Хресчен сасси 14 (3103) № 15.04.2026

15 Ака, 2026

Шыв юхтарса каяймарĕ

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем тата республикăн чрезвычайлă ларутăру служби ака уйăхĕн пĕрремĕш çурринче ялсемпе обьектсем шыва каясран тивĕçлĕ мерăсем йышăнчĕç.

Çумăр икĕ кун çунăран, юр ирĕлнĕрен Йĕпреç округĕнчи Кушлавăш шывĕ ейĕве кайрĕ, гидротехника хатĕрĕ çăтса ĕлкĕрейменрен хăвăрт хăпарса «Çиçĕмкасси — Пĕчĕк Упакасси» асфальт çул урлă каçма хăтланчĕ, ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче унăн аяк тăприне юхтарма тытăнчĕ. Кунта муниципалитет ертӳçи Игорь Семенов, ЧР Транспорт министерствин, «Чăвашупрдор» учреждени представителĕсем çийĕнчех çитрĕç, çулăн хăйăр, чул тата асфальт сийĕсене лапкăшĕпе çĕкленнĕ шыв аякне ишме ан тытăнтăр тесе çула пĕр вырăнта экскаваторпа чавса уçрĕç те — капланнă шыв витĕр юхса хăвăрт анчĕ. Кунтан 3 çухрăмри Çиçĕмкасси поселокĕнче 12 çын пурăнать, çапла майпа яла шыв илес хăрушлăха сирчĕç. Çула сыпăнтарма ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче кирпĕч ванчăкĕпе вĕтĕ чул турттарчĕç, ĕç епле пынине чрезвычайлă лару-тăру министрĕ Сергей Павлов тата округ пуçлăхĕ Игорь Семенов тĕрĕслесе тăчĕç. «Веха» предприяти экскаваторпа уçнă вырăна шыва юхтарса тăма вăхăтлăх пăрăх янă, ун çине стройматериал тăкса тултарнă, пусăрăнтарнă. Ĕçе темиçе единица техникăпа 7 çынна явăçтарнă. Васкакан çынсене çул урлă 5-мĕшĕнчех каçарма тытăннă, округ администрацийĕн тата министерство специалисчĕсем пулăшнă. 6-мĕшĕнче транспорт министрĕ Максим Петров, унăн çумĕ Роман Краснов, «Чăвашупрдор» ертӳçи Юрий Шилов кунта тӳснĕ тăкака шутласа палăртнă. Çул урлă пăрăх хуман тăк ейӳ поселока çитме пултарнă. 9-мĕшĕнче транспорт яланхи пекех каçса çӳреме тытăннă. Акан 7-мĕшĕнче Чăвашгидрометеоцентрăн Çĕрпӳ округĕнчи Туçи посчĕ Мăн Çавал шывĕ ялсене хăрушлăха кĕртсе ӳкерме пултаракан шайран 5 см хăпарнине палăртнă. 9-мĕшĕ тĕлне ейӳ Çĕрпӳ хулинчи Тухăç тата Октябрь урамĕсен пуçне тата Кайрикас ялĕн хĕррине çитнĕ. Вăл округри «Звездный» лагере ан кĕтĕр тесе çулне хăйăртăпра хутăшĕпе пӳлнĕ. Ĕçе 5 единица техникăпа 10 çынна хутшăнтарнă. 7-мĕшĕ тĕлне ейӳ Çĕнĕ саларан Мăн Çавал еннелле чакма тытăннă. Унччен унăн çыранне тĕлĕ-тĕлĕпе инженери мелĕсемпе çирĕплетнĕ тата шыва чăрмавсăр юхтарма дренаж-коллектор хатĕрĕсене тасатнă. Кунта 20 çынпа 6 трактор-машина ĕçленĕ. Туçи посчĕ пĕлтернĕ тăрăх, 9-мĕшĕ тĕлне Мăн Çавал шайĕ 32 см аннă. Ейӳ Хĕрлĕ Чутай округĕнчи «Сăр»-Туканаш» асфальт çулăн пĕр сыпăкĕн тăприне юхтарса антарма тытăннă, унăн хăйăр, чул тата асфальт сийĕсем ишĕлес хăрушлăх тухса тăнă. Округ пуçлăхĕ Иван Михопаров шыв çулне пӳлес ыйтăва предпринимательпе сӳтсе явнă, вăл ĕçе техника явăçтарса çул аякне стройматериалпа çирĕплетнĕ. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


«Эпир тăхăр пинлисен клубĕнче»

Элĕк округĕнчи «Новый путь» ЯХПК председателĕн выльăх ĕрчетес енĕпе ĕçлекен çумĕ Регина Долгова — республикăн 2025 çулхи чи лайăх зоотехникĕ.

Пĕлтĕр Ленинград облаçĕнче иртнĕ Раççейĕн «Професси енĕпе чи лайăххи» конкурсĕн «Зоотехник» номинацийĕнче 6-мĕш вырăна тухма пултарчĕ. Маттур! Вăл Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă, 2018 çултанпа çак хуçалăхăн тĕп зоотехникĕнче тăрăшнă. — Иртнĕ çул кашни ĕнерен вăтамран 9613 кг сĕт сурăмăр, 9 пин кг ытла сăвакансен клубĕнче тăратпăр, — пĕлтерчĕ Регина Долгова. — Пирĕн мăйракаллă шултра выльăхăн лайăх пахалăхсемпе палăрса тăракан голштин ăрачĕ. Çапах сăвăм рационран нумай килет. Çавăнпа паха апат çуллен çителĕклĕ янтăлатпăр, тухăçĕ лайăх. Ĕнесене тĕрлĕ витамин, тип çу юхтарнă хыççăн юлакан шрот паратпăр, тăрăшса пăхатпăр, хăтлă фермăсенче тытатпăр. Коллективра пысăк опыт пухнă специалистсем, роботсемпе ĕне сăвакан операторсем тăрăшаççĕ, хăйсен ĕçне юратаççĕ. Ăнăçу тăвасси фермăсен ертӳçисенчен, осеменаторсенчен, Людмила Константинова тĕп ветврачпа ветеринарсенчен, Татьяна Иванова зоотехник-селекционертан, апатпа тивĕçтерес енĕпе тăрăшакан Татьяна Гордеева зоотехникран, ыттисенчен нумай килет, — терĕ Регина Рамилевна. Кунта хуçалăхăн вăтам кăтартăвĕнчен ытларах сĕт паракан ĕне чылай. Операторсем вĕсемпе ăшшăн калаçаççĕ, пурне те юратаççĕ. Специалистсем сĕт производствинчи çĕнĕлĕхпе паллашсах тăраççĕ, ăна ĕçе кĕртеççĕ, хăйсен тивĕçĕсене тӳрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Квалификацие ӳстермелли курссенче пĕлӳ пухаççĕ. Çамрăксем комплексра нумай çул вăй хурса паха опыт пухнисенчен вĕренеççĕ. Сергей Майоров председатель ертсе пынипе коллектив çĕнĕ çитĕнӳсем тăвассишĕн малаллах талпăнать. <...>

Петр ТИМОФЕЕВ.

♦   ♦   


Ял хуçалăхĕнче — 35 çул

Ĕне выльăха çуркунне мĕнле пăхмалла? Çак тата ытти ыйтăва Канаш округĕн администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ Сергей Васильев хуравлать.

— «Чĕрни айне шыв кĕрсен ĕне сĕт сахалрах пама тытăнать», — тенĕ ваттисем. Сăвăм ан чактăр тесе ăна куккурус, соя, пăрçа çăнăхĕ, силос, минералсемпе пуян апат çитермелле. Ĕнесене кĕркунне-хĕлле çеç мар, çуркунне те пăрулаттараççĕ. Çут тĕнчене килнĕ пăрăва пирвай амăшĕн çумне вырттармалла — ăна çуласа минерала пухса илтĕр, типĕттĕр, кăтăрка чĕлхипе массаж туса юн çаврăнăшне хăвăртлаттăр. Амăшĕн çăра та сиплĕ сĕтне пăрăва 1-мĕш кун — пĕр сехетрен кая хăвармасăр, 2-5-мĕш кунсенче 3-шер хут ĕçтермелле. Ĕне çуланă хыççăн ăна ал шăллипе сăтăрса типĕтмелле тата массаж тумалла. Иртен- çӳрен ан таптатăр тесе уйрăм читлĕхре пĕр уйăхран сахал мар тытмалла, ĕне сĕчĕпе тăрантармалла. Çавăн хыççăн хуçалăхсенче пĕр уйăхрисен ушкăнне яраççĕ, типĕ сĕтпе тăрантараççĕ, çиме хăнăхтарас тĕллевпе утă, çăнăх, тырă е комбикорм хурса параççĕ. Малтан шăршласа, темиçе кунран тутанса пăхаççĕ, каярахпа çиме тытăнаççĕ. — Ветеринарсем мĕн тума ыйтаççĕ? — Пăруласанах кăвапине татмалла, инфекцирен хӳтĕлеме ятарлă препарат сĕрмелле, çиппе çавăрса çыхмалла. Халĕ ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсен выльăхне диспансеризацилемелли тапхăр пырать. Кашни выльăхран юн илсе сывлăхне тĕрĕслеççĕ, чир-чĕр тата организмра хăш элемент çитменнине тупса палăртаççĕ. Ветлаборатори пĕтĕмлетĕвне тĕпе хурса мĕнле тата миçе тĕрлĕ апат çитермеллине, хуçалăхсене амаксенчен епле сиплемеллине пĕлтереççĕ. Вĕсем выльăха ан ерччĕр тесе вакцинацилеççĕ. — Ĕнене ешĕл курăк çине кăларма тытăнсан мĕнрен асăрханмалла? — Чи малтанах — кӳпĕнесрен. Уя выçă хырăмпа ямалла мар, утă çитермелле. Çакна шута илмесен тимпани инкек кăтартма пултарать. Ĕне ешĕл курăк нумай çинĕрен мăн хырăмлăхĕнче газ пухăнать. Кӳпĕнчĕ тĕк ĕнене хăваласа е каçанĕ çине сивĕ шыв тăкса кăларма пулăшмалла. Ĕç пулмасан мăн хырăмлăхĕ тĕлĕнчи тирне троакарпа шăтарса газне кăлармалла. — Сергей Павлович, вырăнти хăй тытăмлăх аталанăвне тӳпе хывнăшăн тата унăн органĕнче нумай çул тӳрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн сире «Чăваш Республикинчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕн службинче кăлтăксăр ĕçленĕшĕн» паллăпа наградăларĕç. Муниципалитет администрацийĕнче хăçантанпа тăрăшатăр? — Чăваш ял хуçалăх институтĕнчен зоотехника вĕренсе тухнă хыççăн, 1991-2002 çулсенче, Канаш районĕнчи Н.Крупская ячĕллĕ хуçалăхра тата республикăн Ăрат ĕçĕн пĕрлешĕвĕнче вăй хутăм. 2002 çултанпа Канаш районĕн администрацийĕнче: малтан тĕп зоотехник, каярахпа тĕп специалист. Районти фермăсене тĕревлессипе, хуçалăхсене субсиди-грант илме документсем хатĕрлемешкĕн пулăшассипе, ыттипе çыхăннă ыйтусене татса паратпăр. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.