Хресчен сасси 7 (2997) № 21.02.2024

21 Нарăс, 2024

Хулари «чĕвĕл-чĕвĕл чĕкеçсем»

Ачасене тăван чĕлхене юратма мĕн пĕчĕкрен вĕрентмелле. Атте-анне чĕлхине пĕлни çынна «çунат сарма», аталанма пулăшать. Çакна яланах асра тытать Республикăри ачасемпе çамрăксен вулавăшĕнче ĕçлекен тĕп библиотекарь Татьяна Иванова. «Пĕчĕкскер» уйрăмра вăй хуракан Татьяна Станиславовна пĕчĕккисене кĕнеке тĕнчине илсе кĕрет кăна мар, вĕсене кружоксемпе тĕрлĕ мероприятие явăçтарса чăвашла калаçма хăнăхтарать.

Татьяна Иванова Красноармейски районĕнчи Ямайкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пикшик вăтам шкулĕнче пĕлÿ илнĕ. 11-мĕш класран вĕренсе тухнă хыççăн вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне кĕнĕ. «Шкулта вĕреннĕ чухне чăваш чĕлхи урокĕсене юрататтăмччĕ. Пире тăван чĕлхене ăса хывма Людмила Тихонова вĕрентнĕ. Людмила Анатольевнăна пăхса манăн та ун пек вĕрентекен пулас килетчĕ. Диплом илсен шкула каясси пулмарĕ. Малтан садикре воспитательте ĕçлерĕм. Аслă ывăл шкула çÿреме пуçласан çуллахи каникул вăхăтĕнче кĕнекесем вулама парса яратчĕç. Пирĕнтен инçех мар ачасемпе çамрăксен вулавăшĕ вырнаçнăччĕ. Чăн та, библиотека питĕ килĕшнĕччĕ. Унта çырăнтăмăр, кĕнекесем илтĕмĕр. «Çакăнта ĕçлеме май килмест-ши?» — тесе шухăшланăччĕ ун чухне. Директор патне кĕрсе ыйтса пăхрăм. «Вырăн пур, килме пултаратăр», — тенĕччĕ вăл мана. 2017 çулта эпĕ Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотекинче ĕçлеме тытăнтăм. Малтан мана библиотекаре илчĕç. Каярах тĕп библиотекаре куçарчĕç», — хавхаланса каласа пачĕ Татьяна Станиславовна. Вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ хĕре шăпа вулавăша илсе çитернĕ. Апла пулин те вăл кулянмасть. «Библиотекăра ĕçлеме питĕ килĕшет. Мĕншĕн тесен ку ĕç тавра курăма ÿстерме, пултарулăха аталантарма пулăшать. Ачасемпе мероприятисем ирттерни кăмăла çĕклет. 2021 çулта чăваш чĕлхине вĕрентмелли «Чĕвĕл-чĕвĕл чĕкеçсем» кружок уçрĕç. Унта шкул çулне çитмен ачасене чăваш чĕлхине вĕрентес тесе кашни уйăхра икшер заняти ирттеретпĕр. Пирĕн пата Шупашкарти 75-мĕш садикри шăпăрлансем çÿреççĕ. Тепĕр чухне эпир те вĕсем патне каятпăр. Асăннă ача сачĕ пирĕн библиотекăпа юнашарах вырнаçнă. Аслă ушкăнри ачасем пирĕн пата авăн уйăхĕнчен пуçласа çу уйăхĕчченех çÿреççĕ. Чăваш занятийĕсем кашни уйăхра тĕрлĕ темăпа иртеççĕ. Вĕсене йĕркеленĕ чухне ытларах калаçура тăтăш тĕл пулакан сăмахсемпе усă куратпăр. «Манăн çемье», «Манăн пÿлĕм», «Манăн юлташсем» тата ытти темăпа калаçусем йĕркелетпĕр. Хула ачисене чăваш наци кухнипе, наци тумĕпе, йăли-йĕркипе, культурипе паллаштаратпăр. Çав занятисене ирттерме сценарисем ятарласа çыратпăр. Ачасене ăнланмалларах пултăр тесе вĕсене çăмăллататпăр. Презентацисемпе усă куратпăр. Ачасене экран çине пăхса вĕренме интереслĕрех тесе шухăшлатпăр. Ÿкерчĕксемпе тăтăш усă куратпăр. Ун пек лайăхрах астуса юлаççĕ вĕсем. Паллах, вăйăсем выляттаратпăр. Ачасем хăйсен çемйисем, юлташĕсем çинчен каласа параççĕ. Вĕсем хĕпĕртесех чăвашла калаçма тăрăшаççĕ. Пĕчĕккисене çав занятисем килĕшеççĕ тесе калас килет», — калаçăва тăсрĕ тĕп библиотекарь. <...> 

Роза ВЛАСОВА

♦   ♦   


«Ачасен çырăвĕсем чуна ăшăтаççĕ»

Суймасăр калатăп: 2022 çулта мобилизаципе çар операцине кайма повестка илсен пĕртте кулянмарăм. Чунăмра темĕнле мăнаçлăх хуçаланчĕ. Ара, мĕн пур йышран мана суйласа илнĕ-çке-ха. Украинăра ятарлă çар операцийĕ пуçлансан унта хамăн ирĕкпе каяс шухăш та пулнă-ха», — каласа кăтартрĕ Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Туктамăшра çуралса ÿснĕ Валерий Иванов черетлĕ хут отпуска килнĕ май.

Валерий ятарлă çар операцине хутшăнма пуçланăранпа отпускра виççĕмĕш хут. Ку хутĕнче вăхăчĕ шăп та лăп çуралнă кунпа пĕр килнĕ. «Ку енчен пире кÿрентермеççĕ, кашни çур çултах тăвансемпе, çемьепе тĕл пулма яраççĕ. Вăхăчĕ кĕске пулин те яла килсен тăвансемпе, тус-тантăшсемпе тĕл пулма май тупатпăр. Тăван шкула та йыхравлаççĕ. Отпускра пĕрремĕш хут пĕлтĕр февральте пулнăччĕ. Малтанах тăвансемпе тĕл пултăм, кайран тăван шкула çул тытрăм. Çак кун Хĕрлĕ Чутайри шкулта Алексей Федоров салтака халалласа Герой партти вырнаçтарчĕç, шкул ачисемпе те курнăçма тÿр килчĕ. Вĕсемманран темĕн пирки те ыйтса пĕлчĕç», — каласа кăтартрĕ çар тумне тăхăннă арçын. Çапăçу хирĕнчи пурнăç шав малалла пырать. Салтаксем çĕр пÿртсенче пурăнаççĕ, çывăрмашкăн хăмапа фанертан вырăн ăсталаççĕ, ăшăнмашкăн буржуйка кăмакасем пур. Вĕри апат та пĕçерме пулать. Паллах, çар чаçĕ ăçта вырнаçнинчен нумай килет. Лавккаран апат-çимĕç туянма та пулать. Çар çыннисем куçса çÿрекен мунчара çăвăнаççĕ. Техника, хĕç-пăшал енчен те йывăрлăх çук — пуринпе те тивĕçтереççĕ. Йывăрлăхсемсĕр мар паллах. Çут çанталăк улшăнса тăни чăрмав кÿрет. Унти хĕлле пирĕн тăрăхри ноябрь уйăхĕ пек. Ирпе çумăр çăвать, каçпа шăнтать, каллех ирĕлтерет. Çулла — ăшă. Маскировка тетелĕсем çулла та, хĕлле те кирлĕ. Вĕсемпе çĕр пÿртсене, техникăна витме усă кураççĕ. — Гуманитари пулăшăвĕ килсех тăрать. Республикăран, округран, ялтан, тăван килтен те. РФ Оборона министерстви те чылай пулăшать. Пирĕн чăваш полкĕнче тĕрлĕ округри ачасем пухăннă: ялта та, хулара çуралнисем те. Пĕр-пĕрне апат-çимĕçпе те, тумтирпе те пулăшатпăр. Тăвансенчен посылкăсем килсен пĕр-пĕрне хăналатпăр. Сăмахран, килтисем 2-3 хутчен те шăрттан ярса пачĕç. Хальччен чăваш наци апатне тутанса курманнисемтутлă тесе калаççĕ. Шкул ачисенчен килекен çырусем чуна ăшăтаççĕ. Вĕсене никам та çурса пăрахмасть, хамăрпа пĕрле тирпейлĕн илсе çÿретпĕр. Манăн, сăмахран, 20-30 çыру пухăнчĕ. Ачасем ыррине кăна сунаççĕ: «Çĕнтерÿпе таврăнăр! Сывлăхлă пулăр!» — теççĕ, — палăртрĕ çар çынни. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА

♦   ♦   


Ырлăха тăван кĕтесре тупмалла

Республикăра, округра тухса тăракан хаçатсенче «Хăй тĕллĕн ĕçлекенсене — пулăшу» темăна çĕкленĕ статьясене часчасах вулатăп.

Пире, вăрçă ачисене, пурнăçа çĕр ĕçĕпе аппаланса ирттернĕскерсене, аякри хăшпĕр ялта çуртсем пушанса юлни, çырмасем вăрмана çаврăнса пыни хытах пăшăрхантарать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕччен ялсенче кашни çулах 5-6 çĕнĕ пÿрт çĕкленĕ, выльăх-чĕрлĕх йышлă тытнă, урамсем ачапăча сассипе тулнă, килти пахча çĕрĕпе туллин усă курнă. Ытлашшине сутса тупăш илнĕ. Паллах, ял пурнăçне улăштарма патшалăх енчен пулăшу кирлех. Юлашки çулсенче ял çыннисен пурнăçне тĕпрен улăштарасшăн тăрăшнине, хăй тĕллĕн ĕçлекенсене курăмлă пулăшу тата субсиди çăмăллăхĕсем илмешкĕн майсем туса панине ырламалла çеç. Пĕлетпĕр: ял çынни мĕн авалтан хăй тĕллĕн ĕçлесе пурнăç тытма пултарнă. Колхоз саманинче те çынсем колхозра ĕçлесе пысăк тупăшах илеймен. Килти хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕхне, пахча çимĕçне çитĕнтерсе ытлашшине сутса, арçынсем шапашкăна çÿресе хушма укçа тунă. Пенси виçи стажран килнине пурте лайăх чухлатпăр. Килте ĕçлесе пурăнаканăн продукци туса илсе сутса, бизнеса хутшăнса, патшалăха налук тÿлесе тăрсан ватлăх укçи те пулĕ. Ку, манăн шутпа, ялта ĕç вырăнĕсĕр пурăнакансене кирлех. Патшалăх паракан çăмăллăхсене илсен те хăй тĕллĕн ĕçлекенсен программăна хутшăнмаллах. Иртнĕ ĕмĕрте эпир колхоз-совхоз тытăмĕнче ĕçлесе пысăк ĕç укçи илеймен. <...>

Вениамин АРХИПОВ

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.