Хыпар 129 (28008) № 15.11.2022

15 Чÿк, 2022

Аграрисем чи пысăк чыса тивĕçрĕç

Республика аграрийĕсем чÿк уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Ял хуçалăхĕн тата тирпейлекен промышленноçăн ĕçченĕсен кунне уявларĕç.

Районсенчен килнисем малтан ял хуçалăх продукцийĕпе тата унран хатĕрленĕ апат-çимĕçпе паллашрĕç. Курава Пĕтĕм Раççейри халăх хуçалăхĕн выставкинчи евĕрех йĕркеленĕ. Çурлапа мăлатук, кĕлте çĕклесе тăракансем Мускаври Рабочипе колхозница палăкне аса илтерчĕç. Унтан делегацисем уй-хир ĕçĕсене кăçал епле ирттернине аса илчĕç.

Куравпа ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев та паллашрĕ. Акă, 1 пин çын вырнаçнă залра «Чăваш Ен — мăнаçлă чун-чĕре хăвачĕн, аслă вăй-халăн, халăхсен пĕрлĕхĕн çĕрĕ. Наци вăйĕ — йăла-йĕркере, несĕлĕмĕрсене сума сунинче, ырă малашлăха шанса пурăннинче, çĕнĕ çитĕнÿсем патне талпăннинче» сăмахсем илтĕнчĕç. Чăваш хресченĕн «Алран кайми» гимнĕ янăрарĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов сцена çине хăпарса уява уçрĕ.

— Çулталăк ансат мар, йывăрлăх самай пулчĕ. Çапах пысăк тухăç илме пултартăмăр, — терĕ вăл. — Çĕр çинче çине тăрса вăй хурса, пултарулăха кăтартса ĕçленĕшĕн, профессие тата тăван тăрăха юратнăшăн ял хуçалăхĕн тата тирпейлекен промышленноçăн кашни ĕçченне тав тăватăп. Кăçал пандемие пула чикĕленĕ чарусене, экономика санкцине шута илсе кăткăс çур акинче ĕçлерĕмĕр. Кунсăр пуçне çу вĕçĕнче тип шара пула чрезвычайлă лару-тăрăва чăтрăмăр. Кĕркунне вара çĕре çумăр ислентерчĕ. Шел те, республикăра, çĕршыври ытти регионти пекех, хăш-пĕр лаптăкран çу культурисене, сахăр кăшманне, çĕр улмине кĕртсе пĕтереймен-ха. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


Мобилизациленнисен çемйисене пулăшаççĕ

Мобилизаци йĕркипе кайнисен кредит каникулĕ хăçанччен тăсăлĕ? Тивĕçлĕ канурисем мобилизациленнисен çемйисене мĕнпе пулăшайĕç? Ятарлă çар операцине хутшăнакансен ачисене стипенди тÿлеме хăçан пуçлĕç? Çак тата ытти ыйту кăсăклантарчĕ çынсене тÿрĕ лини вăхăтĕнче.

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев мобилизацие лекнисен çемйисене пулăшассипе çыхăннă ыйтусене уçăмлатрĕ. Вăл палăртнă тăрăх, республикăра мобилизаци йĕркипе кайнисене, вĕсен çемйисене, контрактниксене, ятарлă çар операцийĕнчен таврăнакансене пур енлĕн пулăшĕç. «Вĕсене пулăшас тĕллевпе республикăра тата муниципалитетсенче координаци центрĕсем туса хунă. Мобилизациленнисен çывăх çыннисен пур ыйтупа та унта каймалла. Çав ыйтусене кĕске вăхăтра татса пама тивĕç», — терĕ регион ертÿçи. Мобилизациленнисен çемйисене пулăшассипе ĕçлекен координаци центрĕсем социаллă пулăшу паракан центрсенче вырнаçнă. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


Ирина ВЕРЬЯЛОВА: Ывăннине юмах лартса, камитре аташса кăларатпăр

«Эпĕ хамран та, çывăххисенчен те çирĕп ыйтакан, тÿрĕ кăмăллă çын», — тет вăл хăйĕн пирки. Сăмахăм К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн актриси, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Ирина Верьялова çинчен. Вăл паян — «Хыпар» тĕпелĕнче.

Пĕчĕк чухне телевизорпа калаçнă

— Театрпа пуçласа паллашнă саманта астăватăн-и?

— «Праски инке хĕр парать» спектакле телевизорпа кăтартатчĕç. Ăна пĕрре кăна мар курнă эпĕ. Палтиел клубне артистсем килнине те астăватăп. Ун чухне пирĕн клуб кивĕччĕ, пĕчĕкчĕ. Ăна кăмака хутса ăшăтатчĕç. Мĕнле спектакль лартнине астумастăп. Валентина Трифонова выляни асăмра юлнă. Чăваш драма театрĕнче «Илемлĕх конкурсĕ» спектакле пăхнăччĕ. Ăна эпир Валерăпа /сăмах мăшăрĕ Валерий Карпов пирки пырать/ Мускавра вĕреннĕ вăхăтра каникула килсен куртăмăр. Унта хитре ташăсем пурччĕ. Ташлама юрататăп та вĕсене астуса юлнă. Çав спектакльте Петя Садовников килĕшнĕччĕ. Пурнăçра вăл мĕнлерех пулнине пĕлеттĕм-ха. Ку спектакльте вăл урăхла Петьăччĕ. Мăранччĕ. Сăнарĕ çавăн пекчĕ унăн. Тепĕр кунхине «Пасар патши» спектакле куртăмăр. Каникулта вăхăта сая ярас мар тесе Валерăпа драма театрне кашни кун çÿрерĕмĕр. 3-мĕш курсраччĕ ун чухне эпир. Кашни спектаклех пуçра юлнă.

— Мĕншĕн артистка пулас терĕн? Çав йышăнăва миçе çулта чухне турăн?

— Ахăртнех, кашнинех артист пулас килет. Пирĕн килте хурашурă кăтартакан «Рассвет» телевизор пурччĕ. Унăн çавăрмалли те катăлса кайнăччĕ. Хыпкăчпа /плоскогубцы/ çавăраттăмăр. Кайран тĕслĕ телевизор туяннă. Пĕчĕк чухне ун патне пырса тăраттăм та калаçаттăм. Тимĕр койка тавра сцена пек чаршав карса хураттăм. Çавăнта хăпарса сăвă калаттăм. Кĕçĕн классенче «Зернушки» ташă ушкăнне хутшăнтăм. Каярахпа, аслă классенче вĕреннĕ вăхăтра, «Асамат» ушкăна çÿрерĕм. Ертсе пыраканĕ — Роза Минеевăччĕ. Вăл ялти клубра «Салампи» спектакльте те вылянă. Пире хавхалантарчĕ. Палтиел — пысăк ял. Унта чăвашсем, ирçесем, тутарсем тата вырăссем туслă пурăнаççĕ. Пирĕн касра — чăвашсемпе тутарсемччĕ. Пĕр-пĕринпе халĕ те çыхăну тытатпăр. Интернет урлă та çыхăнатпăр. Хăй вăхăтĕнче эпĕ тутар ташшине те, чăваш ташшине те ташланă, тĕрлĕ конкурса хутшăннă. Шупашкара та килнĕ. Артист пулас тени пĕчĕкренпех чунра пулнă. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   


Икĕ халăха пĕрлештерекенни – пуçламăш çулсем

Кам эсĕ? Йăх-несĕлÿ ăçтан? Вăл хăш вырăнтан тымарланса тухнă? Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн профессорĕ Владимир Васильев, чăваш халăхĕн кун-çулĕпе кăсăкланаканскер, çак ыйту хуравĕсене Кăркăсстанра шыранă.

Чăвашсемпе кăркăссен пĕр пеклĕх сахал мар

Тĕпчевçĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, чăваш йăхĕсем Тĕп Азире пирĕн эрăчченхи пĕр пин çул маларах пуçланса кайнă.

Чăваш йăх-несĕлĕн пирĕн эрăчченхи пĕрремĕш ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче суйлама тивнĕ: чуралăхра пурăнмалла-и е ирĕке тухмалла-и? Вĕсем ирĕклĕхе суйласа илнĕ, хĕвел анăçнелле куçса кайнă. Кун-çулĕ йывăр килнĕ: çичĕ ĕмĕр хăйсен вырăнне шыраса çÿренĕ. Юлашкинчен Атăл тăрăх хăпарса хальхи вăхăтра пурăнакан тăрăхсене йышăннă.

«Аталанăвăн анлă çулне тишкерсен — чăвашсемпе кăркăссен çыхăну çук пек. Кăркăссен тата чăвашсен историне пăхсан та — пач расна. Мĕншĕн тесен икĕ халăх тахçанах уйрăлса кайнă. Вĕсем — унта, эпир кунта пурăнатпăр. Анчах икĕ халăха пĕрлештерекенни пур: пуçламăш çулсем. Пирĕн эрăчченхи вăхăт. Кăркăссен йăхĕсем те Тĕп Азире пурăннă. Вĕсем те, эпир те Хунн державинче пулнă. Çавăнпа пĕр-пĕринпе хутшăннă, калаçнă. Тăванлă пулмасан та пĕр патшалăхра пурăннă. Çавна май пĕр пеклĕхсем пулмалла. Çакăн пек шухăш çуралчĕ. Эпĕ ăна наука гипотези пек йышăнатăп. Манăн çак шухăша тĕрĕслемеллех», — Кăркăсстана кайма хистенĕ сăлтава уçăмлатнă май пĕлтерчĕ Владимир Александрович. Кăркăсстанри ученăйсемпе çак шухăша сÿтсе явнă хыççăн профессор хăй тĕрĕс çулпа пынине ăнланса илнĕ. <   >

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   


Хăй чавнă окопа автобусран курнă

— Манăн анне Любовь Головлева Анат Сурăмра 1924 çулта çуралнă. Пуçламăш классене ялти шкулта вĕреннĕ, унтан Çĕрпÿ районĕнчи Чурачăкри пĕлÿ çуртĕнче ăс пухнă. Ачалăхĕ те, çамрăклăхĕ те çăмăл килмен унăн. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан пушшех те, — çывăх çынни çинчен аса илсе калаçрĕ Канаш районĕнчи Шăхальте пурăнакан Альвина Иванова.

Пĕр эрнере виçĕ ачи вилнĕ

16 çулти Любовь Головлевăна ыттисемпе пĕрле Шăхасан районĕнчи «Красное Сормово» колхозран Тăвай тăрăхне окоп чавма илсе кайнă. Хĕр пĕвне кĕнĕ вăхăтра йывăр ĕçре нушаланни çинчен çулсем иртсен те каласа пама юратман вăл. Е юрамасть тесе шухăшланă, е пирченĕ сурана хускатас темен.

— Манăн кукаçи Иван Головлев та окоп чавма хутшăннă. 1897 çулта çуралнăскер виçĕ вăрçă витĕр тухнă. Вăл тĕреклĕ хул-çурăмлăччĕ. Яланах сухаллă çÿретчĕ. Колхозра ветеринари фельдшерĕнче ĕçлетчĕ. Кукамайпа кукаçи патне часчасах çÿреттĕмĕр. Кил-çурчĕ питĕ тирпейлĕччĕ. Вĕсен килĕнче кравать айĕнче пысăк эмел кĕленчи ларатчĕ. Ăна курсан эпĕ питĕ хăраттăм, апат çиейместĕм. Çавăнпа ун çине пăхмастăм. Иван Софронович ĕçекен çын пулман. «Çулталăкра пĕрре ĕçсе ÿсĕрĕлме юрать», — тетчĕ шÿтлесе. Çулла велосипедпа çÿретчĕ, хĕлле йĕлтĕр сыратчĕ. Кукамай Евдокия Федоровна сакăр ача çуратнă. Анчах вĕсенчен тăваттăшĕ пĕчĕклех çĕре кĕнĕ. Вера, Зинон, Алексей, Лева… Анне асли пулнă. Вăл каласа кăтартатчĕ: «Чурачăкран шкултан таврăнтăм, киле кĕтĕм те пĕр ачи вилсе выртнă. Шатра чирĕ ерсе пĕр эрнере виççĕшĕ вилчĕç». Анне окоп чавма хутшăнни çинчен каланине ача чухне эпĕ нихăçан та илтмен, вăл шарламан. Пĕррехинче аннепе Тăвай районĕнче автобуспа иртсе пыраттăмăр. «Кур-ха, кур, çакăнта эпир вăрçă вăхăтĕнче ĕçленĕ. Эпир чавнă окопсем кусем», — терĕ анне автобус чÿречинчен пăхса пынă май. Ăшă тум пулманни, питĕ сивĕ çанталăкра ĕçлени пирки çул çинче каласа пычĕ. Чĕркуççи уйрăмах хытă шăннă. Çавăнпах ĕнтĕ ĕмĕр тăршшĕпе ура ыратнипе тертленчĕ. Чĕре ревматизмĕпе те нушаланчĕ. Шкулта лайăх вĕреннĕрен аннене тÿрех учителе ĕçлеме янă. Арçынсем вăрçа тухса кайнăран педагогсем çитмен, — каласа кăтартрĕ Альвина Аркадьевна. <...>

Елена ЛУКИНА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.