Хыпар 85 (28402) № 14.11.2025
«Çывăх çынсем çинчен шухăшлани пурăнма хавхалантарчĕ»
«Хыпар» Издательство çуртĕнче ятарлă çар операцине хутшăннă, Шупашкар хулин çар комиссариатĕнче тăрăшакан Сергей Родионов хăнара пулчĕ.
Иккĕмĕш операцие
Ĕçлемесĕр пурăнаймасть вăл. Комсомольски районĕнчи Хирти Шăхасан ялĕнчи ашшĕпе амăшĕ Николай тата Мария Родионовсем ăна алă усса ларма вĕрентмен. Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнчи шкулта пĕлÿ илнĕ çулсенче ашшĕ тракторпа çÿреме, ăна юсама, ытти ĕçе тума хăнăхтарнă. Аслашшĕ Василий Родионов та трактористра вăй хунă. Шкул тата çар хыççăн Сергей «Красный Октябрь» колхозăн гусеницăллă тракторĕпе ĕçленĕ. Нумай çул иртсен техникăна пĕлни ятарлă çар операцийĕнче кирлĕ пулнă. Унта вăл – çар разведкадесант машинин ªÇРДМº наводчикĕ. «Хăш-пĕр чухне ăна юсама пулăшаттăм, водитель-механик мана итлетчĕ, эпĕ каланă пек тăватчĕ», — аса илчĕ аслă сержант. «ÇРДМ рулĕ умне хăв ларман-и?» — кăсăклантăм эпĕ. «Çук, эпĕ водитель-механик мар. Апла пулин те руль умне кирек хăçан та ларма пултаратăп. ÇРДМ командирĕ те пултарать. Эпĕ машинăри тупăсенчен те перетĕп. Çакна водитель-механикпа командирăн та пĕлмелле. Экипажра кашнин пĕр-пĕрин ĕçне тума хатĕр пулмалла», — ăнлантарчĕ аслă сержант. Сергей Родионов ятарлă операцие 43 çулта чухне, Раççей çарĕнче 2 çул хĕсметре тăнă хыççăн чылай çул иртсен, кайнă, унăн пурнăç опычĕ пулнă. 1998-2000 çулсенче вăл — Раççей флочĕн Хура тинĕсри минăсем лартакан тральщикăн 1-мĕш статьяри старшини, вăрттăн пай ĕçченĕ. «Пирĕн тральщикра хĕсметре Украина каччисем те тăчĕç. Ун чухне СССРа кĕнĕ союзлă патшалăхсен договорĕпе килĕшÿллĕн НАТО çарĕнчен пĕрле хÿтĕленнĕ», — терĕ Сергей Николаевич. 2024 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче вăл РФ Оборона министерствипе контракт çирĕплетсе ятарлă çар операцине кайнă. Хĕç-пăшалпа усă курма, çапăçу тактикине пĕлнĕ. Çак ăсталăха Çурçĕр Кавказри террористсене хирĕçле операцие хутшăннă чухне алла илнĕ. Шалти çарсен салтакĕ Гудермес, Моздок, Ханкала, Кизляр, Аргун тăрăхĕсенче Раççей салтакĕсене тата боесаппаса автотранспортпа конвойра илсе кайнă чухне хÿтĕлекенсенчен пĕри пулнă. Пĕччен чĕрĕ юлнă «Çула тухсан террористсем колоннăна темиçе хут та тапăнчĕç. Çурçĕр Кавказа кайиччен Чăваш Енри полигонра шултра калибрлă пулеметран ªКПВТº, автоматран, тĕрлĕ граната пеме, тăшманран хÿтĕленме вĕрентрĕç. Çапăçу тактикине Кавказра хăнăхса çитрĕмĕр. Командирсем нумай вĕрентрĕç, конвойсене çур çул хÿтĕлени те опыт пухма пулăшрĕ. ÇРДМ наводчикĕ пулнă май башньăна 180 градуса çавăрса пĕрмай тавралăха сăнаса пыраттăм, хĕç-пăшаллă çынна курсанах хамăр базăпа çыхăнса пĕлтереттĕм. «Эсир пĕлтернĕ координатра пирĕн чаç салтакĕсем çук», — тесе хурав парсан çапăçăва кĕреттĕмĕр», — аса илчĕ Сергей Родионов. Оборона министерствин Çурçĕр Кавказри тĕллевĕсене пурнăçланăшăн ăна РФ Шалти ĕçсен министерствин II степень «Службăра палăрнăшăн» паллăпа наградăланă. Маларах вут-çулăм витĕр нумай хут тухнăран вăл ятарлă çар операцине хăрамасăрах кĕнĕ. Унпа пĕрле Шупашкарта çуралса ÿснĕ Сергей Андреев та пулнă. «Пире, мотострелоксен 114-мĕш бригадин 200 салтакĕпе офицерне, Авдеевка хулинчен тухса Семеновкăна çитиччен вырнаçнă ВСУ чаçĕн вăрман тăрăхĕнчи тĕрев ªопораº пунктне туртса илме хушрĕç, — каласа пачĕ Сергей Родионов. — 2024 çулхи пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче кашни сехетрен унталла ушкăнран 5-ĕн çул тытрĕç, ирхи 6 сехетре пирĕн командир Андреев ертсе пыракан отряд юлашкинчен вырăнтан тапранчĕ. Эпĕ унăн çумĕ, 3-шĕ пулеметпаччĕ. Ачасем тăрса юлман-ши тесе çаврăнса пăхкалатăп. Шăп çав самантра ман хыçри 3 метрти салтак ури айĕнчи мина çурăлса кайнăран çап-çутă та вăйлă хĕлхем çÿлелле çĕкленчĕ, куçа шартарса ячĕ, ура хытă ыратнăран çĕре тĕшĕрĕлсе антăм. Аяк çинче выртатăп, автомат хам ая лекрĕ. Çав самантра тăшманăн пĕрремĕш дронĕ — ман бронежилет çине, иккĕмĕшĕ пуç умне анса ларчĕç. Ун çумĕнчи снаряд е мина çав самантрах çурăлса каясса тÿрех ăнлантăм. «Ман патра — дронсем, çывăха ан пырăр!» — теме ĕлкĕртĕм 5 утăмри 3 юлташа. Çапах та сирпĕнмерĕç. Мĕншĕн? Вĕсен операторĕ мана пулăшма ыттисем пырасса кĕтрĕ, çывхарсанах сирпĕтетчĕ. Юлташсем айккинелле пăрăнса малалла чупнă чухне дронсем ман патран вĕçсе хăпарчĕç те вĕсем çине анса ÿкрĕç, туссем пурте пурнăçран уйрăлчĕç. Пĕччен юлтăм, ура хама итлемест, тăраймастăп. Виççĕмĕш дрон вĕçсе киличчен хырăмпа шуса темле сарая кĕрсе выртрăм». Çав самантра икĕ уринчен те аманнă Сергей Родионов юн юхтарса выртнă вырăна снаряд хыççăн снаряд ÿкме тытăннă — тăшман дронĕн операторĕ координатне ВСУ артиллерине пĕлтернĕ иккен. Телее, хайхи сарай çине пĕри те ÿкмен. Çав вăхăтра снарядсем задание пурнăçлама икке пайланса кайнă ушкăнсене сиен кÿреймен, çапах та каярахпа тăшман дронĕсем вĕсене шыраса тупнă-тупнах — штурмовиксене темиçе сехет персе тăнă, снаряд-мина ÿкмен вырăн юлман, пирĕннисем çухату тÿснĕ. 9 талăк çимесĕр Сергей Родионов пĕрремĕш урине пĕçĕрен жгутпа çавăрса çыхнă та – юн юхма чарăннă, иккĕмĕшĕ валли вара пулман — темиçе бинтпа усă курма тивнĕ. Вăл çирĕп мар, суран пысăк чухне пĕтĕм юн каяссине Сергей пĕлнĕ, çавăнпа урине пăхас тенĕ. Пĕрремĕш пушмакне хывайнă, иккĕмĕшне пултарайман, мĕншĕн тесен унта юн тулса хытнă. Ун пеккине тĕкĕнсен суран каллех юн юхтарма тытăнать, çавăнпа хывман. Иккĕмĕш урине мина ванчăкĕ тупанĕнчен амантнă, пушмак витĕр вĕçсе тухса шăмма ватса-çĕмĕрсе хăварнă.
«Пĕрремĕш ура чĕркуççинчен аяларах татăлчĕ темелле, — терĕ Сергей Николаевич. — Юрать-ха, çумра пĕр жгут пурччĕ, вăл вилĕмрен çăлса хăварчĕ. Темиçе сехет тăна çухатса выртнă, хама контузи пулнине тăна кĕрсен кăна пĕлтĕм. Çумра раци çук — хамăрăннисенчен пулăшу ыйтаймастăп. Медсанбата хăвăртрах çитмеллине пĕлетĕп-ха, анчах ура çине тăраймастăп. Хырăмпа шуса уçă вырăна тухрăм çеç — дронсем нăрланине илтрĕм: ман пеккисене шыраççĕ, йăшăл тăвакан кашни çынна атакăлаççĕ. Хам тĕллĕн пирĕннисем патне çитеймессине ăнлантăм, дронсен прицелне лекес мар тесе сарайран текех тухмарăм, ун çумĕнчен пĕр-пĕр салтак иртессе кĕтрĕм. Пĕр çын та иртмерĕ, апат çиеймесĕр, таса шыв ĕçеймесĕр 9 талăк пурăнтăм. Пĕрремĕш кунах шывсăр аптăрама тытăнтăм, тута-çăвар типсе канăçсăрлантарчĕ, ĕçес килнĕрен нушаланма тытăнтăм. Мĕн тумалла? «Уринотерапи» сăмаха тата хăш-пĕр çын унпа сипленме тăрăшнине пĕлеттĕм. Кĕленче савăт тупрăм, хамăн шăка ĕçсе 8 кун тытăнкаласа тăтăм». Чăн та, 7-мĕш кун вăл сарайран тухса подразделение хырăмпа шуса çитме тăрăшса пăхнă. Анчах уçă вырăнта нумаях тапаçланайман — ăна тăшман дронĕ асăрханă, ун патне çывхарнă. Родионов тĕллесе автоматĕнчен пенĕ, пĕрремĕш магазинри пульăсене пурне те кăларса янă. Иккĕмĕшне шăлтшалт лартнă та аялалла хăвăрт анса пынă дрона пеме тытăннă — лектернĕ! Вăл сывлăшра сирпĕннĕ, Родионов хавхаланнă, чаçне шуса çитетĕпех тенĕ. Анчах пилотсăр вĕçекен «Баба-яга» аппарата асăрханă. «Вăл бомба-снаряд ытларах та çакса çÿрет. «Унпа çыхлансан чĕрĕ юлаймăп», — терĕм хама. — Уçă вырăнтан каялла чакрăм, сараях таврăнтăм. ВСУн дрон нумай. Пирĕн уйри салтаксене пĕрмай тапăнаççĕ. «Баба-яга» çумне видеокамера вырнаçтарнă, оператор унпа пĕтĕм тавралăха курать. Калăпăр, пирĕн позицири транспорта е çынсен ушкăнне асăрхасан хăвăрт çывхарса сирпĕтмелли хатĕр пăрахса хăварать, пĕр çынна çеç атакăламасть. Авдеевкăна кĕрес умĕн пирĕн ушкăна камикадзе дрон атакăларĕ. Эпĕ автомата çĕкленĕччĕ. Вăл хăвăрт малалла вĕçсе ÿкрĕ те пирĕн ушкăна ертсе пыракан командира пырса тăрăнтарчĕ — ăна вут-çулăм хыпса илчĕ. Хÿтлĕхе çитме 200 метр çеç юлнăччĕ. Пăхатпăр: пирĕн пата каллех дронсем çывхараççĕ. Чупатпăр. Вĕсем хăваласа тытиччен çурт путвалне анса ĕлкĕртĕмĕр, пире çитме хушнă вырăнта пултăмăр, унта çĕр каçрăмăр. Иккĕмĕш каç вара Семеновка енчи тĕрев пунктне илме задани пачĕç», — ăна епле пурнăçланине каласа пачĕ аслă сержант. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Чăваш кĕнеке издательстви – 105 çулта
Чăваш кĕнеке издательстви – Чăваш автономийĕн тантăшĕ – чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнче 105 çул тултарчĕ. Ăна РСФСР Патшалăх издательствин Чăваш уйрăмĕ пек уçнă Чăвашгиз . Малтанхи вăхăтра унта кĕнекесем çеç мар, хаçат-журнал та кăларнă. Ытларах вĕренÿ, обществăпа политика, ăслăлăх кĕнекисем пичетленĕ. Вăрçă çулĕсенче çар тематикине пысăк тимлĕх уйăрнă. 1963 çулта Чăвашгиз Чăваш кĕнеке издательстви пулса тăнă, кăларăмсен йышĕ чылай ÿснĕ, ача-пăча тата илемлĕ литература пысăк вырăн йышăнма пуçланă, ял хуçалăх, вĕренÿпе педагогика тата ытти кĕнеке, альбомсем пысăк тиражпа тухнă. Тĕрлĕ çулта кунта паллă чăваш поэчĕсемпе прозаикĕсем вăй хунă: Ухсай Яккăвĕ, Леонид Агаков, Василий Алентей, Илпек Микулайĕ, Степан Лашман, Çемен Элкер, Хветĕр Уяр, Куçма Турхан, Василий Давыдов-Анатри, Юрий Сементер тата ыттисем те.
Чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнче Шупашкарти Пичет çуртĕнчи 7-мĕш хутри хăтлă залра Чăваш кĕнеке издательстви йĕркеленнĕренпе 105 çул çитнине халалланă савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Уява кĕнекеçĕсемпе çыравçăсем, журналистсемпе библиотекарьсем, литература тусĕсем йышлăн пуçтарăнчĕç. Ăна Ольга Рубцова корректор тата ÿнерпе графика пайĕн заведующийĕ Наталия Орлова ертсе пычĕç. Вĕсем издательствăн кун-çулĕ çинчен кĕскен каласа пачĕç. Хăнасем экран çинчи презентаципе паллашма пултарчĕç. «Эсир – пуян культура еткерлĕхне упракансем, малалла аталантаракансем. Сирĕн кулленхи ĕç-хĕлĕр, кашнин тÿпи, паянхи курăмлă пĕтĕмлетÿсем – пуласлăхри аталанăва хывнă çирĕп никĕс. Пирĕн умра – кĕнеке издательствине, унăн брендне, пурлăхпа техника никĕсне çĕнетмелли пысăк мероприяти. Эпир ку ĕçе пуçăнтăмăр ĕнтĕ. Пурне те ăнăçу, çитĕнÿсем тата ăшăлăх сунатăп», – терĕ Чăваш Республикин цифра министрĕ Михаил Степанов. Вăл Эллада Надукова аслă бухгалтера, Ольга Рубцовăпа Эльвира Шельтямова корректорсене Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп хучĕпе чысларĕ. Чăваш кĕнеке издательствин тĕп директорĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Владимир Скворцов, тĕп бухгалтерăн çумĕ /ертсе пыракан экономист/ Ирина Краснова, «Книжные новинки ; 3» лавкка сутуçисем Ирина Павловăпа Наталия Егорова ЧР Цифра министерствин Тав хутне тивĕçрĕç. Чăваш кĕнеке издательствин тĕп директорĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Владимир Скворцов предприятие еплерех вырнаçнине аса илчĕ, хăйне пулăшакансене тав турĕ. «Чăваш кĕнеке издательствин тĕп директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлама мана шанса панă хыççăнхи пĕрремĕш уйăхсене ăнланман чĕлхепе кăткăс текст вулама хăтланнипе танлаштарас килет. Мĕн пур ыйтăва татса панă çĕре хутшăнма, пĕтĕмпех ăша хывма тиврĕ: офисри пÿлĕмсене шыв аннине пĕтермеллинчен пуçласа ĕçченсене шалăва вăхăтра памалли таранах. Виçĕ çул тăрăшатăп ку йышра. Каялла çаврăнса пăхатăп та редакторсен, корректорсен, калăплавçăсен капашсăр пысăк ĕçне куратăп. Вĕсем нимле йывăрлăхсене пăхмасăр хăйсен ĕçне юратса тăваççĕ. Çывăх вăхăтра Чăваш кĕнеке издательствине «Чăваш Ен» издательствăпа полиграфи комплексĕпе пĕрлештерме йышăннă. Ку утăм çĕнĕ те вăйлă тытăм йĕркелессе шанатăп. Вăл чăваш чĕлхипе литературине, культурине цифра ĕмĕрĕнче аталанма май туса патăрччĕ. 105 çул каялла Чăваш кĕнеке издательствине шăпах мĕн пуррине упраса малалла аталантарас тĕллевпе пуçарса янине асра тытасчĕ. Манăн çавăн пекех хама çул кăтартса, пулăшса пынă çынсене тав тăвас килет. Чи малтанах – Татьяна Журавлева тĕп бухгалтера. Вăл предприятире 1986 çултанпа вăй хурать. Ун пек чунне парса ĕçлекен сайра. Александр Иванова та пысăк тав. Вăл тĕп директорта тимленĕ чухне мана издательствăна чĕнсе илчĕ, яваплă ĕçсем шанчĕ. Александр Степанович хавхалантарни, эпĕ пултарассине ĕненни хăват хушрĕ, çĕнĕ майсем уçса пачĕ» – терĕ Владимир Петрович. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ – Социаллă политика, наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет председателĕ Ольга Петрова издательство ĕçченĕсемпе ветерансене ăшшăн саламларĕ. Ольга Исааковна издательство ĕçĕ-хĕлĕ республика пурнăçĕпе тачă çыхăннине палăртрĕ. Вăл çавăн пекех маркетингпа суту-илÿ пайĕн ертÿçине Елена Ивановăна, суту-илÿ менеджерне Наталия Николаевăна ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп хучĕпе, «Книжные новинки ;2» лавкка заведующине Ольга Степановăна Тав хучĕпе чысларĕ. Чăваш Республикин Хĕрарăмсен канашĕн ертÿçин çумĕ Нина Глотова издательство питĕ шанчăклă партнер пулнине асăнчĕ. «Кунта профессионалсем, пултаруллă çынсем ĕçлеççĕ. Эпир кирек ăçта кайма пуçтарăнсан та кĕнеке чи лайăх парне пулнине шута илсе сирĕн кăларăмсемпе çула тухатпăр. Чăваш кĕнеке издательствин парнисемпе эпир яланах çÿллĕ шайра пуласса пĕлетпĕр», – терĕ Нина Михайловна. Вăл Елена Казакова аслă корректора, ÿнерпе графика пайĕн заведующине Наталия Орловăна Тав хучĕ пачĕ. «Чăваш кĕнеке издательствипе эпир аллааллăн утатпăр. Кунта вĕренÿ кăларăмĕсем те, словарьсем те нумай тухаççĕ. 105 çул хушшинче издательство пиншер кĕнеке кăларнă. Кунта тухнă пособисене Чăваш Енре кăна мар, Тутарстанра, Пушкăртстанра, Чĕмпĕр тата Самар облаçĕсенче питĕ лайăх пĕлеççĕ», – палăртрĕ Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн проректорĕ Инесса Ядранская. Маркетингпа суту-илÿ пайĕн ертÿçи Елена Иванова, Татьяна Журавлева тĕп бухгалтер, вĕренÿ кĕнекисен редакцийĕн заведующийĕ Алина Майорова, вĕренÿ кĕнекисен редакторĕ Надежда Вечеркина ун аллинчен Тав хучĕ илме тивĕç пулчĕç. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директор çумĕ Ирина Кириллова та издательство институтăн шанчăклă тусĕ пулнине çирĕплетрĕ. «Эсир пирĕн ал çырусенчен паха кăларăмсем тăватăр. Пĕрле килĕштерсе ĕçлесе эпир нумай кĕнеке кăларнă. Тĕслĕхрен, «Чăваш халăх пултарулăхĕ» ярăмпа вун виçĕ том тухрĕ. Халĕ ку серири кăларăмсем чăвашла-вырăсла пичетленсе пыраççĕ. Çавăн пекех историпе, археологипе, этнографипе, искусствăпа, фольклорпа, литературăпа çыхăннă нумай-нумай кĕнеке хатĕрленĕ эпир сирĕнпе. Пурне те çирĕп вăй-хал, сывлăх сунатăп. Чăваш кĕнеки малалла та аталантăр», – терĕ Ирина Юрьевна. Уява кÿршĕ республикăсенчи кĕнеке кăларакансем те çитнĕ. «Мари кĕнеке издательстви» Издательство çурчĕн директорĕ Эдуард Иманаев мероприятие хаваспах килнине пĕлтерчĕ. Юпа уйăхĕнче марисем хăйсен издательстви 100 çул тултарнине паллă тунăччĕ. Акă икĕ ертÿçĕ каллех тĕл пулчĕ – хальхинче Чăваш кĕнеке издательствин 105 çулхи çуралнă кунĕнче. «Малашне те туслă çыхăнăва упрасчĕ, пĕр-пĕринчен вĕренсе пырасчĕ», – терĕ Эдуард Аркадьевич. Вăрăм çула кĕскетсе Зайнаб Биишева ячĕллĕ «Китап» Пушкăрт издательствинчен унăн директорĕ Эльмира Хайритдиновăпа Зульфия Карабаева тĕп редактор килнĕ. «Ĕмĕрхи йăла-йĕркене упраса малалла аталантарма, чăваш тата Чăваш Енри халăхсен литературин, вĕренĕвĕн, культурин чечекленĕвĕшĕн тухăçлă ĕçлеме сунатăп. Кирек мĕнле улшăнусем те сире ырри патне илсе çитерччĕр. Пирĕн тĕп тĕллев – тăван чĕлхене, тăван кĕнекене сыхласа хăварасси. Тепĕр çĕр çултан та Чăваш кĕнеке издательстви ĕçлетĕр, чăвашла кăларăмсем пичетленччĕр. Сире ăнланакан вулакансем яланах пулччăр», – терĕ Зульфия Шарифьяновна. <...>
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
♦ ♦ ♦
«Мухтавлă ентешсене асра тытмалла»
Çак ята илтмен чăваш çук та ахăртнех. Чăваш телекуравĕнче «70 те 7», Чăваш наци телерадиокомпанийĕнче «Çапла пултăр!» проектсен авторĕ, «Чăвашкино» пĕрлешÿре чăваш Улăпĕсен — Иван Яковлевран пуçласа Аркадий Айдак таранччен — кун-çулне çĕнĕрен йĕрленĕ сценарист-режиссер, чăваш çăкăрне халалласа кĕнеке-энциклопеди пичетлесе кăларнă, Чăваш журналисчĕсен союзĕн Çемен Элкер премине 1994 çулта тивĕçнĕ Татьяна Ильина паян — «Хыпар» тĕпелĕнче.
– 1985 çулта Татьяна Ильина студент И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнчен «журналистика» специализаципе пĕлÿ илсе тухнă. Эсир 40 çул ытла çыратăр, калаçатăр, обществăри çивĕч ыйтусен тупсăмне шыратăр, тавлашатăр та. Татьяна Витальевна, вăрттăнлăха уçса парсамăр: чăннипе кам эсир – телеертÿçĕ, публицист, чăваш кун-çулне тĕпчекен?
– Анатолий, апла манăн та сана «эсир» тесе чĕнмелле-и? Пĕр-пĕрне 40 çул пĕлетпĕр те, капла «ятлаçма» кирлех мар пуль. Чăвашсен ЭСИР тени нумайлă хисепре çеç. Чăваш ватта та, вĕтте те ЭС/Ĕ/ тесе чĕнет. Пирĕн халăх пурне те пĕр тан курать. Çакна пĕр телекăларăма хутшăннă чухне Атнер Хусанкай хистесех ăнлантарнăччĕ мана. Анчах та унпа юнашар амăшĕ, СССР халăх артистки Вера Кузьмина, ларнине кура çăмăлах иртмерĕ маншăн ку урок. Ара, Вера Кузьминичнăна «эсĕ» тесе чĕнме епле хăйăн-ха? Асăннă вариантсем пурте пĕр тымартан тухни куçкĕрет: ку вăл — журналистика.
– 1990 çулсем… Çĕршыв кисренет, ахăр самана çитнĕ тейĕн. Татьяна Ильина тележурналист вара тÿрĕ эфирта информаципе публицистика каналне ертсе пырать, пурне те паянхи пурнăçпа малашлăх çинчен уççăн калаçма чĕнет. Студири сĕтел çинче – куракансен ыйтăвĕсене тÿррĕн йышăнакан телефон. Мĕнле хăраман-ха эсĕ?
– Ку вăл хăйне евĕр азарт текенни пулнă-тăр, хĕрсе кайни. Ун чухне кашни кун мĕн-тĕр пулса иртетчĕ – лайăххи те, япăххи те. Журналистшăн темĕн чухлĕ тема! Халĕ хам та тĕлĕнетĕп: çавăн чухне куракансенчен ыйту йышăнакан телефона мĕнле ăспа тÿрĕ эфир пыракан студиех лартнă-ха эпир? Шăнкăрав çитсен ăна тÿрех пурте илтмелле эфира яраттăмăр. Ыйту-хурав меслечĕпе ытти телекăларăмра та ĕçлетчĕç-ха, анчах вĕсене уйрăм пÿлĕмре «ятарласа вĕрентнĕ» çынсем йышăнса ларатчĕç. Кайран хут çине çырса студие кĕртсе паратчĕç. Паллах, пур ыйтăвĕ те эфира лекмест ун пек чухне. Шăнкăравлакансем те тĕрлĕрен пулаççĕ вĕт-ха, çавăнпа мана хамăрăн ун чухнехи çăмăл шухăшлăх паян пăхсан ăссăрлăх пек туйăнать. Анчах чи тĕлĕнмелли – никамран та пĕр усал сăмах илтмен, тав Турра, эфира вараламан.
– Унтан вара – чăвашсене чăвашсем çинчен каласа кăтартакан «Çитмĕл те çиччĕ» программа. Пысăк пĕлтерĕшлĕ çак кăларăмăн историйĕ мĕнлерех?
– Шăпах çичĕ çула пычĕ «Çитмĕл те çиччĕ» проект. Ăна çапла ят пама ăс çитернĕшĕн халĕ те савăнатăп – ку ят кăна мар вĕт, хăйне евĕр символ та. Вăл маншăн чăнласах кĕтрет çути пулса тăчĕ. Чăваш наци культурипе паллаштаракан ятарлă кăларăм куракансен асĕнче те хăйĕн йĕрне хăварчех пулĕ тесе шухăшлатăп. Телекăларăмсен рейтинг виçипе вăл тÿрех çÿлти йĕркесенчен пĕрне йышăнчĕ. Халăхăмăр ăçтан пуçланса кайни, тĕнче кисреннĕ самантсене епле чăтса ирттерни, арканас патне çитсен те çĕнĕрен çĕкленни, пурăнас хăватне çухатманни – çак ыйтусем тавра пыратчĕç пирĕн кăларăмсем. Кам кăна хутшăнман-ши унта? Чăваш халăхĕн кун-çулне паянхи кунччен упранса юлма пултарнă палăксем урлă ăнлантаракан Алексей Трофимов академикран пуçласа ирхине кил картинчен хăваласа тухнă выльăх-чĕрлĕх тыткаларăшĕ çинчен каласа кăтартакан ялти кĕтÿçĕ таранах…
– Астăватăп-ха, каярахпа Чăваш наци телекуравĕнче хăвăн çĕнĕрен чĕртсе тăратнă «Çитмĕл те çиччĕ» автор кăларăмĕнче Виталий Никитин-Станьял чăваш шур сухалĕпе хамăр халăх пурнăçне тĕрлĕ енчен тишкернĕччĕ…
– Çĕнĕ телекомпанире эфира тухнă «Çитмĕл те çиччĕ», шел те, интервью шайĕнче кăна тăрса юлчĕ. Малтанхи вара нумай жанрлăччĕ: унта кĕске фильмсем те, очерксем те, тĕрленчĕксем те шăнăçатчĕç. Наци телекуравĕнче те куракан умне СССР халăх артисткине Вера Кузьминана, Раççей тава тивĕçлĕ художникне Праски Виттине, чăваш шур сухалне Виталий Никитин-Станьяла тата пуян чунлă ытти нумай чăваша хам мĕнле курнă – çапла кăтартма май килчĕ. Виталий Петрович чăн та хăйне уйрăм тĕнче, космос. Пуçламăш «сасă барьерне» парăнтарнă хыççăн унпа тем çинчен те калаçма пулать, вăл çынна чунпа итлет. Тÿррĕн каланине никам та юратмасть, паллах, анчах Станьяла хытă хисепленипе унран илтнĕ кашни сăмаха кун кĕнекине çырса пынă пулăттăм. Университетра вăл ирттернĕ лекцисенче ларман пулин те /«журналистика» специализацине урăх преподаватель, Иван Тенюшев, ертсе пыратчĕ/ эпĕ ăна хамăн вĕрентекенсен шутне кĕртетĕп. Станьял пуçарнипе йĕркеленнĕ «Çилçунат» литература пĕрлешĕвне те çÿреттĕмччĕ. Пирĕнтен нумайăшĕ университета вĕренме кĕриччен район хаçатĕнче пĕр-ик сăвă пичетлесе ĕлкĕрнĕ вĕт-ха! «Çитмĕл те çиччĕсĕр» пуçне Наци телекуравĕнче чăвашла ток-шоу жанрне пуçарса яма май килчĕ – «Çапла пултăр!» кăларăм та куракансен асне кĕрсе юлчĕ пулĕ тетĕп. Тĕрлĕ шухăшлă çынсене пĕр телеаудиторие пухса тăван халăхăмăра хумхантаракан ыйтусене хĕрÿллĕн сÿтсе явни кирлех ман шухăшпа. Ку программа, интернет ĕмĕрĕнче çуралнăскер, куракан куçĕнчен çухалмасть, хăть хăçан та «уçлăхра». Ăна пĕрле ертсе пыма «Хыпар» хаçат редакторĕн çумне Геннадий Максимов журналиста чĕнтĕм, хăй вăхăтĕнче унпа Чăваш патшалăх телекуравĕнче маларах асăннă информаципе публицистика кăларăмне хатĕрлеттĕмĕр. Ток-шоу çак самантра, куç умĕнче иртекен пулăмсем тавра калаçма май парать, унăн шалтан хĕртсе тăракан вăйĕ пур, çавăнпа эпĕ çак жанра питĕ килĕштеретĕп. Пирĕн студире кам-кам пулса курнине асăнса та пĕтереймĕн – унта нумай-нумай çын хăйĕн ăшĕнче кăна упраннă шухăшĕсене ыттисем илтмелле уççăн калама пултарчĕ.
– Темшĕн мана Татьяна Ильина куçлăхлă профессор е ăслă академик çемйинче çуралнăн туйăнать. Камсем-ха вĕсем, сана кун çути парнеленĕ Ильинсем?
– «Куçлăхли» хамăр çемьерен эпĕ кăна тăрса юлтăм пуль паянхи куна. Чăннипе вара манăн пĕтĕм йăх-несĕле, хальхилле каласан «халăх академикĕсем» теме пулать. Вĕсем пурнăçа тытса пыма пĕлнĕ. Акă асанне Анастасия Ильина ĕçре те ырă ят илнĕ, çав вăхăтрах вунă ача та çуратса ÿстернĕ, «Ача амăшĕ-героиня» ята, орден-медале тивĕçнĕ. Шел, асатте Иван Ильич Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă, асанне вара ачисене пĕчченех çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Кукаçипе кукамай çемйинче те ача-пăча йышлă пулнă. Кукаçи Трофим Николаев — вăрçă ветеранĕ, вăл таврари чаплă утарçă шутланнă. Атте вара, Виталий Иванович, тен, паллă юрăç та пулма пултарнă. Вăл ялти клуб сцени çине тухса юрланине итлеме таврари ялсенчен те килсе çÿренĕ тетчĕç. Клубра драма кружокне ертсе пынă, пьесисене те хăех хайланă. Шупашкарти музыка училищине вĕренме кĕмешкĕн ĕмĕтленнĕ. Анчах тĕрлĕ сăлтава пула тĕп килте юлма пÿрнĕ ăна шăпи. Шел, ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ, тен, ĕмĕтне пурнăçлайманнипе хĕрĕх виççĕрех çĕре кĕчĕ. Вуннăмĕш класра вĕренеттĕмччĕ эпĕ ун чухне. Анне Анна Трофимовна ĕмĕрĕпех медицина сестри пулнă. Мĕншĕн «ĕмĕрĕпех» тетĕп? Эпĕ астăвасса, кунне-çĕрне, çанталăка, кану вăхăтне пăхмасăрах пулăшатчĕ вăл ял халăхне. Пенсие тухсассăн та çынсем больницăна мар, ун патне чупса килетчĕç васкавлă пулăшу кирлĕ чухне. Эпĕ хамăрăн йăхпа чăнласах мухтанатăп, манăн та Ильинсен ятне ямалла мар – çакна ăнланса пурăнатăп.
– Эсĕ çуралса ÿснĕ Каçал тăрăхĕнче хастар çĕр ĕçченĕсем пурăнаççĕ, вĕсем тĕш тырă, çĕр улми çитĕнтерсе Раççейĕпех палăрнă. Эсĕ халăха çăкăр пĕçерсе çитерекенсем çинчен кĕнеке çырни тăван тăрăхпа çыхăннă-и?
– Маншăн Каçал тăрăхĕнчи Хирти Явăш ялĕ, паллах, тĕнче кăвапи шутланать. Ентешĕмсем çав тери ĕçчен те маттур, вĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн яланах савăнатăп. Паллах, кĕнеке çырнă чухне ял çыннин çăмăл мар пурнăçне, ĕç-хĕлне курса /хутшăнса та/ ÿсни пулăшрĕ, ачалăхăм куç умне çĕнĕрен тухса тăчĕ тейĕн. Кĕнеке ячĕ – «Служение хлебу: две судьбы». Чăваш патшалăх архивĕнче упранакан документсемпе усă курса çырнăскере рецензентсем «çăкăр энциклопедийĕ» тесе хакларĕç. Чăваш Республикин Культура, наци ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви 2018 çулта ирттернĕ «Архив докуменчĕсенчи истори» наукăпа тĕпчев тата тавра пĕлÿ ĕçĕсен конкурсĕнче çак кĕнеке «Чăваш енĕн паллă çыннисем» номинацире лауреат пулса тăчĕ. Кĕнекере икĕ шăпана пĕр-пĕринпе танлаштарса йĕрленĕ: пĕри – çăкăр завочĕн историйĕ, тепри – унăн ертÿçин, тĕлĕнмелле чăваш хĕрарăмĕн, пурнăç çулĕ. Елена Бадаева ятне илтмен çын çук та пулĕ пирĕн республикăра. Вăл çак тĕнчене çĕнтерÿçĕ пулма килни мана пĕрре те иккĕлентермест. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн шăпах çулталăкран, çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче, çурални те çирĕплетет çакна. «Кашни çăкăрта чун ăшши пулмалла» – çакăн пек унăн пурнăç философийĕ. Кашнийĕнех хăйĕн ĕçне юратса пурнăçламалла тени ĕнтĕ ку. Шухăшлатăп та: Елена Игнатьевна пек çынсем тытса тăраççĕ те тĕнче тĕнĕлне, айккинелле куçса кайма та, хуçăлма та памаççĕ.
– Чăвашкино. Иоаким Максимов-Кошкинскипе Тани Юнран пуçласа ХХI ĕмĕр таран... Мĕнле ĕмĕтсемпе ĕçлесе пурăнтăн унта? Мĕн туса ĕлкĕртĕн, мĕн ĕлкĕреймерĕн? Вышкайсăр пысăк ĕçĕсемпе халăх асĕнче юлнă Аркадий Айдак патне тата мĕнле утса çитрĕн?
– Чăвашкино вăл пирĕн халăхăн чи йывăр суранĕсенчен пĕри пуль тесе шухăшлатăп. Максимов-Кошкинскипе Тани Юн тĕнче шайне çĕклеме пултарнă чăваш кино искусствине çĕнĕрен чĕртсе ярас ĕмĕтпех пуçăннăччĕ те çак ĕçе… Анчах каллех малалла кайма май пулмарĕ. Палăртнă тĕллевсене пурнăçлама йывăрри те, укçа-тенкĕ ыйтăвĕ те, ятарласа вĕреннĕ специалистсем çукки те витĕм кÿчĕç паллах. Çавăнпа, шел те, тухăçлă ĕçлерĕмĕр тесе мухтанаймастăп. Чăвашкино фондĕнче упранакан архив материалĕсем çине таянса Иван Яковлев, Тани Юн, Аркадий Айдак çинчен çĕнĕ информаци хушса хатĕрленĕ фильмсем, тен, хăйсен кураканĕсене тупĕç. Чăваш халăхĕ хăйĕн мухтавлă ывăл-хĕрне асра тытма тивĕç. Айдак ку ретре чи çамрăкки, анчах унта тăма пысăк тивĕç пур унăн. Кÿлепипе пач та пăхаттире пăхманскер, чăрмавсене шута хумасăр малалла талпăнса утнă çак чăн чăваш. Çирĕм çиччĕре колхоз председателĕ пулса тăнă, ял-йышра, çĕр çинче çирĕп йĕрке туса хурассишĕн ĕçленĕ. Йĕрки вара çĕнĕрен шухăшласа тупни мар – этемпе çут çанталăк пĕрпĕринпе çураçса пурăнсан кăна тĕнче шайлашăнать тени вăл чăваш халăхĕн авалтан йĕркеленнĕ тĕнче курăмĕпе пĕр килекен философи. Эпир ăна пĕчĕккĕн манăçа кăларнă кăна. Тăван халăх культурине, йăли-йĕркине, историне упраса хăварас енĕпе çав тери нумай ĕç туса ĕлкĕрнĕ çак тĕлĕнмелле хăватлă çын. Сăмах май, Аркадий Павлович та Тани Юн çуралса ÿснĕ ялтанах, Етĕрне районĕнчи Чурпайран, тухнăскер. Унăн çитĕнĕвĕсене хальлĕхе ятарласа тĕпчемен те. Çакăн пек çынсене тĕслĕхе лартса вĕренме-ĕçлеме çул кăтартмалла пирĕн пулас ăрăва. 2017 çулта Аркадий Айдака халалланă «Ыр çын каять – ыр ят юлать» документлă фильм Пĕтĕм чăвашсен III «Асам» кинофестивалĕнче «Чи лайăх сценари» номинацире çĕнтернĕччĕ. Унăн авторĕ пулнăшăн илнĕ ятарлă статуэтка-кинопреми Чăвашкино шăпи çинчен шухăшлаттарать хăш чухне.
– Тĕлĕнмелле те, Татьяна, сан çинчен информаци шыраса интернет уçлăхĕнче чылай лартăм. «Вăлтана» темиçе пĕчĕк информаци-пулă çеç çакланчĕ. Тĕнчешĕн хăвăн алăкусене хупман пулĕ те?
– Эпĕ хама, тележурналистсем калашле, «кадр хыçĕнче» лайăхрах туятăп, çавăнпа санăн «вăлтуна» вĕтĕр-шакăр кăна çакланнă пуль. Тĕнчи пуриншĕн те уçă паян – интернет, ытти çыхăну хатĕрĕсем кунран-кун аталанаççĕ. «Алăк хупса» пытанма май та çук. Ятарласа пытанма шухăшламан та. Акă эпĕ сăн ÿкерчĕк тума юрататăп, хамăн ятарлă страницăра пичетлетĕп вĕсене. Ытларах чухне çут çанталăк илемне сăнлатăп. Анчах та халь информаци пĕлтерĕшĕ, хакĕ урăхланчĕ çав. Паллах, çĕнни, лайăххи нумай килчĕ пирĕн пурнăçа, анчах япăххи те ытлашшипех. <...>
Анатолий АБРАМОВ.
♦ ♦ ♦
Пулас салтак кăмакапа та сыв пуллашнă
«Шур чăланти, ай, шур часси, çапас вăхăт, ай, çитрĕ поль. Ай, тăвансем, ай, ял-йышсем, кайма вăхăт, ай, çитрĕ поль», — чуна хурлантаратчĕç ĕлĕк кĕркуннепе çуркунне салтак юррисем. Халĕ те илтĕнкелеççĕ-ха ялсенче тунсăхлă салтак юррисем. Вĕсем пурнăç урапи малалла чупнине, Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсем пуррине аса илтерсе тăраççĕ. Ĕлĕк салтака ăсатасси чăн-чăн ритуал пулнă. Халĕ вара ларутăру мĕнлерех-ши? Ялсенче йăла-йĕркене упраççĕ-и? Çамрăка çара епле ăсатаççĕ? Паян çак ыйтусем тавра сăмах пуçарăпăр.
Ал шăллине те çыхма пĕлмелле
Ялсенче тăватă теçетке çул каялла çамрăк нумайччĕ. Çавна май кĕркуннепе çуркунне «салтак чупакансен» /урам тăрăх салтак ячĕ тухнă каччă юлташĕсемпе юрласа утнине çапла каланă/ йышĕ нумайрахчĕ. Трак тăрăхĕнчи Вăрманкасра ялĕ пĕчĕк пулсан та яшсен ушкăнĕ урам сарлакăшĕпех пыратчĕ. Вĕсемпе пĕрле купăсçă çÿретчĕ. Каччăсем килĕрен киле кĕретчĕç, сыв пуллашма кĕнĕскерсене тутлă çимĕçпе сăйлатчĕç. Салтака каякана кашни килтех хулпуççи урлă ал шăлли çакса яратчĕç. Каçхине каччăн килĕнче ăсату каçĕ йĕркелетчĕç. Пирĕн вăхăтра ăна «вечер» тетчĕç. Чи интересли акă мĕн: ялти яшсем салтак юррине пĕлетчĕç. Ял урамĕпе иртнĕ чухне темĕн тĕрлине те шăрантаратчĕç. Эпир шкулта ăс пухнă вăхăтра учительсем салтак юррисем пирки асăннă-ха, анчах вĕсен сăмахĕсене вĕрентнине астумастăп. Ялти çамрăксем ăна пĕр-пĕринчен вĕреннĕ. Çак йĕрке ламран лама куçса пынă. Астăватăп-ха, шкула кайман арçын ачасем салтак юррисене юрласа ял тăрăх çаврăнакансене евĕрлетчĕç. Юрă сăмахĕсене пĕлмеççĕ пулсан та вĕсем пек «карта» туса утатчĕç… Унтанпа шыв-шур самаях юхрĕ. Халĕ пĕчĕк ялсенче салтак ячĕ кашни çулах тухмасан та пултарать. Çамрăксем сахал пулнăран хĕсмете каякан каччăпа пĕрле юрласа утакан та çукрах… Тепĕр тесен, паян купăс калама пĕлекене те тупма çук. Яшсем купăсçăсăр юрласа çÿресшĕнех мар. Ал шăллине те ĕлĕкхи пек нумай çыхмаççĕ. Астăватăп-ха, 40 çул каялла салтака каякана ытларах тĕрленĕ шурă ал шăллисем çыхса яратчĕç. Халĕ вара лавккаран туяннисене те тиркемеççĕ. Хулăн /махровое/ ал шăллисем те параççĕ. Кирек епле пулсан та паян ăсату каçне ирттереççĕ, ашшĕпе амăшĕ пил парать. Уй хапхине /пирĕн ялта Малти урам пуçламăшне/ ăсатма тухаççĕ. Яманак — Красноармейски округĕнчи чи пысăк ялсенчен пĕри. Кунта кăçалхи кĕр икĕ çамрăка çара ăсатнă. «Пирĕн ялта салтак ячĕ тухсан каччăн çывăх çыннисем аякри тăванĕсем патне йыхрав яраççĕ, ăсату каçне хăш кун тăвассине пĕлтереççĕ. Сăра вĕретеççĕ, апат-çимĕç хатĕрлеççĕ. Ăсату каçĕнче ялта салтак юрри юрласа çаврăнаççĕ. Чи çывăх тăвансем патне кĕреççĕ. Салтак ачине кăмăллакан пĕлĕшĕсем хăйсем патне чĕнеççĕ. Юрласа çÿрекенсем кам патне кĕреççĕ — пурте йĕкĕте хулпуççи урлă хĕресле ал шăлли çыхса яраççĕ. Хăшĕсем лавккаран туяннине парнелеççĕ, футболка паракан та пур. «Ал шăлли мĕн чухлĕ нумайрах, тăванĕ çавăн чухлĕ йышлăрах», — теççĕ. Укçа паракансем те пур. Салтак юррине юрласа çÿренĕ çĕре купăсçа та хутшăнтараççĕ. Маларах Анатолий Алексеев питĕ хавхалантаратчĕ çара каякансене. Тепĕр купăсçă та пурччĕ. Шел, халĕ ун пек çÿреймеççĕ вĕсем. Купăсçă пулмасан та çамрăксем пĕрех салтак юррине юрласа утма тăрăшаççĕ. Çакна та каламалла: пĕрремĕш ал шăллине пулас салтака амăшĕ çыхса ярать. Маларах ашшĕн тăванĕсем ал шăллине — пĕр хулпуççи, амăшĕн хурăнташĕсем вара теприн урлă çыхнă теççĕ. Халĕ ку йĕркене пăхăнмаççĕ. Ал шăллине çыхма та пĕлмелле, мĕншĕн тесен ăна салтака каяканăн уй хапхинчен пуç хĕрлĕн кăлармалла та ывăтса хăвармалла. Амăшĕн чупса пырса çав ал шăллисене илсе килмелле. Çакна хамăр ывăла хĕсмете ăсатнинчен астăватăп. Тĕрĕссипе, ăна юратнă хĕрĕн илсе кĕмелле килне. Вăл çук пулсан çакна каччăн амăшĕн тумалла. Ăсату каçĕнче кăна мар, тепĕр кунне ирхине те çамрăксем салтак юрри юрласа ял тавралла çаврăнаççĕ. Кайран уй хапхине ăсатма тухаççĕ. Пирĕн ялта Палак пуçĕ /Вар пуçĕ те теççĕ/ вырăн пур. Çавăнта аслă çула тухса каякансене пиллеççĕ. Сăмах май, хĕсмете каякана çăкăр, укçа параççĕ. Çăкăр чĕллине тата укçана турăш умне хумалла. Çав çăкăр чĕллине пăхса тăнă. Вăл кăвакарни çарти каччăн пурнăçĕ çăмăл маррине е вăл чирленине кăтартнă. Салтак ачисем ирхине килтен тухнă чухне хăйсен ретне пăсмасăр тухаççĕ. Чиркÿ умне çитсен стакан çĕмĕрттеретпĕр. Стаканăн ывăтсан чăл-пар саланмалла. Унтан уй хапхине тухаççĕ. Салтак юрри юрлаççĕ. Сăмахĕсене пĕлеççĕ-и, пĕлмеççĕ-и — ятне тăваççĕ. Хăш-пĕр шкулта халĕ салтак юррисене юрлама вĕрентнине калаççĕ. Пирĕн округра та пур пулас ун пек шкулсем. Ăна вĕрентни питĕ кирлĕ тесе шухăшлатăп. Йăла-йĕркене манăçа кăлармалла мар. Çĕнĕрен чĕртсе тăратмалла, вăл ăруран ăрăва куçса пытăр. Çамрăксемпе библиотекăра салтака ăсатнине кăтартакан мероприяти йĕркелес ĕмĕтпе пурăнатăп. Кăçал кĕркунне икĕ качча çара ăсатрăмăр. Салтак юррисем юрларĕç. Йăли-йĕркине хамăр пĕлнĕ таран тума тăрăшрăмăр. Ăсату каçĕнче çамрăксем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк умĕнче пуç тайрĕç, каярахпа ташларĕç. Ир еннелле салтак юрри юрласа хапхаран тухрĕç. Йăла-йĕркене хальлĕхе çакăн пек тытса пыратпăр. Ăна татах çĕнетсе вăйлатмалла», — каласа пачĕ Красноармейски округĕнчи Яманак вулавăшĕн хуçи Галина Ефимова. Самана улшăннă май йăла-йĕрке те урăхланса пырать. Мăн асанне хăй вăхăтĕнче каласа панă тăрăх, салтака каякана кăмакапа та сыв пуллаштарнă. Пулас салтакăн кăмакана чуптумалла тата ун тавралла çаврăнмалла пулнă. Çакна яш çара ăнăçлă кайса килтĕр тесе тутарнă-мĕн. Ялсене кăвак çулăм çитнĕ хыççăн чылайăшĕ килĕсенчи кăмакана пăстарчĕ, çавăнпа халь ку йăла та çук. Çамрăка çара ăсатнă хыççăн килте 3 кун урай çума юраман. Ку йăлана халĕ те пăхăнаççĕ. <...>
Роза ВЛАСОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...












Комментари хушас