«Куçпа пăхсанах макăрса яма пулатчĕ»

16 Утă, 2020

Хаçат хуплашки çинчи пике кашни ир 4 сехет çурăра тăрса амăшĕпе пĕрле 30 ĕне аппаратпа сунине кам ĕненĕ? Ăна хитре тумланса, пит-куçне сăрласа сцена çинче çăлтăр евĕр ялкăшнине курма хăнăхнă.

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Мучей ялĕнче пурăнакан Мурайкинсен çемйинче артист ӳсессе чухланă-ши? Тен, ашшĕ купăс каланине кура, мăшăрĕпе иккĕшĕ кĕрекере юрласа савăнма пĕлнине шута хурсан, ачисене те çавнашкал пултарулăх куçасса шухăшланă та пуль. Хĕрĕсем Катьăпа Таня мĕн пĕчĕкрен шкулта, клубра юрласа ӳснĕ. Çапах амăшĕ Катьăна экономиста вĕрентсе кăларма ĕмĕтленнĕ, ялта лавкка тытнă май документсемпе ĕçлеме пулăшасса шаннă. Çавăнпа хĕрĕ шкултан хĕрлĕ аттестатпа вĕренсе тухсан И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн экономика факультетне заявлени пама хĕрĕпе пĕрле килнĕ. Документсене леçнĕ хыççăн университетра утнă чухне Катя искусствăсен факультетне кĕрекен абитуриентсем юрланине илтнĕ. Унăн та хăйне тĕрĕслес шухăш çуралнă. Комисси ăна итлеме килĕшнĕ. Çав йышра Чăваш халăх артистки Августа Уляндина та пулнă. Пултаруллă хĕре вăл тӳрех астуса юлнă. «Чӳречене яри те уçса ярам-и?», «Кĕреке юрри» шăрантарса вĕсен кăмăлне кайнă хĕр. Анчах ЧПУра экзаменсем вĕçленнĕ иккен. Ăна И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУна ыранах конкурса пыма сĕннĕ. Катьăна ЧПУри — экономика, ЧППУри илемлĕх тата музыка пĕлĕвĕн факультечĕсене йышăннă. Вăл чун туртнине — музыкăна — суйланă.

Катя 1-мĕш курсранах хăйне шеллемесĕр вĕренме тытăннă. Каçченех юлса фортепиано калама хăнăхнă. Августа Уляндина ăна хăйĕн «Ярды» ушкăнне чĕнсен вăл ку саманта вĕçертмен. «Унта ташламалли-юрламалли номерсем хатĕрлеттĕмĕр. Унччен эпĕ ташлама, кĕлеткене тӳрĕ тытма пĕлмен, пластика пулман. Ирхине 7 сехетре тухса кайса çĕрле 23 сехетре таврăнаттăм. Августа Уляндина нумай вĕрентрĕ: пит-куçа сăрланинчен пуçласа сцена çинче хама мĕнле тытмалли таранах», — аса илчĕ Катя. Вăл ЧР Пуçлăхĕн стипендине икĕ хутчен тивĕçнĕ: шкулта вĕреннĕ тата 1-мĕш курсра чухне. Катя 2018 çулта регионсен хушшинчи «Кĕмĕл сасă» конкурсра Гран-при çĕнсе илнĕ.
Икĕ çул каялла хĕрлĕ диплом илсен вăл конкурс витĕр тухса Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамбльне кĕнĕ. Сумлă артистсем, профессионалсем йышне лексен Катя шикленнĕ. «Йăнăш тусан вĕсем куçпа пăхсанах макăрса яма пулатчĕ», — терĕ вăл. Çапах та адаптаци текен йывăр тапхăра чăтса ирттернĕ.

Концертсенче юрăçсем чĕрĕ сасăпа шăрантараççĕ, çав хушăрах ташлаççĕ. Хăш-пĕр номерте, сăмахран, «Ухинкке» сюитăра, чупмалла, сикмелле, лармалла… Сывлăша тĕрĕс çавăрса илмелле. Унсăрăн пуç çаврăнать. Катя шкулта чухне ишессипе 1-мĕш разряд çĕнсе илнĕ пулин те пурпĕр малтанах ăна ташланă хушăра юрлама çăмăл килмен. Çапах репетицире хăнăхнă. «Кăçал ансамбль йĕркеленнĕренпе 95 çул çитнĕ ятпа пысăк концерт иртрĕ. Кашни 2 минутра костюм улăштармаллаччĕ, соло юрламаллаччĕ. Кĕвĕ кайрĕ, эпĕ кĕпен çурăм çинчи çекĕлĕсене çаклатма ĕлкĕреймерĕм. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.