«Халĕ маншăн çут тĕнче тĕттĕмленчĕ…»

11 Çĕртме, 2020

Çапла çырнă сержант ывăлĕ вилнине пĕлсен
«Аттене курман эпĕ: вăл вăрçа иккĕмĕш хут тухса кайсан 7 уйăхран çуралнă-çке. Атте çав çулах, 1942 çулхи кĕркунне вилнĕ. Çывăх çыннăм мĕнлерех сăнлă пулнине унăн сăн ÿкерчĕкĕсене пăхса çеç пĕлетĕп. Вилнĕ пирки пĕлтерекен хута илнĕ пулин те — анне аттене мĕн виличченех кĕтрĕ, «Таврăнассăнах туйăнать», — тетчĕ. Шел, кĕтсе илеймерĕ», — каласа кăтартрĕ Елчĕк районĕн центрĕнче пурăнакан Елена Семенова.
Суранĕ тÿрленсе çитмен пулин те У нăн ашшĕ Сергей Катмаков Елчĕк районĕнчи Кивĕ Эйпеçре 1909 çулта çуралнă. Елчĕкре ĕç тăвакан комитетра ĕçленĕ. 1933 çулта авланнă. Мăшăрĕпе Елизавета Ивановнăпа 4 ачана кун çути кăтартнă. «Шел, аслисем Анютăпа Миша йывăр чире пула пурнăçран пĕчĕк чухнех уйрăлнă: аппа — вăрçă пуçланас умĕн, тете — атте вăрçăра чухне. Хуйхине кăшт чакарас тесе виççĕмĕш хĕрĕ çуралсан ăна аттепе анне Анюта тесе ят панă», — хăйсен çемйипе паллаштарчĕ Елена Сергеевна.
Сергей Терентьевич 1941 çулта вăрçа тухса кайнă. Сержант, отделени командирĕ пулнă. Пĕр çапăçура йывăр аманнă хыççăн арçынна сипленме тесе килне янă. Сывлăхĕ кăштах лайăхлансанах, суранĕ лайăх тÿрленсе çитменнине пăхмасăрах, Сергей Катмаков хăйĕн ирĕкĕпе фронта тепĕр хут тухса кайнă. «Эпĕ — коммунист. Юлташсем фашистпа çапăçнă чухне эпĕ килте лăпкăн лараймастăп», — тенĕ арăмне. Тепĕр çичĕ уйăхран, 1942 çулхи авăн уйăхĕнче, Елена çуралнă. Шел, арçын хăйĕн кĕçĕн хĕрне курса юлайман. «Анне атте патне кашни эрнерех çыру çырнине калатчĕ. Ывăлĕ Миша вилни пирки хыпарласан вăл çапларах хурав янă: «Халĕ маншăн çут тĕнче тĕттĕмленчĕ. Тăшмана пушшех кураймасăр, хама хĕрхенмесĕр çапăçăп…» «Çак çырăва илнĕренпе нумаях та вăхăт иртмерĕ, аçăр вилнине пĕлтерекен çыру килчĕ», — çапла каласа час-часах йĕретчĕ анне», — чунĕ хурланнине пытармарĕ вăрçă ачи. Сержант ачисене, мăшăрне питĕ юратнă, çакă унăн çырăвĕсенче те лайăх сисĕннĕ. Шел, фронтран янă виç кĕтеслĕ çырусем упранса юлайман. Малалла вулас…

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.