Чăваш хĕрарăмĕ 12 (1440) № 02.04.2026

2 Ака, 2026

«Спорт кăмăла туптарĕ»

1992 çул. Икĕ хастар çамрăк республикăра спорт аэробикин федерацине йĕркелесе яма шухăшлаççĕ. Каланă — тунă тени ку лару-тăрура тĕрĕсех пулмĕччĕ, мĕншĕн тесен тĕллеве пурнăçлама тăрăшуллăскерсен тар сахал мар тăкма тивет. Чи малтанах федерацин уставне палăртма йышăнаççĕ вĕсем… Ăна пичетлемешкĕн тăванĕсен пичет машинкипе усă кураççĕ. Спорта чунпа парăннă икĕ çамрăк Оксана Дьячукпа унăн мăшăрĕ Юрий Бискупски пулнă. Шăпах Оксана Сергеевна паян — пирĕн хаçат хăни.

Çемье витĕм кӳнĕ

— Малтанах эпĕ аэробика клубне çеç уçма шухăшланăччĕ, мăшăр федераци йĕркелемешкĕн сĕнчĕ. Учреждение «Чăваш Республикин аэробика федерацийĕ» ят патăмăр. Унăн виçĕ учредитель — эпĕ, мăшăр тата пирĕн ĕçтеш Ольга Букина. Ансат пулчĕ тени суйни пулĕччĕ. Пачах тепĕр майлă. Спортăн çĕнĕ тĕсĕ-çке, аталантарса яма йывăр килчĕ. Ачасем валли костюмсем çукчĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ лосина туянса вĕсенчен алă вĕççĕн купальник çĕлеттĕмĕр. Шурă кроссовкă, нуски тупасси те çăмăл марччĕ. Ятарлă колготкă пирки каламастăп та! — пулни-иртнине аса илнинчен пуçарчĕ калаçăва паян Чăваш Енри спорт аэробикин федерацине ертсе пыракан Оксана Дьячук тренер. Вăл ачаранах физкультурăпа, спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе кăсăкланнă. Урăхла пулма пултарнă-ши? Ара, хĕрачан ашшĕ те ку енĕпе пултарулăхĕпе палăрса тăнă-çке.

— Эпир çемйипех спортпа туслăччĕ. Атте питĕ пиçĕ кĕлеткеллĕскерччĕ — йĕлтĕрпе ярăнатчĕ, футболла тата волейболла вылятчĕ, шывра çав тери лайăх ишетчĕ… Аннепе пĕрле бал ташшисене ташлатчĕç. Пичче велоспортпа тата бокспа кăсăкланатчĕ. Атте çак çĕр çинче çук ĕнтĕ, ĕмĕр тăршшĕпе «Хĕрлĕ хĕрес» организацире медсестрара тăрăшнă анне вара çывăх вăхăтра 88 çул тултарĕ. Вăл çулне кура мар йăрă, çаврăнăçуллă, ăнкаруллă, правур, аллинче унăн яланах ĕç вĕретчĕ хăй вăхăтĕнче. Чăн-чăн чăваш хĕрарăмĕ. Аттепе вăл комсомол путевкипе Магнитогорск хулине ĕçлеме кайсан паллашнă. Чăваша пĕрле таврăннă. Атте пирĕн республикăна питĕ юрататчĕ. Сăмах май, эпĕ хамра чăваш юнĕ чупнăшăн питĕ мăнаçланатăп. Анне унччен Сĕнтĕрвăрри районне кĕрекен Шуркасси ялĕнче çуралса ӳснĕ, кайран çав ял вырăнне Çĕнĕ Шупашкарти «Химпром» завода çĕкленĕ. Атте те çав стройкăна хутшăннă. Кунсăр пуçне ГЭС тунă çĕрте те ĕçленĕ. Вăл РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ строителĕ, РФ тава тивĕçлĕ энергетикĕ. Кукаçи те пултаруллă çынччĕ, музыка инструменчĕсене йĕркелеме ăстаччĕ. Çавнашкал çемьере çитĕнни мана витĕм кӳнĕ паллах. Яланах аталану патне туртăнатăп. Шкул ӳсĕмне çитиччен эпĕ гимнастикăра кĕлеткене пиçĕхтернĕ. Парта хушшинче ларма вăхăт çитсен регболла выляттăм, арçын ачасемпе тупăшма та пултарнă, — сăмахне малалла тăсрĕ Оксана Сергеевна. — Эпĕ пĕлӳ илекен Çĕнĕ Шупашкарти 10-мĕш шкулта спорт тĕлĕшĕпе аталанмашкăн май чылайччĕ. Нумай шкулта бассейн çукчĕ-ха, пирĕн вара пурччĕ. Унта 2-мĕш класранах çӳреме пуçларăм. Çав вăхăтра çитĕннисене ăнчĕ тесе шухăшлатăп, мĕншĕн тесен шăпах иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче химиксен хулинче Олимпиадăна халалласа пысăк спорт комплексне хăпартрĕç. Вăл Совет Союзĕнчи тăватă комплексран пĕриччĕ. Эпир, çав районта пурăннăскерсем, епле-ха спортпа кăсăкланмасăр пултарнă? Инфратытăм та лайăх аталаннăччĕ. Çитменнине, «Ельник ращи» те юнашарах. Унта хĕлле йĕлтĕрпе чупаттăм, Атăл леш енне те çӳреттĕм. Шкулпа сыв пуллашнă хыççăн хими предметне кăмăлланăран эпĕ хулари химипе механика техникумне вĕренме кĕтĕм. Унта та спорта пăрахмарăм. Çав тапхăрта йĕлтĕрпе уйрăмах нумай чупаттăмăр, унта та спорт аван аталаннăччĕ. Виктор Музлаев тренера тав сăмахĕ калатăп — шăпах ăна кура манăн тренерта тăрăшас туртăм çуралчĕ. Канмалли кунсерен вăл ертсе пынипе тантăшсемпе пĕрле йĕлтĕрпе Атăл леш енне чупаттăмăр. Акă черетлĕ канмалли кун çывхарсан Виктор Иванович пире, студентсене, çапла каларĕ: «Так, пурте вырсарникун йĕлтĕрпе килетпĕр, Атăл урлă мари вăрманне кайăпăр». Çулĕ çывăх мар, çирĕм пилĕк километр. Мĕн тетĕр? Мансăр пуçне никам та килмерĕ палăртнă кун. Преподавательпе иккĕн çеç йĕлтĕр çине тăма аван марлантăм пулин те каялла чакмарăм. «Ну мĕн, Сергеева, хăратăн-им? Иккĕленетĕн-им?» — ыйтрĕ хайхискер. «Çук! Кайрăмăр! Анчах манăн йĕлтĕр çук», — хуравларăм эпĕ. Виктор Иванович мăшăрĕн йĕлтĕрне пачĕ мана. Çапла вара çула тухрăмăр — ГЭС урлă вăрманалла… Пирĕн ятарлă вырăна çитмеллеччĕ. Унта хырчăрăш йĕкелĕсемпе турачĕсенчен техĕмлĕ чей вĕрететтĕмĕр. Шăрши епле тутлăччĕ! Эпир çав тĕлте чĕре сури тунă хыççăн каялла çаврăнтăмăр. Киле çитнĕ çĕре тавралăх тĕттĕмленнĕччĕ ĕнтĕ. Техникум хыççăн зал тара тытрăм, ĕçлеме пуçларăм. Кружока хĕрарăмсем килетчĕç, пĕр уйăхрах 80 çын пухăнчĕ… Тараватлăха та вĕрентет Кун хыççăн Оксана Сергеевна тăтăшах ăсталăха аталантармалли, вĕренӳ семинарĕсене хутшăнма, урăх хуласене тухса çӳреме пуçăннă. Техникум алăкне хупсан вăл «Химпром» заводра виçĕ çул вăй хунă, хыççăн спорт тытăмĕнче çине тăрса тар тăкма пикеннĕ. Вĕренме, чăнах та, питĕ нумай тивнĕ. Ку аэробикăн тĕсĕ чылай пулнипе те çыхăннă. — 1994 çулта Çĕнĕ Шупашкарта спот аэробикин уйрăмне уçрăмăр. Унта çӳрекен ачасен шучĕ çукчĕ. 1996 çулта мана тĕп хуламăрти Ачасемпе çамрăксен керменĕнче ĕçлеме йыхравларĕç. Çав çултан ĕнтĕ Шупашкарта спорт аэробикине аталантарма, кӳршĕ регионсене ăмăртусене тухса çӳреме пуçларăмăр. 2000 çулта ачасемпе пĕрремĕш хут Раççей первенствине хутшăнтăмăр. Саратов хулинче иртнĕччĕ вăл. Чылай ăмăртаканран ман патра вĕренекен Екатерина Машенькина 15-мĕш вырăна тухма пултарни чăн-чăн парне, пысăк ăнăçу пулчĕ! — терĕ çĕр-çĕр ачана аэробикăпа туслаштарнă тренер. — Халĕ ман куç умĕнче çитĕннĕ хĕрачасемпе арçын ачасенчен нумайăшĕ тренерта тăрăшаççĕ. 3 çулти пепкесем килеççĕ ман пата хатĕрленме — кайран куç умĕнчех ӳсеççĕ, мăшăрланаççĕ, ачисем çуралаççĕ, — йăл кулчĕ кăмăллăн Оксана Сергеевна. — Федераци йĕркеленнĕренпе 30 çул çитнине уявласа ирттертĕмĕр ĕнтĕ. Çак хушăра çитĕнӳ сахал мар турăмăр. Ĕç яланах çителĕклĕ. Ăмăртусем, çĕнĕ проектсем, тренировкăсем… Эпĕ ăмăртусенче кăтартмашкăн хамăн воспитанниксем валли ташă элеменчĕсене, сценари шухăшласа кăларатăп. Тепĕр чухне çĕрле те çĕнĕ шухăшсем пуçа килеççĕ. Çитĕнӳсем патне таврăнса çакна калам: пĕлтĕр Çĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш шкулта спорт аэробикин уйрăмне уçрăмăр. Унта Шупашкарти «Çĕнĕ хула» микрорайонта пурăнакансем те çӳреме пултараççĕ. Хальлĕхе спортăн çак тĕсĕпе тĕп хуласăр пуçне Çĕнĕ Шупашкарта тата Çĕмĕрлере тухăçлă ĕçлеççĕ. Спортсменсем пĕр вырăнта лармаççĕ — çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче иртекен ăмăртусене тăтăшах тухса çӳреççĕ. Нумаях пулмасть çеç-ха Оксана Сергеевнăн «ăмăрт кайăкĕсем» Пермь хулинче иртнĕ Федерацин Атăлçи округĕн первенство чемпионатне хутшăннă. Ку кăна-и? Вуннăмĕш хут Чăваш Ен команди /18 çултан аслăраххисем/ пĕрремĕш тухнă! Унсăр пуçне 4 «ылтăнпа» тата 1 «кĕмĕлпе» таврăннă аэробистсем. — Ăмăрту питĕ аван иртрĕ, тараватлăн кĕтсе илчĕç. Спорт комплексĕ те чаплă, хальхи вăхăтпа килĕшӳлли. Çапах та эпĕ кирек хăш тăрăха та Чăваш Енпе танлаштаратăп — тараватлăхпа пире çитекен çуках. Эпир кашнинчех медальсене ăмăрту валли ятарласа хатĕрлетпĕр, парнесемпе савăнтаратпăр. Чăваш халăхĕ çак енпе палăрса тăрать ĕнтĕ. Хăнана çăкăр-тăварпа кĕтсе илмелле. Хамăн спортсменсене те çапла пурăнма вĕрентетĕп, — тăсрĕ калаçăва пирĕн статья геройĕ. — Пермьре спорт питĕ аталаннă. Нумай хут тĕнче, Европа чемпионĕсем пулнă спортсмен нумай. Пирĕн чи нумай титуллă спортсмен вăл — Алексей Германов. Пилĕк хут — тĕнче, ултă хут Европа ăмăртăвĕсен çĕнтерӳçи. Вăл Раççейри аэробистсенчен иккĕмĕш вырăн йышăнать, Федерацин Атăлçи округĕнче вара — пĕрремĕш. Халĕ Алексей тренерта тăрăшать, кунсăр пуçне Спорт енĕпе хатĕрлемелли центр директорĕн заместителĕн тивĕçĕсене пурнăçлать. Çĕршывăн пĕрлештернĕ командинче Чăваш Енрен 8 спортсмен тупăшать. Темиçе çул каялла республикăри спорт аэробикин федерацийĕ «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илес енĕпе турнир пуçарса янă. Çак ырă йăлана Оксана Сергеевна хăйĕн командипе çултан-çул пурнăçласа пырать: — Çак турнира йĕркелемшкĕн мĕн хистерĕ-ха? Чăвашлăха спорт тытăмĕнче те кăтартасси. Халĕ, сăмахран, наци спорчĕ кĕрешӳ вăй илсе пырать. «Хыпар» турнирĕнче пирĕн спортсменсем чăваш эрешĕллĕ тумпа ташлаççĕ. Хĕрлĕ-сарă-шурă костюма ятарласа çĕлеттернĕччĕ. 50 çын çавнашкал илемлĕ тумпа кĕвĕ май тĕрлĕ хускану туни тĕлĕнмелле хăватлă курăнать. Çав рунăсем спортсменсене куç ӳкесрен те упраççĕ, вĕсем управçă майлă темелле. Çитес çул асăннă мероприятие чăваш юррикĕввипе кăна ирттересшĕн. Мана тĕрлĕ халăх уйрăмлăхĕсем, колоричĕ питĕ кăсăклантарать. Çавна май малашне тĕрĕк халăхĕсен фестивальне те йĕркелеме шухăш пур. Çакна та каласа хăварас килет: шăпах пирĕн федераци «Çăлтăрпа — зарядка» флешмоба чăваш юррипе йĕркелессине йăлана кĕртрĕ. Ăна Алексей Германов ирттерет. Наци эрешĕллĕ костюмсемпе ытти региона кайсан вырăнти çынсем те кăсăкланаççĕ, ыйтса пĕлеççĕ. Хăшĕ-пĕри чăваш культурипе кăсăкланма пуçлать. <...>

Нина ЦАРЫГИНА.

♦   ♦   


«Хам евĕрлĕ çынна выляма кăмăлламастăп»

Вăл сцена çинче тĕрлĕ роль калăплать, ытларах — кулăшла сăнарсене. Ахальтен мар хăйĕн пултарулăхне Чăваш халăх артисчĕ Виктор Петров ертсе пынă Кулăшпа сатира театрĕнчен туптама пуçланă. Шкулта вĕреннĕ чухнех куракан умне тухнă вăл. Каярахпа фильмсенче ӳкерĕннĕ, «Чăнкă чăваш бабкисем» ушкăн йĕркеленĕ. Сăмахăм «Çăлкуç» халăх театрĕн режиссерĕ тата артистки Ольга Ухтерикова çинчен пырать. Паян вăл — пирĕн тĕпелте.

«Телевизор ăшне кĕрес килетчĕ»

— Ольга Робертовна, кулăш юн пусăмне чакарнине калаççĕ халăхра. Чăнах та çапла-ши?

— Ахальтен мар: «Кулăш — пурнăçра пулăш», — теççĕ-çке. Кулни, савăнни чунчĕрене хавхалантарать: артистсене те, куракансене те. Енчен те эпир хамăр пултарулăхпа халăха култарма, куççуль кăларттарма пултартăмăр тăк чăн-чăн сцена ăсти шутланатпăр. Пит çинче йăл кулă çиçсен вара пурăнас килет, кăмăл çĕкленет. Кулăш терапийĕ юн пусăмне те йĕркене кĕртет.

— Артист пулас шухăш хăçан çуралчĕ?

— Эпĕ Вăрнар тăрăхĕнчи Çĕрпел ялĕнче çуралса ӳснĕ. Чăваш спектаклĕсене çемйипех пĕчĕк телевизор умне пуçтарăнса ларса пăхма юрататтăмăр. Манăн, пĕчĕкренех артистка пулас килнĕрен, пĕрмаях чун ырататчĕ. «Мĕншĕн мана анне пысăк çуратнăши? Çак телевизор ăшне кĕрейместĕп», — тесе пăшăрханаттăм. Ун хыçĕнче сасă тухакан шăтăк пурччĕ. Çавна пĕрмай тинкереттĕм: ăна кăштах анлăлатсан унта кĕме пулать-ши теттĕм. Телевизор ăшне питĕ кĕрес килетчĕ.

— Эсир ачаранах хастар, çирĕп тĕллевлĕ çитĕннĕ эппин?

— Аслисем шкулта концерт кăтартатчĕç, вĕсене курма каяттăмăр. «Мĕншĕн-ха эпир те концерт хатĕрлейместпĕр?»

— шухăшларăмăр пĕррехинче тантăшсемпе. Ун чухне урам тулли ачаччĕ. Пире, пĕчĕкскерсене, атте-анне хур-кăвакал чĕпписене тимлеме шанатчĕ, çырмара вĕсене кунĕпе пăхаттăмăр. Шăпах çавăнта пĕрлехи «концерта» хатĕрленме тытăнтăмăр. Пĕрремĕш куракансем хамăр урамри кинемейсем пулчĕç. Вĕсем пирĕн пултарулăха пысăк хак пачĕç. Çакă пире хавхалантарчĕ, çунат хушрĕ тейĕн. Каярахпа пĕчĕк сценкăсем çырса хатĕрлентĕмĕр. Концерт пуласси пирки пĕлтерӳсем çакрăмăр. Кулăшла саманта та асăнса хăварас килет: юпасем çине пĕлтерӳ çыпăçтарнă вăхăтра пулса иртрĕ çакă. Ялта хут пĕлмен кинемейсем пурччĕ. Пĕри хуларан килсе çӳретчĕ. Вăл чăвашла калаçатчĕ, анчах çырма-вулама пĕлместчĕ. Çакскер пирĕн пĕлтерӳсене курсан: «Эй, Турă, вăрçă пуçланать иккен. Каллех листовкăсем салатма пуçларĕç», — тенĕ. Каярахпа ял-йыш ăна концерт пуласси пирки ăнлантарнă. Эпир, 7-8 çулсенчи ачасем, хамăр концертпа ăçта кăна çитмен! Уй-хир ĕçченĕсем патĕнче, фермăра, ача-пăча лагерĕнче пулнă. «Пирĕн пата килĕр-ха», — текенсем те пурччĕ. Аслисемсĕрех çӳреттĕмĕр. Кутамкка çакаттăмăр та çула тухаттăмăр. Кинемейсем ятарласа кукăль пĕçеретчĕç, пире сăйлатчĕç. Садика çӳрекен Иринăна çурăм хыçне çакаттăмăр. Çапла, 15 çулччен эпĕ урамра концерт лартса çитĕнтĕм.

— Çак ушкăнран эсир çеç сцена ăсти пулса тăнă-и?

— Виктор Петров режиссер конкурс ирттернине пĕлсен 9-мĕш класс хыççăн эпир хулана виççĕн кайрăмăр. Анчах мана çеç суйласа илчĕç. Каярахпа тепĕр пысăк конкурс витĕр тухма тиврĕ, 3-4 тапхăр та пулчĕ. Унта тантăшпа иксĕмĕре суйларĕç, кайран каллех пĕччен юлтăм.

Шӳт пурăнма пулăшать

— Ку профессипе ятарлă пĕлӳ илме май килчĕ-и?

— РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Нина Панина сĕнĕвĕпе эпĕ Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче режиссера вĕренсе тухрăм. Унти мĕн пур педагога тав тăвас килет. Нина Трифоновнăна таймапуç. Унăн пĕлĕвне губка пек çăтрăм. Вăл вĕрентни халĕ те куç умĕнчех. Каярахпа Татьяна Прохоровăпа «Чăнкă чăваш бабкисем» ушкăн йĕркелерĕмĕр. Вăл халĕ те пур. Паянхи кун Римма Гаврилова вĕрентекенпе ĕçлетпĕр.

— Нина Панина пултаруллă режиссер пулни палăратех. Ахальтен мар унăн вĕренекенĕ Владимир Тяптушкин халĕ Раççей фильмĕсенче ӳкерĕнет.

— Владимирпа пĕр вăхăт эпĕ те ĕçленĕ, унпа мăнаçланатăп. Институтра вĕреннĕ чухне Нина Трифоновна мана çур ставкăпа ĕçе илчĕ. Шăпах çав вăхăтра Владимир Тяптушкинпа пĕрле вăй хутăмăр. Николай Угаринăн «Улькка кинемейĕн виçĕ кинĕ» постановкăпа ялсем тăрăх çӳрерĕмĕр. Юхма Мишшин «Турă куççулĕ» хайлавĕ тăрăх лартнă спектакле те пĕрле хатĕрлентĕмĕр.

— Сцена çинче эсир пике, кинемей, çулланнă хĕрарăм, якăлти майра… сăнарĕсене калăплатăр. Хăшĕ ытларах кăмăла каять?

— Мана кинемее калăплама çăмăлрах туйăнать. Ытларах характерлă сăнарсем килĕшеççĕ. Хам евĕрлĕ çынна сăнарлама пачах та кăмăлламастăп, мĕншĕн тесен хама вылянă пек туйăнать. Манăн вара улшăнас, хама «аркатас» килет.

— Рольсене калăплама артистăн сăнавçă та пулмалла-çке.

— Чăн та, яланах сăнама тивет. Урамра утатăп е транспортра пыратăп — çын тыткаларăшне, калаçăвне сăнатăп, уттине пăхатăп. Кайран хам та вĕсем пекех хăтланса пăхатăп. Артист, режиссер — яланах шыравра. Çĕнĕ сăнар, çĕнĕ ĕç-пуç шырамалла.

— Пурнăçра шӳтпе пурăнма лайăх-и?

— Паллах. Чĕрере йывăр пулсассăн та шӳтлесен çăмăлланать, кăмăл та улшăнать. Шӳт-кулăш пурăнма яланах пулăшать.

— Эсир чăн пурнăçра та шăл йĕрме кăмăллатăр-и?

— Çук. Эпĕ сăпайлă, вăтанчăк. Сцена çинче вара такама та çаврăнма пултаратăп.

— «Чăнкă чăваш бабкисем» куракансене малалла та савăнтарĕç-и?

— Эпир ку ушкăнпа кашни çулах сцена çине тухма тăрăшатпăр. Куракансемпе кăçал нарăс уйăхĕнче тĕл пултăмăр. «Чăнкă чăваш бабкисен мăнукĕсем», «Чăнкă чăваш бабкисем шыравра»… постановкăна тĕрлĕ серипе хатĕрлесе пыратпăр.

— Сцена çине тухсан сăмаха манса кайни пулнă-и?

— Час каласа кăтартатăп. Кулăшпа сатира театрĕнче эпĕ пĕр спектакльте карчăк рольне калăплаттăм. Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи пĕр ял клубĕнчеччĕ ун чухне. Залра халăх туллиехчĕ. Вĕсем сывланă май пăс тухать. Çав тери сивĕччĕ. Эпĕ хамăн сыпăка вĕçлерĕм те ăшăнма директор пӳлĕмне кайрăм. Унта электричествăпа ĕçлекен кăмака лартнăччĕ. Калуша хыврăм та ăшăнса ларатăп. Манпа пĕрлех икĕ артистка пурччĕ. Николай Кляжев артист васкаса кĕчĕ те: «Мĕн туса ларатăр? Сцена çине тухмалла», — терĕ. Ĕçтешсем чупса тухса кайрĕç. Эпĕ ларса юлтăм. Вĕсем манăн сăнара та калăпланă иккен, сăмахĕсене те йĕркеленĕ.

— Кăлтăксемсĕр спектакль лартма май çуках-тăр.

— Ку каллех ял клубĕнче пулса иртрĕ. Ун чухне те сивĕччĕ. Тирпейлӳçĕ спектакль пуçланиччен сценăна çуса кайрĕ, анчах типсе çитеймерĕ, пăрланса ларчĕ. Эпир Николай Кляжевпа хĕрпе каччă ролĕсене калăплатпăр. Пирĕн чупса тухмалла та «Салам» темелле. Эпĕ васкаса тухрăм. Туфли кĕлли шуса кайрĕ те наччасрах сценăн тепĕр вĕçне çитсе тăтăм. Халăх ахăлтатсах кулчĕ. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.