«Чăваш хĕрарăмĕ» 52 (1177) № 30.12.2020

30 Раштав, 2020

Асама ачасем те, аслисем те кĕтеççĕ

Ватă мучи Кокованя заводра ĕçлет. Çемьесĕрскер пĕр-пĕр арçын ачана хăйĕн хÿттине илме шухăшлать: мĕн пĕлнине вĕрентсе хăварас тет. Шăпах çакăн чухне тăлăха юлнă улттăри хĕрача çинчен илтет. Ашшĕпе амăшĕсĕр юлнă пĕртăвансенчен аслăраххисене пĕр улпут ĕçлеме хăй патне илнĕ. Кĕçĕннине вĕсен килĕнче хăтлăх тупнă ют çемье çăкăр кашни тĕпренчĕкĕшĕн сăмах лектернине пĕлсен хĕрхенет мучи Даренкăна.

Çапла вĕсем виççĕн пурăнма тытăнаççĕ: Кокованя, Даренка тата Муренка кушак. Ирсерен мучи ĕçе васкать. Хĕрача кил-çуртра тирпейлет, пăтă пĕçерет. Кушак, паллах, шăши хăвалать. Нумай юмах пĕлекен ватă каçсерен халап каласа кăтартать. Даренка вĕсене савăнсах итлет. Пуринчен ытла вара кĕмĕл чĕрнеллĕ качака çинчен хайланине кăмăллать. Чĕр чун урипе тапакан вырăнта хаклă чул сирпĕнсе тухать иккен. Мучие пĕр канăç та памасть хĕрача, пĕрмай çак асамлă качака çинчен ыйтса тĕпчет. Ăна пĕрре те пулин курма ĕмĕтленет. Пĕчĕкскерĕн ĕмĕчĕ пурнăçланать — асамлăскерне курать вăл. Чĕр чун вăрманти пĕчĕк çурт тăррине хăпарса урипе тапма тытăнать, йĕри-тавралла хаклă тĕрлĕ чул сирпĕтет. Ăна пуçтарас тенĕ мучие чарать хĕрача, тепĕр кун татах пăхса киленме хăварасшăн пулать. Анчах ирпе вăраннă тĕле ахах-мерчене юр хупласа хурать.

Павел Бажов 1938 çулта çырнă юмах халĕ те асамлăхне çухатмасть. Çак хайлава вуласа, ун тăрăх ÿкернĕ мультфильма пăхса ÿснĕ ашшĕ-амăшĕ унпа ачисемпе мăнукĕсене те хаваспах паллаштарать.

Чăваш патшалăх пукане театрĕ те çĕнĕ ĕç калăпланă май «Кĕмĕл чĕрне» юмаха суйланă. Раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнче пĕрремĕш хутчен кăтартрĕç ăна. Пĕчĕк куракан кăна мар, пысăкки те хапăлласа йышăнчĕ спектакле. Пуканесен чи кăткăс мелĕпе — çип туртнипе хуçкаланса вылякан кĕлеткесемпе — лартнăскерне 3Д меслетпе пуянлатнă.

— Паян пурнăç улшăнчĕ темелле. Çĕнĕ çулхи уявсем те урăхла мелсемпе иртме пуçларĕç. Апла пулин те ачасен кăмăлне тупма тăрăшатпăр. Темиçе çул каялла Хĕл Мучи офисне йĕркелеме хăтланнăччĕ. Кăçал çак йăлана тавăртăмăр. Паянхи куракана унчченхи ырă та ăшă юмахсене кăтартас килет, çавăнпах çак хайлава суйларăмăр. Ачасен кăмăлне тупасса шанатпăр. Вĕсем ĕçе еплерех йышăннине курăпăр паян. Çитес çул наци авторĕсемпе ĕçлес кăмăл пур. Çĕнĕ меслетсемпе усă курма тăрăшăпăр. Фестиваль йăлине те чĕртсе тăратас килет. Театр малтанхи ĕмĕтсемпе пурăнать. Пĕр вырăнта чарăнса тăмалла мар, малалла талпăнмалла. Кăçалхи пăтăрмах çĕнĕлле ĕçлеме, урăх куçпа пăхма вĕрентрĕ, — палăртрĕ театрăн илемлĕх ертÿçи Юрий Филиппов.

Раштав уйăхĕн 25-мĕшĕ пуканеçĕсемшĕн сцена çине çĕнĕ ĕç кăларнипе кăна мар, театр кăçал 75 çул тултарнине паллă тунипе те асра юлĕ. 1945 çулхи ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче ĕçлеме тытăннă Чăваш Енри пукане театрĕ. Шел, пандемие пула çавра çула вăхăтра, ытти чухнехи пек кÿршĕлле регионти пуканесене хăнана йыхравласа паллă тума май килмен. Апла пулин те Çĕнĕ Çул умĕн пуканеçĕсем уява пуçтарăнчĕç.

Татьяна НАУМОВА.

 


 

Яланхи пекех — пĕрле

Хаклă вулаканăмăрсем, каллех çулталăка пĕтĕмлетмелли вăхăт çитрĕ. «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçата хыпарсемпе, сăвă-калавпа пуянлатма пулăшнăшăн пурне те пĕрле тата кашнине уйрăммăн тав тăвас килет.

Кăçал хаçатра конкурс çине-çинех йĕркелерĕмĕр. Чăваш Енре пурăнакансем кăна мар, республика тулашĕнче тĕпленнисем те яланхи пекех хастар пулчĕç. Вĕсене тепĕр хут аса илтерес килет: Алевтина Расторгуева /Етĕрне районĕ/, Зоя Илларионова /Шупашкар хули/, Татьяна Тихонова /Шупашкар хули/, Марина Степанова, Ольга Архипова /Çĕмĕрле районĕ/, Лидия Угахина /Тутарстан/, Федор Федоров, Николай Яковлев, Николай Дворов-Шемексем, Надежда Тарасова /Пушкăрт Республики/, Надежда Семенова /Пушкăрт Республики/, Инесса Шашкина, Ольга Терентьева /Канаш районĕ/, Анатолий Тимофеев /Елчĕк районĕ/, Надежда Петрова /Дими-триева/, Геронтий Никифоров /Шупашкар хули/, Георгий Тусли /Красноармейски районĕ/, Мария Соколова, Галина Енейкина /Елчĕк районĕ/, Надежда Степанова, Галина Зотова /Хĕрлĕ Чутай районĕ/. Сăмах май, «Вутра та çунман, шывра та путман чăваш хĕрарăмĕ» конкурсăн иккĕмĕш тапхăрне хутшăнмашкăн кая юлман-ха.

Россельхознадзорăн республикăри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ Надежда Васильева, ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева, ЧНК культура комитечĕн ертÿçи Вера Архипова, ЧНК «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет председателĕ Юлия Мареева хыпар ярсах тăчĕç.

Онеçĕм мăнукĕ, Çеçпĕл Мишши музейĕн ертÿçи Антонина Андреева халăха пăшăрхантаракан ыйтусем тавра сăмах пуçарчĕç. Вĕсен шухăшĕсене «Калаçар-ха» рубрикăпа пичетлерĕмĕр.

Анатолий Максимов /Сĕнтĕрвăрри районĕ/, Николай Агаков /Канаш районĕ/, Михаил Игнатьев, Алевтина Никифорова, Николай Смирнов, Антонина Ефимова, Екатерина Григорьева /Шупашкар районĕ/, Ольга Иванова, Геннадий Савельев /Элĕк районĕ/, Венера Усанова, Валентина Соло-вьева /Елчĕк районĕ/, Никита Макаров /Çĕрпÿ районĕ/, Елена Порфирьева, Галина Кадыкова /Вăрнар районĕ/, Роза Деменцова, Александр Вишневский, Владимир Архипов, Любовь Александрова /Шупашкар хули/, Антонина Ефимова /Красноармейски районĕ/, Николай Ларионов-Йĕлмел /Чĕмпĕр облаçĕ/, Ÿрмек Ваçли /Муркаш районĕ/, Альберт Кольцов /Тутарстан/, Геннадий Юманай /Çĕмĕрле районĕ/, Лидия Скворцова /Етĕрне районĕ/, Антонина Табардак, С.Бараматова, Алена Васильева, Алина Константинова, Антонина Ерошина, Ева Петрова çыру тăтăш вĕçтерчĕç.

Валери Туркай, Юхма Мишши, Левтина Марье, Лидия Сарине, Зоя Сывлăмпи, Юрий Сементер, Маргарита Прокопьева, Валентина Христофорова, Галина Макарова, Светлана Асамат, Авенир Кириллов, Тамара Верендеева /Шупашкар районĕ/, Лидия Ковалюк, Маргарита Прокопьева, Любовь Шашкина-Лĕпĕшпи, Микул Пулар, Галина Петрова, Галина Çуткÿл, Мария Каçалсем, Алевтина Петрова-Пирогова, Мария Андреева, Светлана Никитина /Патăрьел районĕ/, Светлана Асамат, Валери Туктар /Лениногорск/, Роза Петрова-Ахтимирова, Иван Антонов, Лиана Григорьева, Людмила Сорокина /Пурлушкина/, Александр Савельев-Сас, Шан Шанăçпи çырни Ли-тература страницинче вырăн тупрĕ.

РЕДАКЦИ.

 


 

Телей тилхепи — аллинчех

Роза Шевлепи ячĕ чăваш литературинче ытларах ача-пăча валли хайлавсем çырнипе палăрса тăрать. Вăл пултарулăхне кĕçĕннисене халаллани ăнсăртран мар. Вĕрентекен профессине алла илнĕскер çур ĕмĕре яхăн шкулта ачасене пĕлÿ панă. Хăйĕн ĕçне чунтан парăннăран çул çитменнисен тĕнчине лайăх ăнланни, вĕсене чунтан юратни хайлавĕсенчен те лайăх курăнать.

Раштавăн 23-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче Роза Шевлепие, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне халалланă «Пурнăç сукмакĕ» курав уçăлчĕ. Ăна хĕрарăм çыравçă 85 çул тултарнă тĕле йĕркеленĕ. Курава хăтлама, Шевлепие çавра кунпа саламлама унăн çывăх тăванĕсем, пултарулăхне пысăка хурса хаклакан калем ăстисем, вĕренекенĕсем пырса çитрĕç.

Ачалăх саманчĕсем

Самай вăрăм çула хыçа хăварнă Роза Ивановна Çĕрпÿ районĕнчи Çатра ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ачалăхĕ Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин тапхăрĕпе пĕр килнĕрен çăмăллăн иртмен.

— Пур пĕрех кĕçĕн ÿсĕмре те телейлĕ пулнă тесе шухăшлатăп. Анне Мария Николаевна çав таранччен кăмăллă çынччĕ. Шкулта кĕçĕн классене вĕрентетчĕ вăл. Пирĕн пата тăтăшах çынсем пырса çÿретчĕç. Вĕсем аннепе калаçнă май ăна тĕрлĕ ырă, кăсăклă саманта çине-çинех аса илтеретчĕç. Мăн çынсем пуплени хăлхана кĕнинчен аннене сума сунине ăнланаттăм. Манăн та ун пек пулас килетчĕ. Виçĕ çултанах аннепе пĕрле шкула çÿреттĕм. Вулама ятарласа вĕренмесĕрех, урокра итлесе ларнипе, хăнăхрăм. Атте район центрĕнчен кĕнеке илсе килнине ас тăватăп. Мана сыпăксем çыхăнтарма вĕрентесшĕн. «Эпĕ вулама пĕлетĕп», — терĕм те шакăртаттарса патăм. Çывăх çыннăмсем питĕ хĕпĕртерĕç.

Эпĕ пиллĕкре чухне, 1941 çулта, йăмăк çуралчĕ. Ăна пĕр уйăхранах манăн асăрхама тиврĕ. Кăмака çинче выртаканскерĕн /хĕл питĕ сивĕ пулнăран анне пĕчĕкскерне унта вырттаратчĕ/ кипки-кĕпине улăштараттăм. Йĕме тытăнсан — пĕрле йĕреттĕм. Выçлăх аптратни те куç умĕнчех. Пĕррехинче — ун чухне эпĕ шкула кайма пуçланă ĕнтĕ, аннене самай пулăшмалăх çитĕннĕ — тăваттăри йăмăкпа кÿршĕри ачасем выляççĕ. Мана çывăх çыннăм пĕчĕкскерсене йăпăрт пăхса килме хушрĕ. Карта хушăкĕнчен тинкеретĕп. Йăмăк, хул урлă хутаç çакса янăскер, «килрен» «киле» çÿрет, аллисемпе тÿпенелле кармашса çинçе сассипеле: «Христарати, христарати, мĕн те пулин çимелли пар пире», — тесе йăлăнать. Çак саманта аса илсе вăхăт иртсен «Ача вăййи» калав çырнăччĕ.

...Ленинградран эвакуаципе килнĕ ватă хĕрарăм пурăнатчĕ кÿршĕре. Пĕрмай шухăшлă, хуйхăллă çÿретчĕ. Вилчĕ çавскер, ялтах пытарчĕç. Пумилкке хыççăнах унăн адресĕпе çыру çитнĕ. Хĕрĕ çырнă. Кĕç тĕл пуласса хĕпĕртесе пĕлтернĕ. Вăл кая юлнине ача ăсĕпе пулин те ăнланса питĕ хурланни асра, — мĕн пĕчĕкрен çынсене, тавралăха сăнама юратни сисĕнет пурнăç урапи кăлтăртатнăçемĕн темĕн те курнă хĕрарăмăн аса илĕвĕнчен.

Туслă çемье

Шупашкара вĕренме килсенех Роза Иванова /хĕр чухнехи хушамачĕ/, педагогика институчĕн историпе филологи факультечĕн пĕрремĕш курс студентки, Юхма Мишшипе паллашнă. Çавăнтанпа вĕсен çулĕсем уйрăлман та.

— Шăпана мана Михаил Николаевичпа пĕрле пулма пÿрнĕшĕн тав тăватăп. Унăн амăшĕ Марина Васильевна, хутла вĕренмен çын пулсан та, тĕлĕнмелле ăслă та сăпайлă хĕрарăмччĕ. Халăх ăс-хакăлĕ çав тери палăратчĕ унра. Хамăн анне пекех çывăх йышăнаттăм ăна. Пĕр-пĕринпе питĕ туслă, çывăх хутшăнса пурăнтăмăр, — телей уççине пуринчен ытла çемье тĕлĕшпе ăннинче курать Роза Ивановна.

Михаил Николаевичпа пĕрлешсе виçĕ ача çитĕнтернĕ Роза Ивановна. Тĕпренчĕкĕсем пĕчĕк чухне пултарулăх ĕçĕпе питех аппаланман. «Çемьере икĕ çыравçă пулмалла мар», — шÿтлерех каланă пĕлĕшĕсем вăл начар мар хайлавсем калăплама пултарнине асăрхасан. Ачисемпе, мăнукĕсемпе тимлĕ амăшĕ, кукамăшĕ-асламăшĕ шăпăрлансен ăслă, хăйне евĕр каларăшĕсене çырса пыни вăхăт иртнĕçемĕн сăвă-калав сăнарĕсене янтăлама чухах пулнă.

— Аслă хĕрĕм Илемпи хăйĕнчен çулталăк ытларах кăна кĕçĕн шăллĕне Атнере питĕ пăхма пĕлетчĕ. Иккĕшне кăна лартса хăварни пайтах пулнă. Хĕрĕме шанма май пуррипе çапла тунă ĕнтĕ. Ĕçрен киле таврăнсан хĕрарăмăн часрах тĕпеле васкамалла пек. Ачасем тимлĕх кĕтнине ăнланса пĕр хушă вĕсен «юмаххине» тăнлаттăм. Пĕрле мĕнле те пулин кĕнеке вулаттăмăр. Тĕрлĕ юмах çырнă грампластинкăсем пурччĕ килте — çавсене итлеттереттĕм. Кăмăлĕсене çырлахтарсан тин кухньăналла пăрăнаттăм. Мăшăрăн Михаил Николаевичăн йăмăкĕ эпĕ пепкесемпе айкашассине иккĕмĕш вырăна хуманнинчен хăй тĕлĕннине чылай çул иртсен каласа кăтартнăччĕ.

Вĕрентекен «рольне» килте выляс йăла питех пулман. Пĕррехинче Атнере, хăй вулама вĕреннине кăтартасшăн чухне, сыпăксене ытла татнăран: «Апла мар, юрласа вуламалла, ывăлăм», — тенĕччĕ. Çакнашкал çула май урок тĕслĕхĕсем вара асрах, — ача-пăча тавра калаçма çав тери юратнине пытармасть ăш пиллĕ амăшĕ.

Тăван тавралăх туртăмĕ

Хăюллă хĕр диплом илсен ĕçлеме Дагестана тухса кайнă. Ют тăрăхра кĕске хушăрах хисеп çĕнсе илме пултарнă вăл. Дагестан халăхĕн чĕлхине, юрри-ташшине вĕреннĕ — çавăнпа унта пурăнакансем çывăх йышăннă та, ахăртнех, чăваш пикине. Тăван тăрăхран аякра пурăнса курнă тапхăр Шевлепин пултарулăх каçалăкĕнче те йĕрленет. «Нихăçан манăçми тунсăхлă кунсене паян та асра тытатăп. Чунтанах тăван чĕлхепе калаçас килетчĕ, анчах анне чĕлхипе калаçакан никам та çукчĕ. Каспи тинĕсĕ хĕрринченех тăван таврари кашни сукмака, кашни çырма-çатрана кураттăм, шухăшра тăвансемпе тăван чĕлхепе калаçаттăм», — чăваш ялĕн сăпкинче ярăнса ÿснĕскер «Вĕлле çурчĕ — ылтăн хурт» калавĕнче çапла çырнă. Чунра тарăн вырнаçнă туйăмĕ Дагестанра çапăннă сăн ÿкерчĕксене тишкерсен те палăрать.

Кукамăшĕн юбилейĕ тĕлне Шевлепин мăнукĕсенчен пĕри — Георгий Гребенщиков — Мускавран килсе çитнĕ. Ашшĕ-амăшĕпе пĕрле çĕршывăн тĕп хулине куçса кайсан Илемпин пĕчĕк ывăлĕ кукамăшĕ патне çыру шăрçаланă: «Илсе кай мана яла. Кунта манăн сывлăш пÿлĕнет...» Çак саманта курав уçăлнă каç ватă çынпа унăн çитĕннĕ мăнукĕ ăшшăн аса илчĕç.

Ирина ИВАНОВА.

 


 

Вăйăран — вăкăр...

Ача чухнех: «Хулара ĕмĕр ирттерекен çынсем мĕнле пурăнаççĕ-ши?» — тесе шухăша путаттăмăр пиччепе. Ара, ялта çитĕнекенсем хĕлĕн-çăвĕн, кĕрĕн-çурăн ирĕклĕ тавралăхпа киленеттĕмĕр-çке. Кил картинче е пахчара ĕçленĕ, урамра тус-тантăшпа вылянă май темĕн тĕрлĕ савăнăç-йăпанăç та тупăнатчĕ пирĕн тĕле. Шухăш-ĕмĕт ытамне кĕрсе ÿксен хамăра темиçе çултан хулара пачах та курмастăмăр. Пирĕн кил, пĕчĕк тăкăрлăкри чи хĕрринчи çурт, пысăк мар юхан шыв çумĕнче вырнаçнăран пичче тавралăха хăтлăлатасси пирки шухăш вылявне путатчĕ. «Ак çакăнта эпĕ кÿлĕ чавăп, хура вăлчаллă пулă ĕрчетĕп. Пысăк сад çитĕнтерĕп. Унта вĕллесем лартăп...» Икĕ сыпăкри аппа та, меллĕ кашни самантра ашшĕпе амăшне хăйне хуларан яла леçме ыйтаканскер, малашлăхне аслашшĕ-асламăшĕн тăван кĕтесĕпе çыхăнтаратчĕ. «Ялах качча кайăп, ĕне усрăп. Çийĕнчен ăна сума пĕлетĕп те эпĕ», — кĕçĕн класра вĕреннĕ чухне манран кăшт кăна аслăрах Рита шÿтлесе-чăнласа калани халĕ те асрах.

Хулари тăвансем килни тахçан, пралуклă телефон та хăш-пĕр килте кăна пур чухне, чăн-чăн\уява çаврăнатчĕ. Аслисен — хăйсен ĕç-хĕлĕпе пуплевĕ, пирĕн, кĕçĕннисен — хамăрăн айкашу. Пулла каймалла-и е купăста пахчине шăвармалла-и — кирек ăçта та пĕрле, йышпа. Женя, Ритăн пиччĕшĕ, çапах та тĕплĕ пурнăçламалли ĕçе пуçăниччен хăйĕн чунне йăпатма васкатчĕ. Килти чĕр чунсене юратаканскерĕн хÿрине тытса ĕлкĕр! Аякран темиçе сехет автобуспа килсе, хушăран çуран темиçе çухрăм утса та ывăннине туймастчĕ-ши: çитнĕ-çитмен çийĕнчи тумне улăштарса урамалла тухса сирпĕнетчĕ. Çулĕ пĕрреччĕ унăн: лаша витин картишне çитмелле. Янаварсене тăраниччен сăнамалла, конюхĕ вăл паллаканни, Çеруш пичче, пулсан вара — утланса ярăнмалла. Çакнашкал тĕллевпе чуптарнă та тăванăм укăлча çумĕнчи хăйĕншĕн чăннипех асамлă вырăна.

Пĕррехинче аттен пиччĕшĕн çемйи яла Çĕнĕ çул умĕн килсе çитрĕ. Пирĕн кил умĕнче вара хĕрÿ ĕç пырать: çĕр каç вăрмантан вутă тиесе килнĕ, ăна çурса тирпейлеме пуçăннă. Атте çурнă пуленкесене пиччепе иксĕмĕр картишне сĕтĕретпĕр, анне шаршанласа купалать. Çанталăк, çуркунне пуçламăшĕнчи евĕр, ытармалла мар илемлĕ!

Çул çинчен килнĕскерсемпе апатланнă хыççăн ĕçе вĕçлеме пĕрле тухрăмăр. Женя пĕр-икĕ «рейс» турĕ те — çухалчĕ. Унччен те пулмарĕ, лупас айĕнче кĕптĕртетни, тепĕртакран «яра пар, нууу!!!» тени илтĕнчĕ. Алăк уçăлса кайрĕ — çамрăк вăкăра утланнă ача картишнелле сиксе тухрĕ. Аслисем шăпăрлан ÿксе аманасран пăлханчĕç, эпир вара кулма тапратрăмăр. Хытă шавлани пирĕн Батыра — çапла ят хунăччĕ выльăха — килĕшмерĕ курăнать: хапха уççине курса урамалла тухрĕ, пĕррех çĕклерĕ хыçалти урине — Женя, тытăнса тăраймасăр, çемçе юр хÿсе лартнă кĕрт çине пашлатса персе анчĕ.

Çапла чарусăра хăйĕнпе шÿтлеме юраманнине палăртса аслисем каланинчен те витĕмлĕрех тăн кĕртрĕ выльăх. «Вăйăран вăкăр тухать, — тет чăваш. — Малашне пĕл çакна», — лăпкăн ăс пачĕ ывăлне ашшĕ, Коля пичче.

Анна КУПРИЯНОВА.

 


 

Авланас килет

Ĕçрен тухса тартăм-ха… Ара, Çĕнĕ çул çитет, пуçлăх вара ĕçлеттерет те ĕçлеттерет. Уяв çывхарсах çитнине те пăх-масть. Арçынсен вĕсен мĕн? Çунă-тасатнă, пĕçернĕ-вĕретнĕ — уяв сĕтелĕ хатĕр. Эпĕ пĕччен пурăнни пăшăрхантарать тетĕр-и манăн пуçлăха? Йăлт хамăн тумалла вĕт. Хурне тирпейлемелле, юрне хырмалла, çуртне ăшăтмалла… Вулакан, манпа тахçанах калаçманскер, пĕлмест те пулĕ-ха — эпĕ хула çумĕнче çурт туянтăм вĕт. Ара, хайхи «ял ипотекипе» усă куртăм та… Кăшт-кашт чĕр чун та усратăп халĕ унта. Хур тытрăм кăçал. Вăт çавсем патне васкатăп та. Тукмакки пурне те килĕшет. Ĕçрен вара ярасшăн мар.

Паян чухах пулчĕ-ха. Пурте Çĕнĕ çула паллă тума пуçтарăнчĕç. Тем ан шутлăр, 1,5 метра пăхăнмалăх вырăн çителĕклĕ пирĕн акт залĕнче. Халĕ пурте — маскăпа. Хăшĕ-пĕри тата бал-маскарадри пеккинех тăхăнса пынă. Ун хыçĕнче ăçтан пĕлетĕн: кам пур, кам çук… Çавăнпа усă курса тухса тартăм та. Вăт тăратăп халĕ автобус кĕтсе. «Ял ипотеки» хыççăн «ял машини» программа хута каяс сас-хура çÿрет-ха. Вăт ун чухне эпĕ те кустăрмаллă пулăп. Халĕ вара сивĕ ачисемпе тĕркĕшкелесе ăшăнма тивет общество чарăнăвĕнче транспорт кĕтнĕ май.

Акă çитрĕ хайхи. Ăшă ларкăчсем çине вырнаçрăмăр. Çумма хитре каччă кĕрсе ларчĕ. Мĕн, карчамас илеме асăрхама пăрахнă тетĕр-и? Ара, куçпа-чунпа киленме кам чарать? Хăй тем пăлханать, вĕçĕмсĕр телефонĕ çине пăхать — таçта васкани куç кĕрет. Ман чĕлхе вăрăмăшне пурте пĕлеççĕ. Çăварта сыхланса юлнă пĕр-икĕ шăл ăна тытса чарма пултараймасть паллах. Хальхинче те ыйтмасăр чăтаймарăм — автобусран тухса чупас пек ăçта çав таран васкать вара хитрескер, çамрăкскер? «Авланма!» — пулчĕ хурав. Пĕтрĕмĕр! Мĕн, такам кĕтсе выртать-им? Авланас каччă хĕр патне туй машинипе васкаканччĕ. Туй халăхне пуçтарса, транспорта хитрелетсе, кăшкăртса, çĕр çĕмĕрсе… Е эпĕ çав таран пурнăçран юлса кайнă-и? Юлашки шухăш тĕрĕс пулчĕ — чăнах та юлнă.

Каччă каласа кăтартнинчен çакна пĕлтĕм. Халĕ çамрăксенчен нумайăшĕ чăнласах «туй-туй-туй тесе, çĕр çĕмĕрсе, пурнас йытта вĕлерсе» çÿремест иккен. Йыттине пурнăçран уйăрманни лайăх-ха. Икĕ çамрăкăн шухăшĕ пĕр килнĕшĕн вăл айăплă мар вĕт. Туй халăхĕн вара «йÿçĕ» тесе питĕ кăш-кăрас килет пулĕ те, анчах та халĕ хĕрпе каччă çак куна сăпайлăн кăна паллă тума хăнăхса çитнĕ. Манпа юнашар ларса пыраканскер те, хам пекех, калаçма ухута пулчĕ. Пĕлĕшĕсем çинчен каласа кăтартрĕ. Акă Светăпа Петюк çырăнмашкăн чи çывăх тăванĕсемпе кăна кайнă иккен. Натюш вара савнине Илюша кÿнтеленсене кăна чĕнме ÿкĕте кĕртнĕ. Пăх та кур паянхи çамрăксене. Нумай пулмасть кăна-ха, туй тăвас тесе, ашшĕ-амăшĕ кредит илетчĕ. Чăн та, ăна тавăрса пĕтериччен пепкисем уйрăлса та ĕлкĕретчĕç. Ачи-пăчи тахçан çемьеллĕ çын пулнине ашшĕпе амăшĕ ниепле те тÿлесе татайман кредит кăна аса илтеретчĕ.

Халь çамрăксем ăслă-ă-ă… Ман кÿршĕ авă пĕлĕшĕсенчен те маларах кайнă. Мускавран килекенскер тÿрех ЗАГС уйрăмне кĕрет. Пĕчченех. Пулас арăм та палăртнă вăхăта унтах пырать. Çапла калаçса татăлнă. Иккĕшех кĕрсе çырăнаççĕ. Чап-чап уйăхне ăçта каясси пирки ан та кăсăкланăр. Çамрăк упăшка ЗАГСран… вокзала васкать — çĕнĕ статуса илнĕ хыççăнах çĕршывăн тĕп хулине таврăнать вăл. Арăмĕ-и? Вăл килне каять. Мăшăр пĕрле пĕр çĕр те каçмасть. Мĕншĕн-и? Вăхăт çук. Ĕç кĕтет. Улпутсем уйăхне 100 пин тÿлеççĕ. Пĕр кун пилĕк авмасанах ĕçрен тухса ÿкме пулать. Кун пеккине ăçтан тупăн кайран? Вăт мĕнле пулса кайрĕ пурнăç…

Элĕке çула тухнă май ХĔРЕСТИН хăлхине çакланнă.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.