Пĕр парта хушшинче ларнă хĕрпе тĕл пулсассăн куççуль тухичченех кулатпăр», — аса илĕвне путрĕ Евгения. Шкул хыççăн хĕр ӳнерçĕ профессине алла илме ĕмĕтленнĕ, анчах училищĕне кĕме пĕр балл çитмен. «Мĕнле-ха капла? Малалла мĕн тумаллине пĕлмерĕм. 23-мĕш училищĕне çĕвĕçе вĕренме кайрăм, анчах пурнăçа пултарулăхпа çыхăнтарас килетчĕ. «Мĕншĕн ӳнер училищине тепĕр хут каймарăн?» — ыйтрĕç юлташсем. Хуравĕ ансат — ĕмĕт хуçăласран хăрарăм. Çĕвĕç ĕçне те чунтан кăмăлларăм. Шкулта ӳнер культури чи юратнă уроксенчен пĕриччĕ, моделировани историйĕпе, реконструкципе кăсăкланаттăм. Иртнĕ вăхăтри музыка, ташăсем тата тумсем интереслен - теретчĕç. Çĕвĕçе вĕреннĕ чухне балсем валли тум çĕлес шухăш килсе капланчĕ. Кĕпесем ăсталас ĕçе кĕрсе кайрăм, пре - подавательсем аталанмалли майсем туса пачĕç. Çамрăк модельерсен конкурсĕсене хутшăнтăм, малти вырăнсене çĕнсе илтĕм. Училище хыççăн сĕтел-пукан лавккинче ĕçлерĕм, çи-пуç çĕлерĕм, юсарăм. Качча тухса ача çуратнă хыççăн профессие малалла туптас тĕллевпе И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУна вĕренме кĕтĕм», — иртнине куç умне кăларчĕ ăста хĕрарăм. Пĕтĕмпех шухăшран çуралать «Мамăк теттесемпе интернет паллаштарчĕ. Хăйне евĕрлĕ майпа ăсталанăскерсем чуна тыткăнларĕç. Тӳрех совет вăхăтĕнчи Хĕл Мучи аса килчĕ. Аппаланса пăхас-ха терĕм. Социаллă сетьсенче вĕрентӳ курсĕ чылайччĕ. Çăмăл çул шырамарăм, хам ăнланма тăрăшрăм. Нимĕншĕн те ӳкĕнместĕп. Кашни йăнăш — манăн опыт. Пĕрремĕш теттесем «асаплăн» çуралчĕç пулин те вĕсене халĕ те упратăп. Хăш чухне çынсем япала хаклăхне ăнланмаççĕ. Манăн ĕçсем мамăк çеç мар-çке. Ку вăл — вăхăт, шухăш, юрату», — малалла калаçрĕ Евгения. Пĕр тетте тума 2-3 кун кирлĕ. Кăткăсраххи валли ытларах та. Йăлтах шухăшран пуçланать, унтан пралукран каркас тăвать, мамăкпа çипрен ӳт-пӳ йĕркелет. Пит-куçне Евгения тăмран е гипсран янтăлать. Тетте валли йĕм, пушмак, юбка, кĕрĕк, кокошник тата ытти ăсталать. Кашни сий хыççăн типĕтет. «Мамăк алă çумне çыпçăннине хăнăхрăм. Чи кăткăсси — илемлĕ ӳкерчĕк тăвасси. Чăнах та, пысăк ăсталăх кирлĕ. Материал та сахал мар пулмалла: акрил, пусма сăрри, темиçе киçтĕк. Юлашкинчен лакпа витмелле. Манăн ĕçсем чăрăш теттисем мар. Кăмăл пулсан мамăкран кирек мĕн те калăплама пулать. Ача-пăча теттисемпе çеç çырлахмастăп, пысăк япала тăвас килет. Сăмахран, асамлă тилĕ тата абрикос аçтахи çуралчĕç. Ăстасен конкурсĕсенче малти вырăнсене йышăнчĕç. «Тилĕ» чылай çĕре çитрĕ, Мускавра кил тупрĕ. Аçтаха килтех упранать-ха. Тĕлĕкре те пулас теттесене куратăп. Асамлă тилĕ — ыйхăсăрлăх «ачи», мĕншĕн тесен ăна ăсталас шухăш мана çывăрма памарĕ. Ку ĕçре те нумай вуламалла, пĕлмелле. Кулленхи япаласенче илем курни те пĕлтерĕшлĕ. Сăмахран, юр пĕрчисем пĕр пек пулмаççĕ-çке, çапах вĕсем пурте илемлĕ...» — сăмах çăмхине сӳтрĕ ăста. Евгения Егоровăна Раççейре кăна мар, ытти çĕрте те пĕлеççĕ. Унăн ĕçĕсем ют çĕршывсенче те «пурăнаççĕ». «Манăн скульптурăсене ăстасем кăна мар, коллекционерсем те паллаççĕ. Ку пултарулăх маншăн чун киленĕçĕ кăна, эпĕ çакна профессие çавăрма шухăшламастăп. Тен, пурăна киле мастерской уçăп, ыттисене вĕрентĕп. Теттесем ăсталанисĕр пуçне çыхма, çĕлеме, тĕрлеме юрататăп. Ку та манăн пурнăçăн пĕр пайĕ, вăхăт сахал пулсан та эпĕ унран пăрăнма хатĕр мар», — пĕлтерет Евгения. Тренерта ĕçлет «Шкулта спорт ман валли мар тесе шухăшлаттăм. Ывăл çуралсан сывлăха çирĕплетмешкĕн тренажер залне çитрĕм, Екатерина Николаевăпа паллашрăм. Вăл манăн чи çывăх юлташ пулса тăчĕ. Малтанхи вăхăтра пурнăçа пауэрлифтингпа çыхăнтарма тĕллев те çукчĕ. Эпĕ вăл мĕн иккенне те пĕлмен. Екатеринăн вĕренекенĕсен çитĕнĕвĕсене сăнарăм. Пĕр самантра интерес çуралчĕ: эпĕ пултарайăп-ши? Пĕрремĕш ăмăртăва хутшăнтăм, иккĕмĕшне… Малти вырăнсене йышăнма пуçларăм. Спорт мастерĕн ятне тивĕçрĕм. 2019 çулта тĕнче чемпионатĕнче 3-мĕш вырăн çĕнсе илтĕм. Çакнашкал пысăк ăмăртусене хутшăнма май килнĕшĕн питĕ савăнатăп. Ăмăрту хыççăн юлташсемпе музейсене çӳреттĕмĕр. Чи пысăк çитĕнӳ — 145 килограмлă штангăна тĕртни. Çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ тăвас, çӳлелле хăпарас килет. Кунта вĕçĕ-хĕррисĕр аталанма, ӳсме пулать. Хальхи вăхăтра ăмăртусене хутшăнмастăп, тренерта ĕçлетĕп. Хамăн вĕренекенсемпе мăнаçланатăп, вĕсем çитĕнӳ тусан савăнатăп. Сывлăха упрас тĕллевпе тренажер залне çӳретĕп. <...>

Ирина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Сивĕ кунсенче юрăпа ăшăтакан Юрпи

— Эпĕ ачаранпах артистка пулма ĕмĕтленнĕ. Садике çӳренĕ чухнех юрлаттăм. Юлташ хĕрпе Алена Кипятковăпа пĕчĕк концертсем йĕркелеттĕмĕр, сценкăсем лартаттăмăр. Аттепе аннен сассисем те хитре, — терĕ Надежда Юрпи.

Муçук рольне вылянă Надежда Патăрьел тăрăхĕнчи Тури Туçа ялĕнче çуралнă. Унăн ашшĕне Валерий Салмина республикăра лайăх пĕлеççĕ. Вăл — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕ, тавра пĕлӳçĕ, халăх академикĕ, ĕç ветеранĕ. 2015 çулта Валерий Иванович килте музей уçнă. Унта Салминсен çемйипе, йăх-ăрăвĕпе, наука ĕçĕсемпе, тăван тăрăх историйĕпе, ку хутлăхри халăх йăли-йĕркипе, культурипе паллашма пулать. Музей документсемпе, сăн ӳкерчĕксемпе, тĕрлĕ наградăпа пуян. Надеждăн амăшĕ Полина Кирилловна ялти шкулта вырăс чĕлхипе литератури вĕрентнĕ. Вăл — Елчĕк тăрăхĕнчи Кавал ялĕнчи Теллинсен йăхĕнчен. Вĕсем 10 пĕртăван пулнă. Сăмах май, Полина Кирилловнăн амăшĕ Хиония аппа чиркӳре юрланă. Ачисене те çак пултарулăх куçнă. Унсăр пуçне унăн ывăлĕсемпе хĕрĕсем пурте аслă пĕлӳ илсе пысăк должноçсенче ĕçленĕ. Тури Туçари вăтам шкулта вĕренме тытăнсан Надьăпа юлташĕн пултарулăхĕ «хĕмленме» пуçланă. Пуçламăш класра пĕлӳ илекен хĕрачасем сцена çине Куçукпа Муçук сăнарĕсемпе тухнă. Надя – Муçук, юлташĕ – Куçук. Пĕчĕк артистсем сценарисене те хăйсемех çырнă. Шкулта иртекен пĕр концертран та юлман. — Сценарисене пухса кĕнеке хатĕрлеттĕмĕр. Учительсем пире хавхалантарса пыратчĕç. Кӳршĕ ялсене те уява каяттăмăр. Пĕлтерĕвне те хамăрах çыраттăмăр. Тĕлĕнмелле те, ял халăхĕ пухăнатчĕ. Пур çĕрте те пире хаваспах йышăнатчĕç. Кулăшла сценкăсем кăна кăтартман, юрлаттăмăр та. Хамăр ушкăна «Салам» ят панăччĕ. Пирĕн репертуарта эстрада артисчĕсен хичĕсемччĕ. Пĕрремĕш хут эпĕ пĕччен шкул сцени çине Альбина Саррин «Куçусем» юрăпа тухнăччĕ. Питĕ вăйлă алă çупнăччĕ ун чухне. Пире районти культура çурчĕн ĕçченĕсем те асăрханă: Патăрьелти «Ăраскал» ушкăна илчĕç. Хамăр пултарулăха кăтартас тĕллевпе ăçта кăна çитмерĕмĕр пулĕ. 1999 çулта Шупашкарта «Кĕмĕл сасă» фестиваль-конкурс пĕрремĕш хут иртесси çинчен «Тантăш» хаçатра вуласа пĕлтĕмĕр. Заявка тата документсем хатĕрлесе ярса патăмăр. Пире унта чĕнсен епле савăнтăмăр. Шупашкара çитрĕмĕр те тĕлĕнтĕмĕр: конкурса паллă артистсем те хутшăнаççĕ иккен. «Звезда по имени солнце» юрра хамах чăвашла куçарнăччĕ. Унпа пĕрремĕш хут республикăри пысăк сцена çине тухрăм. Фестиваль Трактор тăвакансен культура керменĕнче иртнĕччĕ. Алă-ура чĕтрет, сас та çухалассăн туйăнчĕ. Пĕтĕм шиклĕхе çĕнтерсе пултарулăха кăтартнăччĕ. Пĕрремĕш туртан малалла каяймарăмăр пулсан та ку пирĕншĕн питĕ пысăк çĕнтерӳччĕ. Пĕр вăхăт эпир класри хĕрачасемпе пуканене илемлетессипе кăсăкланаттăмăр. Ун валли вак пусмасенчен илĕртӳллĕ тумсем çĕлеттĕмĕр. Уроксем хыççăн хамăр ĕçсемпе пĕр-пĕрне паллаштараттăмăр. Никам та ан куртăр тесе алăка питĕрсе дефиле кăтартаттăмăр. Анчах учительсем пурпĕрех сиснĕччĕ. Телее, вĕсем пире вăрçмастчĕç, май пур таран пулăшма тăрăшатчĕç. Шкулта Сурхури, Çăварни, Мăнкун уявĕсене хаваслăн ирттереттĕмĕр. Пĕлӳ çуртĕнче радиотĕпел ĕçлетчĕ. Эпĕ — «культура министрĕччĕ», радиокăларăмсем тухассине йĕркелесе пыраттăм. Пире коллективпа ĕçлеме, халăх хушшине тухма вĕрентнĕ. Каярах çав хăнăхусем йăлтах сцена çине куçрĕç, — иртнине куç умне кăларчĕ Надежда. 10-мĕш класра чухне икĕ хĕр «Чĕре юратупа çунсан» юрă хайланă, çамрăксем ăна кăмăллăн йышăннă. Пултарулăха «Янташра» туптанă 2000 çулта шкултан вĕренсе тухсан икĕ юлташ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетне çул тытнă. — Унта экзаменсемсĕр пуçне пултарулăх конкурсĕ витĕр тухмаллаччĕ. Çав самант халĕ те куç умĕнчех: комиссире чăвашсен сумлă çыннисемччĕ. Телее, пире ăнчĕ, вĕренме илчĕç. Ун чухне виçĕ уйрăмран пĕрне суйламаллаччĕ: фольклор, ташă, театр. Эпĕ театр ушкăнне лекрĕм. Çак тапхăра мĕнпе танлаштарам-ши? Çăл куçа тасатнă хыççăн шыв вăйлăрах юхма тытăнать, манăн та çавăн евĕрлех пулчĕ. Кампа кăна паллашман-ши эпир? Ăçта кăна пулман-ши? Çĕннине нумай вĕрентрĕç. Çав вăхăтрах килшĕн, çемьешĕн тунсăхлаттăм. Шăпах çавăн чухне «Анне», «Савнă ял» юрăсем çуралчĕç. Шкулта вĕреннĕ чухне кӳршĕ яла «Альянс» ушкăн килнĕччĕ. Продюсер концерт вăхăтĕнчех юрлакансен конкурсне йĕркелерĕ. Эпир те унта хутшăнтăмăр. Кайран çакскер пире Шупашкара чĕнчĕ. Адрес та пачĕ. Чăнах та, университета вĕренме кĕрсен эпир вĕсене шыраса тупрăмăр. Юрăсен аранжировкисене туса паратчĕç. Анчах, шел те, çак ушкăн саланчĕ. Вара пире «Апельсин каччисем» хăйсем патне йышăнчĕç. Çак коллективпа ăçта кăна çитмен-ши эпир, студентсем: Чĕмпĕре, Тутарстана… Икĕ çултан «Янташ» ушкăн пуçаруçи Анатолий Никитин композитор асăрхарĕ. Пирĕнпе пĕрле ун чухне эстрадăра палăрма тытăннă Алексей Московский, Евгений Григорьев, Петр Ермолаев та пурччĕ. Çамрăклăх вăхăтлăха çеç çав. Юлашки курссенче тантăшăм çемьеллĕ, ачаллă пулчĕ. Пирĕн дуэт саланчĕ. Çапах эпĕ юрлама пăрахмарăм. Вячеслав Христофоровăн «Янра, юрă» ушкăнне куçрăм. Пурнăç çулĕ çинче тĕл пулнă пур ушкăн юрăçисене те, вĕсен ертӳçисене те тав тăватăп. Вĕсем манăн пултарулăх аталанăвне пысăк витĕм кӳчĕç. «Надя, сан куракан умне тухмаллах, сассу уçă», — тесе хавхалантаратчĕç. 2002 çулта «Телеюрă» кăларăма хутшăнни те манăçа тухмасть. Университетра пире пукане тата драма театрĕн артисчĕсем пулма хатĕрлерĕç. Аслă шкул хыççăн эпĕ ача-пăча культура керменĕнче ĕçлерĕм, пĕчĕккисемпе пĕрле хам та сцена çине тухаттăм. Çапах пурнăçа ытларах пултарулăхпа çыхăнтарас килчĕ. Юлашки вăхăтра çырнă юрă вăл — «Ташла, юрла». Кĕввине хамах хайлатăп. Владимир Рыбкинăн тата Василий Шихрановăн сăввисене ытларах килĕштеретĕп. Кĕвĕ-çемĕсĕр тунсăх пусать. Савăк самантра та, йывăр вăхăтра та музыка итлетĕп. Вăл çынсене хавхаланма, хуйха-суйха манма пулăшать. Юрăсем чуна сиплеççĕ. Юлашки çулсенче паллă артистсемпе çыхăнса ĕçлетĕп. Чăваш халăх артистки Людмила Семенова мана ялан «Ĕмĕр сакки сарлака» кăларăма чĕнет. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕпе Виктор Петровпа пĕрле Çĕнĕ çулхи телекăларăмсене нумай çул йĕркелетпĕр. Вăл — Хĕл Мучи, эпĕ — Юр пике. Шкулта вĕреннĕ чухне яланах Юр пике рольне выляттăм. Мана нумайăшĕ Юрпи ята Юр пике сăмах майлашăвĕнчен тунă тесе шухăшлать. Тĕрĕссипе, манăн хушма ят «юрлакан пике» тенине пĕлтерет. Çитменнине, эпĕ хĕлле çуралнă. 2003 çултанпа — Надежда Юрпи. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   


Руль умĕнче хăйне шанчăклă туять

Паян хĕрарăмсем хăйсене хăть те хăш сферăра та хăтлă туяççĕ. Акă юлашки вунă çулта этемлĕхĕн черчен çуррийĕ троллейбус рулĕ умĕнче çирĕп вырăн йышăнчĕ. Шупашкарта пурăнакан Татьяна Семенова мăйракаллă транспорт тилхепине 24 çул тытать.

Агроном, сутуçă, кондуктор Татьяна Вячеславовна Вăрмар тăрăхĕнчи Кĕçĕн Чак ялĕнче 1977 çулта çуралнă. Мĕн ачаранах спортпа туслă пулнă, йĕлтĕрпе чупнă. Троллейбус управленине ĕçлеме килсессĕн те вăл сывă пурнăç йĕркине пăхăнма пăрахман.

— Шкулти вĕрентекенсем спорта юратма хăнăхтарнă. Мана яланах йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕсене илсе каятчĕç. Малти вырăнсем йышăнаттăмăр. Ытти района çӳреттĕмĕр. Çăмăл атлетикăпа та кăсăкланнă. Халĕ те хамăн ачасемпе стадиона йĕлтĕрпе ярăнма тухатăп, — пуçларĕ калаçăва чĕрĕк ĕмĕр водительте ĕçлекен хастар хĕрарăм.

Ача чухне Татьяна водитель профессийĕ пирки ĕмĕтленмен те. Апат пĕçерме юратнă. Хусана повара вĕренме кайма тĕллевленнĕ, анчах амăшĕ хĕрне яман. Аслă Чак шкулĕнчи 10 класс хыççăн Татьяна Вăрнарти ял хуçалăх техникумне çул тытнă, агроном профессине алла илнĕ. — Хамăр ялти хĕр тантăшсем кайрĕç те, эпĕ те вĕсем хыççăн утрăм. Юлташсемпе каникулта шкул пахчинче ĕçлеттĕмĕр. Помидор, купăста калчисене лартма илсе каятчĕç. Утă пуçтарнă, çум çумланă, пахча çимĕç шăварнă. Ялта ӳснĕ, ĕçе ачаранах хăнăхнă. Çемьере тăваттăнччĕ. Эпĕ — иккĕмĕш ача. Пиччепе аслисем пулнăран килти ĕçсем ытларах пирĕн çине тиеннĕ. Кĕçĕннисене пăхнă, апат пĕçерсе çитернĕ. Анне Галина Николаевна бухгалтерта тимленĕ. Атте Вячеслав Петрович экскаваторпа ĕçленĕ, пенсие тухиччен тимĕрçĕре вăй хунă. Халĕ иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура. Агрономра ĕçлемерĕм. Вăл вăхăтра совхозсем пĕтме тытăнчĕç. Çавăнпа техникум хыççăн хулана килтĕм. Сутуçа вĕренсе тухрăм. Шупашкарти лавккара пĕр вăхăт тăрăшрăм. Унтан тантăшсем: «Таня, пирĕнпе пĕрле пыратăн-и? Эпир ял хуçалăх академине вĕренме кĕресшĕн», — терĕç. Йышăнаççĕ-и е çук-и — кайса пăхас терĕм. Пилĕк çул пĕлӳ илтĕм. Унтан кондуктора вырнаçрăм. Çулталăкран ĕçтешсем троллейбус водительне вĕренме сĕнчĕç. «Манран водитель пулмасть-тĕр. Эпĕ руле мĕнле тытмаллине те, ăçта мĕн пусмаллине те пĕлместĕп», — шиклентĕм. Ирхине вĕренме çӳреттĕм, занятисем хыççăн троллейбус паркне чупаттăм. Вĕренӳ вĕçленсен пĕрремĕш рейса наставникпа тухрăм. 19-мĕш троллейбус рулĕ умне лартрĕç. Вăл Чапаев поселокĕнчен агрегат завочĕ патне çӳретчĕ. «ЗИУ» маркăллă троллейбуссемпе çула тухаттăмăр. Халĕ ун пеккисем çук, — аса илчĕ хĕрарăм водитель. Паян Татьяна Вячеславовна 14-мĕш троллейбус рульне тытса пырать. Ăна 1-мĕш, 11-мĕш, 19-мĕш, 20-мĕш маршрутсене те шанса панă. Чăваш транспорт управленийĕнче вăл пурĕ 26 çул вăй хурать, çав шутран 24 çулне — водительте. — Паллах, пĕрремĕш хут çула тухсан хăрарăм. Транспорта икĕ-виçĕ çул хăнăхрăм. Халĕ те шикленӳ пур, çул çинче машина питĕ нумай. Асăрханса çӳремелле, — пĕлтерчĕ 49 çулти хĕрарăм. Ĕлĕкхи мар Троллейбуспа танлаштарсан хулапа çӳрекен ытти автомашина пĕчĕк курăнать. Паллах, чылай водитель техникăна пӳлме, иртсе кайма тăрăшать. Икĕ мăйракаллă транспорт хăвăртлăха аталантараймасть, мĕншĕн тесен штангăсем тухса кайма пултараççĕ. — Халĕ техника ĕлĕкхи пек мар: çĕнĕ троллейбуссем килеççĕ, машина та çăмăллăн пырать. Кабина сенсорлă телефон пек, кнопкăсене пусса пыратăн. Техника шанчăклă пулсассăн çул çинче çӳреме хăрамалла мар. Пĕр троллейбус рулĕ умне ларнă хыççăн урăх транспорта куçсан кăштах шиклентерет. Çапах та хальхи транспортпа çӳреме шанчăклăрах. Штанга линирен тухса кайсан хамăрах майлатпăр. Кивĕ техника вансан слесарь юсатчĕ. Эпир тĕкĕнместĕмĕр. Çул çинче эпир, водительсем, пĕр-пĕрне пулăшатпăр. Пирĕн коллектив туслă. Темиçе çул вăй хуракансем те пур. Вăл шутра — 70 çултан иртнисем те. Каясшăн мар, ĕçлеççĕ. Уявсенче пĕр-пĕрне саламлатпăр. Ертӳлĕх пире праçниксенче парнепе, укçа-тенкĕпе хавхалантарать. Транспорт управленине çамрăксем ĕçлеме килни те савăнтарать. Нумаях пулмасть пĕрремĕш ушкăн руль умне ларчĕ, теприсем вĕренеççĕ-ха, — малалла калаçрĕ вăл. Водительсем сменăпа ĕçлеççĕ. Ирхи 4 сехетрен пуçласа 14-15 сехетчен. Унтан каçхи смена пуçланать. Кам хăçан çула тухассине графикпа палăртаççĕ. Водительсем тăватă кун ирхине ĕçлесе иккĕ канаççĕ, унтан каçхи сменăна тухаççĕ.

— Ирех тăма хăнăхрăм. Хăш-пĕр чухне будильникран маларах вăранса каятăп. Ялта çуралса ӳснипе-ши? Ача чухне ир тăрса килти ĕçсене тăваттăмăр. Çу кунĕсенче пахчара тăрмашнă, хĕлле картишри юра тасатма тухнă. Юрĕ пӳрт çӳллĕшех çуса лартатчĕ. Каç пуличчен тăрăшаттăмăр. Анне ирхине ĕне суса хăваратчĕ. Вăл ĕçре чухне çакна эпĕ пурнăçлаттăм. Атте-анне ĕне, сысна, кайăк-кĕшĕк усратчĕç. Халĕ выльăх-чĕрлĕх тытмаççĕ. Чăхсем çеç. Ирхи смена чухне каçхине 8-9 сехетсенче çывăрма выртатăп. Ачасем те манпа пĕр вăхăтрах ыйха путаççĕ. Хĕрпе ывăл çитĕнтеретĕп. Настя 6-мĕш класра вĕренет, Сергей 4-мĕш класра ăс пухать. Шкулта лайăх ĕлкĕрсе пыраççĕ. Ирхине ĕçе кайиччен ачасем валли апат хатĕрлесе хăваратăп. Вĕсем вăрансан хăйсем тĕллĕнех апата ăшăтса çиеççĕ. Тăватă сехет валли ĕçе çитетĕп. Рейса тухиччен транспорта хатĕрлетпĕр: тасататпăр, çăватпăр, техника юсавлăхне тĕрĕслетпĕр, валидаторсене çутатпăр... Пĕрремĕш троллейбус çула ирхи 4 сехет иртсен тухать те çĕрлечченех çӳрет. «Хăвăртрах, ĕçе васкатпăр!» — текенсем те пур. Эпир малта пыракан машинăсенчен вĕçсе иртсе каяймастпăр. Васканипе темĕн те пулать. Çавăн пекех графикран маларах иртейместпĕр. Кам та пулин троллейбус еннелле васканине курсан кĕтсе тăма тăрăшатпăр. Айккинче чупакансене, паллах, асăрхама йывăртарах. Чи малтанах эпир чарăнура тăраканнисем ларнине пăхатпăр», — ĕçри самантсемпе паллаштарчĕ Татьяна Вячеславовна. Водительсем пĕр-пĕрне ăнланма тĕрлĕ паллăпа усă кураççĕ. Çав шутра апата кайнине пĕлтерекенни те пур. Çула хупсан е авари пулсан диспетчер водительсене çийĕнчех асăрхаттарать, иртсе каймалли майсем çинчен пĕлтерет. Çавăн пекех çул çинчи пăтăрмахсем пирки пĕр-пĕрне чатра çырса пĕлтереççĕ. Хĕрарăм сумкинче — инструментсем Татьяна Семеновăн сумкинче косметика вырăнне инструментсем упранаççĕ. Çул çинче пăтăрмах пулсан водительсен юсавсăрлăха вырăнтах сирме тивет.

— Кашни троллейбуса видеосăнавсемпе тивĕçтернĕ. Салонта мĕн пулса иртнине те, урамран та сăнатпăр. Кам мĕн те пулин манса хăварсан камерăпа шыраса тупатпăр. Çухатнă япаласене диспетчерскине хăваратпăр. Пĕррехинче пĕр арçын инструмент ещĕкне пăрахса хăварнăччĕ, пирĕн пата шăнкăравласа тухрĕ. Çухатнă япалана тепĕр троллейбус водителĕ урлă парса ятăм. Арçынна ăçта пырса илмеллине пĕлтертĕм. Кун пек тĕслĕх чылай пулса иртет. Троллейбуса тĕрлĕ çын ларать. Вăрçăнма юратаканнисем те, тав тăвакансем те пур. Кондукторта ĕçленĕ чухне пĕр кинемее пулăшнăччĕ. Ăна ларса пынă чухнех япăх пулса кайнăччĕ. Кун пирки водителе çийĕнчех пĕлтертĕм, чарăнма ыйтрăм. Кинемее уçă сывлăша илсе тухрăм. Вăл самайланчĕ, — аса илчĕ хĕрарăм. Татьяна Семенова хăйĕн ĕçне юратса тăвать. Вăл сутуçăра та, кондукторта та вăй хунă, çапах водитель профессине килĕштернĕ. Ĕçе улăштарма шухăшламан. Троллейбус управленийĕнче нумай çул тӳрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн ăна Хисеп хучĕпе те наградăланă. <...>

Юлия ИВАНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.