Хресчен сасси 12 (3101) № 01.04.2026

1 Ака, 2026

Умра – яваплă тапхăр

ЧР Правительствин пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнчи ларăвĕнче вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев республикăри хуçалăхсенче çурхи ĕçсене пурнăçлама епле хатĕрленни çинчен пĕлтерчĕ.

Çĕмрĕк техникăна юсанă, çунтармалли-сĕрмелли материал 49% турттарса килнĕ. Унпа тивĕçтерес енĕпе чăрмав пулмалла мар — «Татнефть» резерв хатĕрленĕ. Иртнĕ çулсенче усă курман çĕре пусă çаврăнăшне кĕртессишĕн кăçал та ĕçлессине палăртрĕ. Акмалли вăрлăхăн пысăк пайĕ — хамăр çĕршывра селекцилени. Кăçал ял хуçалăх культурисем 542,7 пин га, пĕлтĕрхинчен 0,3% пысăкрах лаптăкра, çав шутра тĕш тырăпа пăрçа йышшисем 281 пин га (кĕрхисем 76,9 пин га — иртнĕ çулхинчен сахалрах) йышăнĕç. Министерство çĕр улми пĕлтĕрхи лаптăкран сахал мар лартма ыйтать. Кĕрхисене минерал удобренийĕпе апатлантарма ака уйăхĕн пĕрремĕш вунă кунĕнче тухма пултараççĕ. Трактор-машинăна çурхи ĕçсене пурнăçлама епле хатĕрленине тĕрĕслемелли тапхăр пуçланчĕ. Уй-хире 6 пин ытла трактор кăларĕç. Çур акине паха тата агротехнологире пăхнă вăхăтра ирттерессипе çыхăннă ыйтусене агроконференцире сӳтсе яваççĕ. <...>

Алексей ПЕТРОВ.

♦   ♦   


Агропрома кăçал ытларах пулăшĕç

Çакăн çинчен республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче ЧР Ял хуçалăх министерствин коллегийĕн, агропром ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Правительство комиссийĕн тата республика Пуçлăхĕ çумĕнчи экономикăн аслă канашĕн пĕрлехи ларăвĕнче пĕлтерчĕ.

Çав шутран культурăсене акма тата пухса кĕртме — 1,2 млрд (патшалăх пулăшăвĕн 27 мери), выльăхран продукци илме 874,9 млн тенкĕ ª15 енĕпеº куçарĕç. Техника туянса курнă тăкакăн пĕр пайне саплаштарма 300 млн тенкĕ уйăрĕç. Иртнĕ 5 çулта хуçалăхсем 14,2 млрд тенкĕлĕх 4958 техника туяннă. Çав укçаран 5,6 млрд — республика бюджетĕнчен. Техника энергийĕ кашни 100 га пуçне 2019 çулта 111 лаша вăйĕпе танлашнă, 2025 çул вĕçĕ тĕлне вăл 169 лаша вăйĕ таран хушăннă. Вице-премьер-ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев докладĕнчен ларăва хутшăннисем Правительство ял хуçалăх продукцийĕнчен апат-çимĕç хатĕрлессине кăçал та пысăк тимлĕх уйăрма тĕллев лартнине пĕлчĕç. Оборудовани туянса, АПК обьекчĕсем туса, вĕсене модернизацилесе тӳснĕ тăкакăн 30% саплаштарма пулăшу парĕç. Патшалăх пĕчĕк хуçалăхсене те тĕревлĕ. «Агростартап» тата «Çемье фермисем» гранта 4 енĕпе тивĕçĕç. Республикăра туса илнĕ ял хуçалăх продукцийĕн 39% — кил хуçалăхĕсен тӳпи. Хăйсен ĕçне вĕсенче йĕркелекенсене 11 енĕпе пулăшма палăртнă, çав тĕллеве пурнăçлама республика бюджетĕнче 98 млн тенкĕ пăхса хăварнă. Кашни кил хуçалăхне аталантарма 700 пин тенкĕ таран уйăрма пултараççĕ. Ĕне тата тына усрама уйăракан субсиди виçи пысăкланĕ: кашнишĕн пĕлтĕр 5500 тенкĕ уйăрнă, кăçал 7300 тенкĕ таран тивĕ. Икĕ ĕне ªтынаº тытнă пулсан иртнĕ çул кашнишĕн 6500 тенкĕ илнĕ, 2026 çулта 8600 тенкĕ таран куçарĕç. Виçĕ е ытларах ĕне (тына) усранă пулсан пĕлтĕр кашнишĕн 7500 тенке тивĕçнĕ, кăçал 10 пин тенкĕ таран парĕç. Ял хуçалăх отраслĕпе территорийĕсене аталантарма бюджетра укçа 2026 çулта пĕлтĕрхинчен ытларах — 9,3 млрд тенкĕ — пăхса хунă. Çав шутра ял хуçалăхне тивекен тӳпе — 5,5 млрд тенкĕ. АПК тата ял территорийĕсем кăçал 2021 çулхинчен укçа 2,1 хут нумайрах илĕç.

— Республикăра аграрисене пулăшмалли майсем анлă. Анчах ял хуçалăх производствине хутшăнакансем пурте вĕсемпе усă кураççĕ тата пурнăç ыйтакан çулпа каяççĕ теме пултараймастпăр. Мĕн пур ресурспа усă курас тĕллевпе муниципалитетсен ертӳçисене АПКн кашни субьектне, çав шутра пĕтĕм фермера, шута кĕртмеллине аса илтеретĕп. Ялсенче çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме, çынсене лайăх шалу тӳлеме ял хуçалăх продукцийĕнчен апат-çимĕç хатĕрлемелли цехсемпе заводсем уçмалла. Ӳсĕм тăвассишĕн вĕсене çулталăк тăршшĕпех ĕçлеттерни, çынсен вырăнĕсене упраса хăварни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак тĕллеве пурнăçлама пирĕн майсем çителĕклех. Чăваш Енре ăнăçлă ĕçлекен агроагрегаторсем пур. Вырăнти фермерсенчен продукци туянса хуласенче пурăнакансене тивĕçтерсе тăраççĕ. Ăна суту-илӳ организацийĕсене сутнипе пĕрлех тирпейлекен, апат-çимĕç хатĕрлекен предприятисене парса тăни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пуçару вăй илсех тăтăр тесе эпир ял хуçалăхĕнче продукци туса илекенсене патшалăх пулăшăвĕпе хавхалантарсах тăрăпăр, — палăртрĕ Олег Алексеевич.

Юрий МИХАЙЛОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.