Чăвашла верси
Русская версия
Хресчен сасси 43 (3083) № 12.11.2025
Ял ĕçченĕсене чысларĕç
Чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне уявларĕç, ял хуçалăх çулталăкне малтанласа пĕтĕмлетрĕç.
— Ял ĕçченĕсем 2025 çулта çĕнĕ çитĕнÿсем турĕç. 1 млн ытла тонна тырă пухса кĕртрĕç, вăтам тухăç кашни гектартан 36 ц ытла, — терĕ вицепремьер-ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев. — Тĕшĕлĕх куккурус 15 пин тонна пуçтарса илни тахçанах пулман, ку иртнĕ нумай çулăн вăтам кăтартăвĕнчен 2 хут нумайрах. Уява выльăхпа кайăк-кĕшĕкрен продукци илес енĕпе те ÿсĕмпе кĕтсе илтĕмĕр. Кăçал 500 пин ытла тонна сĕт сăвассишĕн, 500 млн ытла çăмарта илессишĕн тăрăшатпăр. Çак чикĕсем патне иртнĕ чылай çул çитеймен. Выльăхпа кайăк-кĕшĕк продуктивлăхĕ çуллен ÿсет. Кăçал кашни ĕнерен вăтамран 8400 килограмран кая мар сĕт суса илес шанăç пысăк. Ял хуçалăх продукцине тирпейлекенсем хамăр туса илнĕ сĕтĕн 80%-чен — юрвар, ашăн 90% апат-çимĕç хатĕрлеççĕ. Пирĕн продукцие чикĕ леш енче те хапăл. 2025 çулхи 10 уйăхра экспорта 20,8 пин тонна янă. Регионта çырлапа сыр производствисен, ăратлă выльăхпа селекци кластерĕсем хывăнаççĕ, продукци туса илекенсене логистикăпа тивĕçтерме тата ял хуçалăх культурисене вырнаçтарма агрегаторсем йĕркелеççĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев, Правительство тата Патшалăх Канашĕн депутачĕсем мĕн пур енĕпе пулăшмасан АПКна аталантараймăпăр. 2025 çулта Ял хуçалăх министерстви урлă ăна 8,6 млрд тенкĕ (кунта республикăн ял территорийĕсене комплекслă аталантармалли программипе куçаракан укçа та кĕрет) уйăрнă. Çав шутра 5,7 млрд (66%) республика бюджетĕнчен, — палăртрĕ Андрей Макушев. — Ĕçре çитĕнÿ тунине палăртнипе пĕрлех АПКна малашне тата хăвăртрах алантарасси çинчен шухăшлатпăр. Тĕллевсене «АгроПроДвижение» стратегире куратпăр.
Професси кунĕ ячĕпе пухăннисене ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов саламларĕ, Мускава командировкăна кайнă республика Пуçлăхĕн аграрисене уяв ячĕпе янă саламне вуласа пачĕ.
— Ял хуçалăх министрĕ тин кăна АПКн кăçалхи çитĕнĕвĕсене асăнчĕ. «Ăнсăртран ÿсĕм пулчĕ, пире кăçал ăнчĕ» теме юрамасть, — палăртрĕ Правительство ертÿçи. — Ÿсĕм сăлтавĕ — çанă тавăрса, тар кăларса ĕçленинче, комплекслă майпа усă курса производствăпа тухăçа ÿстернинче. Кунта аграрисене кÿнĕ патшалăх пулăшăвĕ те кĕрет. Вунă çул каялла эпĕ, ял хуçалăх министрĕ, пухура илсе кăтартнă цифрăсем çинчен шухăшлама та пултарайман. 2018 çулта тырă кашни гектартан вăтамран 23,7 ц çеç пухса кĕртнĕ, 2015 тата 2016 çулсенче çулталăкра сĕт кашни ĕнерен вăтамран 5 пин кг кăна сунă, кăçал вара 8400 кг шайне капашатпăр. Кашни 100 га çĕр пуçне энергипе тивĕçтерес енĕпе эпир федерацин Атăлçи округĕнче 14 регионтан чи юлашкиччĕ, çĕршывра 74-мĕш вырăнтаччĕ. Халĕ малтисен ретĕнче — кашни 100 га çĕр пуçне 168 лаша вăйĕ тивет, 2019 çулта пирĕн 111 лаша вăйĕ чухлĕччĕ. Нумай çул усă курман çĕр лаптăкĕ 10 хут пĕчĕкленчĕ, апла пулин те ăна тата тара илнисене пĕтĕмпех пусă çаврăнăшне кĕртмесĕр лăпланмастпăр. Республика Пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн аграрисем техникăпа оборудовани 2025 çулта, юпа уйăхĕччен, туянса курнă тăкакăн пĕр пайне саплаштарма субсиди — кăçалах, çулталăкăн юлашки 3 уйăхĕнче туяннисем килес çул пуçламăшĕнче илĕç. С.Артамонов тата А.Макушев тухăçлă ĕçлекен хуçалăхсемпе организацисене диплом тата парне пачĕç. Вĕсен ĕçне хакланă чухне коллектив членĕсен ĕç укçине, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленине, усă куракан çĕр мĕн пысăкăш пулнине, производство кăтартăвне епле ÿстернине шута илнĕ. Тырă пухса кĕртес тата унăн тухăçĕ енĕпе «Çĕр улмине мухтав» агрофирма (Комсомольски округĕ), çĕр улми туса илессипе тата унăн тухăçĕ енĕпе «Мураты» ЯХПК (Вăрнар), уçă вырăнта тухăçлă пахча çимĕç туса илессипе тата унăн пысăк тухăçĕпе «Комсомольски пахча çимĕçĕ» АФ «Чи лайăх предприяти» ята тивĕçнĕ. «Ленинская искра» колхоз (Етĕрне) регионти ытти хуçалăхран хăмла нумайрах пухса кĕртнĕ. «Чурачикское» АО (Шупашкар) сĕт чи нумай тата кашни ĕнерен вăтамран сăвассипе 1-мĕш вырăна тухнă. Сысна ашĕ туса илес, кашни талăкра ÿт хуштарас енĕпе «Авангард» обществăн «Çĕрпÿ беконĕ» филиалне çитекен çук. Çăмарта чи нумай тата кашни чăхран миçе илессипе Канашри ăратлă кайăккĕшĕк фабрики палăрнă. Чăх ашĕ туса илес, ăна кашни талăкра мĕн чухлĕ хуштарас енĕпе пуринчен те лайăхрах кăтарту «Мега Юрма» обществăн. Хупă вырăнта пахча çимĕç çитĕнтерес енĕпе «Новочебоксарский» теплица комплексĕ, пулă çитĕнтерсе сутассипе «Кире» хуçалăх (Пăрачкав), ял хуçалăх техникине упрама вырнаçтарас енĕпе «Победа» общество (Елчĕк) мала тухнă. Производствăпа экономикăн чи лайăх кăтартăвĕсемпе палăрнăшăн ХФХсен хушшинче I степень диплома — С.Илларионов (Тăвай), II степеньлине — Е.Пондякова (Шăмăршă), III степеньлине В.Кузнецов (Патăрьел) фермер хуçалăхĕсем илнĕ. Тухăçлă ĕçленĕшĕн, производствăпа экономикăн чи лайăх кăтартăвĕсемшĕн импорт тавар вырăнне хамăрăнне туса кăларма хастар хутшăннăшăн Вăрнар аш-какай комбинатне, «Етĕрне сĕчĕ» тата «Вăрнарти СОМ завочĕ» обществăсене республикăн Ял хуçалăх министерствин дипломĕпе наградăларĕç. Аграри экономикинчи чи лайăх кăтартусемшĕн ял хуçалăх çĕрĕ мĕн пысăкăш пулнине тĕпе хурса уйăрнă виçĕ ушкăнран пĕрремĕшĕнче — Красноармейски округĕ, иккĕмĕшĕнче — Шупашкар округĕ, виççĕмĕшĕнче Çĕрпÿ округĕ мала тухнă, вĕсем 150-шар пин тенке тивĕçнĕ. Çак укçана общество вырăнĕсене хăтлăлатма явăçтарĕç. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
Вĕсем ĕçпе тивĕçтернĕ
«Хресчен сассин» юпа уйăхĕнчи ĕçсенче республикăри вăрмантан кăларнă йывăçран XX ĕмĕрте тĕрлĕ продукци туса хатĕрлени çинчен çырусем пичетленчĕç.
Экономикăшăн пĕлтерĕшлĕ çак ыйтăва сÿтсе явма хутшăннисем ăна ку чухне те хатĕрлеме, вăрманпа лайăхрах усă курма сĕнеççĕ. Йĕпреçпе Улатăр вăрманлăхĕсен директорĕсем Илшат Ахметовпа Юрий Беляков республикăн экологи хăрушсăрлăхне 2035 çулччен тивĕçтермелли стратегие çулла сÿтсе явнă чухне хăйсем çитĕнтерекен йывăçран мĕн те пулин тума сĕнчĕç. Вăрманти хурăн, çăка, хăва, ăвăс, тирек ватăлса ÿкет, çĕрет — чире сарăлма май тăвать. Кĕскен: йывăçа вăхăтра касса производствăна явăçтарма ыйтаççĕ. Иртнĕ ĕмĕрте унпа питĕ тухăçлă усă курнă. Аса илер-ха. Йĕпреç районĕнче 1970 çулта вăрман промышленноçĕн хуçалăхĕнчен, 1929 çулта тунăскертен, вăрман комбиначĕ йĕркеленĕ. 1930-1940 çулсенче хамăр районсенчен çынсене Йĕпреç тăрăхне ярса ĕçлĕ йывăç нумай кăларттарнă, çуллен ăна 500 кубла метр таран тиесе кайнă. 1930 çулсенче кунти Чернореченск, Первомайски тата Кармалинск вăрман пункчĕсем, Йĕпреçпе Буинск вăрман склачĕсем, шпала завочĕпе хими тата вăрман хуçалăхĕсен участокĕсем уçнă. 1938 çултан тытăнса Мерчĕк, Дубравный, Кармалинск поселокĕсенче, 233, 116 тата 67-мĕш километрсенче вăрман пункчĕсем ĕçлеме пуçланă. 1950 çулсенче йывăçа тÿнтерессине, тиессине механизациленĕ, кашни çулах 200-250 пин кубла метр каснă. 1970 çултанпа çуллен сахалрах — 180-185 пин кубла метр — тиесе ăсатнă. Халĕ мĕн чухлĕ касаççĕ-ши? Пĕлесчĕ. 1960 çулсенче Йĕпреç вăрман промышленноçĕн хуçалăхне Буинскри вăрман промышленноçĕн хуçалăхĕпе йывăçран продукци хатĕрлекен комбината, механизациленĕ вăрман пункчĕсене кĕртнĕ. 1960-1970 çулсенче пĕренерен хăма-пăрăс, ыттине çурмалли, пичке-катка, турпаспа витамин çăнăхĕ — 50 ытла тĕрлĕ продукци — хатĕрлемелли цехсем хута янă. 1992 çулта вăрман комбинатĕнчен Йĕпреç вăрман хуçалăхĕ уйрăлса тухнă. 2006 çулта Италие, Финляндие, Казахстана, ытти çĕршыва пине яхăн пичке сутма пултарнă. Çĕнĕ реформăсен тапхăрĕнче, 2007 çул тĕлне, комбинатра 35-ĕн çеç ĕçленĕ. Йĕпреçри сĕтел-пукан фабрикин ятне улăштарсах тăнă. Вăл 1928-1954 çулсенче — районти «Кооплеспром» кооператив юлташлăхĕ, 1954-1960 çулсенче «За коммунизм» эртел, 1961 çулта вăрман комбиначĕн йышне кĕнĕ. Нумайлăха мар, 1961 çултанпа — Йĕпреçри сĕтелпукан фабрики. 1961-1963 çулсенче унăн Йĕпреçре тата Буинскра сĕтелпукан тăвакан цехĕ ĕçленĕ, сĕтел-пукан, тĕрлĕ интерьер, йывăç савăт-сапа, урапа-çуна, пичке комплекчĕсем тунă. Вăл 1963-1993 çулсенче «Чувашдревмебельпром», Çĕмĕрле хулинчи комбайн деталĕсен заводĕнче, «Чăваш Ен» фирмăра, «Чувашмебель» пĕрлешÿре шутланса тăнă. 1993-1996 çулсенче акционерсен обществинче тăрса пăхнă, 2004 çулта хăйĕн ĕçне чарса лартнă. Фабрикăра 1970 çулсенче сĕтелпукан хăма çине пластик çыпăçтарса кухня гарнитури тума тытăннă. Ку енĕпе 1990 çулсен пуçламăшĕ тĕлне пысăк ÿсĕм тунă. Ăна СССРăн нумай регионне ăсатнă. Фабрика 2004 çулта хупăннă. Йĕпреçри йывăçран продукци хатĕрлекен завода 1979 çулта поселокри пĕрене çуракан тата йывăçран комплектсем хатĕрлекен икĕ цехран йĕркеленĕ. Касса тĕрлĕ продукци, щит евĕрлĕ паркет, йывăç щит-панельтен пурăнмалли çурт, пахча пÿрчĕ, сĕтел-пукан, спорт инвентарĕпе оборудовани, ача сачĕ валли вăйă конструкцийĕпе лапамĕ, пахча çимĕç тата апат хумалли ещĕк пайтах туса кăларнă. Республикăра çеç мар, Атăлçи регионĕсене те сутнă. Завод 2002 çулта хупăннă. 1930 çулсенче Буинскри чул шахти никĕсĕ çинче йывăçран продукци хатĕрлекен комбинат уçнă, çĕр-çĕр сĕтел-пуканпа йывăç конструкцисенчен пурăнмалли пÿрт пухса сутнă. Производство калăпăшне пысăклатнă май вăрман промышленноçĕн хуçалăхĕ, йывăçран продукци туса кăларакан завод уçнă ª1998 çулта хупăннăº. 1970 çулсенче кунта Йĕпреçри сĕтел-пукан фабрикин цехĕ ĕçленĕ. Çÿлте асăннă предприятисенче пĕр вăхăтрах темиçе пин çын ĕçленĕ. <...>
Николай ВАСИЛЬЕВ.
Йĕпреç округĕ.
Материалсемпе туллин пулăшас тесен...











Комментари хушас