Хыпар 1-2 (28177-28178) № 12.01.2024

12 Кăрлач, 2024

«Пăлханни артиста кирлех»

Сцена çинче унăн яланах тенĕ пек çирĕп кăмăллă хĕрарăмсемпе сăтăрçă карчăксене выляма тивет. Хăй уçă кăмăллă та пурнăçпа хавхаланакан çын пулин те… Апла чăнлăх кулиси хыçĕнчипе тĕплĕнрех паллашар-ха. Пирĕн кĕске интервью геройĕ паян — Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн артистки Ирина Архипова.

— Ирина Александровна, пĕлтĕр сире «Чăваш халăх артистки» сумлă ятпа чысларĕç. Çакă мĕнле витĕм кÿчĕ? Мĕнлерех туйăмсем çуратрĕ?

— Яваплăрах пулма, ăсталăха кунсерен çирĕплетме хистет. Театр коллективне тав тăватăп. Малалла та пĕрле кар тăрса çĕнĕ ĕçсем тумашкăн вăй парать маншăн пĕлтĕрхи асра юлнă пĕлтерĕшлĕ пулăм.

— Эсир ачаранах артистка пулма ĕмĕтленнĕ-и?

— Шкулта вĕреннĕ вăхăтра клубра юрланă, ташланă, сăвă вуланă. Тантăшсенчен лутрарах пулнăран хорта юрлаттарман, ман валли клуб ĕçченĕсем уйрăм номер хатĕрлетчĕç. Çапла вара сцена çине пĕччен тухаттăм. Çаксем пĕтĕмпех паянхи тивĕçлĕ ят патне çитмелли пĕчĕкшер утăмсем пулнă.

— Эсир таса чунлă сăнарсене калăплама юрататăр пек туйăнать.

— Ытларах характерлă геройсем параççĕ. Сăнарсем сăтăрçăсем пулччăр, çавах вĕсем усал маррине шанатăп. Йывăр шăпаллă хĕрарăмсене вылянă чухне те вĕсем кашни самантра ыррине асăрхаççĕ пек туйăнать. Николай Угаринăн «Мăнкун умĕн» спектаклĕнче амăшĕн сăнарĕ çав тери йывăрччĕ. Хĕрĕсемпе, ывăлĕсемпе пĕр чĕлхе тупаймасть, çавах телей çитессе ĕненет. Сăнар калăпланă чухне хам кăмăлран аякка каяймастăн.

— «Чи килĕшекен роль — Йытă ролĕ», — тенĕ эсир пĕр статьяра. Вăл сире мĕнпе çывăх?

— Ку — юмахри сăнар. Вăл мана пĕчĕк кураканăн юратăвне, кăмăлне туйма пулăшатчĕ. Кашни ачашăн пĕрремĕш спектакль асра юлмалла, эпир вĕсен чунĕсен хĕлĕхĕсене хускатрăмăр тăк вăл театрпа кăсăкланма пуçлать, ытти спектакле те килет. Çак юмах вăхăтĕнче ачасем мана хурав паратчĕç, хăйсен кăмăлĕпе пайланатчĕç. Çапла сăнарпа куракан хушшинче хăйне евĕр çыхăну çуралать. — Спектакль умĕн пăлханатăр-и? 30 çул сцена çинче те… — Мускав артисчĕсем те кашни постановкăна хумханса тухаççĕ. Эпĕ те «пăлханмастăп» тесе суйма пултараймастăп. Пĕчĕк сăнар-и вăл е пысăк-и — пĕрех чун вырăнта мар. Çак туйăм артиста кирлех. «Сивĕ сăмсапа» сцена çине тухни ĕçе ячĕшĕн туни пекех, ун пек куракан патне нимех те çитереймĕн. <...>

Нина ЦАРЫГИНА

♦   ♦   


СВОри опыт мирлĕ пурнăçра та пулăштăр

«Хаклă салтак! Çак çырăва вулатăн тăк, эппин, эсĕ чĕрĕ, тыткăнра та мар. Апла тăк пулеметна алла ил те — тăшмана тĕп ту». Ача çырнă çак йĕркесемпе республика Пуçлăхĕ Олег Николаев «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем» фондăн Чăваш Енри уйрăмĕнче ятарлă çар операцийĕнче пулнă ентешсемпе çавра сĕтел хушшинче ирттернĕ тĕлпулура паллаштарнă май салтак ку çыру уншăн питĕ хаклине палăртрĕ — ăна килте упрать-мĕн. Ача сăмахĕсем окопри салтаксемшĕн хаклă, çав вăхăтрах ачасем çапла патриотизм туйăмĕпе çунатланни пушшех пĕлтерĕшлĕ. Шăпах çитĕнекен ăрăва патриотизм воспитанийĕ парасси тĕлпулури тĕп тема пулчĕ.

Олег Николаев раштав вĕçĕнче тĕрлĕ сфера представителĕсемпе курнăçнине палăртрĕ те — чылайăшĕ 2023 çул çăмăл пулманни çинчен каланă-мĕн. Анчах кунти чăрмавсене, паллах, алла хĕç-пăшал тытса çĕршыва хÿтĕлессипе танлаштараймăн — салтаксене пушшех ансат мар. Раççей мĕншĕн кĕрешнине ăнланни пурне те вăй парать: тĕллев — фашизма тĕп туса тĕнчен çĕнĕ никĕсне, кашни халăх хăйĕн çулне хăй палăртма пултарассине тĕпе хураканскере, хывасси. Олег Алексеевич Раççей çак тĕллеве тÿрре кăларасси пирки нимĕн чухлĕ те иккĕленмест. Çакна пирĕн çар тăшмана çине- çинех вăйлă, ыраттармалла çапни те ĕнентерет: «Çапла тумашкăн пирĕн çирĕплĕх çителĕклĕ. Çĕнтерÿ вăрах кĕттермĕ». Кашни хăйĕн вырăнĕнче яваплăха туйса ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку енĕпе Чăваш Ен çулталăка япăх мар вĕçленĕ. Çакă наци проекчĕсене пурнăçлассинче те, ытти енĕпе те çирĕпленет. Сăмахран, регион сывлăх сыхлавĕн пуçламăш сыпăкне аталантармалли проекта пурнăçлас тĕлĕшпе ăнăçлă ĕçлет. 2023 çултах кăçал валли палăртнă 21 об±екта хута яма пултарнă. Промышленноç производствин индексĕпе, шалти пĕтĕмĕшле продукт, инвестицисен ÿсĕмĕн виçипе, ытти чылай кăтартупа Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕнче кăна мар, Раççей шайĕнче те лидерсен шутĕнче. «Çирĕппĕн ÿсетпĕр», — пĕтĕмлетсе каларĕ кун пирки Олег Николаев. Ансат мар çулталăк пулин те, ЧР Пуçлăхĕн шухăшĕпе, «эпир 2023 çулта палăртнă ĕçсенчен нумайăшне пурнăçлама вăй çитертĕмĕр». Ку ятарлă çар операцине те пырса тивет. Тăшманпа çапăçакансен паттăрлăхĕнчен тĕлĕннине палăртнипе пĕрлех вăл вĕçленнĕ çулталăкра пирĕн 1 пин ентеш СВОна кайма хăйсен ирĕкĕпе контракт алă пуснине пĕлтерчĕ. Çав вăхăтрах умра çарпа çыхăннă ĕç калăпăшĕ пысăккине те пытармарĕ. Калăпăр, çар комиссариачĕсене йĕркене кĕртмелле. Шел те, юлашки çулсенче вĕсем тĕлĕшпе кирлĕ пек тимлĕх пулман — юсамалла, çĕнетмелле. Республикăра граждансене çар служби валли суйласа илмелли пункт уçнă та ĕнтĕ. Районсемпе хуласен комиссариачĕсене çĕнетесси пирки республикăн çар комиссариачĕпе калаçса татăлнă — ĕçе вăраха ямасăр пуçăнас шухăшлă. <...>

Николай КОНОВАЛОВ

♦   ♦   


Раççей салтакĕсем çынлăха çухатмаççĕ

Çĕрпÿ районĕнчи Кĕçĕн Тивĕшре çуралса ÿснĕ Владимир Алексеев шкултан вĕренсе тухнă тĕле хăй çар çынни пуласси пирки иккĕленмен. 2006 çулта вăл çар ретне тăнă.

Пăр çинче те — футболла

Арçыннăн водитель правиллĕ пулмаллине шухăшласа салтака кайма повестка иличчен Владимир вĕреннĕ. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе вара Дон çинчи Ростовра пурнăçланă. Çичĕ уйăхранах вăл виçĕ çуллăх контракт килĕшĕвĕ çырнă та ăна Краснодар крайĕнчи Туапсе районне куçарнă. Вăхăт çитсен тăван тăрăха таврăннă. — Икĕ çул пурăнсан 2011 çулта çар ретне тепĕр хут тăтăм. Служба Чечня Республикинчи Шали хулинче иртрĕ. Стаж хушăнса пыни илĕртнĕ май ăна пăрахас килмерĕ. Çаплах çулсем шурĕç. Служба виçĕ çул Шупашкарта иртрĕ. Тĕрĕссипе, Кавказа та кайса курас килетчĕ, çар ĕçĕ те кăсăклăччĕ. Çаплах пулса тухрĕ, — каласа кăтартрĕ Владимир. Çемьере вĕсем вун икĕ пĕртăван çитĕннĕ. Владимир — чи кĕçĕнни. Ултă пиччĕшĕнчен пĕри пĕчĕк чухне çĕре кĕнĕ. Ыттисем салтака кайнине курса ÿснĕ вăл. Вĕсем патне çыру та çырнă. Леонард Алексеевичпа Юлия Федоровна ывăлĕсене çĕршыва юрăхлă çитĕнтернĕ, вăхăт çитсен чи кĕçĕннине те, чи ачашшине, пил парса килтен аякри çула ăсатнă. Пиччĕшсем те, салтак пулса курнисем, сĕнÿ-канаш панă. — «Хăвăн хулпуççи çине хăпарса ларма ан пар, хăв та хăпарса ан лар», — тенĕччĕ вĕсем мана. Çав сăмахсем халĕ те асрах. Килте кĕçĕнни пулнă май хуçалăхра ытларах аслисем ĕçлетчĕç, мана сахалрах лекетчĕ. Туслă пурăннă эпир, пĕр-пĕрне хисепленĕ. Тăван нумайччĕ. Атте-аннен килĕнче уявра кĕреке тулли хăна пухăнатчĕ. Шкула пилĕк çухрăмри Патăрьел ялне çÿреттĕмĕр. Килтен ирхине тĕттĕмрех тухаттăмăр. Хĕлле те, çулла та футболла выляттăмăр. Пăр çинче ярăнма коньки пурне те çитместчĕ, çавăнпа нумай шухăшласа тăман, унта та мечĕк хăвалаттăмăр. Çуркуннесерен волейболла выляттăмăр. Аслă ÿсĕмрисем те ачапчапа пĕрле пухăнатчĕç. Питĕ хаваслăччĕ ялта пурăнма, — аса илчĕ çар çынни.

Пулăшу пама нускипех чупса çитнĕ

Çарти тивĕçĕ унăн — водитель. Иккĕмĕш контракт тапхăрĕ вĕçленсен Владимир Алексеев Муркаш районĕн хĕрĕпе çемье çавăрнă. Çулсерен отпуска Чăваш Ене таврăннă. Е мăшăрĕпе тĕпренчĕкĕ Чечня Республикине упăшки тата ашшĕ патне пырса çÿренĕ. Кавказ тăвĕсемпе киленнĕ, çемье пĕрле каннă. 2022 çулта ятарлă çар операцийĕ пуçланнă чухне Владимир Алексеев Шали хулинче службăра тăнă. Юлташĕсем çар операцине хутшăннă май унăн та тăшмана аркатас шухăш çуралнă. Хĕрÿ вырăна çав çулхи çу уйăхĕнчех кайма шухăшланă вăл, анчах май килмен, чаçре урăх тивĕçе пурнăçланă. <...>

Елена ЛУКИНА

♦   ♦   ♦


Ачасене чăвашлăха юраттарма «Таната» романти йăла пулăшать

«Тăван чĕлхене манма хушни тăван халăха вилме хушнипе пĕрех», — Иван Яковлев каланă çак сăмахсемпе вăл хăйĕн кулленхи ĕçĕнче усă курать. Куславкка округĕнчи Елчĕк шкулĕн чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенне, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учительне Надежда Морозовăна хамăр тĕпеле чĕнтĕмĕр.

Професси суйласси вĕрентекенрен килет

— Ачалăхăра аса илсемĕр. Вĕрентекенсен йышне мĕншĕн тăсас терĕр?

— Эпĕ Канаш районĕнчи Сухайкассинче çуралнă. Пирĕн ялта ĕç вырăнĕ сахал пулнă, çавăнпа аттепе анне хулара вăй хуратчĕç: атте — крановщикра, анне — кăçатă фабрикинче. Ачи-пăчи вĕтĕ тесе — эпир иккĕн пĕртăван — анне ял шкулне урай çума вырнаçнă. Эпĕ ача чухне такам та пулма шухăшланă. Малтанах артистка пулас килетчĕ. Спортсменка, космонавт, учитель пулас ĕмĕтсем те çуралнă. Пурăна киле, шухăш уçăлса пынăçемĕн, вĕрентекен профессийĕ патне чун выртнине ăнлантăм. Тĕрĕссипе, çын мĕнле професси суйласси учительрен нумай килет. Пуçламăш класра кам патне лекетĕн — çавăн пек пулас килет. Пирĕн вĕрентекенсем кашни класрах улшăнчĕç. Вĕсене сăнаттăмăр, килте те шкулла выляттăмăр. Хамăр урамри ачасем 5-6-ăн пуçтарăнаттăмăр та диктант çыраттăмăр. Эпĕ шкулла вылянă чухне яланах вĕрентекен рольне суйлаттăм, ачасене хам пĕлнĕ пек çыртараттăм. Вĕсене 5-6 хут тĕрĕслеттĕм, тÿрлететтĕм. Чăваш чĕлхипе литературин учителĕ пулас шухăш вара вăтам классенче вĕреннĕ чухне çирĕпленчĕ. Ку ĕмĕте амалантараканни чăваш чĕлхи учителĕ Альбина Давыдова пулчĕ. Астăватăп-ха: 6-мĕш класра чухне урокра ларатпăр. Алăкран такам шаккарĕ те класа хĕрача кĕрсе тăчĕ. Вăл Альбина Михайловнăна хулăн альбом пачĕ. Унăн хуплашкине сăрласа илемлетнĕччĕ. Альбомра мĕн пуррине пирĕн, ачасен, шутсăр пĕлес килнĕччĕ. Çав хĕрача сочинени çырнă иккен. Ăна пире Альбина Михайловна вуласа пачĕ. Эпир çăвар карса итлерĕмĕр. Тепĕр урокра пире киле ĕç пачĕ: çăкăр çинчен сочинени çырмалла. Манăн çав альбома хамăн сочинение çырас килчĕ. Чăн та, сочинение килте пурте пĕрле çыртăмăр. Аттепе аннерен çăкăра мĕнле туса илни, тырра епле акни-вырни çинчен ыйтса пĕлтĕм. Унтан вĕсем каланине тетраде шăрçаларăм. Çăкăр çинчен каланă ваттисен сăмахĕсене аса илтĕм. Çавна май хитре сочинени пулнă ахăр. «Санăн çакна альбома куçарса çырмалла пулĕ», — терĕ вĕрентекен сочинение тĕрĕсленĕ хыççăн. Эпĕ ун чухне питĕ савăннăччĕ. Çав альбома ахаль ручкăпа мар, чернилпа çырмаллаччĕ. Альбина Михайловна мана хура чернил банки, перо пачĕ. Перопа тирпейлĕ, таса çырма пĕлмелле. Тумлатса, вараласа пĕтермелле мар. Куçарса çырнă вăхăтра алă чĕтрерĕ, таса çырасчĕ, варалас марччĕ терĕм. Ун хыççăн мухтанă пулĕ ĕнтĕ. Хама чăваш чĕлхи учителĕ пек курма тытăнтăм. Ялти шкултан вĕренсе тухсан Канашри педучилищĕне кайрăм. Унтан И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетне ăс пухма кĕтĕм. <...>

Роза ВЛАСОВА

♦   ♦   


Роза ВЛАСОВА: Икĕ профессие те пĕр пек кăмăллатăп

Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсен умĕн ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, ЧР Журналистсен Н.Никольский ячĕллĕ преми лауреатне, «Хыпар» хаçат тишкерÿçине Роза Власовăна чăрмантартăмăр. Журналистăн ĕçĕ хăйне евĕрлĕ кăсăклă пулнă май сăн ÿкерчĕксенче çырăнса юлнă самантсемпе паллаштарма Роза Анатольевна хаваспах килĕшрĕ. «Шăллăмпа, аттепе ÿкерĕнни темĕн чухлех. Радике питĕ хĕрача пултарас килнĕ манăн. Пĕчĕк чухне ăна хамăн кĕпене тăхăнтартаттăм, çÿçĕнчен бантик çыхаттăм, тутăр çыхтараттăм. Вара Таня тесе чĕнеттĕм», — йăл кулса аса илчĕ вăл сăн ÿкерчĕксене тишкернĕ май.

ÇЕМЬЕ. Атте сумлă вырăнсенче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Предприяти ертсе пынă май патшалăха пыл сутассипе республикăра мала тухнăшăн ăна «Нива» çăмăл машина парнеленĕччĕ. Анне Пикшик шкулĕнче ачасене вĕрентетчĕ. Вĕсем ĕçреччĕ, эпир шăллăмпа урокран таврăнсан килти ĕçсене пурнăçлаттăмăр. Радик шыв ăсма каятчĕ, выльăх пăхатчĕ, вутă хутса паратчĕ. Эпĕ апат пĕçерсе киле тирпейлеттĕм. Уроксем тума лариччен шăллăм мана та йĕлтĕрпе ярăнма илсе тухатчĕ. Питĕ туслă пурăнаттăмăр. Шашка-шахматла выляттаратчĕ. Аттен трактор пурччĕ. Шăллăм мана та руль умне ларма вĕрентрĕ. Çут çанталăка юратакан çемье пирĕн. Атте утарçă кăна мар, сунарçă та. Пулла та çÿреме юрататчĕ, пĕрле илсе каятчĕ.

Елена ЛУКИНА

Ют çĕрте çухалса каймаççĕ

Надежда Колесникова [Надежда Аякри] Улан-Удэ хулинче пурăнать. Вăл — Бурят Республикинчи чăвашсен ентешлĕхĕн ертÿçи. Унсăр пуçне — çыравçă та. Çав вăхăтрах тăлмачăра ĕçлет. Пĕлтĕр кĕркунне Шупашкара килсен унпа тĕл пулма май пулчĕ.

«Палăк лартма ĕмĕтленетпĕр»

— Надежда Николаевна, эсир ытларах мĕнле жанра кăмăллатăр? Хăвăрăн псевдонимăн вăрттăнлăхне те уçсамăр.

— Эпĕ ытларах документлă материалсем çырма кăмăллатăп, архивра чылай ларатăп. Сăмахран, Никита Бичурин тĕлĕшпе истори факчĕсемпе усă курса ĕçлеме тивет. Унсăр пуçне сăвăсем çыратăп: Шупашкар çинчен сăвă кĕнеки тухрĕ, çавăн пекех — Никита Бичурина халаллани те. «Вдали от родины» — манăн илемлĕ литература стилĕпе çырнă пĕрремĕш кăларăм. Вăл нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленчĕ. Аттепе анне иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче Тутарстанри Аксу районĕнчи Тарханка ялĕнчен Бурят Республикине ятарлă программăпа куçса кайнă, унти колхозсене аталантарма хутшăннă. Малтанах Хоринск районĕнчи Барун-Хасурта ялĕнче пурăннă, каярахпа район центрне пурăнма куçнă. Эпĕ шăпах унта çуралса ÿснĕ. Д.Банзаров ячĕллĕ Бурят патшалăх педагогика институчĕн ют чĕлхесен факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Малтанах ачасене шкулта акăлчан чĕлхи вĕрентрĕм, хальхи вăхăтра тай тата акăлчан чĕлхисемпе тăлмачăра ĕçлетĕп. Чăваш çĕрĕнчен аякра пурăннăран Надежда Аякри псевдоним суйласа илтĕм.

— Аçăр-аннĕр çуралса ÿснĕ тăрăх хăй патне йыхăрать-и? Аксу районĕнче тăванăрсем пурах ĕнтĕ. Вĕсемпе тĕл пулма тÿр килнĕ-и?

— Аксу районĕнче нумай тăван пурăнать. Виçĕм çул мăшăрпа пĕрле унта пĕрремĕш хут пултăмăр. Çула тухиччен нумай шухăшларăмăр, пăшăрхантăмăр. Телее, йăлтах йĕркеллĕ пулчĕ. Хамăра тарават кĕтсе илессе шухăшлама та пултарайман эпир. Ун чухне пуринпе те паллашма ĕлкĕрейме¬рĕмĕр. Çавна май ыттисемпе каярахпа паллашрăмăр. Эпир хăнана килессине пĕлсен вĕсем Хусана пире кĕтме тухрĕç. Ялтан яла илсе çÿрерĕç, тăван-пĕтенпе паллаштарчĕç. Мĕн тери ăш пиллĕ чăваш халăхĕ! Мана анне енчи тăвансем хăйсем пек пулнишĕн килĕштерчĕç, атте енчисем вара — хăйсен евĕр пулнишĕн. Анне яланах чăвашсем питĕ пултаруллă, тăрăшуллă пулни пирки калатчĕ. Вĕсен шутĕнче ăсчах, çыравçă, çул çÿревçĕ нумаййине палăртатчĕ. Эпĕ института вĕренме кĕрсен те питĕ савăнчĕ вăл. «Чăн-чăн чăваш хĕрĕ эсĕ», — терĕ хĕпĕртесе.

— Никита Бичурин çинчен эсир темиçе кĕнеке те кăларнă. Унăн шăпипе кăсăкланма мĕн хистерĕ?

— Эпир, Бурят çĕрĕнче пурăнакан чăвашсем, унпа мăнаçланатпăр. Никита Бичурин — чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ. Вăл Пекина кайнă чухне Бурят çĕрĕ урлă иртнĕ, унта китай чĕлхин пĕрремĕш шкулне уçнă. Çак пĕлÿ çуртĕнче 2 çул ĕçленĕ, шкулти пĕтĕм ĕçе йĕркелесе тăнă. Хăй вырăнне шанчăклă çын тупсан тин кайнă. Манăн «Иакинф Бичурин и Бурятия. По следам ученого монаха», «Неисповедимы пути» кĕнекесем пур. Унăн пурнăçĕпе пултарулăхне малашне те тĕпчĕп. Унсăр пуçне Улан-Удэ хулинче Иакинф Бичурина халалласа палăк лартма ĕмĕтленетпĕр. Хăçан та пулсан çак ĕçе пурнăçлатпăрах. <...>

Валентина ПЕТРОВА

♦   ♦   


Соцсетьри калаçу

вăхăта перекетлеме май парать

Надежда Чернова — Тăвай округĕнчи Енĕш Нăрваш ялĕн старости. Вăл тăван енне тирпей-илем кÿрессишĕн, çынсен пурнăçне лайăхлатассишĕн вăхăтне, вăй-халне шеллемест. Тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те общество ĕçне хастар хутшăнать. Иртнĕ çул «Чăваш Республикинчи чи лайăх ял старости» конкурсра иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ вăл.

— Тивĕçлĕ канура вăхăта çемьепе, телевизор умĕнче кăна ирттермелле те... Анчах вăй-хал пур, чун вĕресе тăнă чухне килте мĕн туса лармалла? Икĕ çул каялла ял халăхĕ старостăра ĕçлеме сĕнсен килĕшрĕм. Çынсем мана шанни савăнтарчĕ, çав хушăрах шухăша ячĕ: «Вĕсен шанăçне тÿрре кăларма, пысăк лава туртма вăй çитерĕп-ши?» Енĕш Нăрваш пуласлăхĕ, аталанăвĕ пирĕнтен нумай килет. Пĕр-пĕрне шанса ларсан кам тăрăшĕ? Чăн та, малтанлăха çĕнĕ тивĕç шиклентерчĕ. Тепĕр тесен, «староста» ăнлав мана ачаранпах çыпăçнă. Шкул çулĕсенче класс старости пулнă эпĕ. Каярахпа икĕ техникумра пĕлеве ÿстертĕм. Вĕсенче те çак тивĕçе пурнăçларăм. Ахăртнех, шăпам ыттисемшĕн тăрăшма çырнă-тăр, — терĕ Надежда Петровна. — Общество ĕçĕ пулсан та яваплăх пысăк. Ял халăхĕ староста ĕçне хаклани, мана пулăшма тăрăшни вăй хума хавхалантарать. Тивĕçлĕ канăва тухиччен маттур хĕрарăм 40 çула яхăн Тăвай райповĕн Енĕш Нăрвашри лавккинче ĕçленĕ. Тăрăшуллă çынна хаклă парне, Хисеп хучĕ сахал мар парса чысланă. Паллах, ăнăçу сутуçă туянакансемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлнинчен те килет. Ăшă кăмăллă, вăр-вар çын патне халăх яланах туртăнать. Ĕмĕрĕпе çынсемпе тачă хутшăннă май кашнин пурнăçĕ, шухăш-кăмăлĕ, ĕçĕ-хĕлĕ уншăн алă тупанĕ çинчи пек. Староста лавне кÿлĕнни çыхăнăва çирĕплетме пулăшнă. Юлашки вăхăтра Енĕш Нăрваш куç умĕнчех çĕнелет, улшăнать. Хула ырлăхĕ унта тахçанах çитнĕ: çут çанталăк газĕ, таса шыв, такăр çул... Çапах пуррипе лăпланса лармаççĕ, аталанаççĕ, ял пурнăçне лайăхрах тума тăрăшаççĕ. Кунта «Пуçаруллă бюджет» программăна хастар хутшăнаççĕ, курăмлă ĕçсем тăваççĕ. Вĕсем тăрăшнипе салари пĕвене юшкăнран тасатса йĕркене кĕртнĕ хыççăн урам самай илемленнĕ. Çу кунĕсенче шыв хĕрринчен ача-пăча, аслисем татăлмаççĕ темелле. Палăртнă ĕçсене пурнăçлама Енĕш Нăрвашсем те 175 пин тенкĕ хывнă. Нумаях пулмасть культура çурчĕпе юнашар ача-пăча спорт тата выляв лапамĕ хута янă. Пушă вăхăта усăллă ирттерме, сывлăха çирĕплетме оборудованисем вырнаçтарнă. Кĕçĕннисемшĕн чăннипех чаплă парне. Вĕтĕр-шакăрăн савăнăçне вара нимĕнпе те виçеймĕн. Çуллен çуркунне урамсене, масара тирпейлеме, йывăç-тĕм лартма халăх йышлă хутшăнать. <...>

Лариса НИКИТИНА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.