Çамрăксен хаçачĕ 9 (6608) № 12.03.2026

12 Пуш, 2026

Темĕнпе те кăсăкланакан Екатерина

ШУПАШКАРТА ПУРĂНАКАН ЕКАТЕРИНА ДМИТРИЕВĂН ПĔЧĔК ЧУХНЕ ТУХТĂР ТА, КОСМОНАВТ ТА, ÇУЛ ÇӲРЕВÇĔ ТЕ ПУЛАС КИЛНĔ. ТĔНЧЕ АНЛĂ, МАЙСЕМ ЧИКĔСĔР ТУЙĂННĂ. ПАЯН ЕКАТЕРИНА ÇУРТ-ЙĔРПЕ ТАТА КОММУНАЛЛĂ ХУÇАЛĂХПА ÇЫХĂННĂ ЫЙТУСЕНЕ ТАТСА ПАМА ПУЛĂШАТЬ. ВĂЛ ЖКХ ОТРАСЛĔНЧЕ УЛТĂ ÇУЛ ВĂЙ ХУРАТЬ.

Татса паман ыйту çук

Ку тытăма ĕçлеме киличчен Екатерина Шупашкарти строительствăпа хула хуçалăхĕн техникумĕнче вĕреннĕ. Унтан Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи патшалăх службин Атăл-Вятка академийĕнче аслă пĕлӳ илнĕ. Малтанхи вăхăтра строительство компанийĕнче тирпей-илем кĕртес тата йывăç-тĕм лартас енĕпе ĕçленĕ. ЖКХ сферине ăнсăртран пырса лекнĕ. Çакă коронавируспа çыхăннă пандеми вăхăтĕнче пулса иртнĕ. Екатерина ĕç çулне техника уйрăмĕнче пуçланă. Малтан инженерта вăй хунă. Вăхăт иртсен çĕнĕ вырăнта хăйне тĕрĕслесе пăхнă — халăхпа ĕçлекен специалист должноçне куçнă. Унăн тивĕçĕсен шутĕнче — заявкăсене пăхса тухасси, патшалăх информаци тытăмĕпе ĕçлесси, пухусем йĕркелесси, харпăрлăхçăсемпе пурнăç пахалăхне лайăхлатмалли сĕнӳсене сӳтсе явасси, нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакансемпе тата хуçисемпе çыхăну тытасси тата ытти. Екатерина пĕр çăхав та тимлĕхсĕр ан юлтăр тесе тăрăшать. Çак профессире ăнăçлă ĕçлес тесен тĕрлĕ хăнăхупа пахалăх кирлĕ. Калаçу йĕркелеме, информацие уçăмлăн пĕлтерме, пулăшупа усă куракансене итлеме тата илтме пĕлмелле. Граждансен ыйтăвĕсен право енĕсене, тарифсене, коммуналлă ресурссемпе усă курмалли правилăсене тата ЖКХ сферинчи ĕç-хĕле йĕркелекен нормăсене ăнланмалла. Екатерина ĕçлекен управляющи компани «Университет» микрорайонти нумай хваттерлĕ 25 çурта пулăшупа тивĕçтерет. Вĕсен шучĕ çултан-çул ӳссе пырать. Хĕр тĕрлĕ çăхава пăхса тухать: техника юсавсăрлăхĕнчен пуçласа кӳршĕсен хушшинчи хирĕçӳсем таранах. Татса паман ыйту çук. Хăшĕ-пĕрин валли тĕрĕс йышăну тума кăшт ытларах вăхăт тата тимлĕх кирлĕ. — Çынсемпе тухăçлă ĕçлес тесен чи малтан хăвăнпа килĕштерсе пурăнмалла. Шалти тĕнче шайлашуллă пулсан лăпкă пулма тата ыттисен сăмахĕсене хăвăн çине илме çăмăлрах. Хăш-пĕр чухне хаяр сăмахсене усал шухăшпа мар, хĕрӳ самантра каланине ăнланни уçă тата ырă кăмăллă пулма пулăшать. Чылайăшĕ çак ĕçре арçынсем çеç вăй хураççĕ тесе шухăшлать ахăртнех. Эпĕ çакна ĕненетĕп: хĕрарăмсен шалти туйăмĕ, вак-тĕвеке тимлĕх уйăрни тата килĕшӳ тупма пултарни чи кăткăс задачăсене татса пама пулăшать. Пирĕн компанире 65 çынна яхăн ĕçлет. Хĕрарăмсем арçынсен йышĕпе пĕр тан. Этемлĕхĕн черчен çуррийĕ офисра та, тирпейлӳçĕре те, дворникра та тăрăшать. Арçынсем электрикра, сантехникра, трактористра, маçтăрта тимлеççĕ, — пĕлтерчĕ 37 çулти хĕрарăм. Ĕçлеме килсенех Екатеринăна кулленхи ыйтусене ăнланма йывăр пулнă. Çак вăхăтра вăл отрасльти çĕнĕлĕхсене вĕренсе çитнĕ. — Çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче ĕçлеме пуçласанах килекен ыйтусене ăнкарма йывăрччĕ. ЖКХ тĕрлĕ ыйтăва пĕрлештерет. Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх шутне санитари нормисене, юсав ĕçĕсем ирттересси, шывпа, ăшăпа, электричествăпа тата газпа тивĕçтересси кĕрет. Кашнин хăйĕн уйрăмлăхĕ пур. Хăш чухне тарифсем тăкаксене саплаштармаççĕ: çынсем час-часах мĕншĕн тӳленине ăнланмаççĕ. Çакă шанманлăхпа хирĕçӳ çуратать. Коллективра лайăх, туслă та хăтлă лару-тăру пире çивĕч ыйтусене татса пама пулăшать. Эпир халăхпа нумай хутшăнатпăр, тĕрлĕ лару-тăрура çынсемпе пĕр чĕлхе тупма вĕренетпĕр. Пĕтĕмĕшле илсен, нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансемпе пире ăннă тесен те йăнăш мар. Вĕсемпе калаçма, ыйтусене сӳтсе явма тата пĕрле йышăну шырама кăмăллă, — малалла калаçрĕ хĕр. Хăвăрт тата ăнланмалла Екатерина Дмитриевăн ĕç кунĕ тĕрлĕрен: е 8 сехетрен пуçласа 17 сехетчен, е 9 сехетрен тытăнса 18 сехетчен тăсăлать — пĕтĕмпех эрнен кунĕнчен килет. — Кашни ире çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн патшалăх информаци тытăмне /ГИС/ тĕрĕслессинчен тата килекен ыйтусене татса парассинчен тытăнатăп. ЖКХра ĕçлесси пысăк хăвăртлăхпа палăрса тăрать, çавăнпа маларах мĕн тума пуçлассине палăртма май çук. Отчет тапхăрĕсенче тата çулталăк вĕçĕнче кулленхи ыйтусене тăтăшах пурнăçламалла тата кирлĕ хутсем хатĕрлемелле чухне кая юлса ĕçлеме тивет. Чи йывăрри — харпăрлăхçăсен хушшинчи хирĕçӳ ыйтăвĕсене йĕркелесси. Чылай чухне кунашкал тавлашусем çуртйĕр саккунĕсемпе йĕркеленмеççĕ тата вĕсене татса памалли уçăмлă саккунлă механизм çук. Çавăн пек лару-тăрура управляющи компанин енсен тĕл пулăвне йĕркелемелле, ӳпкевсене çырса пымалла тата пурне те тивĕçтерекен йышăнусем шырамалла. Кун пек чухне калаçăвăн пур тапхăрне те документацилемелле тата харпăрлăхçăсен пухăвĕн нормисемпе йышăнăвĕсем çине таянмалла. Ĕçре тĕрлĕ самантпа тĕл пулатпăр. Пĕр картише çĕнĕ хăйăр илсе килнĕччĕ. Ачасем савăнаççĕ, ашшĕ-амăшĕ кăмăллă... Çавăнтах шăнкăрав: «Хăйăра илсе кайăр. Çил вĕрсен вăл куçа кĕрет!» Харпăрлăхçа хăйăр ачасене кирлине ĕнентерме тивнĕччĕ. Чылайăшĕ пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх тытăмне шанмасть. Тепĕр чухне пулăшу илекенсем мĕн илтесшĕн маррине калама тивет, çавăнпа та хыпара çемçен çитерме тăрăшатпăр. Халăхпа ĕçлеме кăмăл-сипет енчен çирĕп пулмалла, çынсен хушшинче сиксе тухакан йывăр та хирĕçле лару-тăрăва хăвăрт та ăнланмалла татса памалла. Эпир çынсенчен тăтăшах хаклав илетпĕр, вĕсем тĕрлĕрен. Хăш чухне тав тунине сăмахпа мар, ĕçпе çирĕплетеççĕ: картишĕсенче тăрăшакан маçтăрсене, тирпейлӳçĕсене, трактористсене чейпе хăналаççĕ. Тав туни тата вăйлăрах тăрăшса ĕçлеме хавхалантарать. Ку — пирĕн командăшăн чи лайăх награда, эпир тĕрĕс çулпа пынине çирĕплетни, — сăпайлăн калаçрĕ чăваш хĕрĕ. Паллах, тасалăхпа тирпей-илем управляющи компанинчен кăна мар, халăх пуçарулăхĕпе кăмăлĕнчен те килет. Ку шухăшпа Екатерина та килĕшет. — Пурлăха упрасси тата кӳршĕсене хисеплесси — нумай хваттерлĕ çуртра пурнăç пахалăхне лайăхлатмалли утăмсем. Хамăр тавралăхшăн тăрăшсан, ыттисене хакласан ăнланупа хăтлăх кӳрекен лару-тăру йĕркеленет. Пирĕн çуртсенче ырă юхăм пуçарса ярас ĕçе сулмаклă тӳпе хывакан çынсем хăйсене хастаррăн кăтартаççĕ. Вĕсем ача-пăча уявĕсем, Çĕнĕ çул программисем, Çăварни праçникĕсем тата кӳршĕсене пĕрлештерекен тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ, — асăнчĕ Екатерина. Коммуналлă хуçалăхра ĕçлекенсем паянхи саманапа килĕшӳллĕ утса хальхи технологисене алла илме тăрăшаççĕ. Чи юлашки çĕнĕлĕх – çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн патшалăх информаци тытăмне /ГИС/ пурнăçа кĕртни. Çакă документсен юхăмне автоматизациленĕ тата çынсемпе хутшăнассин уçăмлăхне ӳстернĕ. Хальхи тытăмсем пысăк калăпăшлă даннăйсене пухма тата тишкерме май параççĕ. Онлайн-платформăсем, мобильлĕ приложенисем тата социаллă сетьсем аталанни çынсемпе хутшăнмалли формата улăштарать. Юсав ирттермелли заявкăсем тăратма, счетчиксен кăтартăвĕсене пама, пулăшушăн тӳлеме тата цифра каналĕсем урлă информаци илме май пур. <...>

Юлия ИВАНОВА.

♦   ♦   


«Йывăрлăхсем çынна çирĕплетеççĕ»

— Чиркӳ патшалăхран уйрăм тăрать пулсан та пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Вĕсем пĕрлĕхре, унсăрăн нимĕнле йывăрлăха та парăнтараймастăн. Çакна пурнăç çирĕплетсе панă та, — терĕ Турă Амăшĕ çуралнă ятпа Елчĕк тăрăхĕнчи Лаш Таяпара лартнă чиркӳ настоятелĕ Силуан иеромонах [Сергей Козлов].

Алексей Рекеева асра тытаççĕ

Чиркӳллĕ ялăн историйĕ пуян. Ку манăн шухăш мар, ăна истори наукисен кандидачĕ, Яманчурел хĕрĕ Роза Маркова та çирĕплетет. Силуан атте те, Роза Маркова та прихутлă ялсен кун-çулĕпе кăсăкланаççĕ. Пĕррехинче ăнсăртран Силуан атте аллине А.Сусметовăн Кивĕ Эйпеç чиркĕвĕ çинчен çырнă кĕнеки алла лекнĕ. Унта вăл Алексей Рекеев священник пирки вуласа пĕлнĕ. Вăл çак ялти чиркӳре 30 çула яхăн ĕçленĕ. Çав вăхăтрах Елчĕк тăрăхĕнче 11 шкул уçнă. Алексей Васильевич чăвашсене çутта кăларнă Иван Яковлевпа пĕр ялта, пĕр çулта çуралнă. Иван Яковлевич хăй вĕренсе çын пулсан юлташне те хăй патне чĕнсе илнĕ. Вăл унăн пĕрремĕш вĕренекенĕ пулнă. Алексей Рекеев Иван Яковлева чăваш алфавитне, çĕнĕ çырулăха йĕркелеме пулăшнă, тĕн кĕнекисене чăвашла куçарма хутшăннă. Иван Яковлевич 1870 çулта Хусан университетне вĕренме кĕрсен Чĕмпĕрти шкула тытса пыма Алексей Рекеева шанса хăварнă. 1881 çулта ăна Елчĕк тăрăхĕнчи Кивĕ Эйпеç чиркĕвне ĕçлеме янă. Ку таранччен прихутра вырăс священникĕсем кăна пулнă. Алексей атте кунта килни çĕнĕ варкăш пекех туйăннă. Чиркӳре чăвашла кĕлĕсем ирттернĕ. Шкулсенче ал ĕçне вĕренмелли мастерскойсем хута янă. Алексей Васильевич пуçарнипе Тĕнчен пĕрремĕш вăрçи вăхăтĕнче салтаксем патне 240 çыру ăсатнă. Вĕсенчен нумайăшĕ сыхланса юлнă. Алексей Рекеев ĕçĕсемпе паллашнă хыççăн Силуан атте унăн вил тăприне шыраса тупнă. Ăна 1932 çулта Кивĕ Эйпеç ялĕнчи чиркӳ çумне пытарнă. Унăн ятне халăх асĕнче хăварас тесе Силуан атте чи малтанах Рекеевăн вил тăприне тирпейленĕ, асăну хăми уçнă. Ăна халалласа Лаш Таяпара «Рекеев вулавĕсем» иртеççĕ. 2025 çулта унта ытти регионти митрополисенчен те хутшăннă. Кăçал ăна Лаш Таяпари чиркӳ уçăлнăранпа 185 çул çитнине халаллĕç. Канаш епархийĕн пуçлăхĕ Стефан владыка пилленипе Алексей Рекеев ячĕпе медаль тума палăртнă. Роза Маркова ăсчаха та Кивĕ Эйпеçри чиркӳ историйĕ ытларах интереслентернĕ. Вăл Силуан аттепе пĕр шухăшлă пулса чылай ĕç тунă. Ватă манаха пăхнă Ырă ĕçсемпе палăрнисене манманни пархатарлăх кӳрет. Ял çыннисемпе, çамрăксемпе, ачасемпе çыхăнса ĕçлекен священник сахал мар. Силуан атте — чăвашлăхшăн, пуласлăхшăн тăрăшакан çын. Вăл 1979 çулта Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Тĕмер ялĕнче çуралнă. «Эпĕ чан сассипе çут тĕнчене килнĕ. Пирĕн ялти чиркĕве 1749 çултах хута янă. Кĕлĕ çуртне çĕнетсе тăма тăрăшнă. Вăл йывăр вăхăтра та хупăнман. Эпĕ ачаранах чиркĕве çӳренĕ. Анне Антонина Козлова паянхи кун та чиркӳре юрлать. Çичĕ пĕртăван ӳснĕ эпир. Эпĕ — чи кĕçĕнни. Килте те, шкулта та пире чиркӳрен пистерес тесе тăрăшман. Пысăк праçниксенче пачăшкă килсерен ачасене кучченеç валеçсе çӳретчĕ. Ун чухне пурнăçĕ лайăхах пулман та, ку пирĕншĕн пысăк уявччĕ. Ытти яш пекех эпĕ икĕ çул çар тивĕçне пурнăçларăм. Унтан таврăнсан каллех чун апачĕ патне таврăнтăм. Шкул çулĕсенчех мăнастире кайма, монах çулне суйласа илме тĕв тунăччĕ. Килтисем те хирĕç пулман. Малтан Улатăр мăнастирне лекрĕм. Манах çулĕ — йывăр çул. Ăна пурте суйласа илеймеççĕ. Тĕрĕссипе, Турă хăй çул кăтартса пырать. Мăнастирте эпĕ çĕр çинчи тивĕçсене пăрахса Турăшăн ĕçлесе пурăнма тупа тунă. Силуан ят илсе манах пулса тăтăм. Ытти ĕçпе пĕрлех ватă манаха Серафим аттене пăхмаллаччĕ. Вăл Патăрьелте çуралса ӳснĕскер Лаш Таяпапа Энтепе чиркĕвĕсенче ĕçленĕ. Репресси вăхăтĕнче ытти священникпа пĕрле лагерь нушине те курнă. «Пирĕн тăрăхран Хурăнлă çул иртсе каятчĕ. Тĕн çыннисене илсе кайнине темиçе те курнă. Урана тимĕрпе тăлланисене «Волною морскою» канона юрлаççĕ тетчĕç», — каласа панăччĕ Çĕнĕ Тĕмер чиркĕвĕнче ĕçленĕ Валентина аппа. Вĕсен йышĕнче Серафим атте те /Ефим Степанов/ пулнă. Вăрçă пуçлансан ăна фронта янă. Вилĕмрен епле хăтăлса юлни çинчен çапла аса илетчĕ. «Украина çĕрĕ çинче тăшманпа кĕрешеттĕмĕр. Леш енчисем вăхăтлăха пеме пăрахсан 3-4 çын кĕлĕ тума тытăнчĕ, ыттисем хăйсен ĕçĕпе аппаланчĕç, шавлакан та, кулакан та тупăнчĕ. Çав самантра фашистсем каллех пеме тытăнчĕç. Ман çине пĕр виле персе анчĕ. Пирĕн ушкăна тăшман йăлтах тĕп турĕ. Кĕлĕ тăвакансем чĕрĕ юлтăмăр», — тенĕччĕ вăл. Вăрçăран йывăр аманса таврăннă хыççăн урисем тӳрленсе çитеймен пирки чиркӳсенче кĕлĕ те ирттереймен, пачăшкăсене ытларах пулăшнă. Таса чунлă, чăн тĕне ĕненекен çынччĕ вăл. Унран нумай вĕреннĕ эпĕ. Иисус Туррăмăр каланă: «Хăвăра вĕрентекенсене хисеплĕр». Серафим атте утса çӳренĕ чухне те кĕлĕ тăватчĕ. Эпĕ те ун пек пулма тăрăшатăп. «Ĕмĕтленсе тăма Атте Турă пур. Тархасласа хăтăлма Ывăл Турă пур. Витсе тăракан Сывлăш Турă пур. Эй, Христос Турă, мухтав Сана», — терĕ те вилсе кайрĕ ватă манах. Улатăр мăнастирĕнчи тапхăра ылтăн вăхăтпа танлаштаратăп. Кайран мана Шупашкарти мăнастире куçарчĕç. Çавăн чухне Варнава митрополит Лаш Таяпари чиркĕве кайма сĕнчĕ, çĕнĕ чиркӳ тума пиллерĕ. Кивĕ çуртра кĕлĕсем ирттереттĕмĕр. Турă пулăшнипе, ял халăхĕ тăрăшнипе çĕнĕ чиркӳ ӳссе ларчĕ. Эп çавăншăн савăнатăп. Чиркӳ тунă чухне шкул ачисем те пулăшма тăрăшатчĕç. Канмалли кунсенче килетчĕç. Çавсем куç умĕнчех ӳссе çитĕнчĕç. Халĕ нумайăшĕ ятарлă çар операцийĕнче. Вĕсемшĕн кашни кун кĕлĕ тăватăп. Ирхине чиркĕве манран маларах Маня аппа килсе вулама пуçлать. Хамăр салтаксем патне Ульяновскри çар чаçне кашни эрнерех çитсе килме тăрăшаттăм. Каярах çапăçу хирĕнче темиçе хут та пулма тиврĕ. Хăйсем те яла таврăнсанах чиркĕве пыраççĕ. Çамрăксене кĕлĕ çуртне çӳреме нихăçан та чарман. Мана курсанах чупса пырса пил ыйтаççĕ. Пĕчĕккисем валли яланах кĕсьере канфет чиксе çӳретĕп. Турă патне пырасси ачаран пуçланать. Вĕсен чунĕсене çăласси чиркĕвĕн тĕп тĕллевĕ пулмалла. Иисус Христос та çаплах каланă. «Ачасене ман пата яма ан чарăр. Çӳлти патшалăх шăпах çакăн пеккисем валли», — тенĕ вăл. Çын ырă тума, хăйĕн хыççăн ырă йĕр хăварма çуралать. Çавна тума пире Турă пур енчен те пулăшса пырать. Мул пухасси пирки шухăшлама кирлĕ мар. Пуйсан та уншăн пуçа çухатас марччĕ. Хамăрпа пĕрле нимĕн те илейместпĕр. Çара килнĕ, çарах каятпăр. Аслă типĕ пуçланчĕ. Пĕр эрнине ырă ĕçсен эрни тесе калаççĕ. Кĕлĕсенче те «ырă турăн-и?» тесе ыйтаççĕ. Çĕр çинчи çынсен пĕр çемьери пек пурăнмалла, пĕр-пĕрне йывăрлăхра пулăшмалла. Этемĕн çут тĕнчери тĕп тĕллевĕ çапла пулмалла», — терĕ Силуан атте. Вăл Лаш Таяпа ялĕнчи чиркӳре 17 çул ĕçлет. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.