Хыпар 97 (28414) № 26.12.2025

26 Раштав, 2025

Олег НИКОЛАЕВ: «Кама та пулин евĕрлеме хăтлансан хамăра çухатăпăр»

Ырă йăлана пăсмасăр Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Çĕнĕ çул умĕн массăллă информаци хатĕрĕсен ертӳçисемпе курнăçса вĕсен ыйтăвĕсене хуравларĕ.

– Олег Алексеевич, Владимир Путин ирттернĕ тӳрĕ лини хыççăн эсир Чăваш Енре пурăнакансем Президент патне çитернĕ ыйтусене пурне те тишкерессине пĕлтертĕр. Çак ĕçе пĕр ыйтăва та «çухатмасăр» мĕнле йĕркелеме палăртатăр?

– Чăваш Енрен 19 пине яхăн ыйту пулнă. Вĕсен йышĕнче пĕрешкелли сахал мар. Ыйтусене эпĕ малтанласа пăхса илтĕм, ытларахăшне унчченех ĕçе илнĕ ĕнтĕ. Ыйтусене территорие кура уйăрма тытăннă. Хыççăн тата отрасле шута илсе те тишкеретпĕр. Эпир кулленхи пурнăçра курса çитереймен ыйтусем те пур-тăр, çавăнпа та детальсене куçран вĕçертместпĕр, хурав паратпăр. Кайран, паллах, пĕтĕмлетӳ тăватпăр. Çынсен ыйтăвĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ – çакна тĕпе хурса ĕçлетпĕр.

– Тӳрĕ линире Владимир Путин Тăван çĕршыв уншăн ашшĕ-амăшĕнчен пуçланать тесе палăртрĕ. Сирĕншĕн Тăван çĕршыв мĕн вăл?

– Владимир Путин каланипе эпĕ туллин килĕшетĕп. Эпир пурте чи малтан калакан сăмах вăл – «анне», хыççăн «атте» тесе калама вĕренетпĕр. Кайран вара — ыттине те. Тăван çĕршыв тени кашни çынрах савăнăçлă хумхану, мăнаçлăх, ăшăлăх çуратать. Шăпах çакăн пек туйăмсене эпир атте-аннепе пĕрле туйма пуçлатпăр та ĕнтĕ. Атте-анне, йăх, Тăван çĕршыв – пурин те пуçламăшĕ пĕр пекрех.

– Бизнес-пĕрлĕхе 2026 çулхи налук реформи канăçсăрлантарни паллă. Ĕç укçин чи пĕчĕк виçи ӳсмелле, çавна май предпринимательсем халех малалла мĕнле аталанмалли пирки шухăшлаççĕ. Вĕсем ĕçлекенсен шутне чакарма та пултарĕç. Республика çак хăрушлăха сирме мĕнле майсемпе усă курĕ?

– Налук виçи ӳснине, паллă ĕнтĕ, нихăçан та ырласа йышăнмаççĕ. Истори мĕн кăтартса парать-ха? Йывăр лару-тăру пирки сăмах пынă чухне чылайăшĕн унăн витĕмне малтанах пысăклатса кăтартас йăла пур. Çак улшăнусем НДС тӳлекен чылай предприятие пырса тивеççĕ, анчах та НДС 2% ӳснине эпĕ питĕ пысăк хăрушлăх тесе хакламăттăм. Çакна пула тухса тăракан йывăрлăхсем те саккуна хирĕçле майсемпе усă курма хистемеççĕ. Тин çеç Тăван çĕршыв тата патриотлăх пирки сăмах хускатрăмăр, çак туйăмсем саккунсăрлăхпа ниепле те килĕшсе тăма пултараймаççĕ тесе шухăшлатăп. 2020 çула аса илтерес килет: ковид пуçланнă хыççăн бизнесăн йывăрлăх тата та ытларах пулчĕ – ăна НДС 2% ӳснипе танлаштарма çук. Ун чухне йывăрлăха кĕрсе ӳкнисене патшалăх ĕç укçи тӳлеме пулăшрĕ. Хальхи йышăнăва Президент ирĕксĕр мера тесе палăртрĕ. Ку ятарлă çар операцийĕн тĕллевĕсемпе те çыхăннă, анчах çав вăхăтрах çĕршыв аталанăвĕн шайне те чакармалла мар. Каярах ку налук тиевне çăмăллатмалла. Малтанласа шутланă тăрăх, улшăну Чăваш Енри пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсен йышĕн 2% ытларах пайне кăна пырса тивĕ. Эпир кашнинпе уйрăммăн ĕçлеме, пулăшма хатĕр. – Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хушшинчи автоçыхăнăва лайăхлатнăшăн тав сăмахĕ калатпăр. 2026 çулта çак çул дублерне тăвассипе ĕçлеме тытăнасси пирки пĕлтернĕччĕ. План улшăнман-и?

– Ĕç пуçланнă. Халĕ проект тăваççĕ. Тĕллев – икĕ хулана çыхăнтарасси кăна мар, çак автоçул çинчен Сĕнтĕрвăрри çулĕ çине тухма та май пултăр, вăл Çĕнĕ хула патĕнчи хĕреслĕ çулпа та çыхăнтăр тата ытти май та пултăр.

– «Пехет» агромаркет пурне те илĕртекен вырăн пулса пырать. Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансем те çакăн евĕр центр уçмаççĕ-ши тесе кăсăкланаççĕ.

– «Пехет» пек лаптăк Раççейре те çук темелле: пĕр вырăнта — суту-илӳ, халăх культурипе историйĕ... Пирĕн тĕллев – «Пехете» хăйне хăй аталантарса пырас çул çине кăларасси.

– 2026 çул – Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕ. Ăна эсир мĕнле куратăр? Чăваш Ен тата мĕнпе тĕлĕнтерĕ? Тен, Раççейĕн тĕрленĕ картти те тĕнче шайне тухĕ?

– Тĕнче шайĕ кирлех-и пире вăл проектпа? Хамăрăнне упрасчĕ. Унччен çыхăну тытнă çĕршывсемпе малалла та туслă ĕçлĕпĕр. Чи малтанах — НППП çĕршывĕсемпе. Пирĕн пĕр истори. Пĕр-пĕрне аталанма пулăшакан вăя пĕрлештернине эпĕ тĕрĕс тесе хаклатăп. Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Раççейре 190 ытла халăх пурăнать. Вĕсем 270 ытла чĕлхепе калаçаççĕ. Кун пек хăйне евĕрлĕ çĕршыв урăх çук. Пирĕн республикăра 128 халăх ывăл-хĕрĕ тетпĕр. Тĕрлĕ проекта, вăл шутра «Раççейĕн тĕрленĕ карттине» пула та эпир çитес çула лайăх хатĕрленнĕ тесе шухăшлатăп. 500 яхăн мероприяти пăхса хунă. Вĕсем çулталăк тăршшĕпе пулĕç. Паллах, эпир федераци проекчĕсене те хутшăнатпăр. «Раççей» наци центрĕпе те тачă çыхăнса ĕçлетпĕр: Третьяков галерейипе, ыттисемпе.

– Раççейĕн тĕрленĕ карттине çулталăк логотипĕ вырăнне сĕнмелле мар-и?

– Карттăпа «Раççей» центр та, Росконгресс та анлă усă кураççĕ. Цифра формачĕпе. Çĕршывшăн пĕлтерĕшлĕ пысăк мероприятисенче ăна татах курăпăр-ха. Эпир тунă карттă ахаль те паллă об±ект пулса тăчĕ. Халĕ эпир туризмăн тăватă маршручĕпе ĕçлетпĕр. Ку ен модăна кĕрсе пырать. Килекен çынсене чи малтан мĕн кирлĕ? Вĕсем тутлă çиесшĕн — шăпах чăваш апат- çимĕçĕ кирлĕ. Пирĕн тĕллев — халăхăн хăйне евĕрлĕхе упраса хăварасси. Çавна май чăваш апатне хальхилле, анчах унăн тутă пахалăхне çухатмасăр сĕтел çине кăлармалла. Эпир кама та пулин евĕрлеме хăтлансан хамăра та çухатăпăр, çĕннине те илеймĕпĕр, вара çынсене те кăсăклантарма пăрахăпăр.

— Цифровизаци аталаннă май муниципалитет тата республика влаçĕсемпе хутшăнасси цифра çине куçать. Цифра платформи çинчи диалога эсир мĕнле хаклатăр?

— Çынсем мĕн пăшăрхантарнине çырмаççĕ пулсан, эппин, вĕсене пĕтĕмпех тивĕçтерет. Çапла шухăшлас килет. Мессенджерта çырмашкăн чарма çук. Эпир Президент патне 12 пин çын çырни çинчен калаçрăмăр. Сахал мар. Паллах, ку питĕ шухăшлаттарать. Кашнине тĕплĕн пăхса тухăпăр. Чăваш Енре пурăнакансем республика тата федераци органĕсен влаçĕсем патне çитернĕ кулленхи ыйтусене илсен вара юлашки 5 çулта вĕсен шучĕ, вăтамран илсен, 2 хут ытла чакнă. Çынсем урăх никамран ыйтмалли юлманнипе çак майпа усă кураççĕ. Анчах та çак мелпе усă куракансен шутĕнче ыйтăва татса парас тесе мар, хăйсене кăтартма кăна тăрăшакансем те пур. Çавăнпа та эпĕ комментарисене хамах вулама тăрăшатăп. Мĕн кулянтарать-ха? Икĕ уйăх каялла аналитикăпа паллашрăм. Паян сетьри информацин 65% – дипфейк. Шел те, чылай çын, уйрăмах Чăваш Енре пурăнакансем, пĕтĕмпех ĕненеççĕ. Вĕсем çак дипфейксен тĕрĕслĕхне шанаççĕ. Хăйсем те улталанаççĕ, вĕсене шанакан çынсене те тĕрĕс мар информаци параççĕ. Унтан вара суя информаципе пурăнакансем хăйсем те çакна ĕненеççĕ. Çакăн пек çынпа куçа-куçăн тĕл пулса калаçма тивнĕ чухне лару-тăрăва ăнланма питĕ нумай вăхăт ирттермелле.

— Çулталăка пĕтĕмлетнĕ май эсир журналистсен ĕçне мĕнле хакланине пĕлес килет.

— Эпĕ хамăрăн службăсен /журналистсен мар/ информаци ĕçĕпе кăмăлсăр пулнине палăртнăччĕ. Мана тивĕçтермен икĕ япала: кадр резервĕ тата влаç органĕсен ĕçне çутатсах çитерейменни. Информаципе пресс-служба, пресс-секретарь тата ыттисем ĕçлеççĕ. Паллах, сирĕн пата мĕн çитересси вĕсенчен килет. Малалла хăвăрăн вулакан патне мĕн çитерессипе эсир ĕçлетĕр. Журналист тĕпчевĕ вара — урăх ен. Ăна нумай хатĕрлейместĕн, мĕншĕн тесен унпа сахал мар ĕçлемелле. Мĕн-ха вăл тĕпчев? Вăл ыйтăва тĕрлĕ енчен тишкерни, пĕтĕмлетӳсем патне тухни. Çавăнпа та журналист çыракан лайăх тĕпчев çав проблемăн тĕрлĕ аспектне çутатать, пĕтĕмлетӳсем патне çитерет. Ку питĕ паха материал. Кирек епле ертӳçĕ те ун пек материала хапăл пулать. Хама йĕркеллĕ ертӳçĕ тесе шухăшлатăп, çавăнпа та эпĕ — лайăх, пахалăхлă журналист тĕпчевĕсемшĕн. Хăш-пĕр хаçатра /ятне каламастăп/ тухакан статьяра çирĕплетмен шухăша тем чухлех çырса тултарнине курсан тĕлĕнетĕп. Хамăннисенчен ыйтатăп — нимĕнле ыйту та килмен иккен. Материала пĕр енчен çеç çутатнă. Дипфейксем çапла çуралаççĕ те: таçта тем илтнĕ, çав шухăша аталантарнă. Кун пеккине комментари пама та çук. Пушăлăха мĕнле хуравлăн?

— 2025 çулпа эсир пĕтĕмпех кăмăллă-и? Палăртнине пĕтĕмпех тума май килчĕ-и? Мĕн патне таврăнса çĕнĕрен тăвас килет?

— Пĕлетĕр-и, пĕтĕмпех кăмăллă пулма май çук. Çав вăхăтрах хăвна хурласа пурăнни, савăнмалли çитĕнӳсемпе хавхаланманни те — айванла. Пурнăçа кĕртме май килменнисене вара тĕплĕн тишкермелле. Эпир шăпах çапла тăватпăр та. Кун пек çитменлĕхсем тепрехинче ан пулччăр тесе тăрăшатпăр. Манăн тĕп принцип: кирек мĕнле ĕçе тытăнсан та ăна вĕçне çитересси. Ĕçтешсене те çавнах калатăп. Çынсем Сад микрорайонĕнчи шкула час-часах аса илеççĕ, мĕншĕн тесен ун тавра нумай шăв-шав çĕкленчĕ. Анчах паян çав кăлтăксем пирки вĕрентекенсем те, вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшĕ те маннă. Вĕсен халĕ йăлтах лайăх. Пĕлтĕр вара эпир кĕске вăхăтрах виçĕ шкул хута ятăмăр. Унта кăткăслăхсем Сад микрорайонĕнчи шкултинчен те ытларахчĕ. Анчах эпир çĕнĕ форматпа усă куртăмăр, унчченхи самантсене шута илтĕмĕр — Шупашкар агломерацийĕнче тӳрех виçĕ шкул хута ятăмăр. Чăнах та — çитĕнӳ. Раççейре ун пекки пулман. Çавăнпа пурнăçланайманнине тишкерни, ăна малашнехи ĕçсенче шута илни кирлĕ.

— Республика ертӳçин куçĕпе пăхсан — кăçал Чăваш Ен хăш енĕпе пĕлтĕрхинчен лайăхрах пулса тăчĕ? Çитес çул тата лайăхрах пулас тесен пирĕн мĕн тумалла?

— Пăхăр-ха, тин çеç шкулсем çинчен каларăм, больницăсем, ФАПсем… Нумай обект хута кайрĕ. Вĕсене курма кăмăллă çеç мар, вĕсем усăллă та. Анчах ку çителĕксĕр, тумалли татах пур. Мана çынсем хăйсем пурăнакан территорире пурнăç мĕнле йĕркеленессишĕн хăйсем яваплине ытларах та ытларах туйни савăнтарать. «Ниме – Халăх бюджечĕ» пуçару витĕмĕ те сисĕнет çакăнта. Проектсем нумайланса пыраççĕ. Вĕсем унчченхинчен кăткăсрах та, çав вăхăтрах ялта пурăнакансен пурнăçне чăннипех улăштарни курăнать. Çынсен çав хутлăхсен пахалăхне ӳстерес туртăмĕ те вăйланать. Ытларах çын çакăн пек туртăмпа пурăнсан пире нимĕнле йывăрлăх та хăратмĕ. Ас тăватăп, 2020 çулта пĕр мероприяти хатĕрлеттĕмĕр. «Хăнасем килеççĕ, лайăх тумалла», — терĕ ĕçтешсенчен пĕри. «Мĕншĕн вара эпир хăнасем валли лайăх тума тăрăшатпăр, хамăр валли — мĕнле лекет, çавăн пек-и? Атьăр, хамăр валли те яланах лайăх тума тăрăшар. Вара намăс та пулмĕ, хăнасене те кирек хăш вăхăтра йышăнма хатĕр тăрăпăр», — терĕм. Правительствăра çавăн пек стандарт çирĕплетрĕмĕр. Асăрхарăр пулĕ, пирĕн: «Пĕрремĕш хут çапла тунă», — тени час-часах тĕл пулать. Çавăн пек çĕнĕлĕх ыттисемшĕн кăсăклă. Раççейĕн тĕрленĕ картти пирки те çавнах каламалла. Çавăнпа та, ыйту патнех таврăнам, улшăнусем, лайăхланнисем енчен пăхсан чи пахи — хамăрта, кашни çынра пулса иртни. Эпĕ кашни кунах лавккана çӳретĕп, урамра утатăп, çынсемпе хутшăнатăп. Çынсен кăмăлĕ ытларах та ытларах лайăх енне улшăнни сисĕнет. Ку вара – чи пĕлтерĕшли. <...>

Наталья ИВАНОВА, Лариса ПЕТРОВА хатĕрленĕ.

♦   ♦   


«Çамрăксем культура еткерне упрама пулăшасса шанатпăр»

Иркутск облаçĕнчи чăвашсен «Юлташ» наци-культура автономийĕ йĕркеленнĕренпе кăçал 35 çул çитрĕ. Унăн председателĕ Вероника Тимофеева çак ĕçе вунă çул каялла пуçăннă. Ун тавра пуçтарăннă хастар ушкăн манăçа тухнă йăла-йĕркене, уявсене чĕртсе ярас енĕпе нумай ĕçлет.

Историрен Иркутск тăрăхĕнче чăвашсен культура центрне йĕркелес шухăш 1990 çулхи раштавăн 23-мĕшĕнче Профсоюз урамĕнчи чукун çул ĕçченĕсен клубне пухăннă чăвашсен ушкăнĕнчен пуçланнă. Унăн пуçаруçи Михаил Романов пулнă. Ăна пуху председательне суйланă. Иркутск облаçĕнче кун йышши центрсем пурри тата 1989 çулхи çырав тăрăх чăвашсен йышĕ 11 пине яхăн çынна çитни те чăмăртанма хистенĕ. Культурăн хăйне евĕрлĕхне упрасси, чăвашсемпе хутшăнасси пĕлтерĕшлĕ сăлтав пулса тăнă. Пухура организацин ятне, уставне тата пичетне çирĕплетнĕ. 2001 çулта пĕрлешӳ автономи пулса тăнă. Организацие тĕрлĕ çулта çак председательсем ертсе пынă: 1990-1999 çулсенче — Михаил Мефодьевич Романов, 1999-2005 çулсенче — Александр Иванович Иванов, 2005-2006 çулсенче — Раиса Алексеевна Платонова, 2006- 2013 çулсенче — Иван Степанович Косков, 2013 çултан пуçласа — Вероника Васильевна Тимофеева. Палăртмалла: общество организацине официаллă майпа регистрацилесси кăшт каярах — юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче — иртнĕ. Çак ĕçе пуçаракансем пирки те каламалла. Унăн никĕслевçи тата пĕрремĕш председателĕ Михаил Романов Пушкăрт АССРĕнчи Пелепей районĕнчи Семеновка ялĕнче çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн ăна сумлă орден-медальпе чысланă. Хыççăн центр тилхепине Александр Иванова шанса панă. Вăл халăхăн авалхи йăли-йĕркине упрас, чăвашсен йăлана кĕнĕ «Акатуй» тата «Кĕмĕл сасă» фестивалĕсене ирттерес енĕпе нумай ĕçленĕ. Кăçал Иркутск облаçĕнчи чăвашсен «Юлташ» наци-культура автономине йĕркеленĕренпе 35 çул çитрĕ. Малтанах организаци чăваш халăхĕн ăс-хакăлĕпе культурине чĕртсе тăратассипе çыхăннă тĕллевсене тĕпе хунă. Автономи хастарĕсем историе, мифологие, тĕне, культурăна, çырулăха тĕпченĕ, чăваш уявĕсене, паллă ентешсене чысламалли тĕрлĕ мероприяти ирттернĕ. Паянхи кун регионта чăваш культурине упраса хăварасси тата социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçа кĕртесси çине пусăм тăваççĕ. Чăвашсем йышлă пурăнакан Зима, Балаган, Залари, Тайшет районĕсенче тĕл пулусем, «çавра сĕтелсем» ирттереççĕ. Автономи Иркутск облаçĕнче иртекен мĕн пур мероприятие хастар хутшăнать. Пĕрре мар тĕрлĕ конкурс çĕнтерӳçи тата призерĕ пулса тăнă. Сăмахран, 2014 тата 2016 çулсенче автономи Иркутск хулинчи «Чи лайăх наци-культура центрĕ» ята тивĕçнĕ. Халăх йăлисене упрас тĕллевпе çулсерен Сурхури, Раштав, Çăварни уявĕсем иртеççĕ. Çурхи Акатуя Зима районĕнчи пăлхарпа чăваш культурин «Куçтуй» этнокультура центрĕнче презентацилеççĕ, кĕркуннехи Чӳклеме тата Кĕр сăри уявĕсене Залари районĕнче анлă паллă тăваççĕ. Иккĕшне те туризм маршрутне кĕртнĕ, вĕсем регионăн визит карточкисем шутланаççĕ. Çак районта тата «Чăвашсем патĕнче хăнара» проект ĕçлет. 2021 çулта чăваш наци кухнин гастрономи туризмĕн пĕрремĕш маршручĕ уçăлнă. Çулсерен чăваш хорĕсен коллективĕсен «Юрă — халăх чунĕ», «Кĕмĕл сасă», ачасен «Туслăх хĕлхемĕ» фестивалĕсем тата халăх пултарулăхĕн «Юрась — аслă юмахçă» конкурсĕ иртеççĕ. Вырăнти йăла-йĕрке Мĕншĕн организацие «Юлташ» ят панă-ха? Ку ыйтăва наци-культура автономийĕн председателĕ Вероника Тимофеева çапларах хуравларĕ: — Организаци пайташĕ Леонид Максимов аса илнĕ тăрăх, ку тапхăрта пичет машинкисем çинче чăваш алфавичĕ пулман. Çавна май центр ятне вырăс сас паллисенчен пуçтарма тивнĕ. «Юлташ» ят тивĕçлĕ янăранă, мĕншĕн тесен пĕрлĕхре çăмăл мар ыйтусене татса пама тивнĕ. Паян çамрăк ăрушăн ку сăмах хăйне евĕрлĕ, совет тапхăрĕн символĕ. Каламалла: центр паянхи кун та чăваш чĕлхипе культурине упраса хăварассине тĕпе хурать. Патшалăх тата общество енчен çителĕксĕр пулăшу пани пирки чĕлхене тата йăла-йĕркене çухатас хăрушлăх пур. Пулас ăрусем валли çак еткере упраса хăварас тĕлĕшпе кирлĕ мерăсем йышăнни пĕлтерĕшлĕ. Чăваш уявĕсемпе йăла-йĕркене ирттерес ĕç паянхи кун хастар пырать. 2013 çулта председатель ĕçне пуçăнсанах пысăк команда пухрăм, чăваш культурине аталантарассипе çыхăннă программăсем, проектсем çыртăм. Тĕп уявсене — Акатуя, Чӳклемене, Сурхурие тата Çăварние — тепĕр хут чĕртсе ятăмăр. Чӳклеме пирки хальччен хăшĕ-пĕри илтмен те. Унсăр пуçне Улах тата Ларма йĕркелеме пуçларăмăр. Чăваш тĕрри пирки сас-хура та пулман. «Халăх çăл куçĕсем» мастерской проект пулăшнипе ăсталăх лаççисене Зима тата Залари районĕсенче уçрăмăр. Ăстасене ятарласа Шупашкарти культурăпа искусство институтĕнче вĕрентнĕ. Хальхи вăхăтра утă уйăхĕнче «Уяв» праçник йĕркелессипе ĕçлетпĕр. Шел, вăл та манăçа тухнă. Ĕлĕк Успенскра ку уяв анлă иртнĕ. Ăна хĕр туйĕ тенĕ. Уявра пулас арăм шыранă. Успени пикисем чи хитрисем тата чи ĕçченнисем пулнă. «Чăваш тумĕ — халăх легенди» проект шайĕнче пуçа тăхăнмалли хатĕрсене, капăрлăхсене тата ытти нумай япалана çĕнетрĕмĕр. Чăваш халăх вăййисене, ку шутра ял вăййисене асра тытассипе 7 çул ытла «Улăп вăййисем» проект ĕçлет. Председатель ĕçĕ кăткăс та яваплă. Маларах Иркутск облаçĕнчи чăваш культурине аталантаракан центрсем Зима районĕ тата Новолетники сали кăна пулнă. Халĕ лару-тăру самай улшăннă. Паян облаçри чылай районта чăвашсем хăйсен культурине аталантарассипе тăрăшаççĕ. Уйрăммăн илсен Тайшет районĕнчи Джогино, Залари районĕнчи Тагана ялсене, çавăн пекех Балаган районĕнчи Заславски тата Коновалово, Жигалово районĕнчи Чикан тата Рудовка салисене палăртмалла. Çак тăрăхра чăваш культури çĕнĕ вăй илет. Чăвашсем ытти районта та пурăнаççĕ. Вĕсемпе ĕçлемелле. Сăмахран, Куйтун районĕнчи чăвашсем пурăнакан икĕ ял пур. Хальлĕхе вăхăт çитейменрен ку муниципалитетсемпе çыхăну йĕркелесе ярайман-ха. Чăваш культурине аталантарас тата ăна сарас тĕллевпе Иркутск облаçĕнче тĕрлĕ проект пурнăçланать. Ку шутра «Юлташ — чăваш культурин управçи», «Чăваш тата Байкал тăрăхĕнчи çăлтăр паттăрсем», «Эпĕ сана илтесшĕн, тĕнче», «Чăваш Ен – çĕр пин юрă, тĕрĕ тĕнчи», Чăваш культурин кунĕсем, «Юрă — халăх чун уççи» тата Пĕтĕм Раççейри «Байкал тăрăхĕнчи Акатуй» чăваш юррисен фестивалĕсем, çавăн пекех асăнупа йăла-йĕркене упрассипе çыхăннă ытти проект. «Зима çĕрĕ çинчи пăлхар-чăваш еткерĕ» этнографи центрĕнче куçса килнĕ чăвашсен музейĕ пур. Унта этнографи еткерне тĕпчес тата аталантарас енĕпе ĕçлеççĕ. «Халăх çăл куçĕсем» мастерской пĕлӳ тата пултарулăх проекчĕ ал ĕçне вĕрентет. Иакинф Бичурин пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне аталантарассипе те пысăк ĕç тăватпăр. Чăвашсем йышлă пурăнакан Зима районĕнчи Масляногорск салинче тата Тайшет районĕнчи Джогино салинче «Юлташ — чăваш культурин управçи» проектпа килĕшӳллĕн чăваш чĕлхине вĕрентеççĕ. Çак ĕçе Надежда Фидикова тата Вероника Визе йĕркелеççĕ. Анчах ачасем, шел те, уроксене çӳрессишĕн, чĕлхене вĕренессишĕн çунмаççĕ. Кулленхи калаçура та чăваш чĕлхипе пачах усă курмаççĕ. Ытларах чăвашла юрăсем юрлаççĕ. Иркутск облаçĕнче халăх юрри-ташшине саракан пултарулăх ушкăнĕсене те палăртмалла. Вĕсем — «Куккук» фольклор халăх ансамблĕ, ачасен «Хĕвел» ансамблĕ /ертӳçи Марина Матвеева/, «Йăмра» чăваш халăх ансамблĕ /ертӳçи Александр Власко/, «Телей» тата ачасен «Юррай» ансамблĕсем /ертӳçи Татьяна Прокопчук/, «Сестры Белковы» çемье дуэчĕ /ертӳçи Надежда Фидикова/, «Юхтăр юрă» çемье дуэчĕ /ертӳçи Валентина Ягшимурадова, «Шур чечек» ансамбль /ертӳçи Елена Вяткина/, ачасен «Хĕвел» ансамблĕ /Вероника Визе/, «Сильби» çемье ансамблĕ тата ачасен «Кăмăл» вокал ушкăнĕ /ертӳçи Елена Яковлева/, «Ялав» тата «Рябина» чăваш ансамблĕсем. 2013 çултанпа регионта «Пилеш», «Хурăнташ», «Хамăр ял», «Хĕвел», «Ентеш», «Куçтуй» чăваш культура центрĕсем ĕçлеççĕ. Ытти наци культура центрĕпе те туслă пурăнаççĕ. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

♦   ♦   ♦


Çурта шăратма чун ăшши те кирлĕ

Елчĕк округĕнчи Тĕмер ялĕнчи Александр Прохоров виçĕ çул ятарлă çар операцийĕнчи салтаксем валли окоп çурти шăратать.

Александр Прохоров çирĕплетнĕ тăрăх, çурта хатĕрлеме консерв банки, парафин, картон çеç кирлĕ. Анчах вăл ĕçленине пăхса тăтăм та… Чун ăшши тата чăтăмлăх та кирлĕ иккен. Александр Николаевич чи малтан шăвăç банкăсем çине çыпăçтарнă этикеткăсене, çилĕме çуса тасатать. Унсăрăн çурта çуннă чухне лайăх мар шăршă та, тĕтĕм те тухать. Унтан савăтсем ăшне тăваткал каснă картон татăкĕсене хире-хирĕç вырнаçтарать. Ку вăл çурта хăйăвĕ пулать. Яваплă тепĕр ĕç — парафина ирĕлтерсе тултарасси. Çурта тĕпренесрен е çуркаланасран карас ăвăсĕ хушать. Хăй каланă тăрăх, окоп çурти тума кирлĕ япаласем ытлă-çитлĕ пулсан вĕсене чылай нумайрах хатĕрлеме пулать. Картон тупасси чăрмав мар. Ялти лавккана тавар илсе килсен вăл çителĕклех пуçтарăнать. Шăвăç савăт вара сахалрах. Уйрăмах пăрçаран тата куккурусран пушаннисем юрăхлă иккен. «Вĕсенчен хатĕрленĕ çуртасем пĕр сӳнмесĕр 6 сехет çутă тата хĕрӳлĕх параççĕ», — терĕ Александр Николаевич. Окоп çуртисем салтаксене блиндажа е пӳлĕме çутатма тата ăшăтма, траншейăсемпе окопсенче чей вĕретме, консервланă апата ăшăтма кирлĕ. Ял çыннисем пушă савăтсемпе тивĕçтереççĕ. Парафина вара укçалла туянма тивет. Тепĕр чухне чиркӳ çуртисен тĕпĕсемпе те усă курать. Ку енĕпе ăна Петр Иванов, Василий Иванов, Сергей Козлов, Олег Андреев пачăшкăсем пулăшаççĕ.

– Парафин илме «Зов-Яльчики» волонтерсен ушкăнĕ, ял-йыш, ытти ял çыннисем укçа параççĕ. Ăна йӳнĕрех хакпа сутакансене интернет урлă шыратăп, — каласа кăтартрĕ арçын. — Ун пеккисене Мускав облаçĕнчи Лыткарино хулинче тупрăм. Укçа куçарнă хыççăн тавара хамăр ял çыннисем тӳлевсĕрех илсе килсе пачĕç. Çавăн пекех мана Николай Муллин нумай пулăшать. Вăл укçа та парать, пулăшма хатĕр çынсемпе çыхăну йĕркелет, материалсемпе тивĕçтерет… Александр Николаевич окоп çуртисене килĕнче хатĕрлет. Хăйĕн тăкакĕсене, сăмахран, мĕн чухлĕ газ çуннине, вăл нихăçан та шутламан. Мăшăрĕ Светлана Васильевна та ăна çакăншăн ӳпкелемест. Пенсире пулин те, арçыннăн килти хуçалăхра та ĕç пайтах. 7-8 çул каялла лартнă çуртри шалти ĕçсене вăл хăй аллипе тунă. Анчах вĕçне çитереймен-ха, каяраха хăварнă. Паянхи тĕп тĕллев — салтаксене пулăшасси. Унпа калаçнă май вăл çак таранччен мĕн чухлĕ окоп çурти хатĕрленипе интереслентĕм. «Шутламан. Кирлех-ши? Мухтанни пулать, — терĕ вăл сăпайлăн. — Елчĕкрен гуманитари пулăшăвĕпе каякансене кашнинчех парса яратăп. Вĕсене Херсон тăрăхĕнчен пуçласа Курскпа Белгород облаçĕсем таранах илсе каяççĕ». Александр Николаевич браслет-шнурсем те хатĕрлет. Вĕсене салтаксем алла çыхса çӳреççĕ. Çапăçура амансан самантрах салтса унпа юн юхакан сурана çыхма пулать. Вĕрен вырăнне усă курма та пулать. <...>

Николай АЛЕКСЕЕВ.

♦   ♦   ♦


Турăпа пĕрле пулар

Пирĕн ыйтусене Шупашкар тата чăваш митрополичĕ Савватий хуравлать.

— Хисеплĕ владыка, сире тахçантанпах кĕтнĕ шап-шурă юрлă хĕл кунĕсемпе, çывхарса килекен Раштав уявĕпе тата Çĕнĕ çулпа саламлатпăр. Çулталăк Шупашкар епархийĕпе Чăваш митрополийĕшĕн чылай ĕçпе палăрса юлчĕ. Тĕслĕхрен, таса пурнăçпа çырăнса юлнă, халăх юратнă Вениамин (Новицкий) архиепископа халалланă тĕл пулусем, уяв каçĕ иртрĕç.

— Тавтапуç. Чăнах та, çитес çул Вениамин архиепископ çуралнăранпа 125 çул çитет. Çавна май, эпир кăçал концерт йĕркелерĕмĕр, питĕ лайăх иртрĕ вăл, пурне те килĕшрĕ. Тата эпир ун ячĕпе кĕлĕсем те ирттеретпĕр. Çитес çул та Вениамин владыкăна халалланă мероприятисем йĕркелеме палăртнă, ун çинчен кĕнеке кăларасшăн. Владыкăн пурнăçĕ çăмăл пулман. Вăл 1900 çулта Беларуçра пачăшкă çемйинче çуралнă, ашшĕ-амăшĕн, тăванĕсен юратăвне туйса-курса ӳснĕ. Çамрăкранпах сăваплă пурнăçпа пурăнма тăрăшнă, музыка енне туртăннă, сăвăсем те çырнă. Унăн ытти тантăшĕ авланса çемье çавăрнă, Вениамин атте вара ӳун чухне вăл Сергей ятпа çӳренĕ манах пулма хатĕрленнĕ. Вăл Почаевăри лаврăна кайнă, унта манаха кĕнĕ. Вăрçă пуçланиччен ăна архиерее кăларнă. Хаяр вăрçă çулĕсенче Вениамин атте оккупацие лекнĕ, унта та архиерей тивĕçĕсене пурнăçласа пынă, службăсем ирттернĕ. Нимĕç фашисчĕсем ăна хăйсене майлă ĕçлеме хистенĕ, анчах та Владыка Вырăс Православи Чиркĕвĕнчех юлнă. Вăл вăхăтра Украина Православи Чиркĕвне куçакан архиерейсем те пулнă. Анчах та Хĕрлĕ çар Украина çĕрне ирĕке кăларсан НКВД çыннисем Вениамин атте тăшман майлă ĕçлеменнине ĕненмен, ăна тĕрмене хупнă, каярахпа ссылкăна янă. Нумай çул владыка Магадан тăрăхĕнче лагерьте ылтăн кăларнă çĕрте ĕçлесе нушаланнă. Сывлăхĕ хавшанă. Аллăмĕш çулсенче Вениамин аттене ирĕке кăларнă. Пĕр вăхăт вăл службăсем ирттермен, каярахпа вара ăна Иркутска янă. Çĕпĕр çĕрĕ – Иркутскран пуçласа Владивосток, Якутск таран, Магадан — пĕтĕмпех вăл ертсе пыракан епархие кĕнĕ. Чылай çул ĕçленĕ унта владыка. Кайран вара, 1973 çулта, ăна Шупашкара куçарнă. Вăл кунта архиерей пулса нумаях ĕçлеймен. Сывлăхĕ начар, чĕри чирлĕ пулнă унăн, пуçĕ çинче çӳçĕ те юлман, лагерьте йывăр сусăрланнă пирки мăйĕ чалăшнă. Шупашкар епархийĕнче виçĕ çул çурă тăрăшнă хыççăн хисеплĕ архиерей пурнăçран уйрăлнă. Апла пулин те Вениамин атте кĕске вăхăтрах халăх юратăвне çĕнсе илнĕ, ырă йĕр хăварнă. Вăл ку тĕнчерен куçса кайсан çынсем çав тери хурланнă. Эпĕ те, ача пулсан та, ăна юратнипе уншăн питĕ хытă макăрнине ас тăватăп. Вениамин (Новицкий) архиерее Введени чиркĕвĕнче пытарнă. Кайран, вăхăт иртсен, чиркӳ никĕсĕ çурăлма тытăнсан, унăн тупăкне кăштах урăх вырăна куçартăмăр. Тупăка çĕклесен йĕри-тавра ырă шăршă сарăлчĕ. Владыкăн ӳчĕ пачах та çĕрменнине пурте куртăмăр. Вениамин аттен тупăкĕ халĕ Введени чиркĕвне кĕрсенех сылтăм енче вырнаçнă. Ун патне çынсем пырса кĕлĕ тăваççĕ, пулăшу ыйтаççĕ, чылай чухне çак пулăшăва кĕтсе илеççĕ.

— Турă çулĕнчен пăрăнман, чăн ĕненӳпе пурăннă çын шăпи çинчен каласа патăр. Ун ячĕпе тĕрлĕ ĕç йĕркелени — иртнĕ çулсемпе паянхи ăрăва çыхăнтаракан ырă тĕслĕх. Хăйсен пурнăçне пĕтĕмĕшпех Турра халалланă çынсем — Афонри манахсем — çинчен те каласа хăварас килет. Вĕсем çинчен кăçал Шупашкарти ӳнер музейĕнче «Пирĕннисем Афонра» сăн ӳкерчĕксен куравĕ уçăлчĕ.

— Чăваш – Турра ĕненекен халăх. Афонра пирĕн ентешсем нумай пулнăран йĕркелес терĕмĕр çак курава. Сăмахран, Виталий атте (Виталий) Гришин (игумен) хăй вăхăтĕнче шăпах Вениамин владыкăн вĕренекенĕ, пулăшаканĕ пулнă. Вениамин атте ку тĕнчерен куçса кайсан Виталий атте Афона кайма шухăшланă. Анчах та Варнава владыка ярасшăнах пулман, мĕншĕн тесен хăйне те пулăшакан кирлĕ пулнă. Турă умĕнче сăмах панă тăк ăна тытмалла. Çавăнпа та владыка çула тухма пилленĕ. Виталий аттепе пĕрле Афона тата темиçе çын, çав шутра Паисий атте те, кайнă. Паисий атте унта тахçантанпах Турăшăн ĕçлесе пурăнать, халь ăна Афонăн Мускаври хуçалăхне тытса пыма шаннă. Анчах та вăл пурпĕрех Афонри манах шутланать. Хăшĕ-пĕри ку тĕнчерен куçса та кайнă ĕнтĕ. Вĕсем çинчен аса илсе, халăха вĕсен тĕрлĕ çулта ӳкерсе илнĕ сăнĕсене кăтартас, каласа парас тесе йĕркелерĕмĕр çав курава. Нумаях пулмасть Виталий атте пирĕнпе пĕрле Введени чиркĕвĕнче кĕлĕ ирттерчĕ. Халĕ вăл каллех аякри Грецири таса çурутрав çинче, тепре хăçан килесси те паллă мар.

— Çитес çул Шупашкар епархине йĕркеленĕренпе 80 çул çитет... Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче нумаях пулмасть «Шупашкар епархийĕ – Чăваш митрополийĕ. Аваллăх, çынсем тата пулăмсем» ятпа курав уçрăмăр. Унта чăваш çĕрĕнчи чиркӳсемпе мăнастирсенче ĕçлесе пурăннă таса аттесен тата паянхи священниксен сăн ӳкерчĕкĕсене курма пулать. Çавăн пекех Руç Патриархĕсем пирĕн тăрăха килсе кайнă самантсем те пур. Курав Чăваш епархийĕн пурнăçне туллин сăнлать. Вăл кăрлачăн 10-мĕшĕччен ĕçлĕ. Унсăр пуçне кăрлачăн 12-мĕшĕнче, Раштав уявĕ хыççăн, концерт ирттересшĕн. Тата ĕнтĕ паллă пулăма халалланă кĕлĕ нумай пулать.

— Паянхи лăпкă мар лару-тăру пирки те калаçмасăр иртме çук, хисеплĕ владыка.

— Пирĕн çĕршыва ытти патшалăх нихăçан та юратман. Раççейĕн тăшман яланах нумай пулнă. Хаяр Иван патша вăхăтĕнче те, маларах та, каярах та. Раççей çĕрне пурте хапсăнаççĕ. Халĕ те çавăн пекех. Пирĕн çĕршывшăн нихăçан та çăмăл вăхăт пулман. Турă ирĕкĕсĕр нимĕн те пулмасть. Кӳршĕре пире хирĕçле халăха ӳстерни питĕ хытă тĕлĕнтерет. Украина ялан пирĕнпе пулнă, тăвансем нумайăшĕ унтан. Украинăран куçса килнĕ çынсем те пирĕн патра ĕçлеççĕ. Тĕлĕнмелле, кӳршĕллĕ çĕршывсене таçти аякри патшалăх пĕр-пĕринпе хирĕçтерет, вăрçтарать. Çавна пула паянхи кун пирĕн ывăлсем, пиччесемпе шăллăмăрсем, мăшăрсем çапăçу хирĕнче пирĕншĕн юн тăкаççĕ, хăйсен пурнăçне шеллемеççĕ. Вăрçă вăл яланах йывăрлăх кӳнĕ, таса япала пулман – яланах юн, куççуль… Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пирĕнтен маларах пурăннисем мĕн чухлĕ çухату тӳснĕ, мĕн чухлĕ нуша курнă! Манăн кукаçи те, асатте те пулнă çав вăрçăра. Асаттен вил тăпри ăçтине паянхи кун та пĕлместпĕр. Самана каллех çапла килсе тухрĕ: эпир хамăра тапăнса çĕршыва çавăрса илессе кĕтсе ларма пултараймастпăр. Нимĕн те тăваймăн: самана çитрĕ пулсан чăтмалла, ирттермелле. Кĕлĕ тумалла. Эпĕ çĕршыва хӳтĕлекенсемшĕн яланах вăй çитнĕ таран кĕлĕ тума тăрăшатăп, чĕрере вĕсемшĕн куççуль тăкатăп. Анчах та пĕр çын е темиçен кĕлĕ туни çителĕксĕр, пирĕн пурин те пĕрле чиркӳре пухăнса Турра тархасламалла. Акă халь Раштав типпи пырать, ăна тытма тăрăшмалла, ятарлă çар операцине хутшăнакансемшĕн çветтуй çар çыннине Иоана акафист вуламалла тата Турă Амăшне пирĕншĕн кĕлĕ тутăр тесе ӳкĕтлемелле.

— Кăçал республикăри хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн пуçарăвĕпе чиркӳсенче «Шурă тутăр» ятпа çар операцине хутшăнакансемшĕн, хамăр çĕршыв тăнăçлăхĕшĕн молебенсем ирттерчĕç.

— Çапла, ку акци çулталăкра пĕрре иртет. Пĕлтĕр ăна Мăнкун эрнинче, Çĕнтерӳ уявĕ вăхăтĕнче йĕркелерĕмĕр, кăçал урăх вăхăтра. Анчах та çакнашкал пĕр кунлăх акцисем те çителĕксĕр, пирĕн яланах чиркӳре те, килте те кĕлĕ тумалла. Тата тепĕр хут калатăп: типĕ тытсассăн, пĕрле пухăнса кĕлĕ тусассăн Турă пире илтет. Салтаксене питĕ шел вĕсем таврăнмасан. Пирĕн паттăрсенчен ачасем çуралмалла, вĕсенчен мăнуксем юлмалла. Çавна шанмалла. «Эпир нимĕн те тăваймастпăр», — темелли çук. Чиркӳре кĕлĕ тунисĕр пуçне пирĕн пачăшкăсем республикипех çар операцине хутшăнакансене пулăшма укçа пуçтараççĕ, гуманитари пулăшăвĕпе каяççĕ, хăйсен машинисене паракансем те пур. Пачăшкăсем нумайăшĕ çӳреççĕ, пурте пулăшма тăрăшаççĕ. Пирĕн чиркӳсенче маскировка хатĕрĕсем те çыхаççĕ, окоп çуртисем те тăваççĕ. Кăçал Донбасс доброволецĕсен пĕрлешĕвĕн Чăваш Енри уйрăмĕ ыйтнипе эпир Шыва кĕртекен Иоанн çуралнă ячĕпе Шупашкарта лартнă чиркĕве (вăл Трактор тăвакансен проспектĕнче вырнаçнă) «Çар çыннисен чиркĕвĕ» статус патăмăр. Унта ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе нумай ĕçлеççĕ.

— Владыка, çĕршыва юрăхлă, Турă юратăвне тивĕç çынсем ӳстерес тесен ачасене мĕнле воспитани памалла?

— Воспитани вăл çемьерен пырать. Ашшĕамăшĕ хăйсене мĕнле тытать, пурнăçа мĕнле йĕркелесе пырать — ачисем те çавăн пекех пулаççĕ. Ачасене эпир шкулта тата ытти çĕрте темĕн чухлĕ каласан та ырă япаласем çинчен килте, çемьере çавнашкал тĕслĕх курмасан вăл ыррине вĕренме пултарать-и-ха? Çавăнпа та ачасемшĕн чи пысăк яваплăх вăл – ашшĕ-амăшĕнче.

— Крымри Лука святитель хăй çырса хăварнисенче «амăшĕн чи пысăк тивĕçĕ вăл – ачисене ырă воспитани парасси» тенĕ. Тĕп шăнăрĕ мĕнре-ха çакнашкал воспитанин?

— Çын Турра ĕненсен, Турăпа пурăнать пулсан, мĕн пур ĕçе Турă çине пăхса, ăна асăнса пурнăçлать. Вăл ĕçре те пултаруллă, тăрăшать, килте те суя сăмахсенчен тарать, элек сармасть. Ырă, сăваплă пурнăçпа пурăнас тесессĕн Турă çинчен манмалла мар. Ăнланмалла: эпир яланах Турă умĕнче çӳретпĕр, эпир тăвакан çылăхсене вăл пĕтĕмпех курать. Турă çинчен пирĕн хăрушлăх вăхăтĕнче çеç аса илмелле мар. Пурнăçра йывăрлăхсем ахальтен пулмаççĕ, хамăр мĕнле пурăннинчен нумай килет. Ашшĕ-амăшĕ Турра манмасан, ăна шанса пурăнсан ачисем те тĕрĕс çулпа утĕç. Эпĕ шкула çӳренĕ вăхăтра пире Турă çук тесе вĕрентетчĕç. Анчах та мана килте атте «Турă пур» тесе каланă. Эпĕ ăна итленĕ, ĕненнĕ. Паянхи кун ашшĕ-амăшĕ тӳнтерле тĕслĕх кăтартни сахал мар тĕл пулать. Вĕсем ачисен умĕнче усал сăмахсемпе калаçни мĕн патне илсе пырать? Ачисем калаççĕ: «Пире шкулта усал сăмах калама юрамасть тесе вĕрентеççĕ. Эсир вара калатăр». Çак чир халь пурне те сырса илнĕ. Унăн сиенĕ пуриншĕн те паллă, эпир çакăн пирки нумай калаçатпăр, халăха ăнлантаратпăр. Халь акă раштав уйăхĕнче Шупашкарта кăçалхипе 34-мĕш хут Регионсен хушшинчи Раштав вулавĕсем иртрĕç. Унта ĕçленĕ секцисенчен пĕринче шăпах «Раççей киревсĕр сăмахсемсĕр» темăпа калаçрĕç.

— Хальхи вăхăтра эпир Турă çинчен уççăн калаçма, унăн сăмахне вулама, итлеме, курма пултаратпăр. Апла пулин те халăхра кĕлеткене пуç çапакансен ӳязычниксенӲ йăлисене тытса пыракансем те пур.

— Пирĕн чăвашсем Христос тĕнĕпе пурăнма пуçланăранпа вăхăт нумаях иртмен, 200-300 çул вăл нимех те мар. Çавăнпа çак йăла халăхра пурăннă. Анчах та халĕ çынсем çĕнĕрен шухăшласа кăлараççĕ, пулман япалана пулнă пек тăваççĕ. Паллах, эпир суя турăсене пуç çапакансене ăнлантаратпăр, вĕрентетпĕр, халăха кирлĕ мар йăласенчен хăтарма тăрăшатпăр. Давид пророк авалах, эпир пурăниччен темиçе пин çул маларах, каланă: «Суя турăсем вĕсем усал сывлăшран»,— тенĕ. Халĕ те çаплах. Темшĕн-çке сиенлĕ япаласем çынна питĕ илĕртеççĕ. Эпир Чăн Турра пуç çапатпăр, Вăл Пултаракан Турă, пурне те Пултарнă Турă. Халь пире Пултарнă Турра мар, пултарнă япалана пуç çапма калаççĕ. Кунпа ниепле те килĕшме çук. Çавăнпа суя турăсене чăваш хушшинче пăрахăçлама чĕнсе калатăп.

— Халĕ интернет уçлăхĕнче искусствăлла интеллект вăйĕпе хатĕрленĕ видеороликсем курма пулать. Унта шур сухаллă ватăсем тата хĕрарăм манахсем Турă сăмахне каланă пекех туйăнать. Мĕнле йышăнмалла çак пулăма?

— Чиркĕве çӳреме тăрăшмалла, пачăшкăсемпе калаçмалла, вĕсем вĕрентеççĕ. Интернетра ырри те пур, сиенли те нумай. Нумайăшĕ суя. Шур сухаллă ватă хĕрес çакнă пулсассăн та чăн священник пулнине пĕлтермест. Е хăйсене манах тесе кăтартакансем пур. Хăйсем вара нимĕнле манах та мар. Кĕске видеосем пăхнă чухне питĕ асăрхануллă пулмалла, пуçа шухăшлаттармалла. <...>

Елена ТРОФИМОВА калаçнă.

♦   ♦   ♦


«Гинекологсем Турра ĕненеççĕ»

«Врач Турăран», — теççĕ ун пеккисем çинчен. Професси шайĕ, çынлăх туйăмĕпе ĕçченлĕхĕ пысăк пулнăран ăна пурте хисеплеççĕ, юратаççĕ. Сăмахăм Шупашкар хулин тĕп больницинче ĕçлекен Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ, аслă категориллĕ гинеколог Ираида Венедиктова çинчен. Паян Ираида Александровна пирĕн тĕпелĕн хăни.

Шкул хыççăн пăру пăхнă — Ираида Александровна, ăçта çуралса ӳснĕ эсир? Мĕншĕн врач пулас тенĕ?

— Эпĕ Елчĕк тăрăхĕнчи Лаш Таяпа ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Нумай ачаллă çемьере ӳснĕ. Анне Елизавета Димитриевна пире, 7 ачана, пĕччен ура çине тăратнă. Атте Александр Ефимович вăтăр тăххăртах пурнăçран уйрăлнă. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ пулнă. Çемьере 6 хĕр те 1 ывăл ӳсрĕмĕр. Эпĕ — улттăмĕшĕ. Мĕншĕн медицинăна кайнă тетĕр-и? Манăн тăван аппа Елена Немцева медучилище пĕтернĕ, Аслă Елчĕкре фельдшерта ĕçлетчĕ. Ăна кура манăн та шурă халатлă çын пулас килнĕ-тĕр. «Санăн врач пулмалла», — тетчĕ вăл мана. Эпĕ шкулта пĕтĕм предмета юратса вĕреннĕ. «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă. Анне колхоз ферминче ĕçлетчĕ, çамрăк пăрусене пăхатчĕ. Çавăн пекех вăл темĕн чухлĕ пай илетчĕ. Пире çум çумлама илсе каятчĕ. Эпĕ шкулта вĕреннĕ чухне улттăччен çывăрса курман. Тăваттă çурăра анне фермăна тухса каятчĕ, пире тăратса хăваратчĕ. Тăраниччен пĕрре те çывăрман. Ирхине ĕне сунă, кăмака хутса кăларса шкула кайнă. Тепĕр аппа Валентина Ларионова музыкăллă камит актерĕччĕ. Вăл упăшкипе çар хулисем тăрăх çӳренĕ. «Пирĕн ачалăх пулман, эпир чĕрĕ юлассишĕн тапаланнă», — тетчĕ вăл. Çавăн пек пурăннă тесе каласан хальхи ачасем ĕненмеççĕ те, ăнланмаççĕ те. Шкулта хамăр классем 7-ре тăрса шкула килни пирки калатчĕç. «Çиччĕччен çывăрма пулмасть-тĕр ĕнтĕ», — тĕлĕнеттĕм эпĕ.

— Университета тӳрех вĕренме кĕтĕр-и?

— Çăмăллăнах, тӳрех пулман. Шкул пĕтернĕ çул та, тепĕр çулхине те кĕреймен. 1977 çулта шкултан вĕренсе тухрăм. 1979 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне кĕтĕм. Шкул хыççăн колхоз ферминче ĕçлерĕм. Çамрăк пăрусене пăхрăм. Кайран университета вĕренме кĕмелли хатĕрленӳ курсне экзамен парса кĕтĕм. Унта куçăн мелпе пĕлӳ илмеллеччĕ. Пире общежитие вырнаçтарчĕç. Ăна пĕтерсен никам та вĕренме кĕмесĕр юлман. Университетра медицина факультетĕнче «сиплев ĕçĕ» специальноçа алла илтĕм. — Кайран эсир гинекологие суйланă. Ку мĕнпе çыхăннă-ши? — Пирĕн преподаватель Вадим Быков питĕ лайăхчĕ. Вадим Михайлович Чулхула облаçĕнченччĕ. Вăл пире гинекологипе вĕрентнĕ. Ахăртнех, çак енпе кайма мана вăл сĕннĕ пулĕ. Çав тери кирлĕ, лайăх професси тенĕ. Çав вăхăтрах яваплă ĕç пулни çинчен те асăрхаттарнă. «Ку ĕçре икĕ çыншăн яваплă пулмалла. Ытти тухтăрсем Турра ĕненмесен те пултараççĕ, акушер-гинекологсем вара ĕненеççĕ», — тетчĕ, мĕншĕн тесен хĕрарăм ача çуратнă чухне темĕн те пулма пултарать. Ку профессире питĕ хăвăрт ĕçлемелле, çийĕнчех йышăнусем тума пултармалла.

«Ялта ĕçлеме пиллеместĕп»

— Диплом илсен ĕçе хăш больницăран пуçларăр?

— Эпĕ 1985 çулта диплом илнĕ. Направленипе Елчĕк больницине ĕçлеме кайнăччĕ. «Ира, ĕçӳ шутсăр яваплă. Ача çуратакан хĕрарăм хăрах урипе тупăкра. Эпĕ сана ялта ĕçлеме пиллеместĕп. Санăн хуларах вырнаçма тăрăшмалла», — терĕ анне. Упăшка Елчĕке ĕçлеме кайрĕ. Интернатура пĕтерсен пĕр çулталăк ачапа лартăм. 6-мĕш курсра чухне çемье çавăрнă. Мăшăрăм Алексей Венедиктов — Елчĕк тăрăхĕнчен. Вăл Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă. Эпир ачапа Шупашкартаччĕ. Вăл час-час килетчĕ. Анне вара мăшăра та хулана куçма сĕнчĕ. Анне 4 класс кăна пĕтернĕ, анчах питĕ ăслăччĕ. Шупашкарта Кăнтăр поселокĕн чи 2-мĕш поликлиникăра хĕрарăмсен консультацийĕнче ĕçлеме пуçларăм. Интернатура пĕтерсен мана гинекологи уйрăмĕн заведующийĕ Людмила Иванова стационарта ĕçлеме хăварасшăнччĕ. «Ира, эсĕ мана килĕшетĕн. Ирĕклĕн, хăюллăн ĕçлетĕн», — терĕ. Стационарта çĕрле те ĕçлеме тивет. Ун чухне манăн пĕр ача пурччĕ ĕнтĕ. Иккĕмĕш хут амăшĕ пулма хатĕрленеттĕм. Ача пĕчĕк тесе килĕшмерĕм. Чăн та, эпĕ ирĕклĕнех операцисем тăваттăмччĕ. Тĕрĕссипе, хĕрарăмсен консультацийĕнче ĕçлетĕп тесе эпĕ нихăçан та шухăшламан. Операцисем тума ĕмĕтленнĕ. Анчах ачасене пăрахса каяймастăн. Малтан хĕрарăмсен консультацийĕнче врачра, кайран уйрăм заведующийĕнче вăй хутăм. Ку больницăна 2017 çулта килтĕм. Кунта хĕрарăмсен консультацийĕнче гинекологра ĕçлетĕп.

— Халĕ гинеколога кайнăшăн ӳкĕнместĕр-и?

— Ĕç çăмăл мар. Пĕрех килĕшет. Пирĕн ĕçре врач кăна мар, психолог та пулма тивет. Чылай чухне хĕрарăмсем гинекологи чирĕсемпе мар, чунĕ лăпкă мар чухне килеççĕ. Пациенткăпа калаçсан тӳрех ăнланатăп: кунта нимĕнле чир те çук. Йăлтах нерв тытăмĕпе çыхăннă. Пире пĕр çынна йышăнма 15 минут уйăраççĕ. Çав вăхăтра пĕри çырăнса, виççĕн çырăнмасăр кĕреççĕ. Çыннăн пурнăçне пĕлсе çитме вăхăт çитмест, анчах эпĕ пурпĕр ăнланатăп. Гинекологи «пуканĕ» çине выртичченех пĕлетĕп чир-чĕр çуккине. Вăл вара ыратнипе килнĕ. Пăхатăп та — йĕркеллех. «Мĕншĕн ыратать? Мĕн ыратать?» — пĕлесшĕн пулать «чирли». Калаçма ирĕксĕрех вăхăт тупмалла пулать. Кун пек чухне вăхăта та пăхмастăп, ăнлантарма тăрăшатăп. Ыратнипе килекенĕн 90 проценчĕн хĕрарăм чирĕ çук. Хальхи вăхăтра çакă питĕ анлă сарăлнă япала. Стресс витĕмĕ-ши вăл? Компьютер умĕнче ларни çавăн пек тăвать-и? Пĕлместĕп. Çавăнпа пирĕн çынпа калаçмалла, ăнлантармалла. Тĕслĕхрен, кăкăр вăйлă ыратсан: «Сирĕн кунта тĕртĕмсем хĕсĕнеççĕ, хытса ларнă. Ун тăрăх нервсем, юн тымарĕсем килеççĕ, ыратмасăр май çук. Пăх-ха, пĕшкĕнсен те ыратать. Физкультура тумалла. Пирĕн хамăр сывлăха хамăрăнах лайăхлатмалла. Врач 10-15 процент кăна пулăшать», — тетĕп.

— Сире çынсене пулăшни савăнтарать-и?

— «Эсир мана хĕсĕрлĕхрен сипленĕччĕ, эпĕ ача çуратрăм», – тесе килсе калаççĕ. Çынсене пулăшма пултарни, чăнах та, савăнăç, киленӳ кӳрет.

— Ача çуратайманнисемпе ĕçлесси çăмăл мар. Çак ĕçре чи пĕлтерĕшли мĕн?

— Халĕ Президент перинаталь центрĕнче вĕсемпе ĕçлекен уйрăм пур. Эпĕ хам ĕмĕрте пурне те унта яман. Шутласа пыман, анчах питĕ нумай хĕрарăма ача амăшĕ пулма пулăшнă. Кăнтăр поселокĕнче ĕçленĕ чухне те, кунта та. Кăнтăр поселокĕнче «снимоксене» хамах тăваттăмччĕ. Унта пирĕн кăнтăрлахи стационар пурччĕ. Эпир хĕрарăмсене сĕлĕхпе вăйлă сиплеттĕмĕрччĕ. Кун пек сиплев питĕ пулăшать. Вăл юна шĕветет. Камăн çăра юн — вĕсене хырăм юличчен сĕлĕхпе сиплев курсне тухма сĕнеттĕмĕр. Ку меслете никам та улăштарман. Сиенлĕ мар вăл. Сĕлĕхпе сипленнĕ хыççăн манăн темĕн чухлĕ хĕрарăм ача çуратнă.

— Сирĕн ĕç стажĕ 40 çул терĕр. Ĕçлеме пуçланă тапхăртипе хальхи вăхăта танлаштарсан ача амăшĕ пулма пӳрменнисен йышĕ нумайланнă-и е чакнă-и?

— Халĕ нумайрах. Ĕлĕк чирсем урăхларахчĕ. Ун чухне «воспалени» нумайччĕ. Халĕ пачах урăхла. Халĕ эндометриоз нумай. Çамрăк хĕр-хĕрарăмăн уйăх хушши йĕркеллĕ пулмасть. Е пач çухалать. Çакă экологипе çыхăннă пулĕ тетĕп. Вĕсене эмелсем çырса паратпăр, хăшĕ-пĕрне операцие яратпăр. Тулли кĕлеткеллисене начарланма сĕнетпĕр. Начарлансан вĕсен çие юлать. Мăнтăр кролик амисем те çăвăрлаймаççĕ. Пирĕн пĕр вăхăтра кроликсем пурччĕ. Пĕр кролик ами апат лайăх çитернĕрен мăнтăрланса кайнăччĕ. Ăна пĕлекенсем диета çине лартма сĕнчĕç. «Кунне пĕчĕк кишĕр тата шыв пар», — терĕç. Пирĕн кролик тепĕр уйăхран «йывăрланчĕ». Хĕрарăмсен те çавăн пекех. Начарлататпăр та 35 проценчĕн эмелсĕр, операцисĕр хăйсенех çие юлать. Ку енĕпе эпĕ наука ĕçĕсене те вуланă. Пĕтĕмлетсе калас тăк хальхи вăхăтра хĕрарăмсем ытларах япаласен ылмашăвĕ пăсăлнипе чирлеççĕ. Самăрлăх чирĕ йышланчĕ. Уйăх хуши пăсăлни, полип нумайланчĕç. Эпĕ ĕçлеме пуçласан вĕсем нумай марччĕ. Ĕлĕк папиллома вирусĕ /ВПЧ/ сахалччĕ. Халĕ вăл чылайăшĕн пур. Унран халĕ прививка тăваççĕ. Ăна арлă-арăмлă пурăнма пуçличченех тутармалла. 10-12 çулсенчех тутарма юрать. Çитĕннисене те тăваççĕ. Паллах, малтан анализ памалла. ВПЧ амалăх умĕн ракне яма пултарать.

— Эсир ĕçлеме пуçланă тапхăртипе танлаштарсан медицина чылай аталаннă-и?

— Халь пачах урăхла. Оборудовани чылай, ĕçлеме лайăхрах.

— Ку çулталăк сирĕншĕн мĕнпе асра юлчĕ?

— Кăçал пирĕн больница 65 çул тултарчĕ. Юбилей пулчĕ. Коллектив туслă пирĕн, килĕштерсе ĕçлетпĕр. — Ачăрсем сирĕн çулпа кайнă-и? — Вĕсем медиксем мар. Пирĕн пурĕ 5 мăнук. Тăваттăшĕ врач пулатпăр теççĕ. <...>

Роза ВЛАСОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.