Персей ачана шурлăхра шыраса тупнă

11 Çĕртме, 2020

Çу уйăхĕн вĕçĕнче Канаш районĕн шалти ĕçсен пайне 9-ти арçын ача çухалнине пĕлтернĕ. Тăванĕ Ачча çывăхĕнчи масар çинче вил тăприне тирпейленĕ вăхăтра вăл сак çинчех ларнă. Анчах тепĕртакран çухалнă. Хăраса ÿкнĕ хĕрарăм вăл çывăхри вăрмана кайнă пуль тесе шухăшланă. Инкек пулнă вырăна Михаил Андрианов кинологпа нимĕç овчарки Персей çитнĕ. Арçын ачана сехет çурăран шурлăхра шыраса тупнă. Вăл пилĕк таран шывра тăнă.

Генералăн йытти килĕшсен…

Канашра çуралса ÿснĕ Михаил Андрианов йĕрке хуралĕн тытăмĕнче 2015 çултанпа тăрăшать. 4-мĕш вăтам шкулта вĕреннĕскер ача чухне тĕрлĕ професси пирки ĕмĕтленнĕ. Анчах пурнăç çулĕ ăна шалти ĕçсен пайне илсе çитернĕ. Андриановсен çемйинче патриотизм туйăмĕ малти вырăнта пулнă. Аттестат илсен Михаил çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланă. Каччă Чулхулара шалти çарсен ретĕнче тăнă. Ăна генерала турттарма шаннă. Çар çынни унпа кăмăллă пулнă, контракт мелĕпе службăра юлма сĕннĕ. Анчах тÿрех палăртнă — Çурçĕр Кавказа кайма тивĕ. Михаил каялла чакма хăнăхман, мĕн хушнине яланах пурнăçланă.
Генералăн Чечняра нимĕç овчарки пулнă. Ку ăратри йытă шанчăклă, хуçана хÿтĕлеме яланах хатĕр. Михаил Дикпа туслашнă. Тăватă ураллă тус чăваш каччине часах хăнăхнă. Çак тĕлпулу Михаила пурнăç çулне суйлама пулăшнă. Контракт вăхăчĕ вĕçленсен вăл тăван тăрăха таврăннă. Çывăх çыннисемпе ларса калаçсан Михаил ĕмĕчĕ пирки пĕлтернĕ. Тăванĕсемшĕн ку кĕтменлĕх пулнă, анчах ывăлне шухăша улăштарма ÿкĕтлемен. Каччă вăхăта сая яман — милици шкулне çул тытнă. Вĕреннĕшĕн укçа тÿлемелле пулнă, çавăнпах вăл Ямал-Ненец автономи округĕнче вахта мелĕпе монтажникре вăй хунă. Унтан Канашри вакун юсакан заводра сварщикре тар тăкнă. Михаил ума лартнă тĕллеврен чакман — диплом илсенех патрульпе пост службинче ĕçлеме пуçланă.
Йĕрке хуралçи пĕрремĕш ĕç кунĕсене манман. 2018 çулта Канаш районĕнчи шалти ĕçсен пайне Персея илсе килнĕ. Овчаркăна Михаил Андрианова шанса панă. Вĕсен Ĕпхÿри кинологсен шкулне çитме тивнĕ. «Йытă — чĕрĕ чун. Пирĕн пĕр-пĕрне шанмалла, хисеплемелле. Персей питĕ ăслă. Калаçаймасть пулин те ыратнине систерме пултарать. Кинологсен шкулĕнче 2 уйăх вĕрентĕмĕр. Преподавательсем те Персея килĕштерчĕç, мухтарĕç. Йĕр тăрăх шырама хăнăхнă йытă ĕçе часах хăнăхрĕ», — пĕлтерчĕ кинолог. Михаил Андрианов Персейпа пĕрле ăмăртусене кашни çулах хутшăнать. Тупăшусенче тĕрлĕ задани пурнăçламалла: чăрмавсемлĕ дистанцие парăнтармалла, пытарнă япалана тупмалла. 3-ри Персей хăйне лайăх енчен çеç кăтартать. Кинологи службинче унăн ĕçĕпе кăмăллă. Малалла вулас…
www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.