«Çынсене савăнтарма пултарнишĕн телейлĕ эпĕ»

26 Утă, 2018

Алена АРСЕНТЬЕВА радиожурналиста, юрăçа курсан чунра яланах хĕвел çутатма пуçлать. Мĕншĕн тетĕр-и? Унра ăнланса çитереймен темĕнле хăват тапать, тути çинче йăл кулă вылять, куçĕ савăнăç хĕлхемне сирпĕтет, кĕлеткин кашни пайĕ ытарлăхпа, сапăрлăхпа тулнă… Аленăри ырă та çепĕç вăй тÿрех тыткăна илет. Çак маттур чăваш пикипе темĕн çинчен те калаçас, унăн хăйне евĕр сассине итлес те итлес килет. Юррисем чуна çывăх, çамрăк пулсан та вăл пурнăç çине нумай пурăнса курнă çын пекех пăхать. Нумайăшĕ ăна сăнран паллать, унăн пултарулăхне кăмăллать. Тахçанах чуна уçса калаçма ĕмĕтленнĕ пикене хамăрăн тĕпеле йыхравлама тинех май тупăнчĕ.

Журналист пулма ĕмĕтленмен

Алена, сана аван пĕлнĕрен калаçăва мĕнрен пуçламаллине чухлаймасăр аптăрарăм. Палламан çынран интервью илме самай çăмăлрах…
— Эпĕ те çухалса кайрăм-ха кунта. Ытларах чухне хам интервью илетĕп, кунта вара тепĕр майлă. Тĕрĕсех, палламан çынна ыйту пама чылай çăмăлрах. Хăв паллакан çын пирки пурте пĕлеççĕ пек туйăнать, çавăнпа тепĕр чух эпĕ те калаçăва мĕнрен пуçламаллине чухлаймастăп. Çынпа тÿрĕ эфирта калаçса ларнă чухне, сăмахран, унăн вăрттăнлăхĕсене ăнсăртран персе ярасран та шикленетĕп. Хумхануллă лару-тăрăва кĕрсе ÿкме пулать. Çапах çынпа темĕн чухлĕ хутшăнсан та ун çинчен пĕлменни тупăнатех. Пĕлĕшсемпе пĕр пăт тăвар çисен те мĕн пур вăрттăнлăха пĕлсе пĕтерейместĕн.
Кун-çулна ахальтен журналистикăпа çыхăнтармарăн пуль-ха?
— Çак ĕçе суйлăп тесе нихăçан та шухăшламан. Юрăç пулма ĕмĕтленнĕ-ха. Анне тепĕр чухне: «Эсĕ калаçма пуçличченех юрлама тытăнтăн», — тет. Телекуравпа кăсăкланнă, анчах радио маншăн пĕлтерĕшлĕ пулман. Вăл çынсене мĕншĕн кирлине ăнланмастăм. «Ăна мĕнле итлеме пултаратăн?» — тĕлĕнеттĕм аннерен. Килте пĕччен юлсан ума фотоаппарат лартаттăм, видео пăнчине пусса реклама тунă пек выляттăм. Университетра 3-мĕш курсра вĕреннĕ чухне Наци радиовĕнче ĕçлеме пуçларăм.
Халĕ ав хăв та радиосăр пурăнаймастăн тетĕн…
— Тĕрĕсех. Телекуравра та ĕçлесе куртăм эпĕ. Ку ĕç те кăсăклă. Хама пичет журналистикинче çеç курмастăп. Пĕр шухăшласан, пур ĕçе те хăнăхма пулать. Радиона вара чылайăшĕ ăнсăртран ĕçе вырнаçать. Ирина Лампасовăпа Олег Прокопьев ертсе пыракан «Ирхи кăмăл» кăларăма Мария Самделовăпа Дон çинчи Ростовра иртнĕ çамрăксен форумне хутшăннă хыççăн лекрĕмĕр. Кăштахран «Çиларман шоу» кăларăм хăнисем пулса тăтăмăр. Часах Олег Прокопьев: «Пирĕн патра ĕçлесе пăхас кăмăл пур-и?» — тесе ыйтрĕ. Шиклентĕм пулсан та килĕшрĕм. Тепĕр куннех тÿрĕ эфира тухма лекрĕ. Ай, тур-тур, сценари хатĕрленĕ пулсан та пуçра ним те çук. Микрофон умĕнче Маша Самделовăпа лараттăмăр. «Эс калаç та, эс калаç», — тесе пĕр-пĕрне пÿрнепе тĕллерĕмĕр. Вĕреннĕ, ĕçленĕ, интереслĕ пур мероприятие те лекме тăрăшнă.
Наци радиовĕ кашни чăвашшăн чăнласах асамлă вăй!
— Кунта ĕçлесе пысăк опыт пухрăм. Ăнланса пулăшнисене пурне те тав сăмахĕ калатăп. Хăранă тăк паянхи ĕç пухмачĕнче мĕн пурри пачах пулмастчĕ. Харсăрлăх çул уçать. Пĕрле вĕреннĕ хăш-пĕр хĕр ниçта та хутшăнмастчĕ. Тĕлĕнеттĕм вĕсенчен, вăхăта мĕн туса ирттеретчĕç- ши?
Вĕреннĕ чухнех ĕçлени, хăвна кăтартни диплом илсен ĕç вырăнĕ тупма пулăшать çав.
— 4-мĕш курсра суйлама тиврĕ: вĕренÿ е ĕç. Иккĕмĕшне суйларăм. Радиора çулталăк çурă пултарулăха туптанă хыççăн диплом иличчен «Тăван радиона» куçрăм. Наци радиовĕн хăйĕн итлекенĕ, вăл пĕтĕм республикипе янăрать. «Тăван радио» вара тĕп хулапа çывăхри район çыннисене хыпарпа тивĕçтерет. Кунта «Ирхи салам» кăларăм йĕркелесе пыратăп. Унсăр пуçне ытти ĕçе пурнăçлатăп. Суйласа илнĕ пĕр-пĕр темăна итлекенпе 3 сехет сÿтсе яватăп, юрă ярса хавхалантаратăп. Саламсене иртен пуçласа каçчен йышăнатпăр. Кашни салам мана вăй-хăват парать. Кăларăм урлă çынсене савăнтарма пултарнишĕн хама телейлĕ туятăп.

Пĕчченлĕхе кăмăллать

Паянхи Алена ĕнерхи Аленăран мĕнпе уйрăлса тăрать-ши?
— Хама ăслăланнă пек туятăп /кулать./ Пулни-иртни хыçа юлнă, нимĕншĕн те ÿкĕнместĕп. Хама хам вăрçни пулкаланă: «Эх, çавăн чухне мĕншĕн айван пултăм-ши?» Унтан хама лăплантаратăп: «Тарăхнин мĕн усси? Иртнине çавах тавăраймастăн! Паянхине улăштарма пулать!» Апла пулсан ыррине, лайăххине шанса малалла ĕçлемелле.
Алена Арсентьева — пĕчченлĕхре канлĕх тупма пĕлекен пике…
— Ачаранах пĕчченлĕхе кăмăллатăп. Эпĕ питĕ лăпкă çын. Анне калани куç умне килчĕ: «Эсĕ çулталăк çурăра чухне пахчана ĕçлеме тухнăччĕ. Кÿмере пĕчченех 4 сехет выляса выртрăн». Ачасем кил умне пырса урама выляма тухмашкăн чĕнетчĕç, эпĕ аннене ман пирки кукамай патне кайнă тесе калама ыйтаттăм. Студент чухне те хваттер пĕччен тара илеттĕм.
Шупашкар çывăхĕнче çуралса ÿснисене паян кун та ăмсанатăп. Вĕсемшĕн тăван кил алла тăснă пекех.
— Çĕрпÿ районĕнчи Тавăшкасси — чуна çывăх чи илемлĕ кĕтес. Шкул çулĕсенче Шупашкар маншăн аякри çул шутланнă. Вĕренме кĕрсен республика питĕ пысăк лаптăк йышăннăн туйăнчĕ. Тĕрлĕ тăрăхран килнĕ çĕнĕ туссем кашни урăх диалектпа калаçаççĕ, хăйсене тыткалани те урăхларах. Анатри енчисем тăван килне пĕрре кайса килме май тупнă вăхăтра эпĕ атте-аннене курма 5-6 хут хутлаттăм. Ăмсанатчĕç мана. Ĕçе кĕрсен тăван тăрăхăмăр мĕн тери пĕчĕккине ăнкарса илтĕм. Эфира пула çĕршывăм пĕр пĕчĕк çемьене çаврăнчĕ. Пурте пĕр-пĕрне паллаççĕ, нимĕн те пытараймастăн: пĕлме юраманнине те пĕлеççĕ. Тепĕр чухне мĕн тăвас тенине те тăваймастăн. Кураççĕ, асăрхаççĕ, ÿпкелеççĕ, вĕрентеççĕ. Манăн вара çынсене хам пирки ытлашшиех калаçтарас килмест. Уçă кăмăллă пулни чылай чухне сиен те кÿрет. Пĕрре курса калаçнă çынсем мана тÿрех юлташсен йышне кĕртнине пачах ăнланаймастăп. «Тус» сăмах маншăн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Туслăх — капашсăр чун ĕçĕ. Хăвна ăнланакан, кĕвĕçмен юлташ тупма питĕ йывăр. Ман çумра шанчăклă çынсем пурри савăнтарать.
— Аттепе анне тус пулаяççĕ-и?
— Вĕсенчен çывăхрах çын пур-ши? Хăш-пĕр чухне пĕр-пĕрне самай хушă шăнкăравламасан та пултаратпăр. Ку пирĕншĕн — йĕркеллĕ пулăм. Анне медицина ĕçченĕ пулнă май унпа сывлăх çинчен тĕплĕн калаçатăп. Ытларах чухне хамшăн мар, вĕсемшĕн кулянатăп. Ку çывăх çыннăмсене питĕ хисепленипе тата юратнипе çыхăннă. Çак сăмахсене уççăн каламастăп пулсан та ĕçпе çирĕплететĕп. Пĕрремĕш юррăма та вĕсен ячĕпе çыртăм. Халăх умне кăлариччен пĕр сăмах та шарламарăм, укçа пĕтеретĕн тесе кăмăлсăрланасран шиклентĕм. Атте манăн мĕн пур ыйтăва тивĕçтерме тăрăшать. Шкул ачи чухне çуралнă кунра пухăннă мĕн пур укçана фотоаппарат туянса тăкакланăччĕ. Анне ÿпкелерĕ: «Вĕренме кĕрсен те кирлĕ пулĕччĕ-ха ку нухрат». Халĕ вăл калани тĕрĕссине ăнкартăм.
Алена, эсĕ радиора ĕçленĕрен чăваш эстрадине çăмăллăнах кĕтĕн.
— Ĕç вырăнĕ витĕм кÿретех. Анчах ĕçе вырнаçнă чухне юрламан эпĕ, çавăнпа радиопа усă курас туртăм пачах пулман. Пĕр ÿсĕмри тантăшсемпе концертсене хутшăнатăп. Ялсенче куракан мана сасăран палласа илет. Çавăн чухне радио вăйне ытларах туятăп. Чылай чухне çавнашкал лару-тăрăва лекетĕп: мана паллаççĕ, ытти çамрăк юрăçа — çук. Хама аван мар туятăп, тăрăшсах калаçăва вĕсем çине куçаратăп.
Паллă çынна кĕвĕçекен нумай…
— Мана кĕвĕçнине туйсах каймастăп. Тен, ку эпĕ никама та ăмсанманнипе çыхăннă?
Паянхи чăваш эстрадин шайĕ сана тивĕçтерет-и? Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.